Jump to content

Чăваш халăх юрри

From Wikisource
Чăваш халăх юрри (1917)
by Кириллов Тарас Кириллович
337780Чăваш халăх юрри1917Кириллов Тарас Кириллович

Пирĕн Аслă Атăл вăйлă
Шурă Атăлпа пĕрле.
Халăх та унта хăватлă
Пĕр ăспа пĕрлешнипе.

Хамăр чун юратнă çĕршĕн,
Ырă ятшăн тăрăшар;
Хамăр халăха çĕклесшĕн
Пĕр-пĕрне ăс-хал парар.

Эй, çынсем, пурте тапранăр —
Тĕрĕс çул çине тухар.
Халăх хăватне хал парăр —
Пурнăçа ырăлатар.

Пурсăмăр пĕрле тан-харăс
Юнашар утса пырар,
Çынсерен пĕр çутă ĕмĕт
Тĕнчере чипер тытар.

Ырă кун-çулсем курасшăн
Çутă вăйлă ăс шырар,
Тĕттĕмрен çутта тухасшăн
Çутă çул уçса хурар.

Пĕр-пĕрин çине ан тăрăр,
Манăç пултăр çилленни,
Хирĕçес-вăрçас ĕç пĕттĕр —
Çураçтартăр юратни.

Хамăр çĕр çине ан ярăр
Аякри ют-тăшмана.
Халь тесен халь хатĕр тăрăр
Российăшăн пуç хума.

Халăх хушшинчен мухтавлă
Чăвашсем тухса тăрса
Тĕттĕм халăха çĕклеччĕр —
Тĕрĕс çул уçса парса.

Ырă кăмăлпа йăвашлăх
Ĕмĕр тăтăр чăвашра,
Тĕплĕ пурнăçпа пуянлăх
Хăватланччăр ял-йышра.

Халăх сывлăхпа тасалăх
Канлĕ куртăр çĕр çинче.
Тырă-пулă, çумăр, сывлăм
Савăнтартăр пурне те.

Чăвашсем. Пурте пĕрлешĕр —
Тĕрĕкленĕр тĕнчере,
Халăха çутта кăларăр
Ирĕклĕх хӳтлĕхĕнче.

Ирĕк праçникне тăватпăр
Чун юратнă халăхпа.
Çĕнĕ йĕркене саватпăр —
Çăмăл пултăр пурăнма.


This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.