Jump to content

Темшĕн, темшĕн сар хĕвел...

From Wikisource
Темшĕн, темшĕн сар хĕвел... (1920)
by Ахах Иван Евграфович
337800Темшĕн, темшĕн сар хĕвел...1920Ахах Иван Евграфович

Темшĕн, темшĕн сар хĕвел
Мана ăшăтасшăн мар.
Мана сивĕ... вилеп... пĕл —
Ун чух ăшшу кирлĕ мар.

Хăвăн ылтăн çутуна
Вăйлăрах яр çĕр çине,
Питĕ тĕттĕм вырăна
Ярса кăтарт çуттине.

Часрах, часрах, сар хĕвел,
Манăн пата ăшă яр.
Мана сивĕ... вилеп... пĕл —
Ун чух ăшшу кирлĕ мар.

Часрах, часрах, сар хĕвел,
Тĕттĕм çĕре çутă пар.
Тĕтĕм куçа хуплать... пĕл —
Суккăра çутă кирлĕ мар.


This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.