Эрине

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Эрине  (1914) 
by Мач Василий Семёнович
Хайланă дата: 1914, Пичетленĕ çул: 1914. Çăлкуç: Вула Чăвашла

I

Пуян ачи эп путăм,
Ырă ята эп илтĕм.
Сарă хĕрсен хушшинче
Танлă каччă эп пултăм.

Танлă хĕрсен, сар хĕрсен
Ман çирсччĕ куçĕсем.
Вĕсем хăйсен ăшĕнче
Ĕмĕт тытрĕç чĕринче
Ыр çын килне пымашкăн,
Ĕмĕр ырă курмашкăн
Танлă çыннăн ывăльшĕн
Хитре арăм пулмашкăн.
Вăл хĕрсене пăхмарăм,
Хитререхне шырарăм.

Тата хитри тупăнчĕ,
Çав чĕрене çунтарчĕ.
Петĕр пуян сар хĕрĕ
Питрех сарă, пит хитре.
Кама валли тур çырĕ?
Çав рăскаллă тĕнчере
Кам юратмĕ çав хĕре?
Камăн чĕри сикмĕ-ши?
Петĕр хĕрне курсассăн, –
Юратмасăр чăтĕ-ши?
Хитре, сарă, илемлĕ
Петĕр хĕрĕ Эрине
Юратн(ă) иккен; савн(ă) иккен
Тепĕр пуян ывăлне:
Пит илемлĕ, пит сарă
Мирун пуян ывăлĕ –
Эриненĕн савнийĕ. –
Çав Мирунăн Микушĕ
Чунтан-вартан юратнă.
Юратмăшкăн асăннă
Микушпала Эрине
Ĕмĕрлĕхе пĕр-пĕрне.

Ăслă çыннăн ачиях
Пулса ÿсрĕм, çын пултăм,
Тытрăм ăса чиперех,
Çавах эпĕ йăнăшрăм.
Хама савман сар хĕре
Савтарасшăн эп пултăм,
Хам кăмăла килнипе
Качча илес ăс тытрăм.
Петĕр хĕрĕ Эрине
Кăшт та мана савмарĕ;
Эпĕ ăна савсан та,
Мана хапăл тумарĕ.
Хама савман пулсан та,
Качча илме тăрăшрăм,
Аттепеле аннене
Хам ĕмĕте систертĕм.
Авалхисен йăлипе,
Атте ячĕ хăтана –
Эпĕ хушса янипе
Петĕр хĕрне çураçма.

Петĕр пуян пит пуян,
Хăйĕн пĕртен-пĕр хĕрне
Пама пулнă вăл мана –
Танлă çыннăн ывăлне.
Килĕшнĕ те çураçнă,
Хулăмне те калаçнă.
Анчах хĕрĕ Эрине
Мая пыман ман енне.
Ашшĕ патне пынă та
Йĕре-йĕре каланă:
– Хăвăн пĕртен-пĕр херне,
Итле-халĕ сăмахне.
Ÿссе çитнĕ сар хĕрпе
Пысăк хуйха хăваран,
Хамăн чунăм савнинчен
Ĕмĕрлĕхе уйăран.
Пысăк хуйхă кÿриччен
Сирсе ярам çав хуйха;
Ман сăмаха итлесен,
Çăлăн манăн пуçăма…

Ашшĕ хĕрне каланă:
– Итле аçу сăмахне:
Аçу-аннÿ ирĕкĕ
Пултăр ялан сан çинче.
Эпĕ пырас вырăна
«Каймасп», – тесе ан кала.
Халех çамрăк пуçăпа
Чун савнине ан шыра.
Матви пуян Микулĕ
Мĕнтен начар, ма хурлан?
Ăслă çыннăн ывăлне
«Каймасп», – тесе ма калан?
Хĕрĕм, сана пăхас çук,
Сан ирĕкÿ пулас çук,
Хам кăмăла килнине –
Парăп Матви ывăлне…

