Вупăр
I
Эпĕ пĕчĕккĕ, улттă-çиччĕре пур пулĕ... Пĕрре атте анкартинче авăн типĕтет. Каç пулнă. Пӳртре хăй çутнă. Анне каçхи апат пĕçерет. Эпĕ анне патĕнче вăл ĕçленине пăхса ларатăп. Пиччепе аппа урамра кӳршĕ хĕрĕпе калаçса тăраççĕ. Вĕсем кулса калаçни пӳртех илтĕнет. Вучахри вут çунса пĕтме тытăнсан, анне мана:
— Яшка пиçрĕ, аçуна кайса чĕн, апат çийĕпĕр! — терĕ.
Эпĕ хамăн кивĕ сăхмана пĕркентĕм те çара пуçăнах анкартине вĕçтертĕм. Чĕрĕ лаша пулса, пуçа каçăртса, сиккелесе чупатăп.
— Апат çимелле! — тесе кăшкăратăп.
Йĕтем çине çитрĕм. Пирĕн авăн çумĕнче аттепе Якку пичче кукленсе ларнă та чĕлĕм туртаççĕ.
Якку пичче, ватă старик, пирĕн кӳршĕ. Вăл та хăй йĕтемĕ çинче авăн типĕтет. Пирĕн йĕтемсем юнашарах. Якку пичче атте патне чĕлĕм туртма, калаçса ларма пынă.
Авăнсем мăкăрланаççĕ. Тырă шăршипе тĕтĕм шăрши сăмсана çапать. Çанталăк тӳлек, уяр. Тулли уйăх тăрă пĕлĕт çинче çап-çутă курăнать. Капансем урлă пирĕн йĕтем çине çутатса пăхать.
— Ытла çутă. Авăн çапма пит аван, — терĕ атте. Хăй, çанталăк аван тăнипе ăмсанса, йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ.
— Çанталăкĕ калама çук аван! Малашне тепле пулĕ? Манăн шăмшак йынăша пуçларĕ. Çанталăк пăсăласса сисет пуль, хăямат, — терĕ Якку пичче. Кукленсе ларнă çĕртен Якку пичче аран-аран айлаткаласа тăчĕ те аяла хывса хунă аçамне илсе тăхăнчĕ.
— Çанталăк ыран-паянах пăсăлмасть пулĕ-ха. Уйăх карталанман-çке. Çанталăк пăсăлас умĕн уйăх йĕри-тавра карта пулаканччĕ, — терĕ атте.
— Шурă пĕлĕт таткисем те çук-и вара пĕлĕт çинче? Куçам витерех курмасть те, çанталăк улшанассине пĕлĕте пăхса чухлаймастăп, — терĕ Якку пичче. Хăй аллипе хăрах куçне хупласа çӳлелле пăхса илчĕ.
— Пĕлĕт тăрă, шыв пек тап-таса, тăп-тăрă, кăн-кăвак. Айта, хĕрĕм, киле, — терĕ атте. Сӳннĕ чĕлĕмне çăпата пуçĕ çине шаккаса кĕлне кăларчĕ те ларнă çĕртен тăчĕ. Эпир киле кайрăмăр. Якку пичче хăй йĕтемĕ çинелле утрĕ.
Эпĕ аттепе Якку пичче калаçса тăнă чухнех киле хăвăртрах каясшăн çунса тăраттăм. Халĕ, аттерен иртсе кайса, паçăрхи пекех сиккелесе чупатăп. Манпа юнашар манăн мĕлке сиккелесе пырать. Сасартăк... тĕттĕм пулма пуçланă пек туйăнчĕ. Мĕлке те пĕтсе ларнă пекех пулчĕ. Çав вăхăтрах Якку пичче йĕтем çинчен:
— Ан кай-ха, Мĕтри, кил-ха кунта! — тесе кăшкăрчĕ.
Атте, ман хыçра пыраканскер, каялла çавăрăнчĕ те йĕтем çинелле утрĕ. Эпĕ те атте хыççăн каялла чупрăм. Уйăх çути тĕттĕмленнĕçемĕн тĕттĕмленет. Якку пичче йĕтем варринче тăрать. Йĕри-тавра тĕттĕмленсе пырать. Йĕтем хуп-хура курăна пуçларе. Эпĕ хăраса кайрăм. Аттене сăхман аркинчен çатăрласа ярса илтĕм.
