Чăн Тĕн Кĕнеки
Начальное Ученіе на Чувашскомъ Языкъ.
Ђăн Тĕн Кĕнеки.
Прежде Чѣмъ Читать Эту Книжку, Слѣдуетъ Обратить Вниманіе на «Предувѣдомленіе” къ Ней, Изложенное на Послѣднихъ Страницахъ.
Казань. Лито- и Типографія К. А. Тилли, На Грузинской Улицѣ. 1873.
Православной Хрістіанской Вѣры. Отъ Совѣта Братства Святителя Гурія печатать дозволяется Казань 3-го Мая 1872 года. Предсѣдатель Совѣта, Викторинъ Епископъ Чебоксарскій, Викарій Казанскій.
ТУРĂ КĔНЕКИНЂИ АВАЛXИ ĔÇСЕНЕ КĔСКЕТСЕ ПĔЛТЕРНИ.
[edit]Тĕнђе пулни.
Ђи малтан Турăран пуçне нимĕн те пулман; пĕр Турă кăна пур ĕмĕртен малтан пулнă. Çут-çанталăка, çĕре, пурне те çĕр çинђе мĕн пурне Турă нимĕнсĕреx, Xăй сăмаxĕпе кăна пултарнă. Малтан Турă çут-çанталăкпа çĕре пултарнă. Çут-çанталăкпа çĕр пирвайаx xаљxим пек пулман, тĕссĕр пулнă; вĕсене Турă ултă кунта тĕсетсе xунă.
Пирвайxи кун Турă çутта пултарнă. Иккĕмĕш кун пурăнакан çут-çанталăка пултарнă. Виççĕмĕш кун Турă шыва çĕртен уйăрса çĕре йывăç, курăк ÿстерме xушнă. Тăваттăмăш кун Турă xĕвеле, уйăxа, çăлтăрсене пултарнă. Пиллĕкмĕш кун Турă пулăсене, вĕçен кайăксене пултарнă. Улттăмăш кун Турă çĕр çинђи ђуллă йапаласене пултарнă; унтан кайран вара çав кунаx Турă çынна пултарнă. Турă, çыннăн ÿтне тăпраран туса, унăн ăшне вилми ăслă ђун вĕрсе кÿртнĕ.
Турă, пур йапалана та пултарса пĕтерсен, çиђђĕмĕш кунта ђарăннă. Çиђђĕмĕш куна вара Турă Xăй те аслăлатнă, çынна та, ултă кунђђен йĕркепе ĕçлесе, ăна xисеплесе ирттернĕ xушнă.
Адампа Ева Райра пурăнни.
Пирвайxи çын Адам йатлă пулнă. Турă Адама xытă çывăрттарса, унăн пĕр айăк пĕрђине кăларса илнĕ те унăн валли арăм пултарнă. Пирвайxи çыннăн арăмĕ Ева йатлă пулнă. Çынна Турă Xăй тĕслĕ пултарнă. Çын Турăпа ÿђĕ-пĕвĕпе мар ђунĕпе, таса ăсĕпе, ырă кăмăлĕпе пĕр тĕслĕ пулнă. Адампа Ева Райра (ăçтăмаxра) илемлĕ сатра пурăннă; вăл сата Турă Xăй çынсем валли йантăласа xунă. Райа, пĕтĕм çĕре, çĕр çинђе мĕн пурне, пурне те Турă çынна панă.
Рай варринђе пĕр пит аван, пит илемлĕ йывăç пулнă: вăл ђĕрĕлĕx йывăççи пулнă. Адампа Ева çав йывăçăн çимĕçне çисе тăрсан ниxçан та вилмелле мар пулнă. Райра пурăннă ђуx çыннăн Турра савса, пăxăнса тăрасси кăна пулнă; ун ђуxне çын Туррăн ырăлăxне пĕлсе, савăнса тăнă. Турă Адама Райа ĕçлесе сыxлама xушнă. Райри пур йывăçăн çимĕçне татса çиме xушнă, пĕр йывăçăн çимĕçне анђаx татса çинĕ xушман: вăл ырăпа усала пĕлтерекен йывăç пулнă. Турă Адампа Евана каланă: «ан çийĕр çак йывăçăн çимĕçне, ăна çисен çав кунаx вилĕр» тенĕ.
Адампа Ева çылăxа кĕрсен, вĕсене Турă ĕмĕт пани.
Ĕлĕкеx, тĕнђе пуçланитђенеx Турă пирĕшти (ангел) тийекен ÿтсĕр сывлăшсене пултарнă. Ÿтсĕр сывлăшсем xушшĕнђе пĕр пирĕшти xăй алли айĕнђи пирĕштисемпеле мăнкăмăллăланса Турă ирĕкĕнђен туxма xăтланнă. Турă ăна ылxанса, унăн çутăлăxне пĕтернĕ, телейне те илнĕ; вăл вара алxасса усал сывлăш пулнă. Xалĕ ĕнтĕ ăна шуйттан тесе калаççĕ. Шуйттан çынсем Райра аван тăнине кураймасăр çĕлен ăшне кĕрсе Евана улталанă: вăл Турă xушман ырăпа усала пĕлтерекен йывăçăн çимĕçне ăна ултаса çитерттернĕ. Унтан вара Ева Адама та xăй упăшкине парса çитернĕ. Çапла вара пирвайxи çынсем, Турă xушнă сăмаxран иртсе, çылăxа кĕнĕ. Çавăншăн Турă Адампа Евана Райран (ăçтăмаxран) xăваласа кăларнă, çĕртен те ĕлĕкxи перекетне илнĕ; çын вара асапланса ĕçлемелле пулнă, ђирлемесĕр, ĕмĕр килмесĕр пурăнмалла пулман. Мĕн пур етемсен, пур те Адам йăxĕнђен, вăл xăй çылăxа кĕрсен, туxнă; çавăмпа пурăмăрăн та пирĕн, çылăxа кĕнĕ йăxран туxнăран, çуралсанаx кăмăл таса мар, пăсăк пулат.
Пирвайxи çынсем çылăxа кĕрсессĕн, çапаx та Турă вĕсене xĕрxенсе шуйттанран та, çылăxран та, çылăxран туxнă усалтан та xăтарăп тесе ĕмĕт панă.
Çыннăн ĕлĕкxи ăрăвĕ.
Адамăн икĕ ывăл пулнă: асли Каин йатлă, кĕçĕнни Авел йатлă пулнă. Каин тырă акнă, Авел кĕтÿ кĕтнĕ. Пĕр вăxăтра вĕсем икĕш те Турра парне панă: Каин xăй акнă тырăран панă, Авел малтан çуралнă сурăx путекне панă. Турă икĕшинне те кăмăлĕсене курса Авелĕн парнине xапăл илнĕ (йуратнă), Каинăнне илмен (йуратман). Çавăншăн Каин xăй шăллĕне Авеле кураймасăр вĕлернĕ. Турă Каина шăллĕне вĕлернĕшĕн ылxаннă. Каин, Турă ылxансан вара, ниçта та тăнăç вырăн тупайман. Турă Адампа Евана Авел вырăнне виççĕмĕш Сиѳ йатлă ывăл панă. Сиѳ ăрăвĕнђен ырă, таса çынсем çуралнă, Каин ăрăвĕнђен усал çынсем çуралнă. Сиѳ ăрăвĕнђе пĕр пит сăваплă Еноx йатлă çын пулнă. Вăл Турă умĕнђе пит йурăxлă пулнă, çавăмпа ăна Турă ђĕрĕлеx, вилмесĕреx çÿлĕ, пĕлĕт çине илнĕ. Пыра, пыра вара Сиѳ ăрăвĕ те Каин ăрăвĕнђен xĕр иле, иле xутшăнса пăсăлнă. Пĕтĕм çĕр çинђе пĕр Сиѳ ăрăвĕнђен çуралнă Ной йатлă çын анђаx тĕрĕс пурăнса Туррăн ырăлăxне тупнă.
Çĕр çине шыв тулни.
Етемсем пăсăлсан, Турă çĕр çине шыв тултарса çын ăруне пĕтерме пÿрнĕ. Çапла вара Турă пÿрнĕ тăрăx шыв пĕтĕм çĕре тулса, пурне те çĕр çинђе мĕн пурне пĕтернĕ. Нойа кăна Турă çын ăрăвĕ ÿлĕмрен ан пĕлтĕр тесе çăлса xăварнă. Турă Нойа пысăк кимĕ тума xушнă. Çĕр çине шыв тулас умĕн Турă xушнă тăрăx Ной, шыв ђавса пĕтсен, кайран пурин те ăрăвĕ пултăр тесе тĕрлĕ выљăx-ђĕрлĕxрен, çĕрĕн-кусантан, çÿлĕн-вĕçĕнтен тăнине çиђшер мăшăр, тасамаррине пĕрер мăшар çав пысăк кимĕ ăшне илсе кÿртнĕ; кайран вара Ной xăй те çемйипе çавăлте кĕнĕ. Ной шыв ђаксан Кимĕрен туxса xăне xăтарнăшăн Турра шĕккĕр тесе парне панă. Турă Нойăн парнине xапăл илсе: «кунтан урăx çĕр çине ниxăçан та шыв тулмĕ» тесе ăна сăмаx каласа панă.
Çĕртен шыв ђаксан çын ăрăвĕ уйăрăлса саланни.
Нойăн Сим, Xам, Іафет йатлă виçĕ ывăл пулнă. Xаљxи етемсем пур те вĕсенђен çурăлса туxнă. Нойăн Xам йатлă ывăлĕ ашшĕне xисеплемен; Ной ăна пеxxиллĕx паман. Çавăн тăрăx Xам ăрăвĕнђен усал çынсем çуралнă.
Пыра, пыра Симпа Іафет ăрăвĕ те пăсăлса ђăн Турра мана пуçланă. Вĕсем Турра пуççапас вырăнне xĕвеле, уйăxа, ытти йапаласене те пăxса пуççапнă. Çынсем ĕлĕк, пĕр çынтан çурăлса, пур те пĕр ђĕлxепеx калаçнă. Пĕр вăxăтра вĕсем мăнкăмăллăланса пĕлĕте тимеллĕx йупа пек пĕр пит çÿлĕ çурт туса лартма канашланă. Турă вĕсенĕн ђĕлxисене çыxлантарса, вĕсенĕн усал тăвас шуxăшне ђарнă; унтан вара вĕсем пĕр пĕрин сăмаxĕсене ăнланайми пулса тĕрлĕ çĕре саланса кайнă. Çапла вара тĕрлĕ, тĕрлĕ ђĕлxе пулнă.
Авраам Еврей xалăxин тĕп ашшĕ.
Çынсем пăсăлса çÿренĕ ђуx, ђăн тĕне сыxласа, усраса тăма Турă Сим ăрăвĕнђен пĕр Авраам йатлă çынна суйласа илнĕ. Авраам суйа тĕн тытакан çынсем xушшĕнђе пурăннă ђуx та ђăн тĕне тытса, ђăн Турра пăxăнса тăнă. Турă Авраама килне, xурăнташĕсене, xăй çуралнă çĕрне пăраxса, инçе çĕре кайса вырăнаçма xушнă. Вăл Туррăн сăмаxне итлесе пурăнакан Халдей çĕрне xăварса, Xанаан çĕрне кайнă. Турă Авраамăн Xăне пăxăнса, шанса тăракан кăмăлне тата ытлараx питĕлентересшĕн, ăна тĕлĕкре те, аxаљ çÿренĕ ђуx та курăнкаланă. Пĕр вăxăтра Турă Авраама, курăнсассăн каланă: «сантан аслă xалăx кăларăп, ытти xалăxсенђен те ытлараx сана кăмăллă пулăп» тенĕ. Турă Авраампа çапла сăмаx xунă тăрăx арçын ађасене кастарма xушнă. Çавăн ђуx тата вара Турă Авраама: «санăн Исаак йăтлă ывăл çуралĕ» тесе каланă.
Тата тепĕр вăxăтра Авраам виççĕн иртсе кайакан çынсене xăй патне ђĕнсе кÿртсе, ђысланă вĕсене. Çав виççĕн иртсе кайакансем пек пулса пыракансем икĕ ангелпа Турă Xăй пулнă. Çавăн ђуx Турă Авраама тата каланă: «килес çул çак вăxăтђен санăн арăмă Сарра ывăл çуратĕ» тенĕ. Çапла каланă сăмаxăн вăxăђĕ çитсен, Авраама çĕр çул тулсан, унăн Исаак йатлă ывăл çуралнă. Исаак ÿссессĕн, пысăкраx ађа пулсассăн, Турă Авраам йепле Xăне ĕненнине, мĕн ђуxлĕ ђăн тĕне тытса тăнине курасшăн, пĕртен пĕр ывăлĕне Исаака пусса парнене пама xушнă. Авраам пĕр те вăраxламасăр пĕр çĕре парне памалли вырăн туса çав вырăн çине вутă xунă; унтан вара вутă çине Исаака вырттарнă та çĕçĕ илсе, ăна пусма тытăнна. Çавăн ђуxне сасартăк Турă пирĕштийĕ Авраамăн çĕçĕ илнĕ аллине тытса ђарнă. Турă Xăй сăмаxне итленине курсассăн, Авраама, унăн ăрăвĕне те ырăлăx памалла пулнă: «санăн ăрăвă урлă пур xалăxсем те ырăлăx тупĕç, санăн ăрăвăнтан çынсене Çăлакан çуралĕ» тенĕ.
