Улька

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Улька  (1908) 
by Тайăр Тимкки
Хайланă дата: 1908, Пичетленĕ çул: 1908. Çăлкуç: Вула Чăвашла

Улька, сана асăнса,
Эпĕ çыру яратăп.
Аван сăмах каласа,
Санăн питне чуптăвăп.

…Эпĕ ĕлĕк, çамрăк чух,
Хĕрпе вăхăт ирттертĕм.
Манăн шухăш çăмăл чух
Чунтан-вартан юратрăм.

Анчах мĕскер пуласса
Манăн шухăш пулмарĕ.
Малта хуйха курасса
Çамрăк чĕре сисмерĕ.

Улька, Улька, асăнса,
Мана çаплах çыру яр.
Çапах мана шеллесе,
Асăнмасăр ан хăвар.

Улька, Улька, астусам,
Çула иккĕн çÿрени.
Иртрĕç, курнă, савăнăçсем.
Иртрĕ телей, савăнни.

Сана эпĕ чуптăвăп,
Сана эпĕ юратап.
Кăкăр çумне ыталап
Нимĕн тăва пĕлместĕп.

Çулла çĕрĕн варринче
Эпир иккен ларатпăр…

(1906-1907)

This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.

Public domainPublic domainfalsefalse