Jump to content

Эсрелĕ

From Wikisource
337749Эсрелĕ1907Шевле Михаил Васильевич

Турă патне çитмешкĕн
Ĕлĕк ним мар пулнă-мĕн.
Инкек-сиен-мĕн пулсан,
Тÿрех унта сулланнă.
Турри вара кантăкран
Ыйтакана ăс панă.
Кайран-кайран этемрен
Те пит шуйттан кĕвĕçнĕ? –
Анчах этем пĕр енчен
Ирсĕрленме вĕреннĕ.
Малтан Турă çынсене
Канаш пама ÿркенмен,
Ирсĕрленсен, вĕсене
Хăй патне те кÿрттермен.
Çавăнпа вăл салтака
Рая чĕнсе илнĕ те
Хăй пурнакан алăка
Çăраласа илнĕ те
Ана çапла каланă:
«Эсĕ ху та чухланă,
Этем ытла пăсăлчĕ,
Ĕнтĕ пĕтĕм этемрен
Манăн чĕре сивĕнчĕ.
Çавăнпа эс ÿлĕмрен,
Рай патнелле çын килсен,
Тыттар та яр ĕнсерен.
Ĕнтĕ кунта малашне
Манăн таса çурт ăшне
Нимле çын та ан кĕтĕр,
Никам канаш ан илтĕр.
Сыхла! Лайăх сыхласан.
Святой тăвап эп сана!»
Турă çапла калатъ те
Кĕрсе каять шалалла.
Салтак пуçне çĕклет те
Тытать алла каялла!
Ĕнтĕ эпĕ хам патша!
Ĕнтĕ Турă хам пултăм!
Килсе тух-ха пĕр кукша, –
Славный канаш парăттăм!
Кашни кунах кун катлать, –
Ку тапака знай шăршлать.
Чылай вăхăт иртсессĕн,
Хыт чĕреллĕ Эсрелĕн
Çынна касас килнĕ-мĕн.
Хăй çавине çĕклет те
Турă патне хăпарать, –
Хапха умне çитет те
Çак салтака тĕл пулать.
Салтак камне пĕлменскер
Утать ку рай еннелле.
Хайхи салтак, çиллĕскер,
Пат! тутарать Эсреле.
— Мĕскер кирлĕ, кала! – тет, –
Кунта эпĕ хуçа, – тет.
Эсрел пуçне хыçрĕ, тет:
— Турă кирлĕ, – терĕ, тет.
— Мĕн тумалла Турăпа?
Халех хăвăн çавуна
Утăн кунтан! Атто эп
Халех сана тÿпелеп!
— А вăт мĕншĕн кирлĕ вăл:
Те пур ун ĕç ман валли,
Пĕлес, мĕнле ун кăмăл,
Пур-ши çын-мĕн касмалли?
— Апла пулсан, чим-халĕ,
Кĕрсе ыйтам — мĕн калĕ…
Салтак кĕрсе каять те
Шаккать Турă кантăкне.
Турри пырса пăхать те
Курать хăйĕн салтакне.
— Мĕн сăлтавпа кĕтĕн эс?
Мĕскер пулчĕ-ха унта?
Ни çын килни илтĕнмест,
Ни куçармаç ман çурта?
Кала, салтак! — тет Турри,
Салтак: «Такам чĕмĕри
Çава йăтса килчĕ те:
«Ĕç пур-ши, — тет, —çын касма»,
Каймасть кунтан – пĕр хутте.
Анрарăм эп ним тума.
Мĕскер хушăн ăна? — тет.
Ăна Турри илтĕнет.
Турри: «Кала, ик çулччен
Çĕр те икке çитнине
Çави мăка пуличчен
Касса тухтăр кашнине.
Каях ĕнтĕ, салтак», – тет.
Салтак тухса сирпĕнет.
Салтак вăрттăн шухăшлать:
«Парам сана çын касма!
Калап пĕрмай çын катлать,
Парам ăна ашкăнма».
Этем патне пырать те
Вăрман çине кăтартать:
«Ĕç парасса парать те,
Ĕçĕ йывăр туйăнать. –
Сана Папай ик çулччен
Пĕр ват юман юлмиччен
Тăпăлтарма хушать», – тет.
Эсрел тухса каять, тет.
Пуçлать Эсрел вăрманти
Ват юмана шутлама.
Тепле пулмасть варвитти,
Ĕлкĕреймест сывлама.
Пĕр вăрмана пĕтерсе
Теприн патне утăнать.
Çамки çинчен кĕрлесе
Çурхи шыв пек тар юхать.
Çапах Эсрел ик çулччен
Хăйĕн ĕçне пуçтарать,
Унтан ĕçне пĕтерсен.
Пĕлĕт çине хăпарать.
Ĕнсе кукли тупасран
Тÿрех рая перĕнмест:
Хăрать мĕскĕн салтакран.
Салтак кăна тек тивмест.
—Мĕскер тăвас-ха, Эсрел?
Аван пĕтр-и сан ĕçÿ?
Питех хĕртмер-и хĕвел?
Куран, мĕнле тăрать çу.
— Какой унта шÿт тума,
Аран ĕçе пĕтертĕм.
Ай-ай юман кăларма!..
Пĕтĕм ăша пĕçертĕм!
Кĕрсе Ыйтсам Турăран:
Тата мĕскер хушать-ши?
