Юмах юратакансем,
Пухăнăр ман патнарах;
Ним ĕçсĕр ларакансем,
Килĕр тата çывăхрах.
Эпĕ авалхи çынсем
Епле пурăнни çинчен
Кунта ахаль лариччен
Юмах ярса пĕлтерем.
Малтан ÿсĕркелем-ха
Сасă лайăх тухмашкăн,
Унтан вара юмаха
Тин тытăнăп ямашкăн.
Юмахри ĕç час пулать —
Унтан пит ан тĕлĕнĕр.
Юмах ĕнтĕ пуçланать,
Хăлханах чиксе итлĕр.
Ӗлĕк таçта инçетре
Пĕчĕкçеççĕ ял пулнă.
Çав ялта пĕр кĕтесре
Ик чухăн çын пурăннă.
Нихăçан çителĕклĕх
Тырă-пулă тăвайман,
Çынсем пек выльăх-чĕрлĕх
Виличчен тытса курман.
Хăйсене пурăнмалăх
Пĕр япала тăвайман,
Пÿртне хутса тăмашкăн
Вутти-шанки те пулман.
Пĕрре вĕсем сивĕпе
Виçĕ кун аптранипе
Кайнă пĕрле вăрмана
Хăрăк-харăк пуçтарма.
Пĕр-ик кунлăх пуçтарсан,
Кăшт пăртак ларса кансан,
Киле чăклăх варрипе
Утрĕç юрăн çийĕпе.
Кун хĕлле часах иртет;
Сĕм вăрмантан тухиччен,
Тикĕс çула тупиччен
Каç пулса та хай килет.
Каçхипе питрех шăнтнă.
Вĕсен тумтир хушшипе,
Хăйне ирĕк пулнипе,
Паттăр сивĕ çул тунă.
Вăл вĕсене чĕтретсен,
Йĕри-тавра чĕпĕтсен
Тухнă тула канмашкăн,
Кайран татах кĕмешкĕн.
Çил патши урса кайсан
Вăхăчĕпе пит усал;
Хĕвел ăшши чармасан
Унтан хăтлакан сахал,
Çав мĕскĕнсем анчах мар
Сивĕрен аптăранă;
Сиввĕн çилли пит хаяр —
Йывăçсем те çурăлнă.
Мĕнпур кайăк йăпшăнса
Ларнă пуçне хутлатса,
Упа-кашкăр сивĕпе
Кĕнĕ хăйен шăтăкне.
Кăсем утнă çилленсе,
Аллисем çине вĕрсе.
Çил çул майĕ хăваланă,
Вăхăчĕпе талкăштарнă.
Вăрман витĕр тухиччен
Çухалса та кайса пăхнă,
Ял çывăхне çитиччен
Юр ăшне те кĕрсе тухнă.
Пайтахах çулпа утсан
Вĕсем хăй çутти курнă.
Çав хăй çуттине курсан
Вĕсем тем пек савăннă.
Йывăр çултан хăтăлсан,
Ялĕ патне çывхарсан,
Вĕсем ĕнтĕ савăнса
Тытăннă кулкалама.
Çук пуриăç аса килсен,
Вĕсем кулма чарăниă.
Хуйхисем тулса килсен,
Пĕри вара каланă:
Çак асапа куриччен,
Капла чухăн пурниччен
Вăрмантах выртса хытас,
Кашкăр çимĕçĕ пулас.
Ку тĕнчере ыр курса
Пуянсем çеç пурнаççĕ,
Пирĕн пеккин макăрсах
Иртет хăйĕн пуриăçĕ.
— Вăл чăнах, — тенĕ тепри,
Хăшин хисепсĕр тупри,
Теприн çиме те çитмест,
Ниçтан пĕр пус тупаймасть.
Ку каланă вахăтрах
Инçех те мар, çывăхрах
Тĕлĕимелле ĕç пулнă —
Ăна иккĕш те курнă.
Çÿлти пĕлĕт тÿпинчен
Çăлтăр хăйĕн вырăнчен
Вĕçсе аннă çĕр çине,
Вĕсем пынă çул хĕрне.
Çав çăлтăра курсассăн,
Вĕсем харăс каланă:
Акă пĕр кăкшăм ылтăн
Пит лайăхчĕ тупсассăн!.. –
Вĕсем çапла каласан,
Вуттине çĕре хурсан,
Çăлтăр ÿкнĕ еннелле
Чупа панă иккĕш те.
Çитмен пурнăçа курса,
Шалт йăлăхнă пурăнса,
Çавăнпа та кăкшăмпа
Пит тупасшăн ылтăна.
Пĕри чеерех пулнă,
Чупса çивĕчрех кайнă,
Юр тарăннине сисмен,
Ӳкессе те ним пĕлмен.
Пăртак чупса кайсассăн,
Унăн куçĕ умĕнче,
Тилмĕререх пăхсассăн,
Шурă юрăн çийĕнче
Чăнах выртна темĕскер,
Сарă ылтăн тĕслĕскер.
Пăхма аякрах та мар,
Ытла пысăках та мар.
Хавасланса çитсессĕн,
Çут кипкене курсассăн,
Чĕннĕ юлташне килме
Телей пĕрле валеçме.
Леш те чупса çитсессĕн
Ларнă пĕрле юр çине
Салатмашкăн кипкине,
Мĕн пуррине пĕлмешкĕн.
Анчах ылтăн тупайман:
Вăл, кĕтни, унта пулман.
Ун вырăнне хутланса
Выртнă ача çывăрса.
Çав ачана курсассăн,
Иккĕшĕ те тĕлĕннĕ,
Пăртак шухăшласассăи,
Пĕри çапла каланă:
— Ямăта ан емĕтлен!
Санпа манăн телей çук:
Эпир ылтăн-кĕмĕле
Ӗмĕрте те тупас çук.
Ку ачана халь тупни
Пире ĕнтĕ мĕн пайта?
Хамăрăн та пÿрт тулли,
Хăварар ăна кунтах.
Халĕ йывăр самана:
Çиме тупма çăмăл мар,
Пире ютă ачана
Çăкăр пама тивĕç мар. —
Тепри çукшăн хуйхăрман,
Хăйĕн ачи-пăчине
Тăрантасран хăраман —
Шаннă хăйĕн вăй çине.
Кирек епле пулсан та
Вут пек çуннă чĕринче,
Çавăнпа та ăшĕнче
Шухăшланă ак çапла:
«Кун сăмахне итлесен,
Мĕн усси пулĕ мана?
Çакăн пек ыр ачана
Çылăх пулĕ илмесен».
Кăшт çапла шухăшласан
Тем пек йывăр сывласан,
Каланă вăл юлташне
Хăйĕн йывăр шухăшне:
— Ку ачана çакăнта
Хăвармастăп çывратса,
Эпĕ ăна хам пата
Илсе каятăп йăтса…—
Çак сăмаха каласа,
Илнĕ ачана алла,
Авантарах чăркасан,
Вĕсем утнă ялалла.
Юлташĕ пит тĕлĕннĕ
Унăн ырă чĕринчен,
Хăй те халĕ ÿкĕннĕ
Чунĕ тулса çитиччен.
Вĕсем яла çитсессĕн,
Урам варне кĕрсессĕн,
Леш каланă юлташне,
Ача йăтса килнине:
— Çакă халь тулнă мула
Кăмăлтан уйăрмалла,
Сан кил-йышу хутшăнтăр,
Ун кипки мана пултăр…
Тепри ăна каланă:
—Кипки санпа манăн мар
Вăл çÿлтен хăйпех аннă —
Ачанах ăна парар. —
Урампа пăртак кайсам,
Вĕсем уйрăлса кайнă.