Пит хуйхăрнă Эрине, –
Хĕн манасси савнине.
Хăй ăшĕнчи шухăшне
Вăл каланă амăшне:
– Анне, манăн савни пур,
Çавна кайма ĕмĕт пур.
Ман сăмаха итле-ха,
Ху пуçупа тăнла-ха:
Савманнине каясси –
Ĕмĕр хурлăх курасси;
Чун савнине каясси –
Ĕмĕр ырă курасси.
Шур çурта пек ÿт-пĕве
Хам савнишĕн ÿстертĕм,
Çут çăлтăр пек куçăмпа
Савни çине пăхаттăм,
Хам савнипе пурăнма
Ăшра ĕмĕт тытаттăм.
Çывăрнă чух тĕлĕкре
Чун савнине шыраттăм.
Ăшăм çунать, чун çунать,
Пулас хуйха чун сисет.
Савни аса килсессĕн,
Ÿтĕм-пĕвĕм чĕтренет.
Чун савнипе пурнăттăм,
Ĕмĕр ырă курăттăм.
Аттeпеле аннешĕн
Çут çăлтăр пек пулăттăм.
Атте-анне итлемест –
Ман ĕмĕте пĕтереç,
Хальччен пулман хурлăха
Хăйсем çине çитерĕç.
Ах, юратнă ман аннем.
Савманнине ан парсам;
Савманнине парсассăн.
Ĕмĕр йĕрсе асăнăн;
Ман сăмаха итлесен,
Ĕмĕр курăн ман сăна;
Ман сăмаха хур тусан,
Ĕмрÿ иртĕ макăрса…

Петĕр пуян карчăкĕ
Тăнă хĕрне итлесе.
Пĕтсен хĕрин сăмахĕ,
Каланă вăл çил(л)енсе:
– Кам та пулин вĕрентнĕ
Сана ухмах ăсĕпе:
Калан аннÿ умĕнче
Çавăн ухмах сăмахне.
Эпĕ ĕлĕк хĕр чухне
Атте качча париччен
Шырамарăм савнине –
Ăса кĕрсе çитиччен
Хĕрĕм, эп те, сан пекех,
Хитре, сарă, илемлĕ
Сарă хĕрсем хушшинче
Эпĕ пултăм телейлĕ,
Анчах чунăм санни пек
Ухмах ăса тытмарĕ, –
Ăсăм кĕрсе çитиччен
Чунăм савни тупмарĕ.
Ăсăм кĕрсе çитсессĕн,
Атте качча парсассăн,
Чунăм савни тупăнчĕ,
Тин савмашкăн тытăнчĕ.
Вунçич çула тин каян –
Чун савнийĕн макăрăн.
Кирлĕ марччĕ выляма,
Халех савни шырама.
Сан сăмахсем ыр-им-ха
Ватă аннÿ умĕнче?
Савни çинчен калаçан
Ăс-тăн ыйтас вырăнне.
Ятласа мар, эп сана
Калап, хĕрĕм, вĕрентсе.
Ватă аннÿ умĕнчен
Ан кай халĕ çилленсе.
Итле, хĕрĕм, эс мана:
Çынсем тĕрлĕ илĕртеç,
Тĕрлĕ сăмах кăларса
Пĕтермешкĕн шухăшлĕç.
Хĕрĕм, хĕрĕм, ан пирĕш –
Ăшна çынсем çунтарĕç,
Эпĕ парас вырăна
«Каймасп», – тесе ан хирĕç.
Аçу-аннÿ юратни
Санăн пулĕ савнийĕ,
Аçу-аннÿ пиллени
Пулĕ турă çырнийĕ.
Ĕнтĕ сана çураçнă,
«Каймасп», – тесе ан кала.
Танлă çыннăн ывăлне
Хăяйман эс хурлама…
Петĕр карчăк хăй хĕрне
Хăйĕн ăслă сăмахпе
Ÿкĕтлесе-вĕрентсе,
Пусарнă ун чĕрине.