— Мĕн пулчĕ, мĕн тĕттĕмленсе килчĕ? Уйăх çути пĕте пуçларĕ-çке, — терĕ атте йĕтем çине кĕрсенех.
Якку пичче пирĕн пата пырса тăчĕ. Вăл аттене:
— Эпĕ хам та сана çавăнпа чĕнтĕм. Уйăха вупăр çиме пуçламарĕ-ши тетĕп? Пăх-ха, Мĕтри, авантарах.
Эпир виçсĕмĕр те тĕттĕмленсе пыракан уйăха пăхса тăма тытăнтăмăр. Уйăх пĕр енчен пĕчĕкленнĕçемĕн пĕчĕкленсе пырать.
— Ах, шуйттан! Уйăха вупăр çиет вĕт! — терĕ Якку пичче. Хăй хăраса ӳкнĕ пулас, сасси тытăнчăкланма пуçланă.
Атте, хытса кайнă пек пулса, пĕр чĕнмесĕр уйăха пăхса тăрать. Уйăхĕ, пĕр хура япала хупланипе, çутине çухатнăçем çухатать.
— Чим-ха! Эпĕ ăна, шуйттана, вĕри кĕл сапам, — терĕ Якку пичче. Аçамне хуплаштарчĕ те авăна кĕрсе кайрĕ.
Уйăх çути пачах пĕтсе ларнă пек. Якку пичче авăнтан ĕнĕк шăршă кăларса вĕри кĕл илсе тухрĕ. Аçам аркипе тытнă. Ватăскер, ĕштеленсе, вĕри кĕле çӳлелле сирпĕтет.
— Вĕри кĕл санăн куçна, пĕтесшĕ вупăрĕ! — терĕ.
Якку пичче арăк çинчи кĕле сапса пĕтерчĕ. Вăл хушăра уйăх пĕтсе ларчĕ. Çăлтăрсем паçăр, уйăх çутатнипе, питех палăрмастчĕç, халĕ шултăрарах та нумайтарах курăна пуçларĕç.
— Пĕтрĕмĕр! Вупăр уйăха çисе ярсан, тĕнче пĕтет, теççĕ!
Çак сăмахсене Якку пичче пит хăраса, хуйхăрса каларĕ. Пуçĕ çине хăрушла япала персе анассине пĕлнĕ пек, пуçне икĕ аллипе ярса илчĕ. Ахлатса сывласа, вăйĕ пĕтнипе авăн çумне кукленсе ларчĕ.
— Ах, тур çырлах, ан пăрах! Вилес пулсан та, çакăнтах вилетпĕр-çке ĕнтĕ! Васпати, васпати памилăй! — çав вăхăтрах Якку пичче иккĕ-виççĕ сăхсăхса илчĕ.
— Ăмма питех хăрас-ха, Якку пичче! Тен, чиперех иртсе кайĕ-ха! Пĕрре хĕвел хупланнăччĕ те, çапах тĕнче пĕтмерĕ-çке, — терĕ атте.
Якку пичче вăйсăрланса кайнă сасăпа:
— Ах, ачам! Ырă мар ку! Тĕнче пĕтнĕ чух вупăр уйăха çисе ямалла, теççĕ, — терĕ те каллех сăхсăхма пуçларĕ.
Атте Якку пиччепе юнашар пырса ларчĕ. Эпĕ аттепе Якку пичче хушшине хĕсĕнсе кĕрсе лартăм. Хăранипе, чĕтресе, пăштик-пăштик сывласа ларатăп. Хамăр вилнине, тĕнче пĕтнине курас мар тесе, эпĕ питĕме алăпа хытă хупларăм. Якку пичче чавси сиккеленипе эпĕ Якку пичче сăхха персе ларнине туятăп...
Те нумай, те сахал лартăмăр, атте сасартăк:
— Уйăх курăна пуçларĕ! — терĕ.