Ачалли, киле пырсан,
Алăкне кăшт шакканă.
Шакканине илтсессĕи,
Уçнă мăшри алăкне;
Сыв çитнине пĕлсессĕн,
Сывлăш кĕнĕ ун ăшне.
Упăшки, пăртак тăрсан,
Вут çĕклемне пăрахсан,
Каланă хăй арăмне
Çул çинче мĕн тупнине:
— Эп вăрмантан килеттĕм.
Тупрăм аван япала.
Ман кăмăла пĕлесшĕн
Турă пачĕ пулмалла.
— Ах, мĕн тупрăн, упăшкам?
Пар-ха, пăхса савăнам!
Пирĕн çурт халь пуш-пушах,
Тултармалли вырăн пайтах.
Упăшки унтан кайран
Кăтартнă хăй ачине,
Арăмĕ, ăна курсан,
Шартах çапнă аллине:
— Ача пирĕн хамăрăн
Эс сахал терĕн-и-мĕн?
Тем пулас ку ачашăн…
Мĕнле ÿстерес пирĕн?..
— Ку — çăлтăр-ача, арăм,
Унтан хăрамалли çук.
Эпĕ халь ăна тупрăм
Çулпа утса килнĕ чух…
— Арăмин çилли иртмен,
Пĕрмай вăрçса çÿренĕ.
Ним тусан та килĕшмен —
Тем пек чунĕ çĕтĕлнĕ.
Вăл пуринчен те ытла
Çук пурнăçшăн хуйхăрнă,
Çавăнпа та вăл çапла
Упăшкине пит-вăрçнă.
Кăшт шухăшлакаласан,
Унăн чĕри çемçелнĕ.
Тата пăртак çес ларсан,
Унăн тухнă куççулĕ.
Упăшки çав вăхăтра
Пынă арăмĕ умне,
Хăй аллинчен ачана
Хунă ун арки çине.
Арăмĕ алли çине
Илнĕ çăлтăр-ачана,
Унтан хăй ачи çумне
Хунă ашă сăпкана.
Пăртак апатлансассăн,
Вĕсем выртнă çывăрма,
Ыйхăран вăрансассан,
Тăнă ачана пăхма.
Упăшки ун кипкине
Илсе арчана хунă,
Арăмĕ те пăлчрине
Салтса илсе пытарнă.
Çапла, ача çамрăкран
Вĕсем панче пурăннă,
Вăл пăртак пысăклансан
Ачисемпе вылянă.
Çăлтăр-ача ÿснĕçем
Тĕреклĕленсе пыпă.
Унăн пичĕ-куçĕсем
Якалнăçем якалнă.
Ватти-вĕтти тĕлĕннĕ
Унăн сăн-сăпатĕнчен,
Ашшĕ-амăш савăннă
Кăмăлсем тăраниччен.
Хитре пулни ачана
Кайран пăсса пĕтернĕ.
Ашшĕсем ăна-кăна
Сисмесĕрех ÿстернĕ.
Ялти мĕн пур ачаран
Вăл кулмасăр хăварман,
Хăй çăлтăртан пулнипе
Çынна ним вырне хуман.
Çулпа иртсе çÿрене
Ахаль ăсатса яман:
Мĕн те пулсан вĕсене
Тумасассăн вăл чăтман.
Уксах, чăлах, хăр-суран
Е суккăр, е хăлхасăр —
Пурте çăлтăр-ачаран
Юлман мăшкăл курмасăр.
Ашшĕ-амăш çавăншăн
Ăна вăрçса та пăхнă, :
Пăртак лăплантарасшăн
Çÿçĕнчен те лăсканă.
Ашшĕ çавă ачана
Тем пек чарасшăн пулнă.
Хĕненĕ чухне ăна
Çапла каласа вăрçнă:
«Сана эпир хĕрхенсе
Çакăн пек ÿстертĕмĕр.
Ырă çын тăвас тесе
Ку таранччен пăхрăмăр».
Тем каласа вăрçсан та,
Вăл хăлхана та чикмен,
Ӗç пăртак хушсан тата
Вырăнĕнчен те сикмен.
Ун вырăнне выляма
Ачасемпе юратнă,
Ир тăрсанах урама
Сăтăрланма сулланнă.
Вăл вăййа пит ăстаран
Ăна пурте итленĕ,
Ял вĕçри ача таран
Ун хыçĕнчен çÿрене.
Вăл хăй тантăшĕсене
Таçта ертсе çÿренĕ,
Хăйĕи юлташĕсене
Шав усала вĕрентнĕ.
Пĕрре çак ача тулта
Пĕчченçиех вылянă,
Çав вăхăтра урампа
Арăм пынине курнă.
Вăл хĕрарăм çак яла
Пынă çăкăр пуçтарма.
Вăл ывăннă пулмалла,
Çитсенех ларнă канма.
Çăлтăр-ача час курнă
Ун пек иртсе çÿрене.
Курсан, кайса пуçтарнă
Хăйĕн юлташĕсене.
Çав арăма курсассăн,
Мăшкăласси пит килне.
Юлташсене пухсассăн,
Акă çапла каланă:
— Каяр çавă арăма
Ялтан хуса ямашкăн,
Унăн пиĕн урамра
Намăс ларса канмашкăн
Çапла каласассăнах;
Чупнă арăм еннелле;
Ун патне çывхарсанах
Пенĕ чул катăкпеле.
Çăлтăр-ача темтепĕр
Ăна каласа вăрçнă.
Арăм куçне илмесĕр
Ун сăнĕ çине пăхнă.
Ашшĕ çавă вăхăтра
Аякрах мар вут çурнă,
Ачине вăл урамра
Пит алхаснине курнă.
Хăйĕн ĕçне пăрахсах
Чупса тухнă урама,
Унăн патне пырсанах
Тытăннă ăна вăрçма:
— Епле усал çак эсĕ?
Никама хĕрхенместĕн?
Вăл сана халь мĕн турĕ?
Меншен чулпа перетĕн?..
Çăлтăр-ачан çиллипе
Питне юн тухса тулнă,
Вара çĕре урипе
Тапса çапла каланă:
— Епле эсĕ хăятăн
Çапла каласа вăрçма?
Эпĕ сана ывăлу-и-мĕн,
Мана чарса пурăнма?
— Эсĕ тĕрĕс калатăн…
Ман çапах ăшăм çунать.
Ӗлĕк ыр кăтартнăшăп
Халĕ хисеплес пулать.
Эпĕ сана хĕрхенсе
Илсе килтĕм вăрмантан,
«Тавтапуç уншăн», — тесе
Эсĕ мана каламан… —
Арăм çакна илтсессĕн
Хыттăн янă кăшкăрса,
Нимĕн пĕлми пулсассăн
Ӳкнĕ çĕре тăсăлса.
Ашшĕ çавна курсассăн
Чупса пынă ун патне;
Киле йăтса пырсассăн
Хунă вырăнĕ çине.
Чылай вăхăт иртсессĕн
Ăнĕ кĕме тытăннă.
Пăртак ăнĕ кĕрсессĕн
Çуртра выртнине курнă.
Вырăнĕ çинчен тăрсан
Ларнă апат çимешкĕн.
Сĕт те ĕçтернĕ кайран
Пăртак вăйĕ кĕмешкĕн.
Çиме нимĕн те анман
Пысăк шухăш пулнипе,
Ӗçме те нумай пыман
Ашĕ кÿтсе çитнипе.