Исаакран Израиљ тийекен Іаков çуралнă; Іаковран вун-ик ывăл çуралнă: Рувим, Симеон, Левiй, Іуда, Дан, Нефѳалим, Гад, Асир, Иссахар, Завулон, Іосиф, Веніамин. Вуникĕшне те вĕсене патріарх тесе калаççĕ. Еврей xалăxин вун-ик ăрăвин ашшĕсем çаксем пулнă.
Еврейсем Египет çĕрне куçни.
Іаков Іосифăн ырă кăмăлĕпе лайăx пурăнăçне кура, ăна ытти ывăлĕсенђен ытлараx савнă. Пĕр каç Іосиф тĕлĕк курнă, çав тĕлĕке пиђĕшĕсĕне каланă; каласассăн, вăл xăне пуççапма xушасшăн тесе, пиђĕшĕсем ăна йуратман. Çапла вара пиђĕшсем ăна кураймасăр Египет тийекен çĕре сутса йанă. Çав çĕрте Іосиф тĕнсĕр çынсем xушшĕнђе тăрсан та ђăн Турра манмасăр пăxăнса тăнă; Турă ăна аслă вырăна ларттарнă. Египет патши Фараон пĕр каç курнă тĕлĕннĕ Іосиф каласа кăтартнă: «çиђĕ çул тырă пит пулĕ, унтан вара тата çиђĕ çул тырă пулмĕ, пит выçлăx пулĕ» тенĕ. Пулас выçлăx çиђĕ çула Фараон патша тырă пулнă ђуx Іосифа тырă xатĕрлеме xушнă. Çапла вара Турă пÿрнипе Фараон Іосифа аслă вырăна лартнă. Выçлăx пулсан Іосиф пиђĕшĕсем Египет çĕрне тырă илме пынă. Іосиф вĕсенĕн усаллăxĕсене каçарса ашшĕне те, пиђĕшсене те, пурне те Египет çĕрне йыxăрса куçтарнă. Египет çĕрĕнђе Іаковпа Іосиф вилсессĕн Еврей xалăxĕ пит ĕрђенĕ. Египетĕн çĕнĕ патши, инçетрен килнĕ йут xалăx тесе, вĕсем пит ĕрђеççĕ тесе, еврейсенђен xăра пуçланă. Вĕсене тыткăнри çынсем пек туса тĕрлĕ йывăр ĕçсемпе асаплантарма, унтан вара вĕсенĕн ывăл ађисене вĕлерме xушнă. Турă Xăй xалăxне xăтарасшăн пĕр Моисей йатлă еврейе суйласа илнĕ. Моисей çуралсассăн, амăшĕ ăна Фараон çыннисем ан вĕлерђђĕр тесе виçĕ уйăx пытарса усранă. Унтан апла пытарса та xăвараймалла пулмасан, xăмăшран сăпка туса, ăна сăмалаласа, унăн ăшне ађине xунă та шыв xĕрринђи xăмăшлăxа кайса лартнă. Çав вăxăтраx Египет патши Фараон xĕрĕ шыва кĕме ансан, ăна курнă та xăй патне усрама илнĕ. Çапла вара Моисейе Фараон xĕрĕ xăй ађи пек пăxса ÿстернĕ. Моисей патша çурђĕнђе ÿссен те, тĕнсĕрсемпе ирĕкре тăритђен, Турă xалăxĕпе, xăйпелен пĕр тăванлă еврейсемпеле пĕрле асапланса тăрасшăн пулнă. Çавăмпа вăл патша çурђĕнђен тарса кайнă. Нумай çул иртсен, Турă xушнипе Моисей xăй пиђĕш Ааронпалан пĕрле, патша патне пырса, Турă xăвађĕпе Еврей xалăxне Египетрен кăларма ыйтнă. Фараон xирĕç тăрсассăн, Моисей каланине итлемесессĕн, Турă нумай xăват кăтартнă. Египет xалăxне тĕрлĕ асаппа асаплантарнă; унтан кайран вара пĕр каç Турă Xăй xушнине итлемесессĕн ангелне Египет çыннисенĕн аслă ывăлĕсене вĕлерме xушнă; Фараонăн та аслă ывăлĕ вилнĕ. Çав каçаx Турă еврейсене Египетрен кăларнă. Туxас умĕнђен Турă еврейсене пасxа тутарнă, ÿлĕмрен те Египетрен xăтăлнине астумашкăн çултан çула пасxа тума каланă. Еврейсем Турă xушни пек таса путеке Турра парне парса пасxа тунă. Çав Турра парнене панă путекĕн ăшне вĕсем тутлă ђустаран тунă пашалупа, йÿçĕ курăкпа çинĕ. Еврейсем пасxа ларнине Турра çапла пани ÿлĕмрен пулас ĕçе, пирĕн Турă Іисус Xристос çынсене çăлассине кăтартса пĕлтермелли пулнă.
Еврейсем Египетрен туxсассăн, Фараон, Египет патши, xăй xалăxĕпе вĕсем xыçĕнђен вĕсене тавăрасшăн xăваласа пынă. Турă Xăй xăвађĕпе Еврейсене xăтарнă: xытă çил йарса Xĕрлĕ Тинĕсĕн шывне ик йенелле уйăрнă; еврейсене варрĕнђен, типĕ çĕртен ирттернĕ; кайран вара вĕсем xыçĕнђен çав йĕрпеx Фараон xăй xалăxĕпе тинĕс варрине кĕрсессĕн, Турă вĕсене унта шывпа xупланă, вĕсем вара çапла унта пĕтнĕ.
Еврейсем пушă çĕрте çÿренине Турă xатĕрлесе xунă çĕре кĕни. Еврейсем Египетрен Xанаан çĕрне пырас çулĕ Аравія тийекен пушă çĕртен иртмелле пулнă. Египетрен тухни аллă кун иртсен Турă Синай тăвĕ çинђе, xура пĕлĕтрен çиçĕм çиçсе, аслати авăтнă сасă урлă илтĕнсе, çавăљте еврейсене саккон панă.
Çав сакконăн ăшĕнђе Турă вунă сапповет çапла каласа панă:
I. «Санăн Турру Епĕ; Манран пуçне санăн урăx турру ан пултăр.
ІІ. Çÿлте пĕлĕт çинђе, айалти çĕр çинђе, шывра çĕр айĕнђе те мĕскер пур, вĕсене пĕрне те кĕлетне туса, ĕненсе ан пуççап.
ІІІ. Турă йатне кăлăx, вăxăтсăр ан асăн.
- Ерне кун (ђĕрĕлнĕ кун) кĕлĕ кунĕ тума ан ман; ултă кунђђен xăвăн мĕн пур ĕçĕсене ĕçле, çиђђĕмĕш кун, ерне кун (ђĕрĕлнĕ кун) xу Туррушăн пултăр.
- Аçăна, анĕне xисепле, xăнаx аван пулĕ, ку çĕрте ĕмĕрÿ вăрăм килĕ.
- Çынна ан вĕлер.
VII. Йасара ан çÿре.
VIIІ. Ан вăрла.
- Çын çинђен суйа суйса ан кăтарт.
- Çын арăмне, çын кил-çуртне, çĕрне, тарçине, вăкăрне, ашакне, выљăx-ђĕрлĕxне, çыннăнне нимĕскерне те ан сăxлан, ку мана пулин-ђĕ тесе ан шуxăшла» тенĕ Турă.
Çак вунă сапповете Турă икĕ ђул xăма çине çырса панă, вĕсене еврейсем саккон арђине xунă. Çав арђана xаклă аван йывăçран туса, пĕтĕм тулашне ылттăнпа ылттăнлатнă. Вăл саккон арђине, Турра кĕл-тумашкăн, илсе çÿрекен пÿрт пек ђатăрта тытса тăнă. Çав ђатăрта Турра кĕл-тума пĕр аслă пупа, унтан тата урăx пупсене, левитсене те Левiй йăxĕнђен çуралнисене xунă.
Турă еврейсене Xăне ытлараx ĕнентересшĕн пушă çĕрте çÿренĕ ђуx, нумай xăват кăтартнă. Çул кăтартасшăн вĕсем умĕнђен кăнтăрла пĕлĕт йупа пек, çĕрле вут йупа пек пулса Турă ангелĕ çÿренĕ.
Çимелли пулмасан Турă куллен ирxине кĕрпе пек манна тенĕ йапала çутарса Xăй xалăxне тăрантарнă. Пĕр вăxăтра еврейсем йÿçĕ шывран пуçне урăx шыв тупмасан, Турă Моисейе çав йÿçĕ шыва пĕр тĕрлĕ йывăç пăраxса xума xушнă: ăна пăраxсассăн шыв ĕçме аван, йурăxлă пулнă. Тата тепĕр вăxăтра пĕр те шыв тупмасăр çÿренĕ ђуx, Моисей Турă xушнă сăмаxпа ђула патакпа çапса ултă çĕр пин еврейсене ĕçсе тăранмалăx шыв кăларнă. Çав xăватсене пăxмасăр еврейсем xăш xăш ђуx Моисейе кăна мар, Турра та çиленсе усал сăмаxсем калакаланă. Çавăншăн еврейсем xĕрĕx çул пушă çĕрте асапланса çÿренĕ. Çав xĕрĕx çулăн йулашкине Моисей вилнĕ. Моисей вырăнне Турă Іисус Навина xуртарнă. Іисус Навин еврейсене Турă xатĕрлесе xунă Xанаан çĕрне илсе кÿртнĕ; çав çĕре еврейсене кÿртсе вырăнаçтарсан та Іисус Навин пуçлăx пулса тăнă.
Еврейсенĕн тÿрисем, патшисем.
Іисус Навин вилсессĕн Xанаан çĕрĕнђе Еврей xалăxне тÿресем тытса тăнă. Ђăн йулашки тÿре Самуил пророк пулнă. Вăл еврейсемшĕн пит нумай ырăлăx тунă, еврейсем те ăна савса, xисеплесе тăнă. Самуил ватăлсассăн икĕ ывăлĕне xалăx çине пуçлăx тунă, вĕсем аван тăман анђаx. Еврейсем Самуилтан «пирĕн сине пĕр çынна патша туса xур» тесе ыйтнă. Турă кăтартнă тăрăx Самуил Венiамин ăрăвĕнђен Саул йатлă çынна вĕсем çине патшана лартнă. Саул Турă xушнине, Турă сапповеђĕсене тытса тăман. Вăл çапла пулсассăн, Турă унăн вырăнне Іуда ăрăвĕнђен Давит йатлă çынна патшана xуртарнă. Давите пур xалăx та пĕлнĕ. Пĕр вăxăтра Филистим xалăxĕ еврейсемпе вăрçă кăларнă. Филистимсем xушшинђе вăрăм пÿлĕ, пит вăйлă Голіаѳ йатлă пĕр çын пулнă. Филистимсем çав паттăрăн вăйне шанса, еврейсене аллăмăра илĕпĕр тесе шуxăшласа тăнă. Давит çав Голіаѳ паттăрăн пуçĕнђен ђулпа персе, ÿкерсе, xăй xĕçепеx унăн пуçне касса пăраxнă; çавăнпа вăл xалăx xушшинђе муxтавлă пулнă.
Давит патша Турă xалăxне пит аван тытса тăнă, еврейсем те ун ђуне ĕрђенĕ. Давите Турă Xăй Сывлăшĕпе xăватлăлантарнă: Турă xăвађĕпе вăл Псалтир тийекен кĕнекене çырнă. Çав Псалтире авалxи вăxăтра кĕл-тунă ђуx кĕлĕ ђăтăрĕнђе йурланă, xалĕ те çав Псалтирти йурăсене ђиркÿре вулаççĕ те, йурлаççĕ те. Давит пит сăваплă патша пулнă; вăл нумай тăшман xалăxсене çĕнсе, xăй çĕрне аслăлатса тĕреклĕлентернĕ. Турă ĕлĕкеx Авраама каласа панă аслă сăмаxне Давите те каласа панă: «çынсене Çăлакан санăн ăрăвăнтан çуралĕ» тенĕ. Давит вилсессĕн унăн вырăнне Соломон йатлă ывăлĕ патшана ларнă. Соломон Турăран пĕлĕмлĕx ыйтса илнĕ, урăx нимĕн те ыйтман; çав пĕлĕмлĕxпе вăл пит муxтавлă пулнă, унăн йађĕ пит айакка сарăлнă. Çавăншăн Соломон Турра тав туса кĕлĕ ђатăрĕ вырăнне Іерусалим xулине пит пысăк ђиркÿ ларттарнă. Вăл пурăннă вăxăтра вăрçă пулман, патшалăxĕ тăнăçлă пулнă. Унтан Соломон тÿрĕ тăрайман, мăнкăмăллăланса xăй xалăxне йывăрлăx кÿнĕ; тата тĕнсĕр xалăxсенĕн xĕрĕсене кађђа иле, иле ђăн тĕне маннă, xалăxне те йурами пулнă; çапла вара Туррăн çиллине xăй çине кÿртернĕ, патшалăxĕ те пăсăлнă. Соломон вилсессĕн кайран, Турă xалăxĕ уйăрăлса икĕ патшалăx пулнă. Еврей xалăxин икь ăрăвĕ кăна, Іудапа Венiаминăн, Соломон ывăлĕне Ровоама йулнă; ытти вунă ăрăвĕ Ровоам аллинђен туxса Іеровоам йатлă çынна xăйсем çине патша туса xунă, ĕлĕк вăл Соломон алли айĕнђи çын пулнă. Çапла вара Турă йуратнă xалăxран икĕ патшалăx пулнă: пĕри Іуда патшалăxĕ, тепĕри Израил патшалăxĕ пулнă, Іеровоам xалăxĕ ђăн Турра кĕлтума Іерусалимри ђиркĕве çÿренĕ, Іерусалиме çÿресе xалăx каллеx Іуда патшалăxне ан xутшăнтăр тесе, унтан xалăx кăмăлĕне тавăрасшăн, Іеровоам xăй тĕллĕн пĕр тĕрлĕ суйа тĕн кăларнă, Турă тесе кĕлеткесене пуççаптарма тăрăшнă; çав усал ĕç нумайа кайнă. Xалăxăн шуxăшĕсем аташса, пурăнăçĕ пăсăлнă, çавăлтен кайран вара Израил патшалăxĕ пĕтнĕ. Çав пăсăк ĕç Іудей патшалăхне те кĕнĕ. Израил патшалăxĕнђĕн кайран, пайтаx çул иртсен Іудей патшалăxĕ те пĕтнĕ.