Эпĕ пите уçрăм. Чăнахах та уйăхăн пĕр хĕрри кĕлт курăнать. Якку пичче сăхсăхма чарăнчĕ.
— Тĕнче пĕтме вăхăт çитмен-ха эппин, — терĕ Якку пичче. Ларнă çĕртен авăн çумне перĕнкелесе тăчĕ те уйăха пăха пуçларĕ. Атте те тăчĕ. Эпĕ аттерен юлмастăп.
Атте ман çине пăхса илчĕ те:
— Иртсе каять акă вăл. Тата пăртак тăрсан, паçăрхи пекех çутă пулать, — терĕ.
— Ĕнтĕ иртсе каять, — тет Якку пичче. — Ĕнтĕ вупăр уйăха çăварĕнчен кăларса ячĕ пуль.
Уйăх çуталнăçем çуталать. Йĕри-тавра çуттăн курăна пуçларĕ. Хура тĕттĕм япала уйăх çинчен сисĕнкĕсĕр шуса тухать.
Уйăх çуталнă майĕпе Якку пиччен хăрасси те пĕтрĕ. Вăл аттепе пĕрле чĕлĕм чĕртме тытăнчĕ.
— Ăçтан çăваран тухрĕ-ха çав вупăр? — тет Якку пичче. Хăй чĕлĕмĕ ăшне табакне пӳрнепе пускаласа тултарать.
— Те вупăр, темскер вăл? — терĕ атте.
— Ай, мĕн аташатăн? Вупăр пулмасăр, мĕн пулать тата вăл? — тет Якку пичче.
Чĕлĕмĕсене иккĕшĕ те чĕртсе ячĕç те, Якку пичче калама тытăнчĕ:
— Эпĕ çамрăк чух бурлакра çӳренĕ. Пĕрре, Атăл хĕрринче, каçхине апат пĕçернĕ чух, уйăха вупăр çиме пуçларĕ. Ун чухне манăн куçпуç витĕр курать. Уйăха вупăр çинине хамах курса тăтăм. Вупăр вăл йытă майлах. Уйăх патне хуллен-хуллен шуса пычĕ те, уйăха кап ярса илсе, чăмлама та пуçларĕ. Эпир нумаййăн Атăл хĕрринче пăхса тăратпăр. Вупăр уйăха чăмларĕ-чăмларĕ те кăшт çеç çăтса ямарĕ. Пĕр чĕрне хури чухлĕ çеç тăрса юлчĕ.
«Вĕри кĕл сапăр, вĕри кĕл!» — терĕç хăшĕ-пĕрисем. Вут хунă çĕртен вĕри кĕл илсе сапрăмăр та, уйăха вупăр çав самантрах çăварĕнчен кăларса ячĕ. Кĕл шăршине вупăр юратмасть иккен, мĕншĕн тесен кĕл вăл çуннă япала, таса.
— Апли апла пулĕ те-ха, — тет атте, — вупăр ăçта пурăнать-ши эппин?
— Вупăр вăл тĕпсĕр çырмара сăнчăрта тăрать, тет. Çав çырмана ахаль çын анаймасть, тет. Тухатмăшсем çеç тăмана пулса вĕçсе анаççĕ, тет. Тухатмăш пĕрер çынна усал тăвас пулсан, вупăра сăнчăртан салтса ярать, тет. Лешĕ каять, тет, вара çынсене пуса-пуса выртма. Вупăр пуснă тенине илтмен-и эсĕ?
— Илтесси илтнĕ те, вупăр пуснине курман, — тет атте.
— Ах, ачам, вупăр пуснине никамăн та курас ан пултăр. Çынна вупăр пуссассăн, çын тĕлĕкре пит асапланать. Çухăрса яма сасси тухмасть, вăранса тăрас тесен — алă-ура сиккелемест. Пĕтĕм шăмшака лап хупласа йывăрлантарса пăрахать те, çын туртăшса выртать. Пĕр кача пӳрнине çеç сиккелентерсен, çын вăранма пултарать, çавăнтах çынна тăн та килсе кĕрет. Хăрушла вăл вупăр. Çынна вупăр пусмалла курайман тухатмăш тăвать. Вупăрĕ çынсене пусса çӳресен-çӳресен усалланса каять те вара уйăх патне пырать. Пĕрре ĕлĕк-авал çапла пулнă, тет. Асатте калатчĕ ăна. Вупăр уйăха чăмларĕ-чăмларĕ, тет те, пĕлĕт çинчен сĕтĕрсех антарчĕ, тет. Тепĕр кун уйăх капан кутĕнче вырта парать, тет. Хăйне пĕтĕмпех вупăр чăмласа пĕтернĕ, тет. Каçхине, çынсем куриччен, пĕр çын уйăха пĕлĕт çине улăхтарса янă, тет, вара.