Пăртак сывлăш çавăрсан,
Мĕн пулнине пĕтĕмпех
Хăй пуçĕнче астусан
Ыйтнă чунĕ хавăльпе:
— Эсĕ паçăр ачана
Тупрăм терĕн вăрмантан
Чăн каларăн-и кăна?
Ыйтатăп санран чунтан.
Татах санран ыйтатăп,
Калан тесе шанатăп:
Вунă çул ăна тупни
Лăпах вара çитмер-и?
— Ăна вăрмантан тупни,
Хам киле илсе килни
Вунă çул чăнах çитрĕ,
Пăртак иртсе те кайрĕ.
— Эсĕ ача çийĕнче
Хаклă кипке тупрăн-и?
Тата унăн мăйĕнче
Ылтăн пăлчра куртăн-и?
— Пурччĕ вĕсем пĕтĕмпех.
Эсĕ тĕрĕс ыйтатăн.
Çавă тин пулнă пекех,
Иĕркипех астăватăп. —
Çак сăмахсем хыçĕнчен
Ачин япалисене
Уçса илнĕ арчинчен
Кăтартмашкăн вĕсене.
Япалисене курсан
Тем пек хытă савăннă,
Вăл хăйĕнне палласан
Хыт макăрса каланă:
— Ах, вăл манăн ывăлăм!
Ӗлĕк ăна вăрманта
Эп çухатса хăвартăм
Пĕчĕк çеç ăшăх варта.
Çавăнтанпа шыраса
Тĕнчипеле çаврăнтăм.
Чĕнсе килĕр-ха кайса,
Киле илсе кайăттăм. —
Ашшĕ тени чĕнмешкĕн
Тухса кайнă алăкран,
Амăшне кăтартмашкăн
Чупса кĕнĕ урамран.
Ачи килесшĕн пулман
Юлташсенчен уйрăлса.
Ашшĕ çапах хăварман,
Чĕннĕ çапла каласа:
— Кус-ха, ачам, киле кай,
Аннÿ сана курас тет.
Вăл ĕнтĕ сана чылай
Пирĕн патăрта кĕтет. —
Ача çавна илтсенех
Кайнă килне савăнса,
Вăл алăкран кĕрсенех
Янă хытă кăшкăрса:
— Ăçта кунта ман анне?
Йĕри-тавра пăхатăп —
Усал арăмран пуçне
Никама та курмастăп.
Унтан амăш каланă:
— Эпĕ — сан аннÿ! — тесе.
Ачи вара кăшкăрнă
Çăвар тулли, çилленсе:
— Эсĕ ухмах пулмалла!
Мана ывлăм тейиччен
Часрах тухса шумалла,
Кунта намăс куриччен.
Эсĕ ирсĕр хĕрарăм,
Ыйткаласа çÿретĕн,
Хăнтан, курсан, хăрарăм,
Эсĕ ывлăм теетĕн.
Шалтах манăн пуçăма
Çавăранакан турăн,
Урăх манăн куçăма,
Нихăçан та ан курăн! —
Вара амăш сасартăк
Пынă хăй ачи умне,
Никам сисиччен хавăрт
Ларнă чĕркуççи çине.
Хăй ачи çине пăхса
Тăснă сылтăм аллине,
Унтан çапла каласа
Тархасланă ывăлне:
— Ӗнен мана, ывăлăм,
Эпĕ сан аннÿ пулап.
Пар-ха аллăна, чунăм,
Унсăрăн кăмăлсăр юлап.
Эпĕ сана вăрманта,
Пĕчик варăн пуçĕнче,
Ăшă вырăн тупрăм та
Çуратрăм хĕл варринче.
Вăр-хурахсем сисиччен
Сана вăрласа кайрĕç,
Эпĕ пырса çитиччен
Вăрманалла ывăтрĕç.
Халĕ сана курсанах
Сăнăнтанах палларăм,
Урамра тĕл пулсанах
«Тупрăм» тесе савăнтăм.
Хамăн хаклă пăлчрана,
Кипкене те астурăм:
Эпĕ ĕнтĕ çавăнпа
Сана лайăх палларăм.
Тархаслатăп, ывăлăм,
Атя манпала пĕрле,
Халь те нумай шырарăм
Сана куççулĕпеле.
Йăлăнатăп, савнăçăм,
Хĕрхенсем ĕнтĕ мана…
Эпĕ нумай каларăм —
Пĕлес санăн шухăшна. —
Ачи нимен те чĕнмен
Вăл макăрнă хушăра,
Вырăнĕнчен те сикмен
Амăш чĕннĕ вăхăтра.
Унăн хытă чĕрине
Ăш сăмах çемçетеймен,
Çамрăк мăнă кăмăлне
Амăшĕ çĕнтереймен.
Çапла чылай тăрсассăн,
Пăртак шухăшласассăн,
Ачи хаяр сасăпа
Каланă вара ăна:
— Эсĕ чăн-чăнах манăн
Çуратнă анне пулсан,
Ырăрах та тăваттăн
Çакăнтан часрах кайсан.
Мĕн сĕтĕрĕнсе çÿретĕн
Мана намăс кăтартма?
Вырăнсăрах йĕретĕн
Куççулĕне юхтарса!
Ку таранччен çăлтăртан
Пулнă тесе шутлаттăм.
Çавăн пек шухăш пуртан
Хама асла хураттăм.
Çĕклен çĕртен хăвартрах,
Чăтма вăй сахал юлчĕ;
Тухса кай кунтан часрах,
Курассăм килми пулчĕ! —
Çак сăмахсене илтсен,
Амăш янă кăшкăрса.
Чĕри çунни кăшт иртсен
Каланă вăл йăлăнса:
— Эх, юратнă ывăлăм,
Пĕтрĕ манăн шанчăкăм!
Юлашкинчен те пулсан
Мана чуптуса ярсам.
— Çук, — тенĕ ачи ăна,
Эсĕ питĕ илемсĕр,
Епле чуптăвам сана?
Куçпа пăхма та ирсĕр.
Сана тута париччен
Шапапала çĕлене
Чуптăвăп тăраниччен
Савăнтарăп чĕрене. —
Амăшĕ вара тăрса
Сулланнă урамалла.
Унтан çулпа макăрса
Кайнă сĕм вăрманалла.
Вăл кайнине курсанах
Ачи тухнă урама,
Кăшт куçран çухалсанах
Кайнă каллех выляма.
Вăл пынине курсассăн
Юлташĕсем савăннă;
Пичĕ çине пăхсассăн
Пурте кулма тытăннă.
— Ак çынтан кулаканскер!
Пире нихçан картманшăн
Хăй çĕлентен те тискер
Пулса килчĕ çавăншăн.
Кай кунтан, шыври шапа!
Сана халь юратмастпăр,
Эпир сана хамăрпа
Урăх выляттармастпăр.
Ана вара пахчаран
Пурте хуса кăларнă.
Вăл, вĕсем панчен тухсан,
Ашенче шухăшланă:
«Шалт улшăнчĕ самана!..
Çав çăл патне каям-ха,
Ун таса шывĕ мана
Тĕрĕссине калĕ-ха».
Вара вăл çăл патнелле .
Васкаса чупса кайнă.
Çитсенех çăл тĕпнелле
Пуçне пĕшкĕртсе пăхнă.
Хăй сăнне шывра курсан
Тем пек хытă тĕлĕннĕ,
Тата ырăрах пăхсан
Пĕтĕм ăшĕ чĕтренĕ.
Пичĕ шапа сăнĕ пек
Илемсĕрленсе юлнă,
Ӳчĕ çĕлен тирĕ пек
Хупăпала витĕннĕ.
