Jump to content

Cv/Ешĕл вăрман айккипе…(Константин Иванов)

From Wikisource

Ешĕл вăрман айккипе
Çырма юхать кĕрлесе,
Хĕвел çути шывĕпе
Вылять тĕрĕ тĕрлесе.
Таса çырма ăшĕнче
Кăвак пĕлĕт явăнать.
Мĕнпур, мĕнпур çут чĕнче
Ташлать, сикет, савăнать.