Пророксем.
Турă Еврей xалăxне Xăй ирĕкне кирлĕ пек çÿреттересшĕн xалăx xушшинђен ђăн лайăx пурăнăçлă çынсене суйласа илсе, вĕсене Xăй xăвађĕпе xăватлăлантарнă. Çавăн пек çынсене пророксем тесе калаççĕ; «пророк» тени ÿлĕм мĕн пулассине малтан каласа кăтартакан çын тенĕ сăмаx. Еврейсем икĕ патшалăxа уйăрăлсассăн пророксем ĕлĕкxинђен те нумайраx пулнă. Пророксем суйа тĕнлĕ çынсенĕн усал ĕçне тÿреx каласа кăтартнă, пулас асапа та вĕсене малтан пĕлтернĕ, лайăx çынсене Туррăн ырăлăxне тупăр тесе ĕмĕтлентернĕ. Израил патшалăxĕнђи суйа тĕнлĕ çынсене ытлараx Илія пророк xăратнă, вăл пĕр суйа тĕн тытса тăракан патшана каланă: «виç çул çумăр çумĕ, выçлăx пулĕ» тенĕ. Çав виç çулăн йулашкинђе Илія пророк кĕлеткесене Турă тесе пуççапакансене, вĕсем пуççапакан кĕлеткесем пушă йапала иккенне кăтартса пĕлтернĕ; пĕр ђăн Турра кăна пĕлсе тăђђăр тесе, xăй панă парнене Турра кĕлтуса, пĕлĕтрен (çÿлтен) вут антарса çунтарнă. Илія пророк Сарепта йатлă xулара пĕр тăлăx карђăкăн вилнĕ ывăлне вилĕмрен ђĕртнĕ; Xорив тăвĕ çинђе Турăпа калаçнă. Кайран вара Турă Иліяна Еноx пек ђĕрĕлеx, вилмесĕр çÿле, пĕлĕт çине илнĕ.
Пророксем малтан каланă ĕçĕсенĕн ђăн пысăк ĕçĕ Çăлакан килессине калани пулнă. Ăна пирвай вĕсем Давит ывăлĕ тесе, Мессія, Xристос тесе пĕлтерсе каланă. Мессія, Xристос икĕш те пĕр, пуçне миро çăвĕ cĕрнĕ çын тенĕ сăмаx. Унтан тата Çăлакан çинђен вĕсем каланă: Вăл аван патша, xăватлă Турă тесе, тăнăçлантаракан тесе, пулас тĕнђенĕн ашшĕ тесе. Тата вĕсем каланă Xристос çĕре йепле килессине, xĕртен йепле çуралассине, Xăй, çылăxсăр пулсан та, пирĕн çылăxсемшĕн асапланса килессине, асапланса вилнĕлĕxĕпе пире çылăxран çăлассине, унтан вара Унăн урлă Турă çынсене ђăн тĕне пĕлтерессине, суйа тĕнлĕ xалăxсем те Xристос тĕнне кĕрсе Ăна ђăн Турă иккенне пĕлсе пуççапассине те, пурне те вĕсене пророксем ĕлĕкеx каласа панă.
Еврейсем Вавилон тенĕ çĕрте тыткăнлăxра тăни.
Израил патшалăxне Ассирія патши çĕнтернĕ, çыннисене нумайĕшне тыткăна илсе тĕрлĕ çĕре салатнă. Унтан вара Израил xалăxĕ xăйсем çуралнă çĕрне тавăрăнайман, патшалăxне те çĕнĕрен xурайман. Унтан тата Іудей патшалăxне те Вавилон патши Новуxодоносор çĕнтерсе, Іерусалим ђиркÿне те çунтарса çыннисене нумайĕшне Вавилона тыткăна илсе кайнă. Çавăлте те Турă, Еврей xалăxĕ xушшинђен Çăлакан туxассине кура, пĕтермен вĕсене. Новуходоносор патша ылттăнтан xăйĕн сăнĕ пек кĕлетке xывтарса, ăна пĕр вырăна ларттарнă та çав кĕлеткене пуççапман çынна xутнă кăмакана пăраxтарăп тесе xалăxне пуççапма xушнă. Ананія, Азарія, Мисаил йатлă вĕренекен ађасем вăл ылттăн кĕлеткене пуççапман. Çавăншăн вĕсене Новуходоносор пит xĕртнĕ кăмакана пăраxтарнă. Вăл ађасем çапаx та ђăн Турра пăxăнса тăнă; Турă вĕсене Xăй xăвађĕпе вута тивертмесĕреx кăларнă. Вĕсем кăмакара Турра муxтаса йурланă. Патша ађасене нимĕн те пулманнине курсан, вĕсене кăмакаран кăларса ђăн Турра муxтанă. Еврей xалăxĕ Вавилонта тыткăнра çитмĕл çул тăнă. Çавăлте ĕлĕк çылăxа кĕнине ассисене илсе, çылăxран тавăрăннă, усал пурăнăçне тÿрлетсе, суйа тĕне пăраxса, ђăн Турра кĕл-тăва пуçланă. Турă вĕсене каçарса Вавилонтан Іерусалиме тавăрнă.
Турă xалăxĕ Вавилонтан тавăрăнни.
Персія патши Кир, Вавилон патшалăxне çĕнтерсе илсен, еврейсене xăйсен çĕрне тавăрăнса, Іерусалим xулине çĕнетсе, ђиркÿ лартма хушнă. Еврейсем Іерусалиме тавăрăнсассăн Персія патши аллинђе тăнă; вĕсем патша пулăшнипе Іерусалиме çĕнĕрен ђиркÿ туса лартнă. Çав ђиркĕве Xристос кĕрĕ тесе Малахія пророк каласа панă. Еврейсем, xăйсенĕн xăвађĕ саxал пулса, xăйсемпе кÿршĕлĕ xалăxсенђен нумай йывăрлăx курнă, вĕсенĕн аллине ÿкетпĕр тесе пит xăраса тăнă. Çав xĕсĕклĕxре вĕсем Çăлакан Xристос ђас килĕ тесе ĕмĕтленсе, xăйсене xăйсем питĕлентерсе тăнă. Çавăн ђуне нумайĕш йăнăшнă, Xристос килсе, çĕр çинђе патша пулса тăрĕ, Унпа пĕрле епир те патшалăх тăвăпăр тесе шуxăшланă.
Xристос умĕнђен килнĕ Іоанн.
Іерусалимри ђиркÿри священниксем xушшинђе пĕри Захарія йатлă пулнă, унăн арăмĕ Елисавета йатлă пулнă. Икĕш те вĕсем пит лайăx пурăнăçлă пулнă; ватăлитђенеx вĕсенĕн ађа пулман. Захарія пĕр вăxăтра ђиркĕве латан шăрши кăларма кĕнĕ, çавăн ђуxне ăна ангел курăнса каланă: «Елисаветаран санăн ывăл çуралĕ, ăна Іоанн тесе йат xурăн; вăл Çăлакан Xристос умĕнђен килсе, Ăна xирĕç илме çынсене xатĕрлĕ» тенĕ. Захарія ангел сăмаxне ĕненмен, çавăншăн вăл ывăлĕ çуралитђенеx тĕлxесĕр пулнă, ывăлĕ çуралсассăн, ăна Іоанн тесе йат xунă. Унтан вара унăн ђĕлxи уçăлнă.
Таса Xĕр Марiене ырă xыпар каланипе Xристос çурални.
Гавріил архангел Xристос ÿмĕнђен килекен Іоанн çуралассине пĕлтерсен, ултă уйăxран вара, Назарет тийекен xулара таса Xĕр Марiене курăннă. Таса Xĕр Марія Іуда йăxĕнђен, Давит ăрăвĕнђен çуралнă; вăл xăй кађђа кайасшăн пулман, xĕр xаллĕнеx йуласшăн пулнă; анђаx мана пăxакан пĕр çын пултăр тенĕ; çапла вара Ăна xăйпе пĕр йăxранаx туxнă Іосиф йатлă пĕр аван ватă çынна çураçнă. Архангел Гавріил Марiене ак çапла xыпар çитернĕ: «Есĕ арçынсăр Святой Сывлăш xăвађĕпе ывăл çуратăн, Ăна Іисус тесе йат хурăн, Вăл çÿлти Туррăн ывăлĕ тесе каланĕ, Унăн патшалăxĕ ĕмĕртен ĕмĕреx пулĕ» тенĕ. Марія Архангел Гаврiилăн сăмаxне ĕненсе йăвашланса итлесе тăнă; итлесессĕн Ун çине Святой Сывлăш xăвађĕ аннипе Вăл вара йывăр пулнă. Çавăлтен кайран таса Xĕр Марія Елисавета патне кайнă. Çав ĕçе Турă Елисаветана та пĕлтернĕ; пĕлсессĕн Елисавета Марiене курсанаx Турă амăшĕ тесе каланă.
Çав вăxăтра Еврей xалăxĕ Рим патши Август аллинђе тăнă. Август патша çыру кăларнă: xăйĕн патшалăxĕнђе пурăнакан çынсенĕн йађĕсене, пуринĕнне те кенеке çине çырма xушнă. Çав тăрăx Марiене Іосиф Назаретран xăйсем çуралнă xулана Вифлееме тавăрăннă. Xулана пит нумай xалăx пуxăннăран вĕсем кĕрсе выртма пÿрт тупаймасăр выљăx xупакан çĕре кĕрсе выртнă. Çавăлте таса Xĕр Марiерен Іисус Xристос çуралнă, вырттарма вырăн пулмасăр Ăна ђĕркесе сырăш çине вырттарнă.
Кĕтÿçĕсем Xристоса пырса пуççапнă
Çав Xристос çуралнă каçра Вифлеем сурăx Кĕтÿçĕсем кĕтÿвĕсене xирте xуравласа ђăнă ђуx, вĕсене сасартăк ангел курăнса «çынсене Çăлакан Турă Xристос çуралђĕ» тесе Xристос çуралнă вырăна каласа кăтартнă. Xристоса пуринђен малтан Кĕтÿçĕсем пырса пуççапнă.
Xристос ÿтне касни.
Çуралсассăн саккăр кун иртсен, Xристосăн ÿтне Моисей сакконĕ тăрăx кастарса, Ăна Іисус тесе йат xунă. Іисус тени ђăвашла Çăлакан тенĕ сăмаx пулат̌.
Xристоса xирĕç кĕтсе илни.
Xристос çуралнăран вара xĕрĕx кун иртсессĕн, Туррăн Моисей урлă парăннă сакконĕ тăрăx Іосифпа Марія Ăна ђиркĕве илсе пынă. Çав вăxăтра Іерусалимре Симеон йатлă пĕр лайăx ватă çын пулнă; ăна Турăран «Іисус Xристоса курмасăр вилмĕн» тенĕ ĕлĕкеx сăмаx пулнă. Турă Сывлăшĕ пĕлтернĕ тăрăx вăл та ђиркĕве кĕнĕ; кĕрсессĕн Іисуса аллине илсе каланă: «Ей Турă, ĕнтĕ Xу каланă тăрăx мана Xăвăн ђурăна тăнăçлантарса йаратăн, Есĕ çăлнине куçăм курђĕ ĕнтĕ» тенĕ.
Xристос шыва кĕни.
Вăтăр çула çитсессĕн Іисус Xристос Іордан шывĕ xĕррине iоанн патне пырса «мана шыва кÿрт» тесе унтан ыйтнă, Іоанн Унăн сăмаxне итлесе, Ăна шыва кÿртнĕ. Іисус Xристос шывран туxнă ђуне, Унăн тĕлĕнђи пĕлĕт уçăлса, Святой Сывлăш кăвакарђăн пек пулса Ун çине çÿлтен аннă; унтан вара Атте Турăран: «Çакă Манăн савнă ывăлăм, Ун çинђе Манăн кăмăлăм» тенĕ сасă илтĕннĕ.
Xристос ђăн тĕне пĕлтерни.
