Улах юрри

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Улах юрри  (1913) 
by Григорий Тяммин
Хайланă дата: 1913, Пичетленĕ çул: 1913. Çăлкуç: Вула Чăвашла

Эпир ĕлĕк йĕкĕт чух
Улах тăрăх çÿреттĕмĕр
Çĕрлен çĕрех каяттăмăр.
Çĕрлен çĕрех савкаласа.
Сиккелесе ташласа
Ай пыраттăмăр.
Улах тĕлне çитсессĕн,
Алăк патне чарăнсан,
Чăсаттăмăр купăса.
Купăс каласа,
Сиккелесе кулкаласа
Ташлаттăмăр мунчара.
Ташлаттăмăр тăраниччен
Сикеттĕмĕр йăлăхиччен
Çурçĕр çитсен,
Автан авăтсан
Каяттăмăр килелле.
Çапла вара çĕр çиртни,
Туйăнмастчĕ тарлани,
Тарласан та сивнеттĕмĕр.
Халĕ ĕнтĕ ватăлсан
Çамрăк кунсем иртсессĕн,
Эххĕм-аххăм çăварта.

1913


Public domain
This work is in the public domain in the United States but it may not be in other jurisdictions. See Copyright.

PD-US //wikisource.org/wiki/%D0%A3%D0%BB%D0%B0%D1%85_%D1%8E%D1%80%D1%80%D0%B8