Уксак Тимĕр Пÿлере илни çинчен

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Уксак Тимĕр Пÿлере илни çинчен  (1930) 
by Шелепи Николай Иванович
Хайланă дата: 1930, Пичетленĕ çул: 1930. Çăлкуç: Вула Чăвашла

Уксак Тимĕр çарпала
Пÿлер патне çитнĕ чух
Çар пуçлăхне пурне те
Пуçтарчĕ тет пĕр çĕре
Мĕнле мелпе Пÿлере
Илессине пĕлтерме.

Уксак Тимĕре çавăн чух
Каларĕ тет пĕр пуçлăх:
— Пÿлер хули пит чаплă,
Таçтан-таçтан сарăлнă:
Тем тарăнăш валсемпе
йĕри-тавра çавăрнă.
Пÿлер патши хушнипе
Валĕсене чăп тулли
Вăрттăн тимĕр хапхаран
Шыв кăларса тултарнă.

Çавă Пÿлер хулинче
Пăлхар патши пурăнать,
Пур çĕрте те çар халăх
Вăрман пекех курăнать.
Улт-çич çухрăм хушшине
Ыткăнаççĕ уххисем;
Ăçта пăхсан та курăнать
Пĕлĕт пек çын юхнисем.
Вăрçса илес тесессĕн
Пурте вилсе пĕтĕпĕр,
Тем пек чаплă çар ятне
Намăспа çеç витĕпĕр.

Акă кунта пĕр ялта
Пĕр пит чаплă асамăç
Чăваш карчăк пурăнать,
Çĕрле вĕçсе çÿрет тет
Мĕлке çине утланса,
Шуйттансемпе пĕр пулса,
Темĕн те пĕр хăтланса,
Çÿçне-пуçне тустарса,
Çÿле вĕçсе хăпарса,
Пĕкĕрĕлсе, хутланса,
Уйăх çиме хапсăнса.
Вупăр пулса пусать тет
Çывăракан çынсене;
Витĕр пĕлсе тăрать тет
Малашнехи кунсене.

Вĕри кĕлпе çапсассăн
Пичĕ-куçĕ хĕп-хĕрлĕ
Хăпаланса тухать тет.
Куçне вара алтăр пек
Чармакласа пăхать тет.
Унтан эрни-эрнипе
Урама та тухмасть тет.
Йытă пек те вĕрет тет,
Кашкăр пек те улать тет,
Шуйттансемпе туй туса,
Пĕçĕ çапса кулать тет.
Тенĕрен тухса каять тет,
Тенĕрен килсе кĕрет тет,
Кунĕвеле çыврать тет,
Çĕрĕпеле çÿрет тет,

Мĕнле мелпе Пÿлере
Илмеллине пĕлет тет,
Вăл карчăкран ăс ыйтма
Таçти çын та килет тет;
Эс те çакă карчăкран
Ăс ыйтса кил, Чăн-пуç-хан,
Часрах кайса пĕл-халĕ,
Инçе мар тет ун ялĕ.

Çар пуçлăхĕн сăмахĕ
Каять ханăн кăмăлне.
Утланать те лашине
Чуптарать вăл ун патне.
Карчăк патне çитет те,
Лаша çинчен анать те.
Пÿрт алăкне тапать те
Хăпăл-хапăл васкаса
Кĕрсе каять хашкаса.
Карчăк çавă вăхăтра
Хуран çинчен вир пăтти
Чашка çине антарса,
Чăн-пуç-хана ал парса
Сарать сĕтел çиттине,
Кÿрсе лартать пăттине.

Сар вир пăтти варрине
Сар çуналă куç хывать.
Унтан Уксак Тимĕре
Хăна туса чыс тăвать.
Уксак Тимер малтанах
Вир пăттине куçĕнчен,
Чăн варринчен, çу çинчен,
Асса илсе хыпать те,
Карчăк ăна курсанах
Сехĕрленсе хăраса,
Уксак Тимĕре сăнаса
Каларĕ тет уçласа:

— Уксак Тимĕр мар-и эс?
Çавă çапла куçĕнчен,
Пăтăсене çу çинчен
Асса илет тетчĕçĕ.

Уксак Тимĕр:

Чăн калатăн эс, карчăк,
Чăнах эп çав пулатăп.
Хам çынсенчен илтнине
Ак эп сана калатăп:
Эс пит чаплă асамăç,
Сана пурте пĕлеççĕ,
Тĕнчере мĕн пуррине —
Усаллине-ыррине,
Курманнине-курнине,
Пулманнине-пулнине
Пĕлсе тăрать терĕçĕ.
Каласа пар эс мана:
Çакă Пÿлер хулине
Мĕнле мелпе илмелле?
Ăна илем тесессĕн
Манăн мĕн-мĕн пĕлмелле?
Чăннипеле каласан
Санăн пуçу сыв юлĕ,
Улталаса каласан
Пуçу халех çук пулĕ.