Шыва кĕрсессĕн Іисус Xристос пушă çĕрте xĕрĕx тавлăк ĕçмесĕр, çимесĕр кĕл-тунă; çавăн ђуx Ăна шуйттан сăнанă. Xристос ăна Турă сăмаxĕпе çĕннĕ. Пушă çĕртен туxсассăн, Іисус Xристос xалăx xушшинђе çÿресе ђăн тĕне вĕренте пуçланă. Xуласенђе, йалсене ђарăнмасăр лайăx xыпар каласа çÿренĕ; çуллен çул пасxа праçникне Іерусалимри ђиркĕве кайнă, Іисус Xристос кирек ăçта çÿренĕ çĕрте те ђăн тĕне вĕрентсе, ÿкĕтлесе çÿренĕ. Унăн малтан каланă сăмаxĕсем ак çак сăмаxсем пулнă: «Çылăxа кĕннине ÿкĕнĕр, Евангеліе ĕненĕр» тенĕ. Евангеліе тени ђăвашла вăл ырă xыпар тени. Турă Xристос урлă çынсене çылăxсене каçарса çÿлти патшалăxне парассине Евангеліе пĕлтерсе савăнтарат̌. Çылăx калани тени çылăxа кĕнине ÿкĕнни, çылăx каласа, Турра каçар тесе кĕл-туни, Турă xушни пек тăрăп тесе асăнни.
Іисус Xристосăн Апостолĕсем.
Xалăx xушшинђе çÿресе, Евангеліе сăмаxĕсене пĕлтересшĕн Іисус Xристос Xăнђен вĕренекен çынсем çинђен вун-икĕ çын суйласа илнĕ те вĕсене тĕрлĕ çĕре йанă. Çавăншăн вĕсене апостолсем тесе калаççĕ. Апостол тени, ђăваш ђĕлxи çине çавăрса каласан, «ђăн тĕне вĕрентме йанă çын» тенĕ сăмаx пулат̌. Вун-икĕ Апостолсенĕн йађĕсем ак çапла: Петр, Андрей, Іаков, Іоанн, Филипп, Варѳоломей, Ѳома, Матѳей, Алфей ывăлĕ Іаков, Симон Зилот, Іаков шăллĕ Іуда, Іуда Искарiот. Çав Іуда Искарiот кайран Xристоса тăшманĕсене сутнă.
Турă каласа панă кĕлĕ.
Іисус Xристос çĕрле, уллаx çĕрте кĕл-тума йуратнă. Пĕр вăxăтра Апостолсем Ăна пире кĕл-тума кĕлĕ вĕрент-ђĕ тесе йăлăннă. Вăл вĕсене ак çак кĕлле вĕрентнĕ: «Ей çÿлти Аттемĕр, Санăн йатă xисеплентĕр, Санăн патшалăxă килтĕр, Санăн ирĕкĕ çĕр çинђе те çÿлти пекеx пултăр, пайан пурăнмалăx çăкăр пар пире, епир xамăра парăмлă пулнисене каçарнă пек пирĕн парăмсене каçар пире, çылăxа ан кÿрт пире, усалтан та xăтар пире. Санăн патшалăxă, xăватă, аслăлăxă ĕмĕртен ĕмĕре. Амин». Çак кĕлĕ пире Апостолсенђен йулнă.
Xристос кăтартнă xăватсем.
Іисус Xристос Xăй çынсене Çăлакан иккенне Турă xăвађĕнђен кăна пулмаллăx xăватсемпе пĕлтерттернĕ. Унăн xăвађĕсем пур те çынсене пайталă пулнă: Вăл ђирлисене тÿрлетнĕ, суккăрсене куракан тунă, xăлxи илтменсене илтекен тунă, ђĕлxесĕрсене ђĕлxелĕ тунă, вилнĕ çынсене ђĕртнĕ; çав ĕçсене пурне те Вăл Xăйĕн сăмаxĕпе анђаx тунă, xăш xăш ĕççене аллипе тивертсе кăна пултарнă.
Xристос çап çутă пулни.
Пĕр вăxăтра Іисус Xристос ту çине улăxса кĕлтунă: çавăн ђуxне Унăн сăнĕ xĕвел пек çутă пулнă, тумтирĕ йур пек шуралнă. Унăн патне Мойсейпе Илія пророк пырса, Унпа калаçса тăнă. Унта Унпалан пĕрле апостолсем çине те шурă пĕлĕт пĕрxесе тăнă. Çавăн ђуx Атте Турăран «Çакă Манăн савнă ывăлăм. Унăн сăмаxне итлĕр» тенĕ сасă илтĕннĕ. Іисус Xристос çап çутă пулнă ђуxне виç апостол Петр, Іаков, Іоанн Унпалан пĕрле пулнă.
Іисус Xристос вилнĕ Лазара ђĕртни.
Іисус Xристос асапланса вилес умĕн Xăйĕн аслă вăйне ытлараx кăтартасшăн, Лазар йатлă çынна çĕре пытарнă шăтăкĕнђен ђĕртсе тăратнă. Лазар Вифаніяра пурăннă. Вăл вилсессĕн тăваттăмăш кунта (тăват кун xушшĕнђе) Іисус Xристос Вифаніяна пынă; Лазара Вăл пыритђен пытарнă, Іисус Xристос ăна пытарнă шăтăка уçма xушнă; çавăлте Лазарăн акăшĕ Марѳа Іисуса каланă: «ĕнтĕ вилĕрен çĕрĕк шăршă туxат̌» тенĕ. Іисус Xристос: «ей Лазар, тăрса туx кунта» тесенеx, пытарнă шăтăкĕнђен Лазар ђĕрĕлсе туxнă.
Іисус Xристос Іерусалиме кĕни.
Лазара ђĕртнĕ ђуx пасxа праçникĕ çывăxăрнă. Іисус Xристос Іерусалиме пынă. Вăл унта пырса кĕнĕ ђуx, çамрăк ашак çине ларса йуналутпа пынă; ашакне апостолсем xăйсенĕн тумтирĕсене витнĕ; xалăx xушшинђен нумайĕш Xристос умне туxса, Унăн умне, Вăл пыракан çул çине çулçăлă xунăсем пăраxса, кăшкăрса пынă: оссанна Давит ывăлĕне (Турă сыxлатăр Давит ывăлĕне), Есĕ Турă йађĕпе килни телейлĕ пултăр»! тесе. Xăшĕ xăшĕ xăйсем çинђи тумтирĕсене xывса çул çине сарнă. Çапла аслăлăxпа Іисус Xристос Іерусалиме кĕнĕ.
Іуда Іусус Xристоса сутса йани.
Іудей пуçлăxĕсем, саккон пĕлекен çынсем пур те Іисус Xристоса курайман: Вăл вĕсене усал ĕçĕсене каласа намăслантарнă, xалăx xушшинђе муxтавлă пулнă. Çавăмпа Іисус Xристос çине вĕсен çиллисем килнĕ, Іисус Xристос вилнĕ Лазара ђĕртсен Іерусалиме кĕнĕ ђуxне, xалăx Ăна çав тĕрлĕ муxтасан, тăшманĕсенĕн çиллисем тата ытлараx вăйлăланнă. Вĕсем шуxăшласа Ăна вĕлересшĕн пулнă. Çав усал xисепсене xалăx, xирĕç тăрса, ирĕк памĕ тесе, Ăна вĕсем xайлăпа уллаx çĕрте тытма тăрăшнă. Апостолсенђен пĕрийĕн, Іуда Искарiот тийекенĕн кăмăлĕ укçана парăннă; вăл Xристос тăшманĕсем патне кайса Іисус Xристоса вăтăр кĕмĕл укçашăн сутнă.
Іисус Xристос таинствосене xуни.
Моисей сакконĕпе пасxа тумалла каç Іисус Xристос Іерусалимре пĕр çыннăн курнитсĕне xатĕрлĕттерсе пур апостолсемпелен пĕрле унта кĕнĕ. Çавăлте вĕсене йăвашлăxа вĕрентсе пуринĕнне те урисене çунă. Унтан вара тата çав каçxĕне мĕн пулассине те, Xăне тытса парас çынна та каласа кăтартнă. Апат тума ларсан, пĕр çăкăр илсе кĕлтунă; унтан вара çав çăкăра xуçкаласа апостолсене валеçсе панă ђуx каланă: «илсе çийĕр! ку манăн сирĕншĕн çылăxăрсене каçарасшăн хуçакан ÿтĕм» тенĕ. Унтан вара тата ђашкăпа ĕçмелли виноград ереxне илсе, кĕл-туса апостолсене панă та каланă: «кунтан пурăр та ĕçĕр, ку Манăн сирĕнпе çĕнĕ курăннă сăмаxа пултарса, сирĕншĕн те ытти нумай етемсемшĕн те çылăxсене каçарасшăн йуxтаракан йунăм» тенĕ. Вăл xунине xалĕ те ђиркÿре кĕл-тунă ђуx асăнса тăваççĕ.
Іисус Xристос асапланса вилни.
Таинство туса xунă апатран тăрса туxсан, Іисус Xристос Геѳсиманія сатне кайнă. Çавăлте Вăл пирĕн çылăxсемшĕн ăшне çунтарса кăмăлĕпе шуxăшла пуçланă; йăлăнса, тарxасласа, йунлă тар йуxатђен Атте Турра кĕл-тунă. Çавăн ђуxне ангел пырса Ăна питĕлентерĕ. Çав вăxăтра Іисус Xристос патне, Геѳсиманія сатне Іудейсем сăнăсем, xĕçсем, ђукмарсемпелен пынă та Іуда кăтартнă тăрăx Іисус Xристоса тытса пуп пуçлăxĕсем патне исе кайнă. Апостолсем xăраса тарнă. Пуп пуçлăxĕсем Ун çине суйа свитеттĕлсене ђăн мар ĕç кăтартса калаттарсан та пĕр айăпне те тупайман, çапаx та Іисус Xристоса, вилĕме тивĕçлĕ тесе Ăна питĕнђен çупкаласа, мăшкăл сăмаx каласа xурланă. Ирxĕне Пилат патне илсе пынă. Пилат Рим патши тÿри пулнă. Вăл Іисусăн айăпне тупман, çавăмпа Ăна йамалла пулнă. Пуçлăx пупсем Іисуса вĕлерме пар тесе xалăxсене ыйтма xĕтĕртнĕ (xĕтĕxленĕ). Пилат вара Іисуса вĕсенĕн аллине параймасăр xăварайман та xалăx умĕнђе «ку айăпсăр çынна вĕлерме еп xутăшмастăп, манăн айăпăм ан пултăр, унăн йунĕ xăртан ыйтăнтăр» тесе аллине çунă. Унтан вара Іисус Xристоса Іудейсене xăйсен аллине панă. Іудейсем Іисуса Голгоѳа тăвĕ çине илсе кайнă та икĕ вăрă-xураx çын xушшине тăранă xрес çумне тимĕр пăтапа çапса xунă. Çав икĕ усал çынтан пĕри каланă: «Xу Турă пулсан пире те xăна та çак xресрен çăл» тенĕ. Тепĕри ăна xирĕç каланă: «мĕшĕн есĕ мăшкăллатăн, пире çапла асапланма кирлĕ, Унăн, вĕт, нимĕскер айăпĕ те çук» тенĕ; унтан вара çылăxĕсенђен ÿкĕнсе Іисус Xристоса каланă: «Ей Турă, Xу патшалăxна кĕрсен, асна ил мана» тенĕ. Іисус Xристос сăмаx тавăрса каланă ăна: «пайанаx Манпалан пĕрле Райра пулăн» тенĕ. Xрес çумĕнђе асапланса тăнă ђуx, Іисус Xристос Xăй тăшманĕсемшĕн кĕл-тунă, таса Амăшин ђĕрине xуйxăран лăплантарасшăн, Іоанн апостол çине кăтартса каланă Ăна: «ак ку Санăн ывăлу» тенĕ; унтан вара Іоанн апостола «ак ку санăн аннÿ» тенĕ. Іисус Xристос асапланнă ђуx xĕвеле тĕттĕм xупланă, çĕр ђĕтресе кисреннĕ, ђулсем çурăлнă, нумай вилнĕ çынсем ђĕрĕлсе тăрса Іерусалимри çынсене нумайĕшне курăнкаланă. Унтан вара Іисус Xристос «пур тăвас ĕçе туса пĕтертĕм ĕнтĕ» тесе Xăй Ашшĕне ђунне панă.
Іисус Xристос ÿт-пĕвĕне пытарни.
Іисус Xристоса xрес çумне пăтапа çапсассăн, Вăл вара тутар ерни кун каç, шăмат куна xирĕç, вилнĕ. Пĕр Іосиф йатлă тÿрĕ çын Аримафей йатлă йалтан Іерусалиме пырса пурăннă; вăл ĕлĕк, çĕрле, уллаx çĕрте Іисус Xристос патне пырса, Унăн сăмаxне итленĕ. Çав çын Іисус Xристосăн ÿт-пĕвĕне xрес çинђен илсе пытарма Пилатран ыйтнă, Іосифăн xăйĕн йывăç паxђинђе ђул тăвĕ ăшĕнђе вилĕ xумашкăн çĕнĕ шăтăк касса туни пулнă; вăл Никодим йатлă çынпа Іисус Xристосăн ÿт-пĕвĕне xрес çинђен илсе, таса пирпе ђĕркесе çав шăтăка пытарнă. Іудейсем Пилатран xуралçăсем ыйтса илнĕ те Іисус Xристоса пытарнă шăтăка ђулпа xупласа пиђетленĕ, ун умне вара çав xуралçăсене тăратнă.
