Тантăша

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Тантăша  (1917) 
by Милли Алексей Прокопьевич
Хайланă дата: 1917, Пичетленĕ çул: 1917. Çăлкуç: Вула Чăвашла

Тантăш! Халах нушийĕ
Пире пĕр çĕре турĕ!
Çĕр çын йăтми çĕклеме
Хамăр çамрăк хул çине
Йăвантарса хутăмăр.
Малтанах «Чăтаймастпăр»
Пуль тесе шухăш кĕчĕ.
Анчах чăваш халăхне
Калама çук юратни
Пире вăй парса тăчĕ!

Кунĕн-çĕрĕн чупрăмăр
Канассинс пĕлмесĕр.
Çапах турă пулăшĕ
Тесе пусараттăмăр
Хамăр çуннă чунсене!
Ыр çынсен чĕрине
Алăксене шаккаса
«Пулăшăр пире» тесе
Йăлăнмалла та пулчĕ!
Чăнах нумай ыр çынсем.
Пире пулăшакансем
Хăйсен сассине пачĕç
Пире пулăшу ячĕç
Юлашкинчен тăрăшса,
Нумай асап хыçĕнчен,
Йÿнеçтернĕ хыççăн –
«Хыпар» ятлă хаçата
Ура çине тăратса
Чăвашсене патăмăр!
Çакă чăваш çыннисем
Ăна кĕтнĕ курăнать:
«Хыпар» сасне илтсенех
Пирĕн патра мĕскĕнсем
Вĕçсĕр киле пуçларĕç.
Хăйсем савăнса кайнă
Куçĕ-пуçĕ çуталса
Хĕвел пек йăлтăртатса
Хавасланса тăраççĕ!
«Хыпар» тинех тухрĕ-им?»
Тесе аран калаççĕ.
Калама пултараймаççĕ!
Хăйсем пире тав туса
Пĕтереймĕç «спаçипе!
Сире ыр çынсем!» тесе.
«Турă сире пулăштăр»
Тесе анчах тăраççĕ.
Хăшсем «чăваш Мункунĕ»
Тинех çитрĕ тийеççĕ!
Тата урăх сăмах та
Пире пуçармаллиеем
Чăваш ачаш çыннисем
Кăларĕçĕ, кăнтарчĕç!
Суха хыççăн çÿресе
Алăрсене хытарса –
Ĕçлекен харсăр çынсем
Пире çапла пусарса
Каланăшăн эпĕ те
Мĕнпур çамрăк чĕререн
Тайла пуçăма тăйлап,
Нумай çула кун сунап!
Хура халăх хыçĕсен
Чăваш вĕреннĕ ачисем
Пирĕн пата килмешкĕн
Тытăнчĕç юлашкинчен!
Вĕсем хресченсем пек мар
Урăх куçпа пăхмашкăн
Пирĕн çипе тытăнчĕç.
Сăнаса, шăтарас пек
Эпир камне пĕлесшĕн
Пирĕн çине пăхайрĕç!
Таса мар шухăшсем те
Эпир çамрăкне курса,
Тата начарне пăхса
Нумайăшĕн куçсенче
Пире хирĕç шухăшсем
Тапранни те палăрчĕ!
Хăшсем тата «ĕçсене
Шанчăклă çын аллине
Памалла» тесе пире
Калакансем те пулчĕç.
Вăл мĕне пĕлтернине
Эпĕ тавçăрса илтĕм.
Ăна эпĕ сăнарăм.
Малашне мĕн пулĕ-ха
Тесе вăрттăн шухăша
Тарăн чуна пытартăм.
Нумай пулмасть Хусана
Вĕт халăхсен Пухăвĕ
Пулса иртсе каяйрĕ.
Чăваш вĕреннĕ çыннисем
Унта нумай килнĕччĕ!
Чи малтанах çав çынсем
«Хыпар» çинчен калаçма
Халап хускатса ячĕç.
Виçĕ кунччен çав халап
Пĕр чарăнмасăр пычĕ.
Нумай унта калаçрĕç?
Пирĕн «Хыпар» хаçатне
Хурлакансем те пулчĕç.
Пуринчен те ытларах
Пачăшкăсем пирс хирĕç
Питĕ хыттăн тăрайрĕç.
«Пĕр хура халăх çинчен
Анчах мар эсир çырăр,
