Нарспи. Çимĕк каçĕ

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search

Çимĕк каçĕ
автор Константин Васильевич Иванов (1890—1915)


Çимĕк каçĕ


Шăнкăртатса шыв юхать
Çӳллĕ валак пуçĕнче,
Кĕмĕл пекех ялтăрать
Шывĕ хĕвел çутинче.
Кĕмĕл мерчен тухьяпа
Сарă хĕрĕ шыв ăсать,
Сарă каччă калаçса
Хăй лашине шăварать.
Çӳллĕ йăмра ăшĕнче
Кайăк юрлать юррине,
Лаши ĕçсе тăнăçем
Каччă калать сăмахне:
«Çаплах вара, Нарспиçĕм,
Çук-ши манăн ăрăскал?
Çаплах сана ют çĕре
Илсе кайĕ-шим усал?
Ах, телейĕм çук-тăр çав,
Аçу-аннӳ пит пуян!
Хăйсен пуянлăхĕпе
Пăрăнаççĕ çук çынран».

«Ан ӳпкелешсем, Сетнер,
Мĕншĕн çынна ӳпкелес?
Ăçта тарса каяс-ха
Пуян атте-аннерен?
Атте-анне ухмах çав,
Мĕн каласа кăнтарас?
Мĕн тăвар-ха, кала-ха,
Мĕнле пирĕн май тупас?
Хĕвел ансан, каç пулсан,
Паян туя лартаççĕ,
Хушăлкари пуянпа
Манăн туя пуçлаççĕ.
Тăшман ытла хаяр тет,
Епле унтан хăтăлас?
Сетнер, Сетнер, кала-ха,
Ăçта каяс, мĕн тăвас?
Сана тем пек юратса,
Савса эпĕ пурăнтăм.
Анчах çапах çак куна
Çамрăк пуçăмпа куртăм».

«Пĕртен-пĕрех пуçăм пур,
Вĕри юнлă чĕрем пур,
Ватă карчăк аннем пур,
Урхамах пек утăм пур,
Вĕсенчен те хаклăрах
Чунăм савни эсĕ пур,
Анчах сана та паян
Туртса илен тăшман пур,
Вăл тăшмана пĕтерме
Икĕ вăйлă аллăм пур,
Анчах, ăна пĕтерсен,
Унран усал тĕнче пур.
Хăвăн кăмăлу пулсан
Лашам çине лартăттăм,
Аяккаллах ку ялтан
Вĕçĕттĕм те кайăттăм».
— Сетнер, таврăн хăвăртрах,
Шыва анать пĕр арăм...
Чун савнипе калаçса
Уйрăлассăн туймарăм.

«Сывă пул эппин, Нарспи,
Ан ман эппин мĕскĕне!»
Лаши сикрĕ, ыткăнчĕ,
Вĕçсе кайрĕ килнелле.
Нарспи ăна хурланса
Пăхса юлчĕ хыçĕнчен,
Хускалмарĕ вырăнтан
Савни куçран кайиччен:
«Сывă пулах, сывă пул!
Епле сана манăп-ши?
Санпа пĕрле пулмасан
Епле ютра пулăп-ши?»
— Мĕншĕн, Нарспи, хуйхăран?
Каччу ытла ватă-им?
Парнӳ ытла сахал-им?
— Терĕ арăм çитрĕ те.
Нарспи шывне ăсрĕ те
Килне утрĕ хуйхăрса,
Килне çитрĕ, йĕрсе ячĕ
Сетнерĕшĕн хурланса.

Пӳртре ватă карчăкĕ
Вăрçса çӳрет ахалех.
Сиплет тулта Михетер
Туй кӳмине пĕчченех.
Ĕçлет ватă пуçĕпе,
Пурттипеле каскалать.
Савнă хĕршĕн тăрăшса
Пичĕ тăрăх тар юхать:
«Мĕн кĕçĕнрен ӳстертĕм
Çак тарана çитерме,
Ĕнтĕ паян юлашки
Ĕçĕм пултăр хĕрĕме.
Усрĕ çитрĕ, пулчĕ хĕр —
Пуян упăшка кирлĕ,
Упăшкине тупрăмăр —
Кӳми лайăхрах кирлĕ.
Çитрĕ ĕнтĕ Çимĕк те,
Хĕрĕн туйне тумалла.
Тантăшăмсем пухăнсан
Кĕçĕр туйне лартмалла».