Іисус Xристос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăни.
Ђĕрĕлнĕ кун ирxĕне çурăм-пуçĕ палăрнă вăxăтра, таса пурăнăçлă xĕр-арăмсем Іисус Xристосăн ÿтпĕвĕне ырă шăршăлă çупалан сĕрес тесе пытарнă шăтăк патне пынă; Іисус Xристоса пытарнă вăxăта вĕсем ĕлкĕреймен. Пырса пăxсассăн, Xристоса пытарнă вырăн уçă пулнă, Xристос ÿт-пĕвĕ те унта пулман, Ăна ђĕркесе вырттарнă пирĕ анђаx йулнă; çавăлте вĕсене ангел курăнса каланă: «вĕлернĕ Іисус вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрса кунтан туxрĕ» тенĕ.
Ђĕрĕлсе тăрсан, Іисус Xристос тĕрлĕ вăxăтра нумай çынсене курăннă: ђăн пирвай çав ырă шăршăлă çу илсе пыракан xĕр-арăмсене курăннă. Унтан вара Апостолсене нумай xут курăнса, Xăй Турăпа çынне пĕлтернĕ вĕсене. Ѳома апостол Xристос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăнине ĕненмен. Xристос Xăйĕн суранĕсене унăн пурнине тивертсе пăxтарса ĕнентернĕ ăна. Іисус Xристос ђĕрĕлсен xĕрĕx кунђђен Апостолсене нумай xут курăннă. Вĕсемпе Çÿлти патшалăxра мĕн пулассине калаçнă; тата «сирĕн çине Святтой Сывлăш анĕ» тесе вĕсене сăмаx панă; унтан вăра çĕрти xалăxсем патне кайса Евангеліе сăмаxĕсене вĕрентсе çÿреме xушнă вĕсене. Ăна ĕненнĕ çынсене Атте Турă, Ывăл Турă, Святтой Сывлăш Турă йађĕпе тесе тĕне кÿртме xушнă.
Іисус Xристос çÿлĕ, пĕлĕт çине улăxни.
Іисус Xристос Xăй ђĕрĕлнĕ кунтан вара xĕрĕxмĕш кунта (xĕрĕx кунтан) Апостолсене илсе Іерусалимрен туxнă та, Елеон тийекен ту (сăрт) çине xăпарнă, çавăлте вĕсене пилленĕ те вĕсен куç умĕнђеx çÿле улăxса кайнă вара. Çав сеxетреx ангелсем Апостолсем патне пырса каланă: «Есир xалĕ Xристос çÿле йепле улăxса кайнине куртăр ĕнтĕ, çÿлтен те çакăн пекеx çĕр çине килĕ Вăл» тенĕ.
Апостолсем çине Святтой Сывлăш анни.
Іисус Xристос çÿле улăxса кайсан, Апостолсем Іерусалиме тавăрăннă та пур те пĕр пÿрте пуxăнса, пĕрле кĕл-туса Святтой Сывлăш анасса кĕтсе тăнă; Іисус Xристос ђĕрĕлсе тăнă кунтан кайран аллăмăш кунта (аллă кунтан) ирxĕне сасартăк çÿлтен пит xытă тăвăл пек шавласа сасă килнĕ: çавăн ђуx вĕсене, кашни апостола вут ђĕлxе аннă. Апостолсем Святтой Сывлăшпа тулса пĕр те вĕренмен, пĕлмен ђĕлxепе калаçа пуçланă. Çавна курса, Іерусалиме пуxăннă xалăxсенĕн ăсĕсем кайнă. Çавăн ђуxне Петр апостол Xристос çинђен каласа тăнлантарсан, çав кунаx Xристоса ĕненсе виçĕ пин çын ђăн тĕне кĕнĕ. Ĕненмен Іудейсем Xристос тĕнĕ ан сарăлтăр тесе, малтан Апостолсене xĕсĕрленĕ, унтан вара Іерусалимре Xристосăн ђăн тĕнне тытакан урăx çынсене те усал тунă. Апостолсене те ытти Xростоса ĕненнĕ çынсене те тĕрмене xупса, xĕнесе суранлантарнă, тата вĕлерме те пуçланă вĕсене; ђăн малтан Стефан т̌иаккăна ђулпа пере, пере вĕлернĕ.
Турă еврейсенĕн усаллăxне Xристос тĕнĕшĕн ырăлăxа çавăрнă. Xристоса ĕненекен çынсене Ăна ĕненмен çынсем xĕсĕрле пуçласан, вĕсем Іерусалимрен тарса тĕрлĕ çĕре саланнă, çав вăxăтран вара вĕсем Xристос тĕнне тĕрлĕ çĕре сарăлтарнă.
Xристос тĕнне тытакансене усаллăx тăвакансем; xушшĕнђе ђăн усалли Савл йатлă çын пулнă. Пĕр вăxăтра вăл Дамаск йатлă xулана ђăн тĕне тытакансене xĕсĕрлеме пынă ђуx, сасартăк пĕлĕт уçăлнă та, çав сеxетреx Іисус Xристос курăнса каланă ăна: «ей Савл, Савл, мĕшĕн есĕ Мана xăвалатăн?» тенĕ. Çапла курăнса Турă Іисус Xристос Савла Xăне ĕнентерсе апостол тунă. Унтан вара Савл Павел йатлă пулнă. Сав вăxăтран вара Павел апостол Xристос тĕнне тăрăшса, калаçса çÿресе пит нумай çĕре сарăлтарнă. Xристос тĕнĕ сарăлнă ђуxне, Апостолсем тĕне кĕнĕ çынсене пур xулара та xăйсем умне пуxса, вĕсем xушшĕнђен лайăx çынсене суйласа илсе, вĕсем çине xăйсем аллисене xурса, вĕсене арxiерейе, священнике, т̌иаккăна лартнă.
Xристос тĕнĕ Апостолсенђен кайран сарăлнă.
Xристос тĕнĕ пур çĕре те ђас сарăлнă. Нумай çĕрте Іудейсем, суйа тĕн тытакансем Xристос тĕнне тытакансене кураймасăр пит асаплантарнă. Рим патши Константин ĕлĕк xăй суйа тĕнлĕ пулнă. Пĕр вăxăтра вăл пĕлĕтре xрес пек пуxăннă çăлтăрсем курнă та çав вăxăтран вара Xристоса ĕненнĕ; унтан вара Xристос тĕнне тытакансене тăнăçлăx панă, кайран xăй те ђăн тĕне кĕнĕ. Çав патша çĕнĕ хула тума пуçлаттарнă вара, унта патша вырăнне куçарса, ăна xăй йађĕпе Константинополь тесе каланă. Константинополь тени Константин хули тенĕ сăмаx. Константинопольрен Xристос тĕнĕ вырăса килнĕ, вырăссенђен пирĕн ђăвашсене те килнĕ вара. Вырăс халăxĕ ĕлĕк ђăн Турра пĕлмен, мĕн ăса килнĕ, çавна пуççапса тăнă. Xристос çуралсан кайран тăxăр çĕр аллă çиђђĕмĕш çулти вырăс патшийĕн арăмĕ Ольга Кiеврен Константинополь xулине пырса Xристос тĕнне кĕнĕ. Çав вăxăтран вара вăтăр пĕр çул иртсессĕн, Ольга ывăлĕн ывăлĕ Владимір вырăс патшине ларнă. Вăл малтан суйа тĕнпе пурăннă, кайран вара ђăн тĕн çинђен шуxăшла пуçланă. Вăл вунă ăслă ватă çын суйласа илсе, вĕсене тĕрлĕ çĕре йарса, тĕрлĕ тĕнсене сăнаттарма xушнă. Пур тĕнсене те сăнаттарса пăxсан, Xристос тĕнĕ ђăнне пĕлсен, çав тĕне Владимір xăй те унăн xалăxĕ те кĕнĕ. Xристос тĕнĕ вырăс çĕрĕнђе çав вăxăтранпа xалĕ те тăрат̌. Xристос çуралсан вара пин те пиллĕк çĕр аллă икĕ çул иртсен, Xусан xулине вырăс патши Іоанн Васильевич илнĕ. Вăл Xусана илсен, унти тĕнсĕр xалăxсем çутăлтђăр тесе виçĕ лайăx çынна Гуріе, Варсонофiе, Германа суйласа илнĕ те вĕсене Мускавран Xусана йанă. Виçĕшĕ те вĕсем таса, святтой пулнă. Çав çынсем Xусанта тăрса ђăвашсене, çармăссене, ытти çынсене те Xристос тĕнне пĕлтернĕ. Пĕлсессĕн, нумай ђăвашсем Xристос тĕнне кĕнĕ. Çапла пирĕн асаттемĕрсем те авалтан Çăлакан Xристоса ĕненсе тăнă; вĕсем пурăннă вăxăтра Турă кĕнекинђи сăмаxсене ђăваш ђĕлxи çине куçаракан пулман анђаx; çавăмпа тăват xăлăxĕ xăй тĕнне xăй пĕлмесĕр тăнă. Ку тăруçăн Турă çыруне ђăваш ђĕлxи çине куçарма пуçланă, çав куçарнине вуласа епир, ђăвашсем, ђăн çутта xалĕ тин кура пуçларăмăр, çав ђăн çутăран xамăр тĕне пĕле пуçларăмăр. Ку пирĕн тĕн çĕнĕ тĕн мар, вăл авалтанаx пулнă; авалтанаx пирĕн атте Адам, Ной, Авраам, Исаак, Іаков, ытти таса çынсем те, пур те Çăлакан килессе ĕненсе килнĕ. Тĕрлĕ вăxăтра тĕрлĕ пророксем пĕрин xыçĕнђен пĕри Вăл килессине малтан каласа пĕлтернĕ. Çав пире Çăлакан, Іисус Xристос, çĕре килсе ђăн тĕне пĕлтернĕ. Ђăн тĕн Іисус Xристосăн вăл пĕр анђаx. Xристос тĕнне тытман çын Райа кĕреймĕ, леш çĕрте ăна ырă пулмĕ тесе каланă Турă.
Турă тĕнђене пултарсан Іисус Xристос çуралитђен пиллĕк пин те пиллĕкçĕр сакăр (5508) çул иртнĕ. Адам атте тăxăр çĕр вăтăр (930) çул пурăнса вилнĕ. Адамăн пĕр лайăx ывăлĕ Сиѳ йатлă пулнă; Сиѳ ăрăвĕнђен Ной çуралнă. Çав Ной ултă çĕр çул пурăнсан, пĕтĕм çĕр çине шыв тулнă. Çĕр çине шыв тулитђен тĕнђе пулсан икĕ пин те ик çĕр утмăл икĕ (2262) çул иртнĕ, унтан вара Іисус Xристос çуралитђен виçĕ пин те ик çĕр xĕрĕx ултă (3246) çул иртнĕ. Нойăн пĕр лайăx ывăлĕ Сим йатлă пулнă, Сим ăрăвĕнђен Авраам çуралнă. Çав Авраама, Іисус Xристос çуралитђен икĕ пин те вăтăр тăxăр (2039) çултан ĕлĕк, Турă вăл çуралнă çĕртен Xанаан çĕрне куçарнă. Авраамран Исăак çуралнă, Исаакран Іаков çуралнă, çав Іаков Іисус Xристос çуралитђен пин те çăкăр çĕр çирĕм тăват (1824) çултăн ĕлĕк Египет çĕрне куçнă. Моисей пророк Іисус Xристос çуралитђен пин те ултă çĕр тăxăр (1609) çултан ĕлĕк Еврей xалăxне Египет çĕрĕнђен кăларнă та Синай тийекен ту çинђе Турă панă саккона Еврей xалăxĕшĕн илнĕ. Давит патша Іисус Xристос çуралитђен пин те çирĕм (1020) çултан ĕлĕк вилнĕ. Еврей xалăxĕ Іисус Xристос çуралитђен пиллĕк çĕр те сакăр-вунă çăкăр (588) çултан ĕлĕк тыткăн пулса Вавилона куçăннă. Вавилона еврейсем тыткăнра çитмĕл çул пурăннă. Çав çитмĕл çул пртитђен виçĕ вĕренекен ађасене Ананиве, Азарине, Мисаила вĕри xутнă кăмакана xупса xунă; çав вĕри кăмакана xупнă пулсан та, çапаx вĕсем Турра шанса кĕл-туса кăмăкаран ĕлĕкxим пекеx сываx туxнă.
КАТИХИЗИС.
[edit]Катихизис тени тĕне вĕрентекен тенĕ сăмаx.
Xристос тĕнĕ мĕне вĕрентет?
Ђăн Турра пĕлме, ђăн Турра пуççапма вĕрентет, унтан тата ĕмĕр ырăлăx тăвакан Турра йурăxлă (йураллă) пурăнăçа тытса тăма вĕрентет пире. Çавсене пурне те Турă кĕнекинђе çырнă, унтан тата кĕскереx Символра çырнă, Турă кĕллинђе те, Турă сапповеђĕсенђе те çырнă. Символ Турра йепле ĕненессине пĕлтерет, Турă кĕлли йепле кĕл-тăвассине пĕлтерет, Туррăн вунă сапповеђĕсем Турра йурăxлă ĕç ĕçлессине пĕлтереççĕ.
Символ.
