Jump to content

Cv/Кăтартмăш:Константин Иванов Нарспи.djvu

From Wikisource
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса,
Силпи чăваш ялĕнче
Юр ирĕлче васкаса
Тусем, сăртсем хуп-хура
Юрĕ кайса пĕтнĕрен
Курăк тухать çăп-çара
Хевел хытă хĕртнĕрен.
Сивĕ, хаяр хĕл иртет,
Каять йĕрсе, хурланса;
Сивĕ куççулĕпе йĕрет,
Иртнĕ куншăн хуйхăрса,
Путăксемпе, варсемпе
Çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет,
Анчах мĕнле йĕрсен те,
Хĕвел хĕртнĕçем хĕртет.
Хĕл куççулĕ шавласа
Юхса кайрĕ çырмара.
Ачи-пăчи выляса
Чупса çӳрет урамра.


Килчĕ ырă çуркунне,
Килчĕ, ячĕ ăшăтса.
Хĕвел савать тĕнчене
Хĕл ыйхинчен вăратса.
Тĕттĕм вăрман чĕрĕлет,
Ешĕл тумтир тăхăнать,
Çеçенхир те ешерет,
Илемĕпе мухтанать;
Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексен
Ырă шăрши сарăлать.
Пур çĕрте те кайăксен
Лайăх юрри янăрать;
Çӳлте, пĕлĕт айĕнче,
Тăрри юрри илтĕнет.
Çемçе курăк çийĕнче
Путек-сурăх сиккелет.
Хăй кĕтĕвĕ патĕнче
Ача шăхличĕ калать,
Хырăмĕ пит выçнипе
Силпи ялнелле пăхать.


Силпи ялĕ — пуян ял.
Ларать вăрман ăшĕнче.
Кантур пекех çурчĕсем
Ват йăмрасем айĕнче.
Ялĕ тавра укăлча,
Çĕнĕ çатан укăлча,
Кив капанлă анкарти,
Тĕрлĕ çимĕçлĕ пахча.
Аслă урам тăр(ă)шшĕпе
Хăма витнĕ çурчĕсем,
Урам икĕ ай(ă)ккипе
Ем-ешелĕх сачĕсем.
Çуртсем тавра килкарти
Чул хӳме пек çавăрнă.
Сара хапха килсерен
Чĕнтĕрленĕ тăрăллă.
Силпи ялĕ — аслă ял,
Хула тийĕн инçетрен.
Ахăр, кунти чăвашсен
Мулĕ пур-тăр çав вĕсен.