Пирĕн чĕлхе

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Пирĕн чĕлхе  (1906) 
by Тăваньялсем Çеркей
Хайланă дата: 1906, Пичетленĕ çул: 1906. Çăлкуç: Вула Чăвашла

Акă ĕнтĕ, тавтапуç турра, пирĕн хамăр чĕлхепех хаçет тухакан пулчĕ, кунтан малашне пирĕн нихăш енчен çутă курмасăрах ĕмĕрсене тĕттĕмре ларса ирттерекен чăваш çыннисене те хăйсем тавралла тĕнчере пулакан тĕрлĕрен ĕçсем çинчен пĕлсе тăмашкăн май килчĕ. Хаçет вал питĕ кирлĕ япала, хаçет пулман халăха хăйĕн пурнăçĕ йĕркисене аталантарма питĕ хĕн, мĕншĕн тесен хаçетран пуçне самананăн арканса явкаланса пыракан йĕррисене йĕрлесе тупма, хайĕн пурнăçне малалла яма ниепле халăх та пултараймасть.

Питрех те пирĕн чăваш çыннисене куллен-кун мĕн-мĕн кирлине хамăрăн хаçет пулмасан ниепле те пĕлмелли çук, мĕншĕн тесен чăвашсем çинчен халиччен никам та нимĕн те çырман, чăвашсем çăтĕ пурăннине тĕпĕйĕрĕпе лайăх пĕлекен çынсем те çукпа пĕрех. Çавăнпа пирĕн çынсем валли хаçет кăларма тахçанах пит кирлĕччĕ, анчах ăна кăларма пултаракан çын çукчĕ е, пулсассăн та, çÿлте тăракан тÿре-шарасем ирĕк памастчĕç. Халĕ ĕнте, турă çырсан, эпир те нимĕнтен хăрамасăр, никамран вăтанмасăр хамăр хуйхăсем, хамăрăн нушалăхсем çинчен калаçса тăрăпăр, пирĕн Раççейре те, ытти патшалăхсенче те хамăршăн кирлĕ пек япаласем çинчен уйрăм уççăн хамăр чĕлхепе пĕлтерсе тăма тăрăшăпăр.