Атте лăш кулса ячĕ.
— Аплах пулнă-ши вара? — терĕ.
— Ĕлĕк-авал, ачам, пулнă та пулĕ. Пулман тес çук. Атте нимĕн шарламасăр чĕлĕмне мăкăрлантарса авăнтан виçĕ-тăватă улăм пĕрчи туртса кăларчĕ те йăваласа пăхрĕ. Типĕ улăм шатăртатса ванать.
Калаçкаласа тăнă вăхăтра уйăх çап-çутă пулса тăнă.
— Авăн типсе çитет. Апат çисе кăшт кансассăнах авăн çапма тухас, — терĕ атте.
— Ĕнтĕ тухсан та пырать. Манăн та ачасене кĕçĕр, эсĕ каланă пекех, авăн çапма кăларас пулĕ-ха.
Якку пичче, чĕлĕмне мăкăрлантарса, хăй авăнĕ патнелле хуллен утрĕ. Эпир аттепе киле кĕтĕмĕр...
Апат çисе ларнă чухне пичче уйăх тĕттĕмленнĕ чухнехине калама тапратрĕ.
— Эпир урамра тăратпăр. Сасартăк уйăх тĕттĕмленме пуçларĕ. Михаля пиччесен картишĕнче çăри-çари тукаларĕç. Унччен те пулмарĕ, Михаля пичче çӳçне-пуçне вирелле тăратнă та çарамасах хапхинчен сирпĕнсе тухрĕ. Тĕнче пĕтет, тĕнче пĕтет тесе, хаяррăн кăшкăрса ярса урам тăрăх чупа пачĕ. Вăл кăшкăрнипе кӳршĕ çыннисем те урама сиксе тухрĕç.
— Мĕн пулнă?
— Вут тухнă-и?
— Кам авăнĕ çунать? — тесе пĕр-пĕринчен ыйтаççĕ. Уйăх тĕттĕмленсех ларма тытăнсан, хĕрарăмсем сасăпах улама тапратрĕç. Пирĕн Алтатте те пĕчĕк ача пекех макăрчĕ, — терĕ пичче. Хăй кулкаласа аппа çине пăхса илчĕ.
— Эсĕ ху та чутах макăрса ямарăн. Тарье пулман пулсан, ху та çухăра-çухăра пӳрте тарса кĕреттĕн те Тарьерен çеç вăтанса макăрмарăн пулас, — терĕ аппа пиччене хирĕç.
— Чăнах çав, уйăх пĕтсе ларнă чухне пит хăрамалла. Урам тулли çын сапаланса тăрать. Çухрашкаланипе, чупкаланипе пушшех чун хăрать, тискеррĕн туйăнать, — терĕ пичче.
Эпĕ питĕ хăранипе халĕ тин чĕтреме чарăнтăм. Пичче каланине хăлхана тăратса итлесе ларатăп. Хамăн куç кантăк çинче. Вупăр уйăха тепĕр хут çиме тытăнман-ши тесе, эпĕ кантăкран темиçе хут та пăхса илтĕм. Манăн апат çиес шухăш та çук.
Ыттисене кура атте те ĕлĕк чухне хĕвел тĕттĕмленни çинчен каласа пама тытăнчĕ.