Карчăк:

Эс, Чăн-пуç-хан, пит чаплă,
Сан çар халăх хăватлă.
Çапах Пÿлер хулине
Илеес çук вăйпала,
Ăна илме пултарăн
Акă çапла майпала:
Эсĕ йĕтем тăлхăрса,
Серепесем хуртарса,
Унта тулă çаптарса,
Кăвакарчăнсем тыттарса,
Урисене вĕсенне
Авпа кÿкĕрт çыхтарса
Каçа хирĕç пурне те
Яртар вара вĕçтерсе.
Вĕсем пурте Пÿлере
Йăвисене каяççĕ,
Вара Пÿлер хулине
Пур тĕлтен те вут хыпĕ.
Çапла тусан, Чăн-пуç-хан,
Часах илĕн Пÿлере.

Карчăк çапла каласан
Уксак Тимĕр тав туса
Тухса каять васкаса
Вăл хушнине тумашкăн.
Мĕн илтнине, пĕлнине
Вăл хăвăртах тутарать.
Акă Пÿлер хулине
Вĕлт! кăна вут хыптарать.
Акă Пÿлер хулинче
Шăри-шари хусканать,
Пĕтĕм хула халăхĕ
Урлă-пирлĕ кускалать,
Патшасене çилленсе
Вăрçа-вăрçа ылханать,
йĕрет, куççуль юхтарать,
Хăруш сăмахсем калать.

Пÿлер çунни

Ах тур-тур-тур, пĕтрĕмĕр,
Ăçта кайса кĕрер-ши?
Ах, пĕтрĕмĕр, пĕтрĕмĕр,
Мĕскер тума пĕлер-ши?
Ыр вут ама, вут амăш.
Ху вутна ху чарсам-и!
Ырă турă Пÿлĕхçĕ,
Пĕр ху анчах çăлсам-и!
Эх, мĕн çисе тăрăпăр?
Мĕн-мĕн кăна курăпăр?
Мĕнле майпа вилĕмрен
Чуна çăлса юлайăр?

Ах, хăрушă, хăрушă!
Пурте вилсе пĕтĕпĕр.
Куçпа пăхма хăрушă,
Пĕтĕм тĕнче çăм ĕрлет.
Шăна-пăван вырăнне
Хисепĕ çук çын вилет.
Тăшман тискер кайăк пек
Никама та хĕрхенмест.
Урса кайнă пĕтĕмпех,
Ырри çинчен ним пĕлмест.

Капан-капан çын пуçĕ
Купаласа хăварать,
Пĕтĕм тĕнче халăхне
Усаллăхпа хăратать.
Эх! Пÿлерĕ, Пÿлерĕ,
Часах куçран çухалчĕ.

Ав патша çурчĕ патне те
Вут уласа çывхарчĕ.
Патша хĕрĕсем хăраса
Миçĕт тăрне тарчĕçĕ.
Йĕре-йĕре юрласа
Куççуль тăкса ларчĕçĕ.
Унта та вут çитсессĕн
Шурă акăш пулчĕç те
Çичĕ тинĕс леш енне
Вĕçсе кайрĕç виççĕш те.
Çут кĕмĕл пек çунатсем
Йăлтлатса çех юлчĕçĕ,
Пĕр куç уçса хупиччен
Курăнми те пулчĕçĕ!

Вĕçсе каяс умĕнчен
Акă çапла каларĕç:
— Эпĕр ĕнтĕ каятпăр
Çичĕ тинĕс леш енне
Кунти пирĕн çĕр-шыва
Тăшман килсе тулнăран.
Ахăр саман çитнĕ чух
Каллех кунта килĕпĕр.
Ку хамăрăн çĕр-шыва
Хамăр алла илĕпĕр.
Пирĕн ялсем, хуласем
Кунта пурте пĕтĕçĕ.
Хăшĕ турă хушнипе
Çаплах çĕре путĕçĕ.

Тĕнче пĕтес умĕнчен
Вĕсем каллех тухĕçĕ,
Унччен кунти çĕр-шывра
Нумай юнсем юхĕçĕ,
Малти кая юлĕçĕ,
Кайри малта пулеçĕ.

Эх, Пÿлерĕн ырлăхĕ
Ăçта кайса кĕчĕ-ши?
Ку тискер ĕç çĕр çинче
Хăçан кăна пĕтĕ-ши?
Эх, çĕр-шывĕ, çĕр-шывĕ,
Эх, Пÿлерĕ, Пÿлерĕ,
Пĕтĕм халăх ырлăхне
Тăшмансене пиллерĕ.