Çантах янă хуйхăрса
Хăй сăнĕ улшăннăран;
Унтан выртнă тăсăлса
Чунĕ кускаланăран.
Нумай чăтса выртайман —
Янă, мĕскĕн, уласах;
Кайран çĕртен тăрайман —
Макăрнă йăвалансах.
Пăртак ăшĕ лăплансан
Вăл выртнă çĕртен тăнă.
Тĕрлĕрен шухăшласан
Юлашкинчен каланă:
«Хам çылăха кĕнĕшĕн
Турă асаплантарать,
Анне чунне çинĕшен
Хама халĕ хуйхăртать.
Хам телейлĕ вăхăтра
Ăна хисеплемерĕм,
Хамăн малти пурнăçра
Çак кун çитĕ темерĕм.
Пурăнса пулмасть кунта,
Каяс ăна шырама,
Ун умĕнче кĕлтуса
Çылăха каçарттарма».
Çапла ĕнтĕ хуйхăрса
Ача киле таврăннă.
Киле çитсен макăрса
Япалине пуçтарнă.
Çын каланă сăмаха
Вăл итлесшĕн те пулман:
Урăх тĕрлĕ çылăха
Каçарттарма май пулман.
Хăйĕн вăхăчĕ çитсен,
Кăшт çакăр хытти илсен
Тухса чупнă çулпала
Çывăхри вăрманалла.
Вăл вăрмана çитсенех,
Кăшт хĕррине кĕрсенех,
Янă хытă кăшкăрса
Хăй амăшне йыхăрса.
Кун каçа кăшкăрсан та
Нимĕн сасă та илтмен.
Ăна хирĕç вăрманта
Пулман «пырап» теекен.
Хĕвел анса ларсассăн
Чарăннă вăл кăшкăрма;
Чылай тĕттĕм пулсассăн
Выртнă çĕре çывăрма.
Мĕнпур кайăкĕ унтан
Вĕçсе кайса пытаннă,
Тискер кайăк та таçтан
Шăршине сиссе тарнă.
Пурте ун усаллахне
Шалтах пĕлсе пĕтернĕ,
Хăй те пĕтĕм çылăхне
Каласа пĕтереймĕ.
Вăл çапах пĕччен пулман,
Унăн юлташ тупăннă:
Шапапа çĕлен кайман,
Çĕрле ăна сыхланă.
Тепĕр кун ирех тăрса,
Хырăм хытă выçнипе,
Çинĕ çырласем пухса
Хĕври çăкăр хыттипе.
Пăртак хырăм тăрансан
Утнă каллех ывниччен.
Курнине пĕр тĕл пулсан
Ыйтнă амăшĕ çинчен.
Ирех ăна тĕл пулнă
Хăрах куçăллă арлан.
Тĕл пулсассăнах унтан
Амăшĕ çинчен ыйтнă:
— Кала-ха мана, арлан,
Эс çĕр айĕнче ялан
Чаваланса çÿретĕн,
Эсĕ ĕнте пĕлетĕн:
Унта мар-и ман анне? —
Арлан курсан астунă
Хăйне суккăр тунине,
Вара çапла каланă:
— Манăн хăрах куçăма
Эсĕ чиксе шăтартăн —
Тепле ун чух пуçăма
Çурмасăрах хăвартăн!
Халĕ ĕнтĕ шухăшла,
Сана тĕрĕс калатăп:
Хăрах вăйсăр куçăмпа
Епле курма пултарăп? —
Тата пăртак кайсанах
Сарă кайăк тĕл пулнă;
Ача ăна курсанах
Амăшĕ çинчен ыйтнă:
— Эсĕ пĕтĕм йывăçран
Çÿлте вĕçсе çÿретĕн,
Унтан çĕртине куран —
Мĕн пурриие пĕлетĕн.
Кала-ха ĕнтĕ, тусăм,
Эсĕ манăн аннене
Курмарăн-и çак вăрăм
Вăрманта çÿренине? —
Сарă кайăк итлесе
Ларнă ача ыйтнине;
Унтан, хытă хурланса
Каланă вăл макăрса:
— Эсĕ ман çунатсене
Пĕлтĕр шалтăрах хуçрăн,
Пĕчĕкçĕ урамсене
Чылай хытах амантрăн.
Тепле ĕнтĕ çунатсăр
Пурăнас ку тĕнчере?
Нумай ларап апатсăр—
Вăй та пĕтрĕ чĕрере…
Ача пăртак утсассăн
Аннă тарăн çырмана;
Йывăç тăрне пăхсассăн
Курах кайнă пакшана.
Пăртак сывлăш çавăрсан,
Питĕнчи тарне шăлсан
Ыйтнă унтан йăлăнса,
Акă çапла каласа;
— Пакша, мана хĕрхен-ха
Эп ыйтнине кала-ха:
Çак кунсенче аннене
Курмарăн-и иртнине? —
Пакша ăна итлесе
Турат тăрринче ларнă.
Ача ыйтса пĕтерсен
Пакши хирĕç каланă:
— Эсĕ манăн аннене
Ӗлĕк персе вĕлертĕн;
Халĕ тата хăвăнне
Вĕлерме шыратни-мĕн? –
Çак сăмахсене илтсен
Ача янă макăрса;
Вартан улăха çитсен
Утнă çĕрелле пăхса.
Хăй тĕл пулнă чĕрчунтан
Иртсе кайман ыйтмасăр.
Нимскертен те хăраман —
Шыранă пĕр канмасăр.
Виçĕ талăк шырасан,
Тухнă вăл сĕм вăрмантан.
Ниçта та çул çуккипе
Кайнă хирĕн варрипе.
Сĕм вăрмантан тухсанах
Чунне уççăн туйăннă;
Хире ура пуссанах
Ăшĕ пăртак лăпланнă.
Анчах яла çитсессĕн
Унăн чунĕ хурланнă:
Урам варне кĕрсенех
Пурте кулма тытăннă.
Ачасем хуса çитсе
Пенĕ хыçĕнчен чулпа.
Вăл тем тĕрлĕ çилленсе
Утса тухнă урампа.
Кун каçа ларса канма
Ачасем ăна паман,
Каç пулсассăн çывăрма
Хăй патне никам яман.
Хăшĕ тата кÿртме мар,
Çурчĕ патне те яман.
Ăна çынсем анчах мар,
Йытăсем те курайман.
Чăн сăмахпа каласан,
Ялта ăна шеллекен,
Унăн хутне кĕрекен
Пĕр чĕрчун та тупăнман.
Тем чул яла пырсан та
Вăл амăшне-тĕл пулман;
Тем пек шырасассăн та
Ниçта ăна тупайман.
Виçĕ çул ĕнтĕ çапла
Çÿренĕ вăл шыраса,
Ăçта çитнĕ çавăнта
Куççулĕне юхтарса.
Хăш чухне хăй умĕнче
Амăш мĕлкине курнă;
Унăн сылтăм аллинче
Хутаç сулланса пынă.
Çав мĕлкене курсанах:
«Ан кай!» — тесе кăшкăрнă;
Мĕн ÿкиччен пĕрмаях
Вăл ăна хăваланă.
Çакăн пек асапланса,
Виçĕ çул вăл çÿренĕ;
Выçлă-тутлă пурăнса
Çав вăхăта ирттернĕ.
Мĕскĕне хĕрхенекен
Ниçта пĕр çын тупăнман,
Ăшшăн сăмах чĕнекен
Пĕр çĕрте те тĕл пулман.
