Cv/Кăтартмăш:Илле Тăхти Çĕнĕ Çул (сăвă)
Appearance
Çĕнĕ çул
- Иртсе кайрĕ Кивĕ çул —
- Çитрĕ ĕнтĕ Çĕнĕ çул.
- Çĕнĕ çулта çĕн телей
- Пур халăха сунатăп.
- Çакă çитнĕ Çĕн çулта,
- Çут çанталăк шучĕпе
- Сивĕ хĕлле иртсессĕн,
- Çурхи ăшă килтĕр те,
- Юрĕ кайтăр ирĕлсе.
- Хĕрӳ хĕвел хĕртнипе
- Çĕрĕн пĕвĕ ăшăнса
- Ăшă çумăр çутăр та —
- Чĕрĕ çеçке чĕрĕлтĕр,
- Ыраш калчи ешертĕр.
- Ака тырри аксассăн,
- Акни çĕре варăнтăр.
- Тӳлек çумăр пултăр та,
- Тымарланса мĕн акни
- Шăтса тухтăр çĕр çине.
- Вишни йывăç, улмуççи
- Шурă кĕрен чечеклĕ
- Тутăр çыхтăр çуркунне.
- Хĕрлĕ шурă улмасем
- Спас çитнĕ чух, кĕркунне,
- Тайса ларччăр турата.
- Выльăх-чĕрлĕх апатне —
- Сип-симĕсех пусăра.
- Пилĕк таран çаранта
- Курăк ӳстĕр ешерсе.
- Çил-тăвăлтан, сив пăртан
- Чипер тăтăр çанталăк.
- Вут-кăвартан — хуйхăран
- Тӳлек пултăр самана.
- Хирте — уйра тырă-пул
- Акни харам ан пултăр:
- Хăмăль пултăр хăмăш пек,
- Тăрри пултăр пăрçа пек.
- Çакă çулта этемĕн,
- Çула тухсан, çул ăнтăр;
- Мĕн пуçланнă ĕç пултăр.
- Сăмах-юмах, калаçу,
- Сарă çу пек ирĕлсе,
- Сиплĕ пулса вырнаçтăр.
- Этем ывăль чĕрине
- Усал сăмах тивесрен,
- Ларан-ӳсен йывăçа
- Тăвăл çапса ватасран
- Аша ырлăх упратăр.
- Хĕвел, уйăх, çăлтăрсем
- Хăйсем хывнă çулпала,
- Çĕр ырлăхне тивмесĕр,
- Чипер çулпах çӳреччĕр.
- Çитнĕ çулхи пурнăçра
- Савакансем савăнччăр,
- Юратнисем юратчăр.
- Йăхни пултăр ăнăçлă,
- Шăтни пултăр хунавлă.
- Чĕрĕ чуна чĕрĕлĕх,
- Лару-тăру халăха,
- Ырă пурнăç пурне те
- Çĕнĕ çулта сунатăп.