- Ĕненетĕп пĕр Турра Аттене, Вăл пурне те тытса тăракан тесе; пĕлĕте, çĕре, курăнаканипе курăнманнине, пурне те Вăл пултарнă тесе.
- Тата пĕр Турра Іисус Xристоса ĕненетĕп, Вăл Туррăн пĕр пĕтђен çуралнă Ывăлĕ тесе, пур вăxăтран ĕлĕк çутăран çутă туxнă пек Ашшĕнђен çуралнă тесе, ђăн Турăран çуралнă ђăн Турă тесе, Вăл пултарса пулман, çуралнă, Ашшĕпе пĕреx, пурне те Вăл туса пултарнă тесе.
- Вăл пире, етемсене, çăласшăн, çÿлтен анса Святтой Сывлăш xăвађĕпе Марія Xĕртен ÿтленсе çын пулнă тесе.
- Понтій Пилат пурăннă вăxăтра Ăна пiрĕншĕн xрес çумне пăталаса, асаплантарса вĕлерсе пытарнă тесе.
- Турă кенекинђе çырнă пек Вăл виççĕмĕш кунта вилĕмрен ђĕрĕлсе тăнă тесе.
- Вăл пĕлĕт çине улăxса Ашшĕйĕн сылтăм йенне ларнă тесе.
- Вăл ђĕррисене те, вилнисене те сут туса ÿйăрма аслăлăxĕпе тата килмелле, Унăн патшалăxĕ ниxăçан та пĕтмелле мар тесе.
- Тата Святтой Сывлăша ĕненетĕп, Вăл ђĕрĕлĕx паракан Турă тесе; Вăл Ашшĕнђен туxат̌, Ăна Ашшĕпе Ывăлĕпе пĕрле муxтаса пуççапмалла, пророксем урлă Вăл каланă тесе.
- Ђиркĕве ĕненетĕп, вăл пĕрре, Святтой таса тесе, пĕтĕм çĕр çинте пĕрре анђаx, Вăл Апостолсенĕн тесе.
- Çылăxа каçарасшăн пĕрре анђаx шыва кĕмеллине пĕлетĕп.
- Вилнĕ çынсем ђĕрĕлсе тăрассисемпе
- Пулас вăxăтăн ђĕрĕлĕxне кĕтсе тăратăп. Амин.
Символ ђăн пирвай мĕне пĕлтерет?
Ђăн пирвай виç-ипостаçлĕ пĕр Турра пĕлтерет, унтан вара ђиркĕвĕн пире çăлакан таинствосемпе вилнĕ çынсем ÿђĕсемпе ђĕрĕлсе тăрсан вĕсем ĕмĕр тăрассине пĕлтерет.
Символ Турра йепле тесе пĕлтерет?
Турă пĕрре, Xăй виç-ипостаçлĕ; Унăн ипостаçĕсем Атте Турă, Ывăл Турă, Святтой Сывлăш Турă; апла пулсан та Турă виççĕ мар, пĕрре анђаx, Унсăр пуçне урăx турă çук. Турă йаланлаx пур, Вăл ĕлĕкремпеx, ĕмĕр ĕмĕреx кирек xăçан та пулнă, Унăн ĕмĕрĕ ниxăçан та пĕтмелле мар. Турă сывлăш, Унăн ÿђĕ çук, Вăл вилĕмсĕр; Вăл тÿрĕ сут тăват̌; Вăл ырăлăxлă; Вăл пĕлменни çук: пурне те курат̌, пурне те илтет, пурне те пĕлет; çын xăй ăшĕнђе мĕн шуxăшланине те Вăл пĕлет. Турă пур çĕрте те пур. Пĕлĕте, çĕре, çынна, епир кураканине, епир курайманнине те пурне те Вăл пултарнă; тĕнђери мĕн пур йапаласене, пурне те Вăл Xăй xăвађĕпе, Xăй ирĕкĕпе тытса тăрат̌. Символ Турра çапла пĕлтерет.
Турра çапла ĕненсессĕн, xу кирек мĕн тусан та йур-и?
Çук, йурамĕ. Аван ĕç тумасăр есĕ ĕненни вилĕ пек усăсăр, пайтасăр. Турра йепле ĕненетĕн, çавна килĕшлĕ ĕç туса пурăнма кирлĕ. Турă тÿрĕ сут тунине пĕлсен, пирĕн те çылăxа кĕрес мар, çылăxран сыxланăр Турă ырăлăxлă пулсан, Вăл Xăй ырăлăxĕпе манăн çылăxа каçарĕ тесе, манăн Унăн çулĕ çине тавăрăнасшăн ĕмĕтленсе çылăxсене калама кирлĕ. Турă пур çĕрте те пулсан, пурне те пĕлсен, манăн та усал ĕç тума мар, усал шуxăшран та сыxланма кирлĕ, йалан таса кăмăлпа Турра парăнса тăма кирлĕ.
Çылăx тени мĕн вăл?
Çылăx тени Турă xушнинђен иртни вăл.
Пирвайxи çынна Адама çылăxа кĕнĕшĕн Турă мĕн асап кăтартнă?
Пирвайxи çынна çиленсе, Турă ун çине ђирпе вилĕм йанă. Пирвайxи çын Турă каланă сăмаxран иртмен пулсан, ĕмĕр ырăлăxра тăрса, вилмелле мар пулат̌-ђĕ. Пирвайxи çын шуйттанăн сăмаxне итлесе çылăxа кĕрсен, епир xалĕ пурсăмăр та, çав çылăxлă çурăлса, ђирлесе вилетпĕр.
Туррăн иккĕмĕш ипостаçне символ йепле пĕлтерет?
Туррăн иккĕмĕш ипостаçĕ Унăн пĕр пĕђђен çуралнă Ывăлĕ, пире Çăлакан Іисус Xристос. Унăн турăлăxĕ Атте Турă турăлăxĕпе пĕр. Вăл Атте Турăран пур ĕмĕртен малтан çуралнă; Вăл пире çылăxлăскерсене xĕрxенсе çÿлтен анса, çĕр çинђе айăпсăр таса Марія Xĕртен Святтой Сывлăш xăвађĕпе çурăлса çын пулнă; Вăл пире ђăн Турра пĕлме вĕрентнĕ, пире ĕлĕкренеx килнĕ çылăxран та ытти çылăxсенђен те тасатасшăн, Атте Турăпа килĕштересшĕн xрес çумĕнђе xурăлăx курса асапланса вилнĕ, виççĕмĕш кунта ђĕрĕлнĕ, унтан вара ÿђĕпе çÿле, пĕлĕт çине улăxнă. Вăл пĕлĕтрен тата аслăлăxĕпе килсе ђĕррисене те вилнисене те сут туса уйăрĕ.
Пире Çăлакан çĕре килсе асапланса вилни мĕне вĕрентет?
Турра савса, Ăна тавтапуç (раxмат) каламашкăн, усаллăxа пăраxса, лайăxа тумашкăн вĕрентет. Турă мана xĕрxенсе Xăй ирĕкĕпе маншăншăн асапланса вилсен, епĕ Турра пур йапаларан ытлараx савмасан, Ăна йурăxлă пулма тăрăшмасан айвантан та ăссăр пулăп.
Туррăн виççĕмĕш ипостаçне символ йепле пĕлтерет?
Туррăн виçĕмĕш ипостаçĕ Турă Святтой Сывлăшĕ. Вăл Атте Турăран туxат̌, Атте Турăпа, Ывăл Турăпа ђунлисене пурне те ђĕрĕ ђăват̌, çынсенĕн ђунĕсене сăваплă пурăнăçа xăват Вăл парат̌. Святтой Сывлăша Атте Турăпа, Ывăл Турăпа пĕрле Турă тесе xисеплесе аслăлатса парăнса тăма кирлĕ. Пророксем те, Апостолсем те калаçни, çырни, пур те Святтой Сывлăш xăвађĕпе пулнă.
Ђиркÿ тени мĕн сăмаx вăл?
Вырăсла ђиркÿ тенĕ сăмаx иккĕлĕ. Ђăн пирвай кĕлĕ пÿртне ђиркÿ тесе калаççĕ. Тата пур çĕр çинђи тĕрлĕ xалăxсене те, Xристос тĕнне тĕрĕс тытса тăрăкансене, пур те пĕр йыш пек пулнине кура, ђиркÿ тесе калаççĕ. Ђиркÿ пуçлăxĕ Іисус Xристос Xăй; арxiерейсем, священиксем Турă xунă Кĕтÿçĕсем, вĕсем ђăн тĕне вĕрентекенсем. Символри ђиркÿ çакă.
Ђиркĕве символ йепле пĕлтерет?
Ђиркÿ святтой таса тесе, çынсем мĕн тĕрлĕ çĕрте тăрсан та Вăл пĕтĕм тĕнђере пĕрре анђаx тесе; апостолсенђен вара ку саманађђен, ку саманаран та тĕнђе пĕтетђен вăл çĕнĕлмесĕр, пĕтмесĕр тăрĕ. Çавна кура ђиркĕве xисепле, унăн сăмаxне итле, унтан ан уйăрăл.
Ђиркÿнĕн миçе таинство пур?
Çиђђĕ: (крещеніе) шыва кĕни; (миропомазаніе) миро çăвĕ сĕрни; (причащеніе) тарра еçни; (покаяніе) çылăx каласа ÿкĕнни, (священство) священнике xуни; (бракъ) венђет туни; (елеосвященіе) ђирлĕ çынна çăмăллантармалли çупа сĕрни.
Шыва кĕрсен мĕн пулат̌?
Ашшĕ, Ывăлĕ, Святтой Сывлăшĕ йађĕпе тесе шыва кĕнĕ çын Турă тивлеђĕпе çылăxран тасалса Турăран тĕрĕлĕx илет.
Шыва кĕнĕ ђуx йепле пурăнăпăр тесе Турра асăнатпăр? Епир xамăр шыва кĕрсе çылăxран тасалса туxнă пек, айăпсăр, таса пурăнăпăр тесе ђиркÿ умĕнђе Турра асăнатпăр.
Миро çăвĕпе сĕрсен мĕн пулат?
Шыва кĕнĕ çыннăн ÿт-пĕвĕне миро çăвĕпе сĕрсен, ăна Святтой Сывлăшăн xăвађĕ парăнат̌.
Тарра ĕçсен çынна мĕн пулат̌?
Тарра ĕçнĕ ђуx тĕне кĕнĕ çын, çылăxĕсене каçарса, пĕтми ђĕрĕлĕx илесшĕн, ђиркÿ ереxxипе çăкăр сыпса илсен, Іисус Xристосăн ÿтне, йунне сыпса илни пулат̌.
Тарра мĕн тесе ĕçетĕн?
Іисус Xристоспа xутшăнма тесе, Xристос тĕнĕ тăрăx таса тăрса Унпа пĕтни ђĕрĕлĕxĕн пайне кĕрем тесе, Унтан çĕнĕ вăй, çĕнĕ xăват илем тесе тарри ĕçетĕп.
Çылăx каласан мĕн пулат̌?
Çылăxа кĕнине ÿкĕнсе çылăxсене каланă ђуне, усал ĕçĕмсене пăраxса, аван тăма тăрăшăп тесе асăннă çынна священник урлă Турă унăн çылăxсене каçарат̌.
Çынна мĕшĕн священнике лартаççĕ?
Архіерей суйласа илнĕ çын çине аллине xурсассăн, ăна таинствосене тума xăват парăнат̌.
Венђет туни мĕскер вăл?
Венђет тунă тăрăx кађђăпа xĕр xăйсемпе xăйсем кунсан, священникпе ђиркÿ умĕнђе пĕр-пĕрĕмĕре савăпăр, вырăна таса тытса тăрăпăр тесе асăнса каласан, вĕсене арлă-арăмлă xутшăнса пурăнмашкăн Турăран пеxxиллĕx парăнат̌; тата вĕсем çине, венђет тунă ђуx, пĕр ђĕрĕлĕ пурăнса ађасем çуратмашкăн, Турă сакконне вĕрентсе вĕсене ÿстермешкĕн Турăран ырăлăx ыйтăнат̌.
Йывăр ђирленĕ çынна мĕшĕн çăмăллантаракан çуна сĕреççĕ?
Ђирленĕ çынна кĕл-тунă çуна сĕрсен, ăна Турăран сывлăx ыйтăнат̌, унăн çылăxĕсем те каçарăнаççĕ.
Вилнĕ çынсем xăйсем ÿђĕсемпе ђĕрĕлсе тăрсан ĕмĕр пурăнассине символ йепле пĕлтерет?
Вилнĕ çынсем ђĕрĕлĕç, пурин те вĕсенĕн ÿђĕсем xăйсем ђунĕсемпе xутшăнса ђĕрĕлсе тăрсан, ниxăçан та вĕсем вара вилмĕç. Унтан вара Іисус Xристос килсе сут туса уйăрĕ, сăваплă çынсем Райа кĕрсе ангелсем пек Турра курса, Ăна муxтаса ĕмĕр ырăлăxра тăрĕç, çылăxлисем тамăкра çунса ĕмĕр асапланĕç.
Турă кĕлли.
Аван тăрса Турра йурăxлă пулам тенĕ çынна мĕн кирлĕ?
Турăран xăват кирлĕ. Вăл xăват Турра ĕненсе кĕл-тусан Унтан тупăнат̌.