Мана ахаль ларасран
Мĕскерле ĕç парать-ши?
Салтак кулса ярасран
Часрах шăлне çыртрĕ, тет.
— Юрать, халех Турăран
Кĕрсе ыйтап, — терĕ, тет.
Каллех шаккать кантăкран:
—Эсрел каллех ĕç ыйтать,
Ĕнтĕ мĕскер тутаран?
Турри каллех ĕç парать:
— Тухса кала Эсреле:
Пĕр çĕр эрне иртиччен
Çурма çулхи пĕтмелле, —
Каях ĕнтĕ килькарнчен.
Салтак тухать те калать:
— Сана ĕнтĕ кунĕнче
Тата йывăр ĕç хушать, –
Пĕр çĕр эрне хушшинче
Çурма çулхи юмана
Суйлатăр тет вăл сана.
Эсрел пĕтĕм çиллипе
Юмансене тĕппипе
Турта-турта кăларать.
Пĕтĕм вăрман чашкăрать…
Эсрел, ĕçне пĕтерсе,
Каллех çÿле улăхать.
Салтак çине çилленсе
Усал куçпа пăхкалать.
Салтак кăна йăпатса:
— Пырать-и-ха, ачи? – тет.
Эсрел, пăртак лăпласа:
— Э-эх, ача, беда! – тет. –
Ĕнтĕ тата тем хушать,
Кĕрсе Ыйтсам Турăран.
Салтак каллех хăпарать,
Кĕрсе шаккать кантăкран.
Турри кăна кунĕнче:
— Пĕр виçĕ çул хушшинче
Пĕтĕм пĕчик ачана
Касса тухма хуш ăна, —
Тесе приказ парать те
Кĕрсе выртать шалалла.
Салтак сиксе тухать те:
—Сан ак мĕскер тумалла:
Мĕнпур шăхан йывăçне
Пĕр пилĕк çул хушшинче
(Тăвас пулать хушнине:
Эпир Ватти аллинче)
Тăпăлтарăн ĕнтĕ эс.
Эсрел тепле йĕреймест.
Эсрел мĕн чул пурăнман –
Шăхан çăлса чăрманман.
Пĕлĕт çинчен вирхĕнсе
Шăханлăха анать те
Пуçлать çăлма çилленсе…
Пăртак ларса канать те
Каллех пуçлать вăтăрма.
Кăçта унта çын пыма!
Пĕтĕм вăрман хумханать,
Шăхан хулли ывтăнать…
Алли-ури пăчăх юн,
Ĕçĕ çапах пĕтмен ун.
Хăй çавине çĕклесе
Улхать çÿле тертленсе.
Курать каллех салтака,
А леш шăршлать тапакка.
Эсрел ыйтать салтакран:
— А эс, салтак, мĕн шăршлан?
— Акă, тапак, — тет салтак.
— А мĕн тăвать вăл тапак?
— Тапак чуна йăпатать,
Шăмма-шакка кантарать.
— Парсам, эппин, мана та.
Салтак парать: «Шăршла», — тет.
— Ай-ай, аван, чăнах та,
Тата пăртак парсам, — тет.
— Туртсам, туртсам, — тет салтак,
Тата илсем кăшт пăртак.
— Ай-ай, аван! Ĕмĕрех
Ку тапака шăршлăттăм.
— Вăл ĕç хĕн мар вит питех,
Эп ак мĕскер тăвăттăм:
Халех шăна пулăттăм,
Киркки ăшне кĕрĕттĕм,
Ĕмĕр тапак шăршлăттăм,
Нихçан тухас темĕттĕм.
Ухмах Эсрел ĕненет:
Шăна пулса йăшт кĕрет.
Салтак кăна шалт! питрет:
— Попал теперь шельмă! — тет. —
Ĕнтĕ пит час тухаймăн,
Тек этеме каçаймăн.
Унтан тапак кирккине
Персе чикет кĕсьене…
Салтак тапак кирккине
Пĕр çичçĕр çул кăларман.
Вăл хĕрхенмен сăмсине:
Нихçан тапак шăршламан.
Эсрел çукран этемсем
Шутсăр нумай пурăннă.
Улт-çич çĕре çитнисем
Хальхи ват пек курăннă.
Салтак текех чăтайман:
Тапаксăр тек пурнайман.
Малтан тапак кирккине
Кăшт çеç уçса шăршланă,
Вара каллех пытарнă.
Тăрсан-тăрсан кун каллех
Шăршлас килнĕ лайăхне.
Ку кунĕнче ытларах
Уçас тенĕ хуппине.
Сисмен хутран хай шăна
Вĕçет тухать тĕрминчен.
Усрас салтак шельмăна
Тата тепĕр виç кунччен –
Эсрел вилсе выртатчĕ.
Халь те мĕскĕн Эсрелĕн
Шăмми анчах юлнă-мĕн.
Кăшт чăтайман ват салтак, –
Хуплать çынна йÿç тапак.
Эсрел этем пулать те
Турра пырса пĕлтерет.
Турри райран тухать те
Хай салтака влерттерет.
Çавăнпа халь этемсем
Час ватăлса час вилеç.
А Эсрелĕн шăммисем
Паян та ÿт илеймĕç.

