Cv/Кăтартмăш:Чĕкеç Хулăм укçи.djvu
Appearance
- Вуник çула çитрĕм — юррăм пĕтрĕ
- Улпут хирне кайрăм тыр вырма.
- Вунсаккăра кайрăм — пĕве çитрĕм.
- Хулăм укçи çирĕ пуçăма —
- Кӳршĕ ялти пуян Этремен
- Илсе кайрĕ, çирĕ пуçăма.
- ... Ăмăрт, парсам мана çунатна,
- Тухса вĕçем тĕнче ирĕкне.
- Çĕлен, парсам мана кĕпӳне,
- Шуса тухам курăк хушшине.
- Çак тамăк пек тискер пурнăçран
- Тухса каям тĕнче хĕррине.