Cv/Кăтартмăш:Ваççа Аниççи сăввисем

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search

Усал пуп

Эй, турă, çырлахсам,
Усал пупран хăтарсам!
Паян шкула килминччĕ,
Пире çӳçрен туртминччĕ.
Чĕркуççи çине лартса,
Хăлхаран лăскаминччĕ,
Эй, турă, çырлахсам!
Пуп хĕнесрен хăтарсам!
Шкула килме пăрахинччĕ,
Тухса килес пулсан та,
Вăл такăнса ӳкинччĕ!

(1904 çул)


Ялта

Ялта лăпкă, пит лăпкă...
Йытăсем те вĕрмеççĕ.
Вĕсем начар, вĕсем типшĕм,
Вĕрме хăватсем çитмеççĕ.
Пĕр тĕттĕм, начар пӳртре
Ача макăрни илтĕнет...
Вăл начар, шурса кайнă,
Шăммисем кăна юлнă.
Амăшĕ ун чирлĕ,
Вырăн çинчен тăраймасть.
Ашшĕ унăн тĕрмере
Çут-ирĕке тухаймасть.
Ачасем макăраççĕ,
Вĕсем çиме ыйтаççĕ.
Ним тăвайман майĕпе
Пӳрнисене ĕмеççĕ.

(1907 çул)

Камран пулăшу ыйтас

Çынсем нумай сăмах пачĕç:
«Пулăшăпăр халь!» терĕç...
Анчах пулăшасса кĕтсе,
Чутах вилеттĕм выçса.
Пĕр çын пулмăн пулсассăн,
Выçсах вилнĕ пулăттăм.
Вăл мана тумлантарчĕ,
Вăлах мана тăрантарчĕ.
Ыталăттăм, чуп тăвăттăм,
Ним тума та çук анчах:
Çак ырă чун эп хамах...

(1907 çул)