1907

Public domain
This work is in the public domain in the United States because it was first published outside the United States prior to January 1, 1929. Other jurisdictions have other rules. Also note that this work may not be in the public domain in the 9th Circuit if it was published after July 1, 1909, unless the author is known to have died in 1953 or earlier (more than 70 years ago).[1]

This work might not be in the public domain outside the United States and should not be transferred to a Wikisource language subdomain (or as a file it should not be migrated to the Wikimedia Commons) that excludes pre-1929 works copyrighted at home.


Данная работа, впервые изданная до 1929 года, находится в общественном достоянии по законодательству США, и может быть опубликована здесь, в мультиязычной Викитеке. Но эта работа не может быть опубликована в национальной Викитеке, которая должна подчиняться законодательству России, т. к. работы этого автора (за исключением изданных до 7 ноября 1917 года) пока не вышли в общественное достояние в России. Этот автор умер в 1954 году и был посмертно реабилитирован в 1990 году, соответственно эта работа выйдет в России в общественное достояние в 2061 году.

The author died in 1954, so this work is also in the public domain in countries and areas (outside Russia) where the copyright term is the author's life plus 60 years or less.

PD-US-1923-abroad Public domain in the United States but not in its source countries //wikisource.org/wiki/%D0%AD%D1%81%D1%80%D0%B5%D0%BB%C4%95