Чăваш туйĕ

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Чăваш туйĕ  (1901) 
by Кури Вантер
Хайланă дата: 1901, Пичетленĕ çул: 1901. Çăлкуç: Вула Чăвашла

Пĕрремĕш пÿлĕм.

Микишпа Ольоç, Хĕветуç. Йăван.

Ольоç. Ак ĕнтĕ çорконнене çитрĕмĕр. Хосах халах «мăшăрланас» тет поль. Пире те пĕртак шохăшласан пырĕччĕ.

Микиш. Хамăр ача çинчен калатăн-и çак эс?

Ольоç. Хамăр ача çинчен каламасăр?! Ачун çолĕ çитнĕ. Мĕн туса тăмалла тата. Ĕçлени те çок: кон каçиччен ларса канмалăх çок, тек йытă пек ораран ÿкиччен чопса çÿретĕн. Оя ĕçе каяс полчĕ – тара тытса хопланас полать; тырри полать колăшла, ĕçленĕ тарне тăримасть, çитменнине тата йÿнĕ. Ху тата тара илме хăтланатăн.

Микиш. Эс вара çапла калатăн, таран илмесен çав виç ятпа тепле порнасшăн ху: выльăхусем выçă вилĕç.

Ольоç. Пирĕн ал çитмест-çке-ха?! Йышлă çынна илни те пыратъ, пирĕн пек çара пилĕсене пит аплах мар вăл. Каярах хăварас – йохса тохать, маларах тытса выртарас – хаклă, тырри окçа тĕшне тăмасть.

Микиш. Çапла та ĕнтĕ, мĕн тăвăпăр, торрăн ирĕкĕ, торăпа вăрçма çок.

Ольоç. Йыш полсан, хамăрах ĕçлес полсан, аплах полас çок: çынна окçа панипе паманни пĕрех полмĕччĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та ĕнтĕ эпĕ халь олахра чох сана каласа пăхас терĕм. Шохăшлап, шохăшлап та, «кин кÿртес полĕ» тетĕп.

Микиш. Халь он çинчен эп шохăшлама та хăратăп.

Ольоç (тĕлĕнсе кайнă пек полса). Мĕне корса хăрамалли пор. Эпир мĕн, халăх тунине тăвăмăпăр-им?

Микиш. Ăна авлантарасах тесен, тойне тума полать те. Халь шотне тытман-ха.

Ольоç. Мĕн шотне тытмалли пор онта, халь вăхăт çок-и-мĕн?

Микиш. Вăхăчĕ те полĕ-ха. Ачи çамрăк пек тойăнать-ха.

Ольоç. Мĕн çамрăкки, халь мăнконта çирĕме карĕ полать те, çав çамрăк полать-и?

Микиш. Онта çитри вара?

Ольоç. Çитмесĕр, она пĕлмесĕр вăрманта порăнман поль? Мăнкон эрнинче тĕне кÿртнине астумастăн-и?

Хĕветуç кĕрет.

Хĕветуç, Анне, Васса акка çохи ăçта?

Ольоç. Мĕн тăван онпала?

Хĕветуç Эпир Кĕтеринпе пăхса тĕрлес тетпĕр.

Ольоç. Вăл авăнта, çÿлĕк çинче полас полать.

Ольоç. Çавăнта… Топрăн-и?

Хĕветуç. Топрăм (чопса тохса каять).

Микиш. Тĕрлеме пĕлиять-и вара вăл?

Ольоç. Вал тĕрленине кормарăн-и-мĕн? Тĕрлекелет те çав, айван халь, котсам çыпăçсах лармаççĕ, часах аякран чиккелеме тапратать. Çавсем самай полсан хоть тата Ваçока авлантарнă тăхтама пыратчĕ. Çок, халь полăшимаççĕ; пĕрмай ĕрлесе ĕçлеттерме те аван мар, хăш чох хĕрхенес килет: «анне пăртак выляма та памаç» теççĕ те. Çамрăк ача-пăчан выляс килет çав, хамăр та çамрăк чох çаплаччĕ.

Микиш. Вăл-ку капла полтăр-ха, ачуна салтака илсе кайсан?.. Мĕн тăвас вара? Çамрăк арăма мĕн полать?

Ольоç. Тор полăшсан, йолĕ, торă пÿрнĕ полсан, кайĕ. Вăл торрăн ирĕкĕ.

Микиш. Каймалла çав. Йăванĕ те ÿсет, работникĕ çитет, хам та ватах мар.

Йăван кĕрет.

Ольоç. Эс ăçта паян ку таранччен порăнтăн?..

Йăван. Эпĕр Хĕветьокпа лашасене шăва кайса кÿртĕмĕр. Ах, пирĕн тиха аван ишет-ĕçке! Харлаттарать анчах! Анне, пашалу ăçта, хырăм шатăртатса выçса кайрĕ.

Ольоç. Ах-ма!.. Пашалу паян анчах пĕçерни нÿхреп çинче, лоткара, ил те, лайăх витсе хăвар. Пÿртомĕнче ойран пор, тăм чашкăпа; сĕт те вĕретни порччĕ, кĕвĕлĕх ярса лартнă. (Йăван алăк патнелле каять.) Паçăр ху атмапа тытса килнĕ полă та пор та, пĕçернĕ полсан йоратчĕ.