Пачăшкă çинчен те çырăр»,
Тесе пире каларĕç.
Тата тепĕр тĕрлисем
Ак çапла та каларĕç.
«Çĕре епле тÿрлетсе
Ĕçлемелли çинчен те
«Хыпарта» çырас пулать!»
Тесе каласа хучĕç.
Нумай япала çинчен
Пире çырма хушрĕç
Пурне те çавна илтсен
Манăн йăлтах ăс кайрĕ.
Вара эпĕ вĕсене
Ватрăм сăмах каларăм:
«Тăвансем, апла пулсан,
Пурин çинчен те çырсан
Пирĕн хаçат ни пăтă,
Ни яшка пулса тăрĕ,
Пĕрне те тĕппипелех
Эпир хамăр хаçатра
Çыраймăпăр терĕм
Эсир каланисене
Çырма питĕ кирлине
Эпĕ хам та пĕлетĕп,
Анчах хăшĕ кирлĕрех
Çавна çырсан аванрах
Пулмĕ-ши, ырă çынсем?
Пире халь кирлĕреххи
Патшалăхăн пухуне
Халăха хатĕрлемелли,
Патшалăх йĕрки менле
Улшăнассисем çинчен,
Чăваш халăх пурнăçне
Епле тÿрлетес çинчен
Çавăн çинчен халь пирĕн
Çырас пулать», – терĕм эп.
Анчах çапах çав çынсем
Тем чуль уççăн каласа
Парсассăн та хăйсеннех
Вĕçсĕр çаптарса тăчĕç.
Виç кун çапла тавлашса
Вăхăта ирттертĕмĕр.
Иккĕмĕш кун çĕнтерчĕç
Пире вĕсем кăшкăрса.
«Эсир хаçат кăларма
Пултарайман ачасем»
Тесе пиртен кулайрĕç.
Тантăш, ун чух иксĕмĕр
Менле пуçпа çĕр хута
Хаçат Шветсари витĕр
Таврăннине иксĕмĕр
Анчăх эпир пĕлетпĕр.
Чĕрĕллех хура çĕре
Чавса пытарнă пулсан
Пире ун чух çăмăлрах
Пулĕ тесе шутлатăп.
«Çĕр чăтма çук илемĕ,
Çурхи сывлăш уçă-çке!
Çÿлти çутă çăлтăрсем
Йăлтăртатса пăхаççĕ;
Йывăçсем те çулçине
Аран йăтса лараççĕ;
Пĕр сас-чĕвĕ илтĕнмест,
Ăшă çил вăшт çеç вĕрет,
Вĕрет те пирĕн хуйха
Тарăн шухăша кайнă
Пит-куçсене ачашлать,
«Мĕншĕн ытла, ачасем,
Хуйхăратăр, шанчăка,
Пĕтĕм шанчăк ĕмĕтĕн
Вăйлă çунатне татса?
Пăхăр халĕ, ак эпир
Епле шăппăн калаçса.
Хавасланса ларатпăр.
Вăхăтлăха манар-ха,
Хăвăр тарăн хуйхăра,
Пирĕнпеле савăнса
Паянхи кун тапратнă
Суранăра тÿрлетĕр».
Тесе каланă пекех
Мана туйăнчĕç вĕсем.
Чăштăр-чăштăр силленсе,
Чĕлтĕр-чĕлтĕр чĕтренсе,
Шĕпĕлтетсе калаçса
Кăштăртатса илейрĕç
Çу уйăхĕн çулçисем.
Ачашла ÿснĕскерсем!
Çĕр чăтма çук илемлĕ,
Çурхи сывлăш уçă-çке!
Анчах пирĕн чунсенче
Хуйхă кастарса çÿрет,
Çут çанталăк илемне
Илемсĕрĕн кăтартать!
Виççĕмĕш кун та пулчĕ
Хĕвел çуталса тухрĕ.
Кун каç майне сулăнчĕ.
Пирĕн пуху пухăнчĕ.
Хайхи çынсен куçĕсем
Хăшĕн-хăшĕн тутисем
Мăшкаллас пек тăраççĕ.
Каллех хаçат халапне
Эпир тапратса ярса
Калаçма тытăнтăмăр,
Пирĕн май нумай пулса
Тин çияла тухрăмăр.
Çавна курсан пачăшкăсем
Урисемпе тарăхса
Тапăртатма тытăнчĕç.
Тапăртатни вĕсене
Ним чухлĕ пулăшмарĕ,
Комисси суйларăмăр –
Чăнлăх çиеле тухрĕ!
