Чăтăрлăсем

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Чăтăрлăсем  (1910) 
by Çитăр Ехримĕ
Хайланă дата: 1910, Пичетленĕ çул: 1910. Çăлкуç: Вула Чăвашла

Пулки Петра хĕрĕ
Ашшĕпе кайнă тăм илме.
Тăм шăтăкне кĕне те –
Тăм ишĕлсе аннă та,
Тăм айне пулнă:
«Чăтăрлă тăвĕ – çÿл(л)ĕ ту,
Анатарах çырлă ту.

Тăм шăтăкне кĕтĕм те –
Ишĕлнĕ анчĕ çурри ту.
Шурă тăман шăтăкне
Мĕншĕн кĕрес ун ăшне?
Пĕр вилĕмрен хăтăлтăн,
Сыхлан ĕнтĕ малашне.
Тăм шăтăкне кĕтĕн те
Тухаймарăн çаврăнса.
Таврăн ĕнтĕ савăнса.
Тăм айне пултăн та,
Алтрĕç пилĕк çынпала.
Шухăшламанччĕ сывă тесе,
Сикрĕм тăтăм чунпала.
Таврăн ĕнтĕ çулпала…»

Таврăннă чухне
Юрă юрласа таврăннă:
«Шыв хĕрринче хурлăхан
Пиçет айĕ шурлăхран.
Пĕр турă та пĕр ырă çын
Хăтарчĕç мана хурлăхран.
Утçăм утать, юртать юр çинчен,
Йĕрри юлать çĕр çинче.
Тавтапуç пĕр турра,
Çамрăк пуçăм çын çинче».

1910 ç. тĕлĕ

This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.

Public domainPublic domainfalsefalse