— ...Иван ун чухне алăри ача. Пĕтĕм халăх пусăра тырă вырать. Çанталăк уяр, пĕр çумăр пĕлĕчĕн татăкки те курăнмасть. Кăнтăрлахи апат çиес умĕн сисмен çĕртенех хĕвел тĕттĕмленме тытăнчĕ. Хура пĕлĕт хĕвеле хупларĕ пулĕ тесе пăхкаларăм йĕри-тавра — пĕлĕт таврашĕ çук. Хĕвел тĕттĕмленнĕçемĕн тĕттĕмленчĕ те — и-и... пĕтсех ларчĕ. Каç пулнă пекех тĕттĕмленчĕ. Ах, пит хăраса ӳкрĕмĕр вара! Ытла пит хăрушлаччĕ-çке! Çынсем ĕçе пăрахса килелле чупа пуçларĕç. Пурте: «Тĕнче пĕтет, тĕнче пĕтет!» — тесе ниçта кайма аптăранă. Хветĕркке Яккăвĕ лаша кӳлнĕ те вырман анасем урлах шатăртаттарать. Эпĕ Ивана çĕклерĕм те Хветĕркке хыççăн чупрăм. Аннӳ ман хыçран талкăшать. Кĕтӳ те кĕртсе ячĕ. Староста уй хапхи патне тухнă та: «Халăх, кĕрĕр, яла — тĕнче пĕтет!» — тесе кăшкăрать. Пурте: «Киле çитсе вилесчĕ хăть!» — тесе анраса кайса, тар юхтарса чупаççĕ...
Атте каласа пĕтерчĕ те сĕтел хушшинчен тухрĕ. Пурте апатланса пĕтертĕмĕр, унтан çывăрма выртрăмăр. Эпĕ атте хыçне кĕрсе выртрăм. Хамăн ыйхă та килет, анчах ниепле те çывăрса каймалла мар. Куçа хупсассăнах вупăр курăнать. Хура лапсăркка йытă пек те, тепĕр чухне пĕр картина çинче курнă мăйракаллă шуйттан чĕппи пек. Кайран тепле çывăрса кайнă.
Çĕрле ыттисем авăн çапма тухнă. Мана пӳрте пĕчченех хупса хăварнă. Юрать-ха, эпĕ çĕрле вăранман, вăраннă пулсан, вупăртан хăраса çавăнтах вилеттĕм пулĕ.
II
Халĕ уйăха «вупăр çинĕ» каçран вăтăр çул ытла иртрĕ. Эпĕ ĕнтĕ пĕчĕк хĕрачаран çитĕнсе вунпилĕк-вунултă çул учительте пурăнатăп.
1924 çул, хĕлле. Сивĕ уяр каç. Эпĕ уйăх тĕттĕмленнине сăнама урама тухрăм. Уйăх пирĕн пахчари йăмрасенчен çӳлерех хăпарнă та, çаплах çутатса пăхать, юра симĕсĕн-кăвакăн йăлтăртаттарать. Таçта ял варринче çынсем юрлани, ача-пăча çуйăхни илтĕнет. Унта туй иккен. Çынсем туй курма каяççĕ. Эпĕ те урамалла çынсемпе пĕрле туй еннелле утрăм. Утнăçемĕн уйăха пăхсах пыратăп. Уйăх çап-çутă тăнă çĕртех пĕр хĕрри тĕттĕмленме тытăнчĕ. Такам уйăха хĕрринчен катса илнĕ пек катăк курăна пуçларĕ. Çутти илемсĕрленсе, хĕрелсе кайрĕ. Краççын пĕтнĕ лампа çути пек хĕрлĕн, тĕксĕммĕн курăнать.
Эпĕ хам пĕчĕккĕ чухне уйăх тĕттĕмленнине аса илтĕм. Кам та пулин халех урама сиксе тухса, «уйăха вупăр çиет, тĕнче пĕтет» тесе çухăрса ярассăнах туйăнать.
Анчах урам шăпăрт. Ун пек-кун пек çухăракан никам та çук. Краççын çути кашни пӳртрех пур. Ман умри çынсем, туй курма каякансем, чарăнса тăчĕç те, пĕр-пĕринпе уйăх тĕттĕмленни çинчен календарь ăнлантарнă тăрăх калаçма пуçларĕç. Эпĕ иртсе кайрăм. Туй çĕмĕрлет. Лаша тулхăрни, хуткупăс сасси. Ĕçнĕ çынсем юрлани аякка каять. Уйăх тĕттĕмленнĕçем тĕттĕмленсе пырать. Ак тата мана хирĕç туй урамĕнчен виççĕн утса тухрĕç. Калаçкаласа пыраççĕ.