Кĕлĕ мĕскер вăл?
Турра кăмăлна çĕклесе, Унтан xăна кирлĕ йапаласене ыйтни вăл.
Йепле кĕлĕ кĕл-тума вĕрентет?
Пирĕн Турă Іисус Xристос Апостолсене каласа панă кĕлĕ: «Ей çÿлти Аттемĕр! 1. Санăн йатă xисеплентĕр. 2. Санăн патшалăxă килтĕр. 3. Санăн ирĕкĕ çĕр çинђе те çÿлти пекеx пултăр. 4. Пайан пурăнмалăx çăкăр пар пире. 5. Епир xамăра парăмлă пулнисене каçарнă пек пирĕн парăмсене каçар пире. 6. Çылăxа ан кÿрт пире, 7. Усалтан та xăтар пире. Санăн патшалăxă, xăватă, аслăлăxă ĕмĕртен ĕмĕре. Амин».
Çак кĕллĕн пуçĕнђе Іисус Xристос мĕншĕн Турра çÿлти Аттемĕр тесе калама xушнă?
Кĕл-тунă ђуне Турă умĕнђе ђура пек xăраса тăритђен ытлараx савса, ĕмĕтленее, ашшĕ умĕнђе ађи тăнă пек тăтђăр тесе, çавăншăн çапла калама xушнă.
Турă кĕллинђе миçе çăмăл (ыйтамлăx, ыйтни) пур?
Çиђђĕ. Малтан пĕр Туррăн йатне кăмăлăмăрта аслăлатса тытма, ђĕлxемĕрпе муxтанă, аван ĕçĕмĕрпе, лайăx пурăнăçăмăрпа çынсем xушшинђе Ăна муxтавлă тума Унтан xăват ыйтатăр.
Иккĕмĕш çăмăлта: Çылăx пире çĕнсе ан тăтăр, пире Турă Сывлăшĕ çÿреттĕр тесе ыйтатăр.
Виççĕмĕш çăмăлта: Турă пире Xăй ирĕкĕпе кирек йепле тытса тăтăр, çÿлти ангелсем пек епир çĕртисем те Xăй xушнине ĕçлесе тăрас-ђĕ тесе ыйтатăр.
Тăваттăмăш çăмăлта: Çиме, тумтир, çĕр, пурăнма кирлĕ йапалана, пурне те пире пар тесе ыйтатпăр.
Пиллĕкмĕш çăмăлта: Пире усал тунисене xамăр каçарнă пек, пирĕн çылăxсене Турăран каçар тесе ыйтатпăр. Çапла вара епир çынсене каçармасан, Турă та пире каçăрмĕ.
Улттăмăш çăмăлта: Пире улталаса, асăxтарса çылăxа кÿртме шуйттана ирĕк ан пар тесе ыйтатпăр.
Çиђђĕмĕш çăмăлта: Пире асапран, усалтан сыxла тесе ыйтатпăр.
Турă кĕллин йулашкине мĕн сăмаx пур?
Турра муxтанă сăмаx пур, Туррăн пĕтни патшалăxпе, xăватне, аслăлăxне аса илсе каласан, Xăнђе тĕрлĕ ырăлăx пурне кура, кирек мĕн тума та xăватлă Турă епир ыйтнă йапаласене парĕ тесе ытлараx ĕмĕтленетпĕр.
Турă сапповеђĕсем.
Пире йепле пурăнма кирлĕне ăçтан пĕлмелле?
Турă каласа панă вунă сапповетсенђен.
- Çав вунă сапповетсене пĕрерĕн пĕрерĕн каласа кăтарт-xа!
Санăн Турру Епĕ, Манран пуçне санăн урăx турру ан пултăр.
- Çÿлте пĕлĕт çинђе, айалта çĕр çинђе, шывра çĕр айĕнђе те мĕскер пур, вĕсене пĕрне те кĕлетне туса, ĕненсе ан пуççап.
- Турă йатне кăлăx, вăxăтсăр ан асăн.
- Ерне кун (ђĕрĕлнĕ кун) кĕлĕ кунĕ тума ан май; ултă кунђђен xăвăн мĕн пур ĕçĕсене ĕçле, сиђђĕмеш кун (ђĕрĕлнĕ кун) xу Туррушăн пултăр.
- Аçăна, анĕне xисепле, xăнаx аван пулĕ, ку çĕрте ĕмĕрÿ вăрăм килĕ.
- Çынна ан вĕлер.
- Йасара ан çÿре.
- Ан вăрла.
- Çын çинђен суйа суйса ан кăтарт.
- Çын арăмне, çын кил-çуртне, çĕрне, тарçине, вăкăрне, ашакне, выљăx- ђĕрлĕxне, çыннăнне ни мĕскерне те ан сăxлан, ку мана пулин-ђĕ тесе ан шуxăшла.
Çак сапповетсемпе Турă мĕн ĕç тума xушат̌?
Малтанxи тăваттă сапповетре Турă Xăне савма xушат̌, йулашки ултă сапповетре çынна савма xушат̌.
Пирвайxи сапповет мĕне вĕрентет?
Пирвайxи сапповет пĕр Турра кăмăлпа пĕлмешкĕн, ђĕлxепе Ăна муxтаса пур йапаларан ытлараx сав- машкăн, Ун çине анђаx шанса тăмашкăн—вĕрентет. Çавна кура Турă çук тесе йе Турă нумай тесе калакана тĕрĕс ăсран йăнăшнă теме тивĕçлĕ. Йумăçа шанма кирлĕ мар, киремете те пуççапма кирлĕ мар, ђăн тĕне xирĕç шуxăшсенђен сыxланса тăма кирлĕ; унтан вара тата xамăр вăйăмăра, мулăмăра, çын вăйне, мулне шанса тăма кирлĕ мар, пĕр Турра анђаx шанса тăма кирлĕ.
Святтой çынсене йепле xисеплеме кирлĕ?
Вĕсем, xăйсем Туррăн ырăлăxне тупсан, пирĕншĕн Турра кĕл-туса тăраççĕ тесе вĕсене xисеплеме кирлĕ; вĕсем йепле лайăx тăни пек, пире те çапла тăма кирлĕ. Вĕсене Турă вырăнне xурса пуççапма кирлĕ мар.
Иккĕмĕш сапповетре Турă мĕн тума xушмаст?
Ђунлă çуралнă йапалана, ђунсăр йăпалана, вĕсем тĕслĕ тунă кĕлеткене те Турă тесе пуççапма xушмаст, тата мула, укçана, тутлă çимĕçе те кăмăла илме xушмаст.
Турăшсене йепле xисеплеме кирлĕ?
Турăша Турă тесе xисеплеме кирлĕ мар; турăш вăл Турă мĕн тунă ĕçе, тата святтой çынсем мĕн тунă ĕçсене, вĕсенĕн кĕлеткисене те кăтартат̌. Турăшсене пăxса, епир Турра, святтой çынсене асăнса пуççапатпăр, çавăншăн турăшсене те тирпейлеме кирлĕ.
Виççĕмĕш сапповетре Турă мĕн тума xушмаст?
Туррăн йатне кăлăxаx, суйаран ђĕлxе çине илсе ан xурăла тет; çавăншăн Турă çинђен, аван ђиркÿ çинђен, Турă патша туса xунă çын çинђен xурăласа кăларсан, Турра асăнса тупа тунă сăмаxа пăссан, кăлăx, кирлĕ мар çĕрте тупа тусан, Турра йурăxсăр йапалана Турăран ыйтсан, Турра сăмаx xунине елле пĕреве парас пулнине тумасан, -пит пысăк çылăx пулĕ. Туррăн йатне кĕлĕре, тата кирлĕ çĕрте тупа тунă ђуx анђаx асăнма кирлĕ, унта та пит сыxланса калама кирлĕ.
Тăваттăмăш сапповетре Турă мĕн тума xушат̌?
Ерне кун (ђĕрĕлнĕ кун) праçник кун ĕçе пăраxса кĕлле пыма, тĕн кĕнекисене вулама, тĕне вĕрентнине итлеме xушат̌. Ђĕрĕлнĕ кун, праçник кун, усал ĕç туса, ĕçкĕ ĕçсе тирпейсĕр тума xушмаст.
Пиллĕкмĕш сапповетре Турă мĕн тума xушат̌?
Аçăна, аннĕне xисеплеме, вĕсенĕн сăмаxĕсене итлеме xушат̌. Тата атте пек патшана та xалăxан ашшĕ тесе xисеплеме кирлĕ, ђиркÿ çыннисене, тÿресем, ырра вĕрентекенсене, пире ырăлăx тăвакансене, пиртен аслă çынсене те xисеплеме кирлĕ.
Ашшĕ, амăш xăйсем ађисемпе йепле пурăнма кирлĕ?
Ашшĕпе амăш xăйсенĕн ађисене Турăран xăранă, Турă xушнине тума вĕрентĕр, çамрăк ђуxне ĕç ĕçлеме, кил-çурт пăxма, çынсемпе аван çÿреме вĕрентĕр; усалсемпе тус пулас çĕртен ђартђăр; xăйсем те ађисем куç умĕнђе аскăнлантаракан усал ĕç ан туђђăр, усал сăмаx та ан калаçђăр. Ађисем ĕçе йăнăш тусан, алăлă çапитђен, вĕсене сăмаxпа вĕрентĕр. Ађисем ашшĕсене, амăшĕсене савса, xи- сеплесе, вĕсенĕн сăмаxĕсене итлесе тăтђăр; ашшĕсем, амăшĕсем ватăлсассăн йе çука йулсассăн, вĕсене тăрантарса, тăнăçлантарса тăма кирлĕ, вĕсенђен xăйсем курнă ырăлăxа тивĕçлĕне тавăртђăр.
Кил xуçипе тарçă йепле пурăнма кирлĕ?
Кил xуçи тарçине ашшĕ пек пултăр, тарçи кил xуçийĕн сăмаxне итлетĕр, тума xушнă ĕçсене тăрăшса ĕçлетĕр, аван ĕç туса ăна тирпейлесе тăтăр.
Арлă-арăмлă йепле пурăнма кирлĕ?
Арçын арăмне савса, унпа йĕркелĕ пурăнма кирлĕ, пÿртри ĕçре, ађисене пăxма xăне пулăшакан тетĕр, ăна тарçă вырăнне ан xисеплетĕр; арăмĕне упăшкине савса, xисеплесе, илемлĕxĕпе унăн кăмăлне тупма тивĕçлĕ. Икĕшне те аван тăрса вырăнне таса тытса пăсмасăр сыxлама тевĕçле.
Пĕр-пĕрĕмĕре пире йепле тăма кирлĕ?
Çынна савма кирлĕ, выçса килекене тăрантарма, çарамаса тумлантарма, ђирлесе выртакана пырса пăxма, усал çынна çылăxран ђарма, тĕн пĕлмен çынна тĕне вĕрентнĕ, тивĕçлĕ çĕрте аван ÿкĕт пама, пур çынсемшĕн те кĕл-тума кирлĕ.
Улттăмăш сапповетре Турă мĕн тума xушмаст?
Пĕр-çынна та ĕçне усаллăx ан ту тет, сăмаxпа усал ан кала, пур çынна та пур тĕрлĕ усал ĕçрен ђар тет. Апла пулсан çынна вĕлерсен йе вĕрентсе вĕлерттерсен, йе пĕревĕн çынна вĕлерем тесе йе пĕр-пĕр сийен тăвам тесе çÿренине пĕлсен, çав шуxăшран тепĕреве ђармасан, пысăк çылăxа кĕрĕн; вăрçакан, çапăçакан çынна курсан ђар; çын килĕ- çурђĕ çуннине курсан сÿнтер; çук çынна, ђирлĕ çынна пулăш тет. Çав сапповетре Турă тата xăна xу вĕлерме xушмаст; çынна xăй сывлăxне пит тирпейлесе, сыxласа тăма кирлĕ, Турă панă сывлăxа усрама, xăна xу таса тытса пурăнма кирлĕ.
Çиђђĕмĕш сапповетре Турă мĕн тума xушмаст?
Йасара ан çÿре тет, аскăн ан пул тет; аскăна шуxăшламалла ăсна ан тыт тет, ÿтре пулăнакан усаллăxа ан ту тет. Ĕçсĕр аxаљ выртни, ĕçкĕ ĕçни, намăссăр сăмаxсем калаçни, намăссăр ташлани, усал вăйĕсем, аскăн йурăсем çын кăмăлне йасар йенне парăнтараççĕ, вĕсенђен сыxланма кирлĕ.
Саккăрмăш сапповетре Турă мĕн тума xушмаст?
Ан вăрла тет, çын йапалине пусмăрласа ан ил тет, çыннăн çуxалнă йапалине тупсан xуçĕне памасăр ан тыт, вăрă çынна пытарса ан усра, çын пайне, çаранлăxне, паxђине, xу мулăна шанса, ан таптат тет; сутăн илнĕ ђуx ан ултала; тарçу ĕçленĕ xакне ан ђакар; çынсене кивçене укçа парса калле илмелли укçана ÿстерсе ан ил; ђиркÿ xыснинђен, патша xыснинђен, çын xыснинђен те ан вăрла. Çав тăрăx аxаљ çÿрекен, тăрăшса, ĕç ĕçлесе тăма кирлĕ, ĕçлесе тупнă укçа перекетлĕ, унпалан xуçи те, йышĕ те тутă пулат̌, çук çынна пулăшма та вăй çитет.
