Cv/Кăтартмăш:Сеххиме Юрă.djvu

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Саркайăк юрлать аслă улăхра
Хăйĕн чĕпписем вĕçнĕ вăхăтра.
Ман ăшăм çунать, чĕрем хурланать,
Шур хурăн çумне пуçăм усăнать.
Саврăм эп, Шамиль, сана ĕмĕре,
Çак усал тĕнче уйăрче пире.
Мулли те юнать, пупĕ те ятлать...
Атте-анне те пире ылханать.
"Намăс катартрăн, Турра эс мантăн,
Тутар ачипе мĕншĕн çыхлантăн?!"
Сана та иккĕн çĕрпӳртре тытса
Усал тетӳсем лартнă та хупса...
...Тек илтеймĕп эп санăн юрруна,
Тек кураймăп эп санăн куллуна.
Ман яштай пĕвĕм кĕрĕ çĕр айне,
Ман мĕскĕн ятăм килĕ ял çине,
Ман тăпрам çине чечексем шăтĕç,
Сарă кайăксем хурланса юрлĕç.