— Шкулта пĕлĕт çине пăхмалли труба пулмалла. Айтăр-ха хăвăртрах, трубапа уйăх тĕттĕмленнине авантарах кайса курар, — тет пĕр сасă. Ку çынна эпĕ сассинченех палларăм. Ку Корниле Иванĕ — хĕрĕх-хĕрĕх икĕ çулхи çын. Хут пĕлет вăл. Шкула пырса чăвашла кĕнекесем, хаçатсем илкелесе каять.
— Пур пулмалла-çке, — тет Шур Микула, утмăл çулхи старик, Корниле Иванĕн кӳрши.
Ман тĕле çитрĕç. Виççĕмĕш çын Алендей Кĕркурийĕ иккен. Вăл халь кăна Хĕрлĕ Çартан таврăннă. Эпĕ ăна Хĕрлĕ Çартан таврăннăранпа курманччĕ те-ха.
— Ăçта каятăн? — теççĕ мана.
— Уйăха «вупăр çинине» курма тухрăм, — тетĕп çаксене.
Çынсем лăш кулса илчĕç.
— Пĕлĕт çине пăхмалли труба шкулта пур-и? — тет Иван.
— Вăл çук та, бинокль пур, — тетĕп.
— Кунтах-и?
— Çук, шкулта, — тетĕп.
— Айта, пире бинокль те юрать. Уйăх тĕттĕмленнине авантарах курасчĕ-ха, — тет Иван.
Çапла калаçкаласа тăнă хушăра пирĕн пата тепĕр ушкăн çын пычĕ. Кунта ваттисем те, çамрăккисем те пур. Пуринчен ытла ача-пăча нумай. Кусем те шкула кайма тухнă иккен. Уйăх тĕттĕмленнине трубапа пăхасшăн. Шкулта пĕлĕт çине пăхмалли-труба пур тесе такам каланă вĕсене. Ун пекки çук тесен, хăшĕ-иĕри каялла кайрĕ. Иван, Алендей Кĕркурийĕ, Шур Микула тата пилĕк-ултă ача шкула çитичченех пычĕç.
Уйăх вăл темĕн тата ытларах тĕттĕмленчĕ. Шкулалла васкаса утатпăр. Ача-пăча пирĕн хыçран кĕшĕлтетсе пырать. Шăн çăпатисемпе юра чăрик-чарик тутарса, утнă çĕрте утаççĕ, чупнă çĕрте чупаççĕ.
Шкула çитрĕмĕр. Пĕлĕт çине пăхмалли труба çукшăн кăмăлсăрланса, эпĕ çынсене бинокль илсе тухса патăм. Çынсем пит хавас. Вĕтĕр-шакăр ачасем черет йышăнса пăхаççĕ. Эпĕ çав хушăра вĕсене уйăх мĕншĕн тĕттĕмленнине каласа паратăп.
Акă тĕксĕм уйăх хуллен çутăлма тытăнчĕ. Ачасем шкул патĕнчен пĕчĕккĕнех саланма пуçларĕç.
Хайхи виçĕ çын: Корниле Иванĕ, Алендей Кĕркурийĕ, Шур Микула — ман хваттере кĕчĕç, кĕнеке-хаçат илес теççĕ. Эпĕ мĕнпур пек çĕнĕрех хаçатсене патăм. Унтан ĕлĕк уйăх тĕттĕмленнинчен çынсем хăрани çинчен сăмах тапратса ятăм.
— Ĕлĕкрех пулсан, кун пек чухне пĕтĕм халăх хăраса ӳкнĕ ĕнтĕ, — тет Микула пичче, шурă çӳçлĕ, шурă сухаллăскер — вăл мана авалхи çын пек туйăнать. Хăй вăл пит ăслă. Хут пĕлет. Ачисене те вĕрентнĕ.
Эпĕ пĕчĕккĕ чухне «уйăха вупăр çинине», Якку пичче уйăха кĕлпе сапнине, хам вилсе каяс пек хăранине каласа патăм.