Вăл çаплах хурлăх курса
Çитнĕ пĕр хула патне.
Ун чухне хĕвел анса
Ларнă вăрманăн хыçне.
Кун каçиччен утнипе
Ун урисем ывăннă,
Анчах хула курнипе
Тем пекех хавасланнă.
Сасартăк çав вăхăтра
Амăш сăнĕ курăннă:
Вăл çак пысăк хулара
Çÿренĕ пек туйăннă.
Çавна курсан васкаса
Кĕме тăнă алăкран,
Пĕр салтак çантах ярса
Тытнă ăна алăран.
Унтан çавă ачаран
Тытăннă салтак ыйтма:
— Эсĕ мĕскер шырама
Кĕресшĕн çак алăкран? —
Ача каланă ăна:
— Эп аннене шыратăп —
Кÿрт-ха мана хулана?
Тупсан халех каятăп.
Ача сассине илтсен,
Ыттисем те пухăннă.
Вăл кам иккенне пелсен
Унтан кулма тытăннă.
— Сана аннÿ курсан та
Ку манерпе паллаймĕ;
Санран вăтансах тата
«Ывлăм» тесе каламĕ.
Кам сана çапла тискер
Шухăшланă çуратма?
Каях кунтан, ирсĕрскер
Тепĕр çĕре шырама.
Кунта, пирĕн хулара,
Ун пек арăм пурăнмастъ;
Тискерсене урамра
Çÿреме те юрамасть.
Ачи тем пек йăлăннă
«Хулана кÿртĕр» тесе;
Куççулĕ те тăкăннă
Салтакăн алли çине.
Салтакĕсем унпала
Нумай тăман калаçса,
Туххăмах аяккалла
Янă ăна ăсатса.
Вăл вĕсенчен уйрăлсан,
Чылай аякка кайсан
Пĕр салтакĕ шеллесе
Каланă юлташсене:
— Таках хуса ятăмăр
Эпир çакă ачана.
Атьăр ăна сутăпăр
Илес текен хуçана;
Вара унăн укçипе
Эрех илсе ĕçĕпĕр,
Ыран эпир кунĕпе
Кăмăлланса çÿрĕпĕр.
Салтаксен сăмахсене,
Вĕсем мĕн калаçнине
Пĕр старик шалт итлесе
Тăнă тĕттĕм кĕтесре.
Вара вăл унтан тухса
Пынă салтаксем патне.
Вĕсен умне чарăнса
Каланă салтаксене:
— Эпĕ ăна вăл хакпа
Хам та илсе кайăттăм;
Кăшт пăртак унта-кунта
Кайса килме усрăттăм.
Вара вĕсем ачана
Тытса пынă ун патне.
Вăл укçа тÿленĕ те
Илсе кайнă хулана.
Темиçе урам иртсен
Вĕсем çитнĕ ун килне;
Пĕчик хапхаран кĕрсен
Илсе кайнă картишне.
Тепĕр алăкпа тухсан
Кĕнĕ йывăç лахчине;
Сукмакпа пăртак кайсан
Утма чарнă ачине.
Кăсйинчен çав вăхăтра
Пурçăн шарăх кăларнă,
Вăл пăртак ăна алра
Хыпаланса майланă.
Унтан ачанăн куçне
Çав шарăхпала çыхса
Хăйĕн тепĕр мăн çуртне
Илсе кайнă çавăтса.
Шарăхне салтса ярсан
Ача курнă пÿртрине;
Йĕри-тавралла пăхсан
Пĕлнĕ хăй тĕрмерине.
Хай старик ача умне
Хунă çăкăр çимешкĕн,
Шыв та панă çăкрине
Йĕпетсе çемçетмешкĕн.
Ача çисе тăрансан
Ват çын тухнă алăкран.
Тул енчен çăраласан
Таçта кайнă çав çуртран.
Тепĕр кун вăл ирхине
(Вăл çын асамçă пулнă)
Пынă та ача патне
Ана хыттăн каланă:
— Хуларан тухсассăнах,
Сылтăмалла пăхсанах,
Эсĕ мăн вăрман курăн —
Паян çавăнта кайăн.
Çав вăрманта выртаççĕ
Виçĕ ылтăн виç тĕлте.
Ăна çынсем пĕлмеççĕ,
Вĕсем çинчен илтмен те.
Пĕр ылтăнĕ шурăрах,
Тепĕри кăшт хĕрлĕрех,
Виççĕмĕшĕ сап-сарах —
Пĕри пĕртен хитререх…
Санăн паян вăрмантан
Шур ылтăнне тупмалла.
Анчах мĕнле те пулсан
Тĕттĕмччен таврăнмалла.
Эсĕ ăна тупмасăр
Таврăнсассăн пуш алпа
Эп сана чарăнмасăр
Çĕр хут çапăп хулăпа.
Вăл вара ачан куçне
Шарăхпа туртса çыхса
Илсе тухнă çул çине
Вăрмана хуса яма.
Унтан шарăхне салтса
Илнĕ хăйĕн аллине.
Вара ăна ăсатса
Кĕрсе кайнă хăй çуртне,
Ача хуларан тухсан
Кайнă тÿрех вăрмана.
Вăрман, аякран пăхсан,
Савăнтарнă ачана.
Унта, унăн шухăшпе,
Тем те пур пек туйăннă.
Те ирĕке тухнипе
Вăл илемлĕн туйăннă?
Çавăнпа та савăнса
Утнă вăл вăрманалла;
Çитсен çулпа васкаса
Кĕнĕ пĕрмай шалалла.
Хитрен курăннă вăрман
Ăна ырă кăтартман:
Вĕлтрен вĕтнĕ урине,
Пиçен чикнĕ аллине.
Утне усал курăксем
Йĕри-тавра йĕпленĕ;
Тĕрлĕ усал шăнасем
Ун хĕрлĕ юнне ĕмнĕ.
Вăл çапла асапланса
Кун каçиччен çÿренĕ,
Шур ылтăна шыраса
Вăрăм куна ирттернĕ.
Тем пек шырасассăн та
Вăл укçана тупайман;
Чунтан тăрăшсассăн та
Çав патакран хăтлайман.
Ача ĕнтĕ малалла
Нимĕн тума та пĕлмен.
Ăçтан ăна тупмалла
Пăртак тĕлне пĕлмесен?
Çавăнпа та аптраса
Пăрахнă вăл шырама.
Вара кил енне пăхса
Тытăннă çак макăрма.
Пăртак çеç тăркаласан
Утнă вăрман хĕрнелле.
Унăн епле те пулсан
Киле каçчен çитмелле.
Пĕр тикĕс çула кĕрсен,
Кил еннелле сирпĕннĕ;
Вăрман хĕррине çитсен
Ана сасă илтĕннĕ.
Çавă сасса илтсессĕн,
Хăш тĕлтине илтсессĕн,
Хăйĕн хуйхине мансах
Кайнă пулăшма чупсах.
Пĕр ана пÿ чупсанах
Курнă мĕскĕн кайăка,
Çавă куян-мăйранах
Çакланнă-мĕн капкăна.
Çăлтăр-ача куяна
Темĕн тĕрлĕ херхеннĕ;
Чупса çитсенех ăна
Хыпаланса вĕçертнĕ.
Капкăнĕнчен хăтарсан
Ачи каланă ăна:
— Эс асапланнине курсан
Вилтĕр темерĕм сана.
Хам начар çын пулсан та
Питĕ сана хĕрхентĕм;
Хăвăртрах вара тата
Ирĕке ярас терĕм. —
Çăлтăр-ачана хирĕç
Çапла каланă куян:
— Акă мĕскер кăтартрĕç
Тăшмансем мана паян!