Михетерĕн килĕнче
Сăра пичĕки кусать,
Ялти тантăш-тăвансен
Пырĕ тĕпĕ ярăнать.
Икĕ пысăк кăмака
Тĕрлĕ апат пăсланать,
Ялти тантăш-тăвансен
Тута-çăвар çуланать.
Хура пӳртре шăпăрçă
Ларать шăпăр тӳрлетсе,
Ялти çамрăк каччăсен
Ури каять çĕкленсе.
Туйăн хăватне кĕтсе
Пурте вĕçсе çӳреççĕ,
Килти пĕр чун хуйхине
Пĕртте вĕсем сисмеççĕ.
Нарспи ларать лаççинче
Икерчĕсем çуласа,
Çураçнине асăнса,
Ларать мĕскĕн хуйхăрса:

— Çичĕ ютран килчĕ ют
Атте килне хăтана.
Сарă хĕре çураçать
Çичĕ ютри пуяна.
Атте-анне, ан васкăр,
Тата пĕр çул тăрăр-ха,
Пĕртен-пĕрех хĕрĕре
Тата пĕр çул усрăр-ха.
Атте-анне ӳсĕрпе
Хĕрне итлес темерĕ,
Каччи пуян тенипе
Хĕрĕн чунне пĕлмерĕ. —
Ватă чун та хытнă чун,
Хытса кайнă кĕççе çав.
Çамрăк чун та пĕчĕк чун,
Чунĕ ытла çемçе çав.
Кайăк чунĕ пулсассăн
Йĕрĕччĕ те кулĕччĕ;
Çуначĕсем пулсассăн
Вĕçĕччĕ те кайĕччĕ.

Хĕвел анчĕ хĕрелсе
Хура вăрман хыçнелле.
Кĕтӳ анчĕ кĕрлесе
Аслă Силпи ялнелле.
Ав унта хитре хĕрсем
Ĕни хыççăн чупаççĕ,
Чее маттур каччисем
Вĕсем хыççăн юлмаççĕ.
Акă пĕр этем чупать,
Ула ĕни мĕкĕрет,
Сĕмсĕр сысни çухăрать,
Пĕтĕм яла çĕмĕрет,
Кĕтӳ хыççăн урампа
Хура тусан хăпарать.
Акă тусан ăшĕнче
Карчăк аран çеç утать.
Хăй вăл хăрах аллипе
Йăтнă сăра чĕресси:
Ай-хай, хĕн пек çĕклесси,
Ай-хай, çăмăл ĕçесси!

Пирĕн ватă Михетер
Тантăшсене йыхăрать;
Унăн ватă карчăкки
Сăра йăтнă, уттарать.
Тантăш патне кĕрет те
Уçать сăра чĕресне.
Туя пыма йыхăрса
Ĕçтерет туй сăрине:
— Ырă тантăш-тăвансем!
Пире хисеп тумăр-ши?
Хĕре качча паратпăр,
Турикаса утмăр-ши?
— Пырăпăрах, пырăпăр,
Пымасăрах юлмăпăр!
Турă пӳрсен, сывă пулсан,
Кăмăлăра татмăпăр! —
Карчăк яла ĕретлет,
Тĕттĕм те пулса çитет;
Карчăк çӳрет килĕнче,
Çăкăр-тăвар хатĕрлет.

— Ыра тантăш-тăвансем,
Турикаса уттарар!
Перекетлĕ сăрана
Ĕçе-ĕçе туй лартар!
Пирĕн тăван хĕр парать,
Пире унта йыхăрать,
Хăйĕн савнă хĕрĕшĕн
Урăм-сурăм туй пуçлать.
Туйне-çуйне пуçличчен
Авал чăваш йăлипе
Ваттисене асăнса
Тăкар çăкăр-тăварне:
«Ват аттесем, аннесем,
Ырă курăр çăтмахра,
Пирĕн çăкăр-тăварсем
Пулччăр сирĕн умăрта.
Пирĕн савнă Нарспие
Парăр ырă пурăнăç,
Парăр унăн телейне
Ырăлăхпа савăнăç!»

Ваттисене асăнчĕç
Авалхисен йĕркипе,
Унтан туя пуçлама
Кĕчĕç шурă кĕлете.
Курка тулли сăрипе
Ашшĕ-амăш пехиллет,
Ашшĕ-амăш умĕнче
Хĕрĕ хурланса йĕрет.
— Нарспи, хĕрĕм, пил сана!
Упăшкуна ан пăрах,
Аван пурăн унпала,
Тату пулăр яланах.
Итле ăна, йăваш пул,
Усал çынпа ан çыхлан,
Ĕçне ĕçле, ĕçчен пул,
Кирлĕ марпа ан хăтлан! —
Атте-анне ӳкётлет
Хĕр куççульне юхтарса.
Шăпăр сасси чăйлатать,
Туя ячĕç пуçласа.

Силпи ялĕ харлатса
Вилнĕ çын пек çывăрать.
Тĕнче лăпкине курса
Çӳлте уйăх савăнать.
Кĕрсе пĕтнё вăйăран
Сарă хĕрсем, каччăсем.
Туй халăхĕ çывăрать,
Çывăраççĕ хуçисем.
Ашă сывлăш сивĕнет,
Сасă-чĕвĕ илтĕнмест;
Пĕр йытă çеç вĕркелет,
Çăвар карма ӳркенмест.
Автан çур çĕр авăтать,
Ларнă çĕрте çывăрать.
Хуллен-хуллен уйăх та
Вăрман хыçне пытанать.
Ырă тутлă ыйхăпа
Чăваш çынни çывăрать.
Пĕр чунăн çеç хуйхăпа
Çав каç чĕри çурăлать.