II

Сив çил вĕрет уласа.
Вăрман ларать кашласа.
Ешĕл вăрман çулçине
Шыв ÿкерет шыв çине.
Çÿлте хура пĕлĕтсем –
Пĕр вĕçĕмсĕр ушкăнсем –
Пит хăрушшăн пăлханса,
Çавăрăнса, пăтранса,
Пĕлте карса илеççĕ,
Пăч-тĕттĕмех тăваççĕ.
Çумăр çăвать явăнса,
Вăйлă çилпе çапăнса.
Аслатийĕ кĕрлесе
Пĕтĕм çĕре чĕтретсе,
Шатăртатса хыт кĕрлет.
Те тĕнчийĕ çĕмĕрлет? –
Вăхăчĕпе – çиçĕмĕ,
Ялтăртатса ун вучĕ
Тĕттĕм çĕре çутатать.
Ах, пĕр мĕлке курăнать,
Çырма хĕрринче тăрать
Этем иккен вăл юрлать:

III

«Пысăк çырма хĕрринче
Çÿл(л)ĕ çыран тĕлĕнче
Ăшăм-чикĕм пăлханса,
Чунтан-вартан хурланса,
Хам хурлăха чăтаймасп,
Пысăк хуйха тÿсеймесп,
Хуйхă çиет чĕрене, –
Пĕтерчĕçĕ ĕмĕте.
Хам савнинчен уйăраç.
Ман пурнăçа пĕтереç.
Савни, сана пăрахса,
Савманнине юратса
Тÿсе-чăтса пулĕ-ши?
Сана манса пулĕ-ши?
Савни, сана манас çук.
Савманнине каяс çук.
Савманнине кайиччен.
Савни, сана маниччен
Çак çаврăнса, хумханса,
Çыран хĕрне çапăнса
Хытă юхакан çырма
Çăтса илтĕр чунăма,
Ман илемлĕ пĕвĕме,
Шур çурта пек ÿтĕме.
Шыв тĕпĕнчи шапасем,
Шыври тĕрлĕ пулăсем
Манăн ÿте кăшлаччăр,
Мана çисе савăнччăр.

IV

Çÿл(л)ĕ тăвăн хĕрринче.
Чăнкă çыран хĕрринче
Ÿсет чечек сарăлса,
Пит катаран курăнса.
Хĕвел пăхса ÿстерет,
Сывлăм ăна ĕçтерет.
Этем татса илмесен,
Ирхи сивĕ шăнтмасан.
Кĕркуннеччен ларĕччĕ,
Тăва илем кÿрĕччĕ.
Ах, чечекĕм, чечекĕм,
Саншăн çунать ман чунăм.
Эс сарăлса ларатăн,
Пулас хуйха сисместĕн.
Эс ÿсекен çĕр хĕсĕр,
Эсĕ юлан сисмесĕр –
Çыраналла çурăлать,
Хесĕр-хесĕр ишĕлет.
Ĕмĕрлĕхе пĕтетĕн –
Ху вилĕмне сисместĕн.
Татса илсе çăлаймăп,
Сан пурнăçна чăсаймăп.
Сана татса илсен те,
Ман алăра пулсан та,
Кăвак пĕлĕте пăхса,
Манăн аллăмра типсе
Пĕтет санăн пурнăçу,
Ырă курас ĕмĕтÿ.
Савни, каçар эс мана,
Турă илтĕр чунăма.
Урăх сана кураймăп,
Санпа пĕрле пулаймăп…»

Урăх сасă илтĕнмест, –
Хайхи мĕлке курăнмасть.
Тăвăл анчах уласа, –
Те макăрса, те кулса, –
Çырма шывне хумхатать,
Хум çине хум хăпартать.

1914

This work is in the public domain in Russia according to article 6 of Law No. 231-FZ of the Russian Federation of December 18, 2006; the Implementation Act for Book IV of the Civil Code of the Russian Federation:

  • its creator didn't fight or work for Soviet Union victory during the Great Patriotic War — so the 70-year protection term is applied;
  • and the creator died before January 1, 1954 (more than 70 years ago), and has been not posthumously rehabilitated since that date;
  • and this work was first published before January 1, 1954 (more than 70 years ago).

This work is in the public domain in the United States because it was published before January 1, 1929 (more than 95 years ago).


The author died in 1951, so this work is also in the public domain in other countries and areas where the copyright term is the author's life plus 72 years or less (if applicable), or the copyright term is 109 years or less since publication (if applicable).

Public domainPublic domainfalsefalse