Хăшĕ пур, чăвашла хаçег туха пуçланине илтсен, тĕленсе те кайĕ: «Мĕнпе ку чăвашла хаçет кăларса аппаланаççĕ-ши? – тийĕ, – чăвашла хаçет кăларас тесен, чăваш чĕлхи çителĕклĕ пулайĕ-ши?» – тийĕ. Ун пек калаçни пушă арман авăртнипе пĕрех, мĕншĕн тесен апла калаçни чăваш чĕлхи мĕн иккенне пĕртте пĕлменнинчен килет: петĕм халăх валли усăллă япаласем çырма шухăш пулсассăн, чăваш чĕлхине питĕ аван пĕлес пулать. Ку чухнехи чăвашсем хăш-хăш çĕрте (Чикме хули уесĕнчи Виреялсем тата урăх çĕртисем те) хăйсен чĕлхине е çармăсла сăмах хуташтаркаласа, е вырăсран илтнĕ пĕлнĕ-пĕлмен халапсем кÿрткелесе нумая пăснă, улăштарнă. Хăшĕ пур, калаçма тытăнсан, чăвашла виç сăмах каламассерен пĕр сăмахне вырăсла çыпăçтарать, çапла вара хăй чĕлхине пăсса шалт унăн илемне ярать. Пурăнсан-пурăнсан апла калаçакан çынсем чăваш чĕлхине пит иксĕтеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен сăмахĕсене калас вырăнне нумаях шухăшласа тăмасăр вырăслах каласа яраççĕ. Çапла вара сыпăкран сыпăка чăваш чĕлхийĕн сăмахĕсем пĕрерĕн-пĕрерĕн манăçа юлса пырса, вĕсен вырăнне урăх чĕлхе сăмахĕсем кĕрсе вырнаçаççĕ. Чăвашла хаçет-и, кĕнеке-и, мĕн-и çырас тиекен çын ун пек пули-пулми сăмахран пит сыхланас пулать, тĕп чăваш сăмахне ĕçе кÿрсе çырас пулать. Хай ялĕнчи чĕлхере ун пек кирле сăмах-юмах пулмасан ăна урăх çĕрти чăвашсен чĕлхинчен илес пулать, мĕншĕн тесен пирĕн халăх, тĕрлĕ çĕрте пурăнса, калаçасса та пĕр пек калаçмасть, тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ калаçать. Пĕр ялта пулман сăмах, кам пĕлет, тепĕр ялта пур-и, тен, çапла вара сурăх кĕтĕвĕ пек саланса кайнă чăваш халапĕсене, сăмах-юмахĕсене пĕр çĕре пуçтарсан пит лайăх чĕлхе тума пулать. Унтан тата ак мĕн калас шухăшăм пур: пирĕн чăвашăн çамрăкрах çынсем, иш-кĕремсем, ваттисенчен урăхларах калаçаççĕ, ваттисем калаçакан хăш-хăш сăмахсене çамрăккисем нихăçан та каламаççĕ е пĕлессе те пĕлмеççĕ е, вăл тахçанхи сăмах тесе, тиркесе ун выранне вырăслах калаççĕ. Апла туни хăй чĕлхине манаç айне туни, пĕтес еннелле пыракан çулпа ăсатма тăрăшни пулать. Çак эпĕ кунта калани тĕрĕс иккенне сире ĕнентересшĕн ак мĕнле-мĕнле сăмахсене кăтартас тетĕп. Ĕлĕк-авал пирĕн чăвашсем çын пĕр-пĕр ĕç тунине хăй куçĕпе курнă çынна тынă тенĕ, халĕ вăл сăмаха ниçта та илтеймĕн те, ун вырăнне çвитеттĕль теççĕ; мăнастирте пурăнакан çынсене ĕлĕк хура-тум тенĕ, халĕ пулсан вырăслах, манах, теççĕ, çынна ырăлăх тунăшăн тав туса, ĕлĕкхи чăвашсем рахмат (рехмет) е тавтапуç тенĕ, хальхисем ун вырăнне нумайăшĕ спаçипă теççĕ; аслă шывра пурăнакан пысăк пулла ĕлĕк çуйăн тенĕ, тата тепĕр тĕрлĕ хаклă йышши пулла çĕкĕ тенĕ, халĕ апла калас вырăнне вырăспа: сум, çĕтĕрле (стерляк) тесе аппаланаççĕ. Çапла вара вĕсем пирĕн илемлĕ чĕлхене пăсса хураççĕ, йĕрри-йĕррипе пĕтес патнелле уттараççĕ. Чăваш чĕлхине йăлтах пĕтерес мар тесессĕн, халех ăна пуçтарма кирлĕ, тĕрлĕ çĕрте мĕнпур сăмахсене пухса, пĕр кĕнеке çине çырма кирлĕ; апла тусан вара эпир хамăр чĕлхене манмăпăр, унтан тата тĕрлĕ çĕрти сăмах-юмаха пĕр çĕре пухсан, пирĕн чĕлхе те сăмах-халапран пуйса, кирек мĕн калас тесессĕн те ют çынсем патне сăмах кивçен илме каймалла пулмĕ вара.