Йăван. Анне, ăна ыран ирхи алат луччă пĕçерес.

Микиш. Полли кĕрет-и вара? Онкинче полли йолмарĕ те поле: пĕрмай тытаççĕ те вара. Онта шакки те пор, атми те, вăлти те, сĕки те, сĕреки те тетелли те, аллапа тытакан та пор.

Ольоç. Паян пĕр яшкаллăх тытнă та, вĕтĕ полли, пысăккисем иккĕ пор.

Микиш (Йăвана), Э! Санăн утсене кайса пĕртак çитерес полатчĕ, каçпа выртма кайиччен выçмалăх, вăрмана каятăр-и, оя-и? Ойри корăка йоратарах паракан.

Йăван. Эпир хамăрах каясшăнччĕ, пĕртак апат илес терĕм (тохса каять).

Ольоç. Ачасем пирĕн пит аван вĕт. Натьюк акка вара: «Сирĕн ачасемех ытла та итлеççĕ-çке-ха, темскерле полнă», – тет вара.

Микиш. Ачисене ятламалли çок…

Ольоç. Пире такам та хĕр памалла.

Микиш. Хĕрне те шырасан топма полĕ те, çак «салтак» хăратат-ха пĕртак.

Ольоç. Эй… салтакупа, пĕр йĕрне ÿкнĕ те… Кайни кайĕ… Вилниях мар. Кайĕ те килĕ. Хал ĕлĕкхи пек 25 çолах порнмалла мар-ха. Çынсам та каяççĕ те каллех çаврăнса килеççĕ-иç. Салтака таса, вăйлă çынсене илеççĕ. Сывă полтăрччĕ анчах. Торă солясан салтака та кайĕç, торă полăшсан, çаврăнса та килĕç.

Микиш. Çок-ха, тăхтас-ха, салтак ячĕ тохтăр-ха. Каять-и, килет-и, он чох вара ĕç оçăлĕ.

Ольоç. Эс çаплапах вара: ĕмĕрте те каласа итлеттерес çок. Онччен ман хĕрсем те ÿсеççĕ… Çынсен он пек çĕрте стариккисем ăшаланса çÿреççĕ, сан пор – этем каласа çаврас çок.

Микиш (çĕре сорса). Фу, ку карчăкпа!.. Таçта вара хăй толккине çĕмĕрттерсе кĕрсе каять…

Ольоç. Каять сан, сан ĕмĕрех каять! Осра ывăлна вăтăр çолччен, аван полĕ.

Микиш. Вăтăр çолччен осрасшăн каламаççĕ сана. Салтака кайсан, арăмне хорлăх полать, макăрса пăсăлса кайĕ. Ак мĕншĕн калаççĕ.

Пĕрмай пĕр япалана калани е туни.

Ольоç. Эс ан кăçкăр-ха. Хорлăх полать те мăн тăвас тен, тăват-пилĕк çола порăнĕ. Хоть килти çын килти çынах, опăшки вырăнне ĕçлесе порăнĕ.

Микиш. Çапли çапла вăл. Çынсам омĕнче те аванах полмасть.

Ольоç. Çынна мĕн ĕç, эс хуна ху пĕл, пире йыш кирлĕ.

Микиш. Ачи те çамрăк-ха, авлантарсан, яш ĕмри час иртсе каять.

Ольоç. Яш ĕмĕри тесе, он пек çынсам та, йыш çитмесен авлантараççĕ. Пирĕн аттене, вон, вонтăхăр çолтах авлантарса янă апайсем. Пирĕн аслатте вара: «Ача-пăчана авлантарнă чох çамрăклах авлантар, ăс кĕрсе çитсен, вăлсам кайран авланасшăн мар вара», тетчĕ. Ачуна ытларах тытса осра-ха, тутлă пол-и? Ак халь Хĕветĕр ывăлсам порнаççĕ, вăтăртан иртрĕç, шот тытмаççĕ.

Микиш. Кăçала та полин тăхтас поль, ачи те итлес çок.

Ольоç. О, итлемерĕ полать?! Ăçтан тохĕ ĕнтĕ вăл пирĕн ирĕкрен?

Микиш. Тоттă. Хальхи ача-пăчана итлеттермеллех мар çав. Çавах малтан хăйсенчен ыйтса пăхас полать ĕнте она.

Ольоç. Она ыйтса пăхăпăр-ха.

Микиш. Ку ĕнте капла полтăр-ха, тăта хĕрне ăçтан топас? Çынсам: «Пĕчĕклех тĕллесе порăнатпăр»,- теççĕ. Халь эпĕ она-кона чипертерех шохăшламан та, – кам патне пырса килĕпĕр?

Ольоç. Хĕр шырамаллăх вăхăт пор-ха… (Пÿрте чопкаласа тăхăр çолхи Елюк кĕрет, çăкăр тиркинчен хăпарту илет те тохса каять.) Ак халь похăсам килеççĕ: Тройцă поххи, Майра поххи…у! онта халь

хĕрĕх хĕр топмаллăх та пор.