Тавтапуç сана, ачам,
Халь мана хĕрхеннĕшĕн;
Халĕ сана мĕн парам
Хам пурнăçа çăлнăшăн? —
Вара ача куяна
Каланă хăй хуйхине,
Çакă пысăк вăрмана
Мĕн шырама килнине.
Куянĕ çакна илтсен,
Пăртак çеç сывлăш илсен
Ертсе кайнă ачана
Кăтартмашкăи ылтăна.
Çăлтăр-ача васкаса
Пынă куян хыçĕнчен
Çул тăрăхах сашшса
Ылтăн патне çитиччен.
Пĕр юман кутне пырсан
Куян чупма чарăннă;
Чăн çакăнтине пĕлсеп
Вăл шырама тытăннă.
Унтан ачи те вара
Вăл шыранинее курса
Çÿренĕ юман тавра
Çурăкĕсене пăхса.
Куян суя каламан
«Ун тĕлне пĕлеп!» тесе:
Ылтăн тăнă çав юман
Çурăкĕнче хĕсĕнсе.
Ылтăна курсаессăнах
Ачи кăларса илнĕ,
Ăна вара чăркасах
Хăйĕн кăсйине чикнĕ.
Унтан ача куяна
Каланă чунтан савса:
— Куян тус, эсĕ мана
Ылтăна тупса парса
Тем пек ырă катартрăн.
Эпĕ ырă тунинчен
Çĕр хут ытла тавăртăн
Манмăп сана виличчен.
— Апла мар çавă, ачам,
Эпĕ сана ăнлантăм:
Ыр тунипех тавăрам
Тесе эпĕ шутларăм. —
Çапла каласассăнах
Куян тарнă вăрмана;
Ача куян тарсанах
Утнă пысăк хулана.
Хула алăк патĕнче,
Аслă çулăн хĕрринче,
Ларнă пĕр ыйткалакан,
Хуллен чирпе хăракан.
Вăл ачана курсанах
Чĕнсе илнĕ хăй патне.
Ачи пырса тăрсанах
Ыйтма тăснă аллине.
— Тархасшăн, выç ан вĕлер!
Пар-ха укçа çимелĕх.
Нумайранпала чипер
Çимен вăйăм кĕмелĕх. —
Ача кăшкăрса вара
Çапла каланă ăна:
— Ман хамăн та кăсъяра
Пĕр ылтăн укçа кăна.
Вăл укçана хуçана
Паян çитсе памасан
Вырттарсах хĕнет мана —
Ăна илсе пымасан. —
Ыйткалакан аптранă
Пĕтĕм вăйран кайиччен;
Пĕр чарăнмасăр ыйтнă
Челхи-çăвар типиччен.
Ачи вара хĕрхенсе
Панă ылтăн укçана;
Унтан вăл пуçне чиксе
Хуллен кĕнĕ хулана.
Хуçи çавă вăхăтра
Вăл килессиие кĕтсе
Ларнă пĕччен урамра,
Пысак чĕлĕмне ĕмсе.
Ачи килнине курсан
Тăнă вăл хăй вырăнчен;
Пысăк çарине уçсан
Илсс кĕнĕ хапхинчен.
Мăн çурчĕ патне çитсен
Уçса кĕнĕ алăкран;
Ачин пÿлемне кĕрсен
Хуçи ыйтнă ачаран:
— Шур ылтăна вăрманта
Эс шыраса тупрăн-и?
Ăна тата халь унтан
Эсĕ илсе килтĕн-и?
Ачи вара хăраса
Хирĕç каланă ăна:
— Ниепле те шыраса
Тупаймарăм ылтăна… —
Çак сăмахсене илтсен
Вăл пит хытă çилленнĕ.
Патакпе илсе кĕрсен
Юн тухиччен хененĕ.
Çав каçхине ачана
Çиме нимĕн те паман;
Асамçă каллех ăна
Хупса ирччен кăларман
Шурăмпуçĕ килсенех
Вăл ача патне пынă,
Кăштăртатса кĕрсенех
Акă çапла каланă:
— Паян эсĕ вăрмантан
Тупса кил сар ылтăна,
Уисăрăн хам патăнтан
Ӗмĕр ямастăп сана!
Каллех ăна тупмасан
Эпĕ сана каçпала
Татах киле таврăнсан
Çаптарап патакпала. —
Унтан ачине каллех
Янă хуçа вăрмана.
Ачи ним çимесĕрех
Утнă ылтăн шырама.
Кун каçа шырасан та
Сар ылтăна тупайман;
Çитмен çĕр те вăрманта
Кун каçиччен хăварман.
Каç пулса килес чухне
Вăл, анраса çитнипе,
Ларнă çак курăк çине
Макăрмашкăн хуйхипе.
Ун сассине илтсенех
Чупса пынă хай куян.
Унăн патне çитсенех
Куян ыйтнă ачаран:
— Халĕ мĕншĕн эс тата
Кунта макăрса ларан?
Паян мĕскер вăрманта
Эсĕ тăрăшса шыран? —
Çăлтăр-ача макăрса
Каланă хай куяна:
«Эх, хуçа хăваласа
Татах ячĕ вăрмана.
Ылтăн тупса килмесен
Хытă хĕнетĕп терĕ;
Ӗнер те киле çитсен
Вĕлерес пек хĕнерĕ.
— Атя манăн хыçăмран, —
Тенĕ сасартăк куян,
Вара вăл чупса кайнă.
Ачи ун хыççăн пынă.
Вĕсем пĕр чарăнмасăр
Чупнă шалтах тарличчен,
Кайнă çапла канмасăр
Пĕр кÿл хĕрне çитиччен.
Çавă кÿлĕн тĕпĕнче
Сарă ылтăн курăнса
Выртнă курăк кутĕнче,
Çап-çутă йăлтăртатса.
Ачи çавна курсассăн
Каланă хай куяна:
— Акă тепĕр хут çăлтăн
Эсĕ асапран мана.
Мĕн каласа ман сана
Халĕ ĕнтĕ тав тăвас?
Санăн ырă кăмăлна
Мĕн каласа аслăлас?
— Эсĕ ху мана малтан
Хăтартăн вĕт асапран;
Çăкăр-тăвара хирĕç
Тавăрма пире тивĕç… —
Çак сăмахсем хыçĕнчен
Куян хăвăрт пăрахса
Кайнă ача патĕнчен
Вăрман варнелле чупса.
Ачи кÿл варне кĕрсе
Илсе тухнă ылтăна;
Вăл вара хĕпĕртесе
Хунă ăна кăсъяна.
Чунтан вăл хыпаланса
Тухнă вăрман хĕрнелле;
Тухсан çулпа васкаса
Утнă хула еннелле.
Хула патне çывхарсан
Хайхи леш ыйткалакан,
Ача килнине курсан,
Пырса ыйтнă ачаран:
— Ах, пер укçа та пулсан
Парччĕ мана, ывăлăм,
Мана хĕрхенен пулсан
Выç ан вĕлерччĕ, «чунăм».
— Çак сăмахсем ачана
Шалтах аптратса янă,
Вара ыйткалакана
Çапла хирĕç каланă:
— Ман хамăн та кăсъяра
Пĕр ылтăн укçа анчах.
Ăна епле ман вара
Парса хăварас татах?
Эпĕ ăна хуçана
Паян илсе пымасан,
Вĕлерес пекех мана
Хĕнет киле таврăнсан. —
Чирлĕ çын йĕрĕнтерсе
Шалт пĕтернĕ ачана,
Ачи вара хĕрхенсе
Панă сарă ылтăна.