Тата хăш çынсем, шăтăк тăрлăраххисем, калаççĕ: пирĕн чăваш чĕлхипе мĕн тумалла, пирĕн вырăсла вĕренес пулать, теççĕ, хамар чĕлхене часрах манса, вырăсла пакăлтататма верĕнсессĕн вара тата аван пулĕ-çке, теççĕ, вырăссен вĕсенĕн кĕнеке таврашĕ те нумай, хаçат-япала та ним хисепсĕр, теççĕ, чăвашла кĕнеке-масар çырса аппаланиччен, хаçат кăларкаласа муталаниччен, вырăсла вĕрен те вырăслах çĕмĕрттер вара, теççĕ. Кун пек çынсем калаçни чăн-и, суя-и, вĕсем тĕрĕс калаççĕ-и е ахаль анчах, хăйсем айваннине кура вырăнсăр лапăртатаççĕ-и? Ман шухăшпа пулсассăн, вĕсем апла калаçнине итлесси те харам, мĕншĕн тесен харпăр халăха харпăр хăй пурлăхĕ хаклă. Ют чĕлхе пит аван пулсан та, вăл пирĕн мар, çыннăн, çын лаши темĕн тĕрлĕ матур пулсан та, ун çине утланса ларса хам лаша тесе мухтанса çÿреймĕн, темĕн тĕрлĕ чаплă пуян çын тумтирне тăхăнса, хам тумтирĕм тесе калаймăн, хăвăн пулсан, ытлашши чиперех пулмасан та шанчăклă пулĕ, мĕншĕн тесен сана: çын япалипе анчах ырă куратăн, хăвăн нимĕскер те çук, тесе калакан пулмĕ. Çынăнне йышăнсан, кирек кам та сана пырса тĕртсе хурлăха хăварĕ: хăвăн нимĕскер те çук, çынăннипе анчах пурăнатăн, тейĕ. Апла сăмаха илтни санăн пите пĕçермĕ-ши? намăслантармĕ-ши? Унтан тата ак мĕн пулать: пирĕн чĕлхепе темиçе пин çул пирĕн аттесем, асаттесем, мăнасаттесем калаçнă, эпир тĕнчепе çуралса анне аллинче выртса чăн малтан илтнĕ чĕлхе те чăваш чĕлхиех, мĕн кĕçĕнтенпе эпир чăвашла калаçса ÿснĕ, çамрăкла юлташсемпе выляса çÿренĕ чухне те, ÿссе çитсен хамăр ял-йышпа та, юратнă туссемпе те, кÿршĕ-аршăсемпе те, юратса килекен хăна-кĕрлесемпе те эпир вырăс чĕлхипе е тутар чĕлхипе калаçман, чăвашлах калаçнă… Хăш-хăш чухне çуралнă çĕр-шывран уйăрăлса аяккалла каймалла пулсассăн, çул çинче теплерен чăвашла калаçнине илтсен, эпир, хамăр çын тесе, савăнмастпăр-и? Вăл чăвашла каланă сăмах пирĕн чуна епле пырса тивет, епле савăнтарать, епле хамăр çуралса ÿснĕ çĕр-шыв çинчен, хамăрăн мĕскĕн пулсан та, хамăршăн пит паханăн, пит илемлĕн туйăнакан пурăнăç çинчен, атте-аннепе, чун патĕнчи хурăнташ-ăрăвăмăрсемпе епле пурăннине аса илтерет. Çавăнпа та хай халăхне юратакан çын, кирек кам пулсассăн та, хăй чĕлхине пит пахаласа, темрен те мала хурса, ăна хăй чунне юратнă пек юратать. Çавна кура, нумай кĕнеке çырнă пĕр питĕ ăслă çын этемĕн хăй чĕлхине епле юратмалли çинчен ак мĕн каланă: «Хăй çĕрне-шывне юратакан çыншăн хăй чăлхи пит хаклă, çавăншăн эпĕ акăлчансене питĕ юрататăп, вĕсем хăйсем ют чĕлхепе калаçма темĕп тĕрлĕ ăста пулсан та, ют чĕлхепе калаçиччен хăйсенĕн темĕскерле шăхăрнă пек, чашкăрнă пек илтĕнекен чĕлхипе калаçма юратарах параççĕ», тенĕ.

Чăвашсем, хăвăрăн чĕлхĕре ан манăр, ăна ан çухатăр, ăна çухатсан эпир хамăр та çухалăпăр; чăваш ячĕ те çухалĕ. Ан çывăрăр, вăранăр, пирĕншĕн те çĕнĕ самана пуçланать, çĕнĕ шурăмпуç шуралса килет, ирĕклĕх хĕвелĕ хĕрелсе тухать; ваттисем мĕн калани асăртан ан кайтăр, вĕсем каланă: ир тăнă кайăк выçă вилмен тенĕ…

1906

Public domain
This work is in the public domain in the United States because it was first published outside the United States prior to January 1, 1929. Other jurisdictions have other rules. Also note that this work may not be in the public domain in the 9th Circuit if it was published after July 1, 1909, unless the author is known to have died in 1953 or earlier (more than 70 years ago).[1]

This work might not be in the public domain outside the United States and should not be transferred to a Wikisource language subdomain (or as a file it should not be migrated to the Wikimedia Commons) that excludes pre-1929 works copyrighted at home.


Данная работа, впервые изданная до 1929 года, находится в общественном достоянии по законодательству США, и может быть опубликована здесь, в мультиязычной Викитеке. Но эта работа не может быть опубликована в национальной Викитеке, которая должна подчиняться законодательству России, т. к. работы этого автора (за исключением изданных до 7 ноября 1917 года) пока не вышли в общественное достояние в России. Этот автор умер в 1956 году, соответственно эта работа выйдет в России в общественное достояние в 2027 году.

The author died in 1956, so this work is also in the public domain in countries and areas (outside Russia) where the copyright term is the author's life plus 60 years or less.

PD-US-1923-abroad Public domain in the United States but not in its source countries //wikisource.org/wiki/%D0%9F%D0%B8%D1%80%C4%95%D0%BD_%D1%87%C4%95%D0%BB%D1%85%D0%B5