Микиш. Ĕнте кона шотламаллах шотласан, ачи те итлес полсан, вара тата йорамасть, часах ĕçе кайиччен тойне тумалла тăвас полать.

Пÿрте Ваçок кĕрет.

Ваçок. Çав орамра йоман каскисем выртаççĕ, йăвалантарса пĕр çĕре похса хорас полать вĕсене. Атьăр-ха каяр: халăхпа поçтарса хорар! Эсĕр ершетĕр-и? Мĕн тăватăр халь эсир?

Ольоç. Эпĕр шот тăватпăр, сана авлантарас тетпĕр.

Ваçок. Эсĕр хăтланăр.

Микиш. Çок, колса мар-ха ку, халь эпĕр аннÿпа шохăшларăмăр, шохăшларамăр та, авлантарас полать, йыш çок.

Ваçок. Эпĕ кăçал авланмастăп.

Ольоç. Хăçан тата!

Ваçок. Салтакран йолам-ха.

Ольоç. Тата салтака кайăн та, ĕçлеме кам йолĕ тата! (Ваçок ним шарламасăр тăрать). Оçăмăшне кала та, вара хĕрне шырама тапратăпăр.

Ваçок. Кăçал авланмастăп.

Микиш. Мĕн авланмалла марри пор тата?…

Ваçок. Тантăшсам никам авланман, ман пĕччен авланас-и?

Микиш. Тантăшсене мĕн пĕлен. Эсĕ авлансан, сана пăхса вăсам та авланĕ-ха.

Ольоç. Тантăшсенчен те авланни пор-иç-ха! Митрипе Петьок тантăш мар-и тата? (Нимĕн те шарламаççĕ). Ху килĕштерни полĕ, манерлĕ полсан, ăна илсе парăпăр.

Ваçок. Халех авлансан, яшла пăртак порăнмасăрах ĕмĕр иртсе каять: авлан та старик пек çÿре вара ĕçкĕрен ĕçке, хăнаран хăнана.

Микиш. Çапли çапла та ĕнтĕ вăл… Тăта халь ытла çамрăк ача мар-ха эсĕ. Авлансан-авланмасан та мăн çын шотне кĕрес полать ĕнте.

Ольоç. Авлансан луччă малаллине шотласа ĕçлеме поçлăр. Халь йолташсем патне кайса так-таках нăмай вăхăт ирттерсе çÿретĕн.

Ваçок. Сире каласа çĕнтерес çок.

Микиш. Пирĕн ирĕкрен ăçтан тохăн тата эсĕ? Ача-пăча, ашшĕ-амăшне итлемесен, пит инçех каяймаç.

Ольоç (хойхăрса). Ак, ачам, итлех аçу-аннÿне. Хамăрах ырă полĕ. Халь аннÿ кон каçиччен пĕре ларса канмасть. Кин полсан, порне те çăмăлтарах полĕччĕ (коçольсем тохаççĕ).

Ваçок. Кирек мĕн тăвăр тата, эпĕ сирĕн ирĕкрен тохас çок… Атьăр-ха каскисене копаласа хорар! (Тохса каять).

Ольоç. Каларăм, ачи пит итлемесĕр тăрас çок терĕм. Ак халĕ ĕнте хĕрне анчах шырас полать. Ытла катаран шырас мар: хотăшса парăнма кансĕр полать.

Микиш. Ку çывăхра такамăн пор-çке манерлĕ хĕр?

Ольоç. Кашаркассинчи Несса хĕрне питĕ мăхтаççĕ те, вăсам тата холăмне ытла кирейсĕр ыйтаççĕ, тет. Тивешри Мăн Макар ывăлĕсем пынă тет те, çирĕм тенкĕ тесе ка…

1901

Public domain
This work is in the public domain in the United States because it was first published outside the United States prior to January 1, 1929. Other jurisdictions have other rules. Also note that this work may not be in the public domain in the 9th Circuit if it was published after July 1, 1909, unless the author is known to have died in 1953 or earlier (more than 70 years ago).[1]

This work might not be in the public domain outside the United States and should not be transferred to a Wikisource language subdomain (or as a file it should not be migrated to the Wikimedia Commons) that excludes pre-1929 works copyrighted at home.


Данная работа, впервые изданная до 1929 года, находится в общественном достоянии по законодательству США, и может быть опубликована здесь, в мультиязычной Викитеке. Но эта работа не может быть опубликована в национальной Викитеке, которая должна подчиняться законодательству России, т. к. работы этого автора (за исключением изданных до 7 ноября 1917 года) пока не вышли в общественное достояние в России. Этот автор умер в 1969 году, соответственно эта работа выйдет в России в общественное достояние в 2040 году.

The author died in 1969, so this work is also in the public domain in countries and areas (outside Russia) where the copyright term is the author's life plus 50 years or less.

PD-US-1923-abroad Public domain in the United States but not in its source countries //wikisource.org/wiki/%D0%A7%C4%83%D0%B2%D0%B0%D1%88_%D1%82%D1%83%D0%B9%C4%95