Ача каллех нимсĕрех
Чупнă асамçă килне;
Картиш умне çитсенех
Хуçи уçнă алăкне.
Ачин пÿртне кĕрсенех,
Нимĕн тăвиччен, тÿрех
Ыйтнă унтан çилленсе:
— Тупса килтĕн-и? — тесе.
Ачи «тупмарăм» тесен,
Ярса илнĕ çÿçĕнчен;
Вара çĕрте сĕтĕрсех
Хĕненĕ ывничченех.
Хăйĕн чунне кантарсан
Чарăннă вăл хĕнеме;
Ачи тухса тарасран
Тытăннă тимĕрлеме.
Шалтах çыхса пĕтерсен
Тухса кайнă алăкран;
Тултан пÿртне питĕрсен
Вара кайнă вăл çуртран.
Тепĕр кунне ирхине
Асамçă тапăртатса
Каллех кĕнĕ ун патне,
Темĕскер мăкăртатса.
Вăл пÿрте кĕрсессĕнех
Салтнă ачан тимрине,
Салтса пĕтерсессĕнех
Каланă вăл ачиие:
— Паян сап-сар ылтăна
Эсĕ тупса килсессĕн,
Ху пит каяс тесессĕн,
Эп чармăп вара сана.
Халь те тупса килмесен,
Каçпа вăрмантан килсен,
Эп сана юлашкинчен
Вĕлереп çын сисиччен. —
Çăлтăр-ачан мĕн хăват
Пулмалла ун умĕнче?
Çапла çав тăлăх-турат
Пурăнать çын патĕнче!..
Хуçа мĕн хушнă ĕçе
Тумасассăн юрамасть;
Ахаль те ку темиçе
Хут калама юратмасть.
Çăлтăр-ача макăрса,
Çул тăрăхах хуйхăрса
Утнă каллех ылтăна
Шырмашкăн вăрмана.
Ир пуçласа каçченех
Çÿренĕ вăл шыраса,
Вăрманăн тепĕр хĕрнех
Тухса кайнă тустарса.
Каç пулнă чух, ывăнса,
Пăрахнă вăл шырама,
Нимĕн тума аптраса
Вăл тытăннă макăрма.
Çăлтăр-ача хурланса
Макăрнине илтсенех
Куян пынă васкаса
Хайхи ача пуль тесех.
Вăл ăна аякранах
Палланă курсассăнах.
Çитсен: — Мĕншĕн макăран?
Тесе ыйтнă ачаран.
Ача вара макăрса
Каланă çав куяна:
Ах, хуçа каллех хуса
Ячĕ мана вăрмана.
Сап-сарă çеç ылтăна
Тупса килме каларĕ.
Илсе пымасан мана
Паян вĕлереп терĕ.
— Эс шыракан сар ылтăн
Хăвăн хыçăнтах выртать;
Макăрма ĕнтĕ санăн,
Ачам, чарăнас пулатъ. —
Ача, тем пек савăнса
Пăхнă хыçне çаврăнса.
Вăл ылтăна курсанах
Каланă чĕркуçлансах:
— Мĕн каласа ман сана,
Куян тусăм, тав тăвас?
Санăн пысăк ырлăхна
Хăçан ĕнтĕ ман татас?
Эсĕ пĕрре анчах мар,
Виçĕ хутчен пулăшрăн.
Эсĕ мана вут-кăвар
Ăшĕнчен халь кăлартăн! —
Куян вара ачана
Каланă вăл чарăнсан:
— Эсĕ ху малтан мана
Асапланиине курсан
Чупса пырса çăлнăшăн
Сана эпĕ пулăшап,
Мана ырă тунăшăн
Сана халь те асăнап. —
Çапла каласассăнах
Куян тарнă вăрмана;
Вăл курăнми пулсанах
Ачи утнă хулана.
Хайхи чирлĕ çын каллех
Ларнă алăк патĕнче.
Ача килнине тĕлех
Пулнă çулăн варринче.
Вăл ăна тĕл пулсанах
Ыйтнă ылтăн укçине;
Вăл парассине шансах
Тăснă хăйĕн аллине.
Ача чирлĕ çын çине
Пăхнă тем пек хĕрхенсе,
Унтан вара укçине
Панă ăна пиллесе.
Килте мĕн пулассине
Аван пĕлсе тăнипе
Ача ури-аллипе
Чĕтренĕ хăранипе.
Мĕн пуласси пулатех,
Хăранипе иртес çук;
Киле çитсен хĕнетех,
Унтан ача хăтлас çук.
Çапла хăракаласа,
Хула алăкĕ патне
Çитнĕ ача сулланса
Хула хушшине кĕме,
Хуралçисем ачана
Утса пынине курсан
Пур те пуç çапнă ăна,
Вара каланă унтан:
— Пурсăмăрăн та патши
Епле вăл илемлĕ-ши?
Кĕрех, аслă патшамăр,
Хамăрăн шанчăкăмăр. —
Çăлтăр-ача хыçенчен
Пур аслă çынсем пынă;
Вĕсем те ача çинчен
Акă çапла каланă:
— Чăн-чăнах çук тĕнчере
Пирĕн патшаран хитри;
Тем чул шырасан пĕрре
Тупас çук унран ырри. —
Çак сăмахсене илтсен,
Ача янă макăрса;
Чĕринче тулса çитсен,
Хăй ăшĕнче каланă:
«Ним тума анранипе
Манран тата кулаççĕ,
Эпĕ хурлăх курнипе
Вĕсем халĕ савнаççĕ».
Патша килнине илтсен,
Вăл хăш тĕлтине пĕлсен
Пĕтĕм хула шавласа
Пухăннă ăна курма.
Ача халăх хушшине
Кĕрсе юлнине сисмен;
Халĕ ăçта кайнине
Ниепле те пĕлеймен.
Çапла вăл юлашкинчен
Çитнĕ пĕр уçă çĕре;
Унта халăх хушшинчен
Курнă патшан мăн çуртне.
Тата çавă вăхăтрах
Уçăлнă ун алăксем,
Вĕсене йĕри-тавра
Хуралланă салтаксем.
Вара çав пысăк çуртран,
Пысăк тимĕр алăкран
Тухнă аслă улпутсем,
Патша умĕнчи çынсем.
Пурте, тухсассăн, тÿрех
Пынă çав ача патне.
Çитсессĕн, çĕре ÿксех
Пуç çапнă ача умне.
Унтан каланă, тарсан:
— Сана кĕтсе пурнатпăр,
Эс пирĕн патша пулсан,
Сана анчах шанатпăр.
Пирĕн патшан ывăлне
Турă çавăрса килчĕ,
Хăйĕн мĕскĕн халăхне
Паянхи кун хĕрхенчĕ. —
Çăлтăр-ача вĕсене
Каланă шалт тĕлĕнсе:
— Эпĕ çак сăмахсене
Илеймерĕм ăнланса…
Эпĕ патшан ывли мар —
Сире тĕрĕс калатăп,
Пуянăн ачи те мар,
Çук çын ачи пулатăп.
Эсир ман сăна татах
Хитре тесе калатăр.
Мĕншĕн-ши манран татах
Çапла эсир кулатăр?
Хамăн тискер сăнăма
Аван пĕлсе тăратăп.
Уншăн пайтах чунăма
Малашне те çунтарăп… —
Пĕр салтакĕ ачана
Хăйĕн сăнне кăтартнă;
Ача хăйне курсанах
Тем пек тĕлĕнсе кайнă.
