1812 çулхи вăрçă çинчен хывнă юрăсем

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
1812 çулхи вăрçă çинчен хывнă юрăсем  (1911) 
by Кириллов Тарас Кириллович
Хайланă дата: 1911, Пичетленĕ çул: 1911. Çăлкуç: Вула Чăвашла

I.

Вăрçа кĕнĕ ват салтак
Ĕлĕк мĕн-мĕн пулнине
Юрла-юрла асăнать,
Асăнать те макăрать.

Паттăр пулнă салтакăн
Çÿллĕ кăкăрĕ çинче
Йĕркипеле медальсем,
Йăлтăр-çутă хĕрессем.

Унăн вăрăм юррине
Ялти ватă-вĕтĕсем
Ушкăнĕпе пухăнса
Пуçа тайса итлеççĕ.

Хрансус халăхин патша
Çĕр çывăрмасть, çар пухать;
Ваттине те хĕрхенмест,
Яшшине те шеллемест.

Çĕр хĕрринчи сĕм вăрман —
Витĕр тухми сĕм вăрман
Кăн-кăвак çанталăка
Ĕмĕлкипе хуратать.

Ах, вăрман мар, ним те мар —
Хрансус çарĕн ĕмĕлки
Çÿле витĕрех ÿкет,
Унпа пĕлĕт хуралать.

Турă çырлах, ан пăрах,
Патшамăра вăй парах,
Тăшман вăйне чакарах,
Пирĕн вăйă хăпартах!

Улăхри текĕрлесем
Çурхи тырра акнă чух
Хресчен пуçĕ тĕлĕнче
Явкаланса вĕçеççĕ.

Тĕкĕрлĕ мар, ним те мар –
Ютран килнĕ утлă çар,
Лашасемпе таптаса,
Пирĕн çине тăрăнать.

Хрансус çарĕ малтанах
Пире майсăр тапăнать,
Пире çĕнтерсе пырать,
Пирех ытла макăртать.

Смулен хули — шур хула.
Хула тавра уй кура,
Çунăк ялсем хуп-хура,
Çĕр вĕри, тÿсмест ура.

Унта-кунта уйсенче
Хамăр халăх çар çынни
Юнĕпе çĕре шăварать.
Юнпа мĕн пур çитĕнни?

Юнпа шÿнĕ çĕр çинче,
Смулен хули пахчинче
Тăшман ачисем валли
Шăтрĕç вара çырласем.

Хрансус салтакĕсем
Хамăр вăйпа çĕннĕрен,
«Çырла» тесе, юптарса.
Хамăр вăя юрлатпăр.

Вăл çырлана çиекен
Хрансус тăлăх арăмин
Пĕртен-пĕр ул пулин те,
Урăх пĕтрĕ çимелли.

Кунĕн-çĕрĕн çĕр чĕтрет,
Бородинта илтĕнет.
Хрансус çитен çурăлать,
Вĕсен ним те чăтаймасть.

Уй тÿпинчи вăрмана
Кассăн-кассăн уйăрнă,
Уйăрсан касса янă:
Уйĕпех вăрман выртать.

Ах, вăрман мар, çар выртать
Чун тухайман салтаксем
Йăшталанни курăнать,
Чĕп-чĕрĕ юн пăсланать…

Бородино — аслă уй,
Аслă уйра юрлама
Пырса тăнă паттăрсем:
Мăн çăварлă тупăсем, —

Çĕр чĕтретсе юрлаççĕ,
Курма пынă хрансуссем
Ура утса ташлаççĕ,
Ташăпалах вилеççĕ.

II.

Хрансус тумтир йĕгĕнрен,
Йĕтĕнрен те пусăран,
Пирĕн енчен çил вĕрсен.
Сивĕ тытать кăкăртан.

Кĕр сиввине пуçлансан,
Хрансус ĕсĕре пуçлать,
Çанçурăмне сив çапать,
Унтан ÿпки те шыçать.

Пирĕн аттен Мускавра
Халь те сурăх пит нумай,
Пирĕн çийри кĕрĕксем
Тĕклĕ сурăх тирсенчен.

Çĕр шартлатса шăннă чух
Пирĕн çийри кĕрĕкпе
Улпут хай те шăнас çук,
Уншăн пулсан хуйхă çук.

Акă ĕнтĕ тăшмансем
Улăхри текерлессм,
Хĕл сиввине кĕрсессĕн
Тин тапранчĕç ăшшалла.

Ют кайăка усрама
Пирĕн улăх ытла мар,
Хăш çĕртен вĕçсе килтĕр,
Унталлах кайса пĕтĕр.

Хамăр çĕр хамăр алра.
Мĕншĕн парас тăшмана?
Турă панă çĕр-шывра
Хамар ларар хуçара! (...)

Атте-анне сăмахне,
Аслаттесем чĕлхине
Тутарсемшĕн манас мар,
Хыт чĕреллĕ пулас мар.

Россияри çу каçсан;
Çул илчĕç текерлесем,
Кĕр вĕçейми пулчĕç те
Мускав вăрманне юлчĕç.

Акă питех май килчĕ:
Пур енчен те ялсенчен
Ют кайăксене тытма
Çынсем хытă пикенчĕç.

Ытлах шăнса пĕтиччен
Йăлтах тытса пĕтерчĕç.
Вара хамăр çĕр-шывра
Хамăр хуçа юлтăмăр. (…)

Хĕвел тухми пуличчен,
Çутçанталăк пĕтиччен
Тĕрĕс-тĕкĕл, патшалăх!
Сыв пулăр, хура халăх!

1911

This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.

Public domainPublic domainfalsefalse