Пуянлăхне, ырлăхне
Пурте пĕлсе тăратчĕ,
Унăн чапне, хăватне
Пĕтĕм тĕнче куратчĕ.
Эх, Пÿлерĕ, Пÿлерĕ,
Хĕрĕх пин алăк тетчĕçĕ,
Таçти патша халăхсем
Суту-илÿ тăватчĕç.
Сĕт-турăхсем çăвĕпех
Йÿçсе-çĕрсе ларатчĕç,
Çити-çитмен вăхăтра
Пĕрне-пĕри паратчĕç.
Кĕмĕл тĕслĕ шывсенче
Хурт пек пулă вĕретчĕ,
Вăрмансенче кайăк-кăш
Кĕтÿ-кетÿ çÿретчĕ.

Никам татса пĕтерми
Çырла çимĕç пулатчĕ.
Татса пĕтмен пăланĕ
Çуркуннене юлатчĕ.
Шурă мамăк калпаксем
Тăханатчĕç пуçсене.
Тăрна куç пек тетчĕçĕ
Çăлĕсенĕн куçсене.
Чăкăртатса тăратчĕç
Ытарма çук çарансем,
Симĕс пустав халат пек
Курăнатчĕç çарансем.

Ĕшнисенче чечексем
Вутăн-хĕмĕн çунатчĕç,
Хулисемпе ялĕсем
Питĕ хăвăрт хунатчĕç.
Урхамахсем хĕлĕпех
Утă-сĕлĕ çиетчĕç,
Тĕвисенĕн çисене
Хĕрĕхшер пăт тиетчĕç.
Улăхсенче хăмлисем
Автан пуç пек пулатчĕç,
Уявсенче çамрăксем
Çĕрĕн-кунĕн вылятчĕç.

Шĕшкисенче майрисем
Хăмла пекех курнатчĕ,
Сар кайăк пек савăнса
Пăлхар халăх пурнатчĕ.
Çут кĕмĕл пек çутăлса
Юхатчĕçе çăлĕсем,
Чĕрес-чĕрес ларатчĕç
Тăварланă çăвĕсем.
Хĕлĕн-çăвĕн пĕтместчĕ
Нÿхрепсенче шăрттанĕ,
Йăшăлтатса тăратчĕç
Çырмисенче çăрттансем.

Вĕçсĕр-хĕрсĕр выртатчĕç
Çаранлăхсем, çеремсем;
Тем чул тыр-пул çĕртетчĕç
Пуянĕсем-çарансем.
Юр пек шурă кĕпе-йĕм
Тăхăнатчĕç çисене,
Çĕр çывăрма пĕлмесĕр
Ĕçлетчĕçĕ ĕçсене.

Арман пĕвисене те
Утăпала пĕветчĕç,
Тырă-пулă тума та
Питĕ лайăх пĕлетчĕç.

Вырăссене выçă чух
Тырă парса тăратчĕç,
Пÿлер халăх хăватне
Вĕсем лайăх куратчĕç.
Тăват-пилĕк лашапа
Акалатчĕç анасем,
Чаплă Багдад хулинчен
Килетчеçĕ хăнасем.

Пĕр ĕçлеме тытăнсан
Çĕрĕн-кунĕн ĕçлетчĕç,
Ĕçкĕ ĕçме тытăнсан
Эрнипеле еçетчĕç.

Сим пылĕсем-сăрисем
Кăпăкланса йÿçетчĕç,
Çÿлте таран тутрисем
Вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçетчĕç.
Купăссене тытатчĕç,
Сĕркĕчине сĕретчĕç,
Шăпчăк юрри евĕрлĕ
Юррисене сĕнетчĕç.
Кĕслипеле тăмрине
Харăс тăрса калатчĕç.

Ватти-вĕтти-мĕнĕпех
Вăйасене саватчĕç.
Таçти-таçти халăхсем
Киле-киле çÿретчĕç,
Мулкачсене мăйсенчен
Чÿчепеле пăватчĕç,
Çамрăкĕсем ушкăнне
Акăшсем пек çÿретчĕç,
Пурçăнпала тĕрлесе
Тумтир илем кÿретчĕç.

Ырашĕсем çулленех
Пĕкĕ çÿллĕш ÿсетчĕç;
Хăна-вĕрле пур чухне
Ялан сим пыл ĕçетчĕç.
Урпасемпе пăрисем
Касса уçăлми пулатчĕç.

Тĕрлĕ тырă-пулăпа
Кĕлечĕсем тулатчĕç.
Туллине те, вирне те
Темĕн чухлĕ акатчĕç,
Вĕсем валли çулленех
Тем чул çерем çĕтетчĕç.
Çăва тухсан нумайĕш
Хиртен яла кĕместчĕç;
Улт-çич çула çитмесĕр
Лашисене кÿлместчĕç.
Сĕлĕ çăнăх пĕçерсе
Тип тинкĕле тăватчĕç,
Хĕрĕсене вăрласа
Инке туса хуратчĕç.
Улăхсенче утисем
Кăвапаран ÿсетчĕç,
Шывĕсенче чăп-чăпăр
Кимĕ-сулă ишетчĕ.