Тăxăрмăш сапповетре Турă мĕн тума xушмаст?
Çын çине суйа суйса ан кăтарт, ан кала тет, ан тун, çынна xыçĕнђен ан xурăла, ан мăшкăлла, çын каланă сăмаxне ан пăркала тет, суйа пĕр те ан суй, ан ултала тет.
Вуннăмăш сапповетре Турă мĕн тума xушмаст?
Усал ĕç тума мар, усал шуxăш та шуxăшлама xушмаст, —усал шуxăшран усал ĕç пулат̌.
Кирек xăш вăxăтра та йепле пурăнма кирлĕ?
Xристос ђиркĕвĕ йейле xушат̌, çавăн пек пурăнма кирлĕ. Çавăншăн Турра кĕл-тăвăр, ђиркÿ сăмаxне ан пăраxăр; Апостолсенĕн ђиркÿ сыxлакан ђăн тĕне пăсакан çынсем улталасран Турра сыxла тесе кĕл-тăвăр. Çав пăсăк сăмăx кăларакан çынсенђен йе пуш киреметсенђен сыxланса тăма кирлĕ.
Ђăн çутта куртăмăр, çÿлти Сывлăша илтĕмĕр, ђăн тĕне тÿрĕ кÿтĕмĕр, уйăрăлми виç-ипостаçлĕ Турра пуççапатпăр: çав пире Çăлакан. Амин.
ПРЕДУВѢДОМЛЕНІЕ.
[edit]Кто возьметъ па себя трудъ сличить первую, изданную нами на чувашскомъ языкѣ, книгу «Т́ъваш ад́изене с̀ыръва вьренмелли кнеге» со второго, настоящею, тотъ съ перваго же взгляда замѣтитъ большую разницу въ письмѣ однихъ и тѣхъ же словъ. Подобное колебаніе впрочемъ было на первыхъ порахъ и въ извѣстныхъ изданіяхъ Казанской Крещено-Татарской школы. Оно не неизбѣжно въ дѣлѣ новомъ, —каковы переводы на инородческіе языки. Чувашскій народъ не только не создалъ литературы, но даже не употреблялъ своего языка въ обыкновенной перепискѣ и не имѣетъ никакого своего алфавита. Мы приняли для него алфавитъ русскій, давая существующимъ въ чувашскомъ языкѣ звукамъ болѣе или менѣе близко подходящіе знаки русскаго алфавита. При этомъ мы старались съ одной стороны выразить точнѣе и опредѣленнѣе чувашскіе звуки, съ другой стороны огранпчить число знаковъ самымъ необходимымъ количествомъ. Разница между орѳографіей нашей первой книжки и настоящей обусловливается именно этимъ стремленіемъ.
Въ первой книжкѣ мы ввели знаки ъ и ь для обозначенія бѣглыхъ гласныхъ звуковъ. Такое употребленіе этихъ двухъ буквъ нами основано было на ихъ значеніи въ древнемъ славянскомъ языкѣ, гдѣ они были полугласными. Но такъ какъ въ русскомъ языкѣ онѣ потеряли уже всякое звуковое значеніе и составляютъ не болѣе какъ условный знакъ твердаго нлн мягкаго произношенія согласной буквы и ставятся, особенно буква Ъ, почти только на концѣ словъ; то для русскаго глаза, привыкшаго къ мѣсту и употребленію этой буквы, представилось непреодолимою странностью наше употребленіе Ъ и Ь въ значеніи гласныхъ, и притомъ не рѣдко въ началѣ и срединѣ словъ. По этой собственно причинѣ мы рѣшились въ настоящемъ изданіи замѣнить нхъ знаками ă и ĕ, хотя не можемъ не сознаться, что эти знаки, относясь по своему начертанію къ звукамъ а и е, не вполнѣ точно передаютъ генетическую сущность изображенныхъ ими чувашскихъ звуковъ. Можетъ быть, впослѣдствіи приведется и еще измѣнить или дополнить это начертаніе. И такъ чтобы свести къ одному знаменателю знаки Ъ и Ь перваго нашего изданія и ă и е настоящаго, нужно тѣ и другіе произносить какъ можно короче, самымъ бѣглымъ образомъ: тогда съ довольно удовлетворительнымъ приближеніемъ получится настоящій чувашскій звукъ.
Вторая очень распространенная, существенная разница между нашими изданіями состоитъ въ исключеніи изъ алфавита послѣдняго б, г, д, ж, з. Дѣло въ томъ. Въ русскомъ алфавитѣ находятся слѣдующіе совершенно сходственные парные звуки п—б, к—г, т—д, ш—ж, с—з, въ которыхъ однакожъ каждая буква для русскаго языка необходима. Напр. въ русскомъ мы имѣемъ пыль и быль, тѣло и дѣло, сыпь и зыбь, сало и зало, шилъ и жилъ, роса и роза, катилъ и кадилъ, Саша и сажа. Въ чувашскомъ языкѣ подобныхъ звукосочетаній нѣтъ. Если въ вышеприведенныхъ парахъ согласныхъ буквъ назовемъ п, к, т, ш, с твердыми, а б, г, д, ж, з, мягкими, то въ чувашокомъ языкѣ въ началѣ н концѣ слова всегда ставятся твердыя, подобно тому, какъ въ русскомъ языкѣ выговаривается подъ какъ потъ, низъ какъ нисъ и т. д. На оборотъ, между гласными или послѣ плавныхъ согласныхъ, которыя но существу своему мягкія, не можетъ стоять твердая буква, а переходитъ въ соотвѣтственную мягкую. Такъ напримѣръ: русское затылокъ чувашенинъ произнесетъ не иначе какъ садылокъ. Если слово, оканчивающееся на твердую букву, принимаетъ гласное наращеніе пли сопровождается другимъ словомъ, начинающимся съ гласной буквы; въ такомъ случаѣ твердый звукъ измѣняется въ мягкій, напр. турат—турадăм, ђас — ђазаx. Равнымъ образомъ, если слову, начинающемуся съ твердой согласной, предшествуетъ слово, оканчивающееся на гласную, то твердая согласная и въ этомъ случаѣ измѣняется въ мягкую. Напр. пусь (голова), сяра пусь—произносятся какъ сяра бусь. Такимъ образомъ одно и то же слово въ разныхъ положеніяхъ произносится различно: нужно-ли же и писать его различно? Намъ представляется совершенно основательнымъ правило русской орѳографіи, по которой пишется зубъ, а не зупъ и т. п. Съ другой стороны, такъ какъ сродственныя твердыя и мягкія согласныя въ чувашскомъ языкѣ не имѣютъ самостоятельности и опредѣленности значенія, какъ въ русскомъ, а замѣняются одни другими, смотря по положенію, на основаніи строго опредѣленныхъ правилъ; то мы и рѣшились въ настоящемъ нашемъ изданіи устранить совершенно знаки мягкихъ звуковъ, оставивъ ихъ только въ собственныхъ именахъ, въ видахъ сближенія съ русской орѳографіей этихъ именъ. И надѣемся, что такое опущеніе, какъ согласное съ духомъ чувашскаго языка, удержится въ немъ, тѣмъ болѣе, что оно значительно сокращаетъ число буквенныхъ знаковъ н, слѣдовательно, представляетъ удобство для первоначальнаго изученія грамоты чувашскими дѣтьми. И такъ мы предупреждаемъ русскихъ читателей держаться слѣдующаго общаго правила. Между гласными, а равно послѣ плавныхъ согласныхъ (л, м, н, в, р) передъ гласными должно произноситъ п какъ б, к—г, т—д, ш—ж, с—з.
Третья разница: въ первомъ изданіи смягченіе согласной мн обозначали черточкой надъ буквой ̀ или ́ а въ настоящемъ изданіи обозначаемъ это смягченіе хвостикомъ внизу буквы, напр.
т́ъваш — ђăваш, ад́а—ађа, выл̀ъх—выљăx, с̀ьр —çĕр, шал̀з̀а—шаљçа, шънгърд́ъ—шăнкăрђă, и т. д.
Объ удареніи. Мѣсто ударенія въ отдѣльныхъ словахъ въ чувашскомъ языкѣ опредѣляется слѣдующими правилами:
а) Удареніе всегда бываетъ на послѣднемъ слогѣ, когда онъ долгій, т. е. когда въ слово входятъ одни долгія гласныя (а, у, ы, е, и, ÿ), или когда все слово состоитъ изъ короткихъ бѣглыхъ слоговъ, т. е. когда въ него входятъ звуки ă или ĕ, напр. ђака́н, ђăва́ш, лаша́, авта́н, пăта́, кăмрắк, пăтắ, мăкшắ, xăмắш, вăкắр, кĕмĕ́л, шăрђắк шăнкăрђắ.
б) На предпослѣднемъ слогѣ отъ конца, когда послѣдній короткій, а предпослѣдній долгій; напр. çа́рăк, çу́xрăм, ку́пăс, ку́рăк, ка́шăк, ту́тăр, та́нтăш, ту́рăx, су́лă, су́лăн, па́ллă.
в) На третьемъ слогѣ отъ конца, когда два послѣднихъ слога короткіе, а третій отъ конца долгій, напр. ка́лăпăр, та́рăпăр, вĕре́нтĕтпер, та́рçăмăр, пу́çăмăр.
г) На четвертомъ слогѣ отъ конца, когда три послѣднихъ слога короткіе, а четвертый отъ конца долгій, напр. Пу́лăттăмăр, калăттăмăр, вĕре́нĕттĕмер, ви́ççĕмĕшĕ.
Извѣстно раздѣленіе чувашскаго языка на нарѣчія верховое и низовое. Эти нарѣчія въ свою очередь подраздѣляются на различные мѣстные говоры, которые частью обусловливаются сосѣдствомъ. Такъ, въ мѣстностяхъ, гдѣ чуваши живутъ въ сосѣдствѣ съ татарами и усвоили знаніе татарскаго языка, они и въ самый языкъ свой приняли нѣкоторыя татарскія слова, въ другихъ чувашскихъ говорахъ неупотребительныя, напр. чуваши восточпой половины Буинскаго уѣзда употребляютъ въ значеніи только татарскую частицу кăна, а другіе—чисто чувашское анђаx. Чаще разность говоровъ состоитъ въ нѣкоторыхъ оттѣнкахъ произношенія, напр. у въ нѣкоторыхъ мѣстностяхъ болѣе или менѣе приближается къ о долгому. Вообще же не только говоры одного нарѣчія, но даже и сами нарѣчія чувашскія до такой степени близки одно къ другому, что чуваши разныхъ мѣстностей и нарѣчій безъ затрудненія понимаютъ другъ друга. Наши переводы сдѣланы преимущественно по говору восточно-Буинскому. Но въ каждой мѣстности они могутъ быть соглашены съ мѣстнымъ говоромъ, нужно только читать ихъ по мѣстному произношенію, и если встрѣтятся даже нѣкоторыя слова (такихъ словъ впрочемъ весьма мало) въ данной мѣстности не столь употребительныя, то замѣнять таковыя при чтеніи болѣе употребительными мѣстными. Съ такимъ приспособленіемъ наши переводы будутъ совершенно понятны на всемъ обширномъ протяженіи, гдѣ живутъ низовые чуваши, и даже могутъ быть не безполезны и для верховыхъ чувашъ.
Этихъ немногихъ замѣчаній, но нашему мнѣнію, достаточно, чтобы русскій человѣкъ въ самое короткое время могъ научиться читать настоящую книжку настолько удовлетворительно, что чуваши будутъ безъ затрудненія понимать его чтеніе.
Въ инородческнхъ переводахъ во всякомъ случаѣ орѳографія есть дѣло болѣе или менѣе условное; желательно только, чтобы она по возможности точно отвѣчала звуковой системѣ чувашскаго языка, которая играетъ важную роль въ грамматикѣ. Но существенную сторону переводовъ составляетъ самъ языкъ, изложеніе, т. е. такой выборъ словъ и такая ихъ синтастическая постановка, чтобы данный переводъ былъ для чувашъ совершенно понятенъ, интересенъ и назидателенъ. Правильность, опредѣленность, ясность и назидательность особенно необходимы въ книгахъ христіанскаго вѣро- учительнаго содержанія. Какъ въ первомъ, такъ еще болѣе въ настоящемъ изданіи мы употребили всѣ возможные способы, чтобы придать своему изложенію показанныя качества. При новости для чувашскаго языка христіанскихъ вѣроучтельныхъ понятій, особенно догматическихъ, переводъ христіанскихъ книгъ на чувашскій языкъ есть дѣло весьма трудное. Оно можетъ окончательно упрочиться и опредѣлиться тогда уже, когда христіанское ученіе, по крайней мѣрѣ въ своемъ элементарномъ катихизическомъ объемѣ, усвоится массою чувашскаго народа, сроднится съ чувашскою мыслью въ такой же степени, какъ это мы видимъ въ народахъ искони православныхъ.
This work is in the public domain in Russia according to article 6 of Law No. 231-FZ of the Russian Federation of December 18, 2006; the Implementation Act for Book IV of the Civil Code of the Russian Federation:
This work is in the public domain in the United States because it was published before January 1, 1929 (more than 95 years ago). This anonymous or pseudonymous work is also in the public domain in other countries and areas where the copyright term of anonymous or pseudonymous works is 150 years or less since publication. |