Cv/Кăтартмăш:Хурлăхлă Хамук сăввисем

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Хура вăрман урлă та эп каçнă чух
Хура вăрман урлă каçнă чух
Вуник кашкăр иртнине тĕл пултăм
Вуник кашкăр иртсе кийиччен
Юман çумне те тăрса юлайрăм.
Çакă утмăл çула та ай çитиччен,
Çакă утмăл çула та çитиччен
Вуник ывăл çĕре те чикейрĕм.
Вуник ывăл вилсе те пĕтиччен
Чĕрене чул хурса та çӳрерĕм.

(Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», Шупашкар, 1996, ISBN 5-7670-0869 X кĕнекерен илнĕ.)