Юр юрласа, ташласа
Тăватчĕçĕ юпасем,
Ялтан яла çÿретчĕç
Ташлаттарса упасем.
Уша юпи çумĕнче
Çунатчĕçĕ çуртисем,
Çĕлĕксене хĕстерсе
Кĕл тăватчĕç хуçисем.
Пĕтĕм хурсем пĕçерсе
Чу илемĕсем чÿклетчĕç,
Хăй юпине çын чунĕ
Килет тесе пуплетчĕç.

Кĕрсен çĕлĕк силлесе
Кĕрÿ салам паратчĕ,
Кĕрÿ ларас вырăна
Хунĕ кĕççе саратчĕ.
Хĕскĕчĕ пек хĕстерчĕç
Тутăрĕпе монголĕ,—
Йытă çÿппи вырăнне
Пĕтрĕ Пÿлер пурнăçĕ.
Петĕм Пÿлер çĕр-шывне
Хупăрласа илчĕçĕ,
Тĕнче пĕтнĕ евĕрлĕ
Çĕр кисретсе килчĕçĕ.

Унăн мĕн пур пурлăхне
Тусан пекех тустарчĕç,
Халăх юнне, куççульне
Çырма пекех юхтарчĕç.
Хуласене, ялсене
Вутпа персе пĕтерчĕç,
Мĕн пур лайăх юр-вара
Çар халăхне çитерчĕç.
Калама та хăрушă
Усал ĕçсем турĕçĕ;

Çĕр кăкрине юнпала,
Куççульпеле çурĕçĕ.
Пĕрне-пĕри сĕлĕ пек
Çÿрерĕçĕ тураса,
Сехĕрленсе çех тăчĕ
Пĕтĕм тĕнче хăраса.
Пĕтĕм Пÿлер маттурĕ
Пĕр вăхăтсăр пĕтрĕçĕ,

Çитнĕ хĕри-пăраçа
Чĕрлех çĕрпе витрĕçĕ.
Вĕсен çинчи тăпрана
«Хĕр ту» тесе ят пачĕç,
Уксак Тимĕр çийĕнчен
Ĕмĕр тискер ят ячĕç.

Вăрмансене тарни çех
Сывă тăрса юлчĕçĕ,
Ĕмĕр-ĕмĕр манас çук
Хăруш ĕçсем пулчĕçĕ.

Вут ами те чармарĕ,
Пÿлĕхçи те пÿлмерĕ.
Çĕр çийĕнчен çухалчĕ
Чăваш чаплă Пÿлерĕ.

Кĕвĕпеле, купăспа
Макра кĕвви каласа
Патши тарчĕ хăраса,
Улах вырăн шыраса.
Пуçри чухăн çĕлĕкне
Васканипе Пÿлере
Тарса анчах хăтарчĕ.
Халь те унăн ачисем
Хире манса хăварчĕ,
Хăй пуçне те вилĕмрен
Çичĕ тинĕс леш енче
Аттен чухăн çĕлĕкне
Кайса илесчĕ тесе
Тăраççĕ тет йĕтесе.

This work is in the public domain in Russia according to article 6 of Law No. 231-FZ of the Russian Federation of December 18, 2006; the Implementation Act for Book IV of the Civil Code of the Russian Federation:

  • its creator didn't fight or work for Soviet Union victory during the Great Patriotic War — so the 70-year protection term is applied;
  • and the creator died before January 1, 1954 (more than 70 years ago), and has been not posthumously rehabilitated since that date;
  • and this work was first published before January 1, 1954 (more than 70 years ago).

This work is in the public domain in the United States because it was first published outside the United States (and not published in the U.S. within 30 days), and it was first published before 1989 without complying with U.S. copyright formalities (renewal and/or copyright notice) and it was in the public domain in its home country on the URAA date (January 1, 1996 for most countries).
This work was in the public domain in Russia on the URAA date January 1, 1996, according to the Law 09.07.1993 No 5351-1 which was enacted on that date:

  • its creator didn't fight or work for Soviet Union victory during the Great Patriotic War — so the 50-year protection term was applied;
  • and the creator died before January 1, 1946 (more than 50 years ago from 1/1/1996), and has been not posthumously rehabilitated since that date;
  • and this work was first published before January 1, 1946 (more than 50 years ago from 1/1/1996).

The author died in 1945, so this work is also in the public domain in other countries and areas where the copyright term is the author's life plus 78 years or less (if applicable), or the copyright term is 93 years or less since publication (if applicable).

Public domainPublic domainfalsefalse