Унăн сăнĕ-сăпачĕ
Каллех илемлĕленнĕ.
Ӗлĕкхин пекех ÿчĕ
Çутăлса хитреленнĕ.
Аслă çынсем ачана
Татах ÿксе пуççапнă,
Çавăнпах вĕсем ăна
Акă çапла каланă:
— Пире ĕнтĕ тахçанах
Патша кам пулассине,
Вăл хăçан килессине
Шалт пĕлтернĕ малтанах.
Çавăнпа та халь сана
Çак çĕлĕкпе туяна
Акă килсе паратпăр,
Хамăр патша тăватпăр.
Çак сăмахсене илтсен
Ача хуйхăрса янă;
Пăртак ăшĕ сивĕнсен,
Вăл вĕсене каланă:
Манăн сирĕн патăрта
Патша пулса тăма мар,
Халĕ сирĕн хушшăрта
Тăмашкăн та тивĕç мар.
Эпĕ аннем умĕнче
Пит хытă çылăх турăм:
Вăл «ывлăм» тесе чĕнчĕ
Эп ăна уншăн вăрçрăм.
Эпĕ ăна тупиччен
Шырама чарăнас çук;
Çылăха каçариччен
Манăн чун лăпланас çук.
Мана патша тусан та
Эпĕ кунта юлмастăп.
Хам аннене шыраса
Тупмасăр лăпланмастăп
Çак сăмахсем хыçĕнчен
Ача вĕсем патенчен
Кайнă хăвăрт пăрăнса,
Хăй амăшне шыраса.
Çăлтăр-ачан ĕмĕчĕ
Хăйĕнчен инçех пулман,
Ăна хăйĕн телейĕ
Ӗмĕрлĕхех хăварман.
Ача халăх хушшинче
Курах кайнă амăшне,
Тата унăн çумĕнче
Леш чирлĕ çын тăнине.
Вăл вĕсене курсанах
Савăннипе кăшкăрнă;
Вĕсем умне пырсанах
Чĕркуççи çине ларнă.
Унтан, пĕр чарăнмасăр,
Вăл амăшин урине
Чуптунă ним сăмахсăр,
Юхтарса хăй куççульне.
Вара чун хавалĕпе,
Куççулĕпе чыхăнса
Каланă хăй амăшне
Ак çапла тархасласа:
— Эх, аннем, эпĕ сана
Мăн кăмăллă вăхăтра,
Ырă курнă хушăра
Хуса ятăм вăрмана.
Ун чухне, кураймасăр,
Сиввĕн сан çине пăхрăм,
Нимĕн шухăшламасăр
Сана тем те каларăм.
Халĕ ĕнтĕ çылăха
Сан умăнта каларăм.
Мана, анне, каçар-ха —
Халь те нумай хуйхăртăм.
Амăш хăйĕн çиллине
Ниепле пусарайман,
Çавăнпа та ачине
Хирĕç ним те каламан.
Амăшĕ чĕнменнипе
Çăлтăр-ача, анраса,
Чирлĕ çыннăн урине
Тытнă вăл ыталаса.
Вара ача çав çынна
Каланă тархасласа:
— Эпĕ виçĕ хут сана
Хăвартăм ылтăн парса.
Халĕ манăн аннене
Тархасла-ха çавăншăн;
Ăна хуть пĕр сăмахне
Калаттарччĕ-ха маншăн. —
Чирлĕ çын та ачана
Хирĕç пĕр сăмах чĕнмен.
Ачи вара анраса
Нимĕн тума та пĕлмен.
Ăшĕ тулса çитнипе
Каллех макăрса янă.
Вара ури-аллипе
Упаленсе каланă:
— Аннем, манăн асапăм
Вăйăмран та ытларах!
Мĕншĕн манăн кăмăлăм
Хуçăлчĕ-ши çамрăклах?
Мана, анне, каласам
Хуть пĕр сăмах та пулсан;
Çылăха та каçарсам,
Мана хĕрхенен пулсан —
Вара амăшĕ ăна,
Пĕтĕм чунтан хĕрхенсе,
Тин каланă ачине:
— Тăрах, ывăлăм, — тесе.
Чирлĕ çын та çавăнтах
Каланă хай ачине:
— Çитĕ, ывăлăм, тăрах
Хăвăн урусем çине.
Ачи вара çавăнтах
Сиксе тăнă савăнса;
Вĕсем çине тăрсанах
Пăхнă вăл хавасланса.
Çăлтăр-ачан куçĕнчен
Чухăн çынсем çухалнă;
Халĕ вĕсен вырăнче
Патша арăмпе тăнă.
Ачи хăранипеле
Хăй ăçтине те сисмен;
Сасартăк курнипеле
Нимĕн калама пĕлмен.
Такам та тĕлĕнмелле
Ача вырăнче пулсан;
Тепри кайсах ÿкмелле
Çавăн пек ĕçе курсан.
Патша арăмĕ вара
Каланă çав ачана:
Асап курнă вăхăтра
Эсĕ хĕрхентĕн çакна.
Акă татах калам-ха:
Вăл санăн аçу пулать,
Эс кăтартнă ырлăха
Темĕн вырăнне хурать. —
Унтан патши каланă:
— Сана çакă çуратнă —
Вăл санăн аннÿ пулать,
Саншăн халĕ савăнать.
Ӗлĕк эс аскăнланса
Çÿренĕшĕн ылханчĕ,
Халĕ ху тархасласа
Ыйтнипеле каçарчĕ. —
Вара вĕсем ачана
Иккĕш те ыталанă;
Ун хыççăн тата ăна
Тăраниччен чуп тунă.
Унтан ăна çавăнтах
Илсе кĕнĕ мăн çурта;
Пĕтĕм халăх пуç çапса
Ăсатнă çав ачана.
Ăна шала кĕрсенех
Тумлантарнă патшалла.
Пурте вара тем пекех
Хĕпĕртерĕç пулмалла!
Ӗнтĕ вăл çавă кунтан
Хăй патша пулса тăнă;
Хăйĕн халăхне ялан
Ырă тума тăрăшнă.
Леш усал тухатмăша
Хăйĕн куçĕ уменчен,
Хăйен патшалăхĕнчен
Хуса янă çак патша.
Хăйне пăхса ÿстернĕ
Чухăн çынпа арăмне
Пĕтĕм чунтан хĕрхенсе
Тем чул укçа леçтернĕ.
Вĕсен ачисене те
Нумай ырăлăх тунă:
Мĕн кирлине пурне те
Вĕсене парса тăнă.
Куллен хăйĕн халăхне
Вăл вĕрентсе пурăннă;
Йывăр чухне пĕр-пĕрне
Пулăшса тăма хушнă.
Пур вĕçен кайăксене,
Килти выльăх-чĕрлĕхе
Е тискер кайăксене
Тивме хушман пĕрре те.
Вăл ырă патша пулнă.
Çуккисене çăкăр та,
Тăхăнма та, укçа та
Шав салатса пурăннă.
Çавăнпа ун çĕрĕнче
Пĕтĕм халăх ыр курса
Пурăннă вăл пурринче,
Хăй патшине мухтаса.
Анчах вăл пит нумаях
Ырă курса пурнайман;
Çынсемшĕн асаплансах
Вилсе выртнă виç çултан.
Ун хыççăн патша пулни
Кун пекех аван пулман,
Çавăнпа хăйĕн çынни
Ăна питех юратман.
Лешне халăх халĕ те
Çамрăкки те, ватти те
Ырă енчен асăнать,
Асăнать те макăрать.