Jump to content

Хресчен, вăран ыйхăран

From Wikisource
Хресчен, вăран ыйхăран (1908)
by Тайăр Тимкки
337770Хресчен, вăран ыйхăран1908Тайăр Тимкки

Хресчен, вăран ыйхăран,
Санăн мĕншĕн тертленеc.
Харам пыртан ан хăра,
Пĕрле пулса пĕтерес.

Чулçă-и эс е хресчен –
Телейÿшĕн çĕклен эс!
Пĕрле пулса пур ĕçчен
Кĕрешĕве çĕкленес.

Килĕр, пĕрле пухăнса. –
Сире чĕнет çĕнĕ вăй.
Алă парăр савăнса.
Пĕрлешнĕ вăй – çĕнĕ вăл.

Хресчен, саншăн çул уçă –
Çитĕ сана тертленме!
Ĕçлекен сан çул пуçĕ –
Тимĕр сăнчăр татăлĕ!

Хресчен, вăран ыйхăран.
Санăн камшăн тертленес.
Харам пыртан ан хăра,
Пĕрле пулса пĕтерес.

1908


This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.