Пурте манпа пĕрле кулаççĕ.
— Ĕлĕк чăнах та çапла пулнă çав, — теççĕ вĕсем.
— Революци пулни халăх куçне уçрĕ.
— Акă, пурăна киле халăх ĕлĕкхи йăласене йăлтах пăрахĕ, — терĕ Алендей.
Хурал чанĕ 10 çапрĕ.
— Киле каймалла пуль, — терĕ Иван.
— Каятпăр, — терĕç Микула пиччепе Алендей.
— Сывă пул, пирĕн пата пырса лар, — терĕç мана çынсем. Виççĕшĕ те алă тытрĕç.
— Ӳлĕмрен хăвăр килсе ларăр, яланах килĕр, — терĕм эпĕ вĕсене.
— Эпир килетпĕр-çке кунта, — тесе, çынсем киле кайма тухрĕç.
Эпĕ те алăка питĕрсе кĕме вĕсемпе пĕрле тухрăм. Уйăх çӳллĕ тӳпере çап-çутă тăрать. Пĕлĕт таса, кăвак. Пирĕн ял вĕçĕ тĕлĕнче кăна пĕлĕт çинче тĕтре пек хупăрланнă, хăмăр пĕлĕт таткисем пур.
— Ай-яй çутă! Хайхи, леш вупăр, уйăх патĕнчен саççимех тасалнă, — терĕ Алендей Кĕркури кулкаласа. Эпир пурте алкум вĕçĕнче чарăнса тăтăмăр.
— Э-э-э! — терĕ Микула пичче, аллине сĕлтсе. — Акă тĕттĕмлĕх пĕтсех пырĕ, «вупăр» та çавнашкалах сирĕлĕ. Пурăннăçемĕн, çутталла тухнăçемĕн халăх вăранать, тасалать. Суя, кирлĕ мар япала пурнăçран майĕпе пăрахăçа тухать. Елĕк кун пек пулăмсенчен халăх хăранă терĕмĕр. Халĕ пăхăр-ха! Уйăх тĕттĕмленнинчен кам хăракан пур? Вĕтĕр-шакăр ачи-пăчи те уйăха сăнаса пăхасшăн бинокльпе тăрмашать.
Юра шăтăртаттарса çынсем хуллен урам тăрăх утрĕç.
Эпĕ çынсем курăнми пуличченех алкум вĕçĕнче тăтăм. Тӳлек, çутă, сивĕ. Ялта хăй çути сахал, унта-кунта çеç курăнкалать. Пĕр сасă-чĕвĕ те илтĕнмест.
Эпĕ çынсене ăсатма тумтирсĕрех тухнă. Сивĕ шатăр чĕпĕтрĕ, çӳçенсе кайрăм та алкумне чупса улăхрăм. Юр йăлтăртатнине, уйăх çутине ăмсанса каллех пĕр самантлăха йĕри-тавра пăхса илтĕм. Ял тĕлĕнчи хăмăр тĕтре хуллен хĕвеланăçĕ еннелле туртăнать...
This work is in the public domain in the United States because it was first published outside the United States prior to January 1, 1929. Other jurisdictions have other rules. Also note that this work may not be in the public domain in the 9th Circuit if it was published after July 1, 1909, unless the author is known to have died in 1953 or earlier (more than 70 years ago).[1]
This work might not be in the public domain outside the United States and should not be transferred to a Wikisource language subdomain (or as a file it should not be migrated to the Wikimedia Commons) that excludes pre-1929 works copyrighted at home. Данная работа, впервые изданная до 1929 года, находится в общественном достоянии по законодательству США, и может быть опубликована здесь, в мультиязычной Викитеке. Но эта работа не может быть опубликована в национальной Викитеке, которая должна подчиняться законодательству России, т. к. работы этого автора (за исключением изданных до 7 ноября 1917 года) пока не вышли в общественное достояние в России. Этот автор умер в 1956 году, соответственно эта работа выйдет в России в общественное достояние в 2027 году.
The author died in 1956, so this work is also in the public domain in countries and areas (outside Russia) where the copyright term is the author's life plus 60 years or less. | |