Cv/Кăтартмăш:Султтанпике сăввисем

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search

Акăшĕ ăçта?

Акăшĕ ăçта? — Атăлта.
Чĕпписем ăçта? — Тинĕсре.
Атăлпа тинĕс пĕрлешнĕ чухне
Ас илет-ши акăш чĕппине?
Ас илет те пуль, ас илмест те пуль —
Ун юратнă чĕппи урăх пур.
Унталла-кунталла эп кайсассăн,
Ас илет-ши мана чун савни?
Ас илет те пуль, ас илмест те пуль
Хăй юратнă ай чун чувнине.
Ас илет те пуль, ас илмест те пуль
Ун юратнă сар хĕр урăх пур.
Ас илет те пуль, ас илмест те пуль
Хăй юратнă сар хĕр çумĕнче.
Крымски калпак — кăвак калпак,
Тăхăнатăп ăна юлашки.
Ай, савниçĕм ,кăвак куçăм,
Калаçатпăр санпа юлашки.
Ай, савниçĕм ,кăвак куçăм,
Эп куратăп сана юлашки.
Вуниккĕлле явнă чĕн чăпăркка
Мĕншĕн сӳтĕлмелле пулчĕ-ши?
Уйрăммăн çуралса, пĕрле ӳссе,
Мĕншĕн уйрăлмалла пулчĕ-ши?
Уйрăммăн çуралса, пĕрле ӳссе,
Мĕншĕн уйрăлмалла пулчĕ-ши?
Çĕнĕрен эп çуна тăваяс çук,
Тусан та çынсене лартас çук.
Çĕнĕрен савни тупаяс çук,
Тупсан та киввине манас çук.
Çĕнĕрен эп савни тупаяс çук,
Тупсан та киввине манас çук.

(Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», Шупашкар, 1996, ISBN 5-7670-0869 X кĕнекерен илнĕ.)