Cv/Кăтартмăш:Валем Ахун Тăван çĕршыв
Appearance
Валем Ахун
Тăван çĕршыв
Тăван çĕршыв вăл пирĕн –
Çуралнă кил, умри йăмра.
Тăван çĕршыв вăл пирĕн –
Хирте янран кĕсле-тăмра.
Тăван çĕршыв вăл пирĕн –
Кил-çурт паран чунри хĕлхем.
Тăван çĕршыв вăл пирĕн –
Хурçа татан тăван чĕлхе.
Тăван çĕршыв вăл пирĕн –
Пĕрре анчах. Пĕлер хакне.
Тăван çĕршыв вăл пирĕн –
Асран кайми атте-анне.