Вĕри çĕлен/Пике

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Вĕри çĕлен  (1908)  by Николай Шупуççынни
Пике
Хайланă дата: 1908, Пичетленĕ çул: 1908. Çăлкуç: Вула Чăвашла

Аслă яла Лалсара
Тăр çуллахи кунсенче
Çынсем шăрăх вăхатра
Ăçтан кирлĕ килеççĕ.

Килеççĕ те каяççĕ
Каллех хăйсен çулĕпе.
– «Кăлăхах мен çÿрени
Пулчĕ», – теççĕ хуйхипе.

– «Пĕтнĕ чаплă Ăраман,
Икçĕр çулхи тухатмăш,
Калле киле Лапсартан
Нимĕнсĕрех каймалла
Пулчĕ», –теççĕ чăвашсем.

– «Пĕчĕк лутра пÿртĕнче
Ларать хитре хÿхĕм хĕр,
Халĕ унăн выранче
Пике ятлă хÿхĕм хĕр.

Мене кирлĕ ун хитри?
Пире пултăрччĕ чĕлхи
Виттĕр касса татакан,
Шывран вут-хĕм кăларакан.

Ăраман хĕрĕ пулсан та –
Çук, ку хуман Ăрамана!
Ашшĕн пекех вăй-хăват
Ăçта кунăн сăмахра?
Чĕлхепе мул пуçтарма
Ăçтан ку хĕр пултарас?

Çук, кунăн сăн-пуçĕ çеç
Ăс вырăнне çутăлать!
Ку Арăмăн тавраш мар,
Ку темĕнле йăваш хĕр», –
Тесе халап ваклаççĕ.

 * * *

Чăнах, ялан хĕрринче
Тĕттĕм пÿртре хĕр ларать,
Хĕр ларать те ĕç тăвать,
Пурçăнпала тĕр тĕрлет.

Тĕтĕм шăрши пÿртĕнче
Ĕлĕкхи пекех тапать,
Елĕкхи пекех çутă
Маччаран анчах анать.

Пуçĕ татах хăй ĕçлет:
Кунĕпеле шухăшлать.
Çынсем ун патне килсе
Чăрмантарса каяççĕ,
Ăраман çинчен ыйтса
Тем шухăша яраççĕ.

– «Ăраман хĕрĕ эпĕ хам,
Нумай пулмасть вилчĕ вăл.
Мĕншĕн сире кирлĕ вăл?»
Тет сарă хĕр пурне те. –
Тухатмăш патне ырă çын
Çÿрес çук çав ĕçĕпе.
Унăн патне усал çын
Çÿрет хаяр çиллипе.

Хăй кÿрĕшне пĕтерме
Май шыракан çÿрет çав,
Усал сывлăш ертнипе
Улталанса çÿрет шав.

Анчах халĕ Лапсарта
Тухатмăша тупас çук.
Унăн шăршлă пÿртĕнче
Вăйлă чĕлхе янрас çук.

Хутран-ситрен юрласа
Унта Пике ĕç тăвать:
Чĕлхеç пăхăр укçипе
Илнĕ çиппе тĕр тăвать.

Çутă çамки айĕнче
Пĕрмай шухăш пăтранать,
Унăн çамрăк чĕринче
Вĕри юнĕ хускалать.

«Меншĕн ара аннене
Астумастăп нимĕн те?
Меншĕн эпĕ аттерен
Ыйтса юлман ун çинчен?

Атте мĕнле вилĕмпе
Вилнине те эпĕ халь
Астумастăп лайăххăн:
Ăçта-ши ăс ман пуçăн?

Пытарма кайнă çертен
Таврăннине астăвап,
Урăх манăн пуçăмра
Юлайман çав нимĕн те.

Атте сухаллине те
Тĕлĕкри пек анчах çав
Ас тăватăп эпĕ халь», –
Тесе сар хĕр шухăшлать.
Çутă хурçă йĕппипе
Вăш чикет те, вăш туртать:
Шур пир çине тĕр тăвать.

Ăраман кам пулнине
Вăл катари çынсенчен
Илтнипе анчах пĕлет.
Тата пÿртĕнчен сисет.

– «Пĕр çĕр аллă çул ĕлĕк
Ăраманăн хĕр вилнĕ,
Унтан кайран арăмран
Урăх хĕр ун çуралман:
Ăçтан пулас ку хĕрĕн
Шуйттан туса памасан?» –
Тесе ялта пуплени
Хитре хĕре ирĕксĕр
Ярать тарăн шухăша.

«Атте, вăйлă пулнăскер,
Хăй вилнипеле мана
Пурăнмашкăн чĕртмен-ши?» –
Тесе ларать сарă хĕр.

«Пытарасса пытарчĕç,
Ăна шăтăках чикрĕç, –
Анчах ăçта вырăнĕ?
Хăш тĕлте ун шăтăкĕ?» –
Иккĕленет вăл каллех.

Темле чипер пулсан та,
Çынсем ăна тиркеççĕ.
Ăна каçпа выляма
Пĕртте хĕрсем чĕнмеççĕ.

Çавăнпа та сарă хĕр
Хĕрсемпеле хутшăнмасть,
Çавăнпа та пурнăçра
Нумайăшне ăнланмасть,
Çавăнпа та шухăшпа
Анчах кунне ирттерет.

Ашшĕ çинчен анчах мар
Вăл кунĕпе шухăшлать;
Ашшĕнчен те ытларах
Пĕр ачана асăнать:

«Мĕншĕн-ши вăл кăнтăрла
Килсе пăхмасть пĕрре те?
Инçех мар-çке пурăнать
Юнашарти пускилте.

Пÿрт пит начар, çавăнпа
Вăл ун сăнне курас мар
Тесе килмест кăнтăрла.
«Илеп, илеп», – теет те, –
Илмесен мĕн тăвас пур
Ман тăлăхăн унпала?» –
Тесе пирĕн хÿхĕм хĕр
Шухăшласа шуралать. –
«Илессине илĕ те,
Тимкка сăмах тытĕ-ха;
Ăçтан тупас парнелĕх
Вĕсен ăрăвĕ валли?» –
Тет хĕр хайĕн ăшĕнче.

Тимкка лайăх, маттурскср,
Пуян çыннăн ывăлĕ,
Анчах вăл Пике çинчен
Тĕлĕкре те тĕлленмест –
Вери çĕлен каçсерен
Вĕçсе килет хĕр патне,
Тимкка тĕслĕ тумланса.