Ах, тантăш, мĕн курнине
Пурне те халь асăнса
Чĕрене ыраттарса
Юнлантарасран хăрап.
Ытти асаплăхсене
Ху та эсĕ пĕлетĕн;
Эс çав асап хушшинче
Чире кайма тытăнсан.
Ху сывлăхна тÿрлетме
Çуралнă çĕрне кайрăн!
Унта та эсĕ çапах
Ахаль пурăнас темерĕн;
«Чваш ушкăн Çĕрпÿре
Уçрăн унта кайсанах.
Хусанта чухнех санăн
Чĕрÿ Çĕрпÿ çынсемшĕн,
Хуйхăрса çункалатчĕ!
Эсĕ ялан калаттăн:
«Çĕрпÿ уйес пĕтĕмпех
Чăваш çыннипе тулнă,
Апла пулсан та çапах
Унти хулара чăваш
Пуç пулакан пĕри çук!
Патша йĕрки чухне пек
Унта хура халăха
Курайман пуян çынсем.
Нумай çĕрлĕ улпутсем,
Пуçлăх пулса тăраççĕ!
Намăс пире, чăваша,
Çĕрпÿ чăвашĕсене!»
Тесе эс тарăхаттăн
Халь ĕнтĕ эсĕ ĕçле,
Ху шухăшна вырăна
Тăрăш часрах кĕртмешкĕн.
«Хыпар» сасси нихçан та
Сана хамăр кунта чух
Пулăшмасăр хăвармĕ!
Итлĕр Çĕрпÿ çыннисем,
Çав ăслă çын сăмахне!
Ăна итлесе тусан
Сирĕншĕн ырă кунсем
Часах çитĕç васкаса,
Çутă çинчен каласа.
Усал çынсем аллинчен
Эсир вара хăтăлăр,
Шупашкар çыннисенчен
Эсир каях та юлмăр!

Хыпар, 1917. Çĕртме уйăхĕн 5-мĕш кунĕ. 9№.

Public domain
This work is in the public domain in the United States because it was first published outside the United States prior to January 1, 1929. Other jurisdictions have other rules. Also note that this work may not be in the public domain in the 9th Circuit if it was published after July 1, 1909, unless the author is known to have died in 1953 or earlier (more than 70 years ago).[1]

This work might not be in the public domain outside the United States and should not be transferred to a Wikisource language subdomain (or as a file it should not be migrated to the Wikimedia Commons) that excludes pre-1929 works copyrighted at home.


Данная работа, впервые изданная до 1929 года, находится в общественном достоянии по законодательству США, и может быть опубликована здесь, в мультиязычной Викитеке. Но эта работа не может быть опубликована в национальной Викитеке, которая должна подчиняться законодательству России, т. к. работы этого автора (за исключением изданных до 7 ноября 1917 года) пока не вышли в общественное достояние в России. Этот автор умер в 1942 году и был посмертно реабилитирован в 1956 году, соответственно эта работа выйдет в России в общественное достояние в 2027 году.

The author died in 1942, so this work is also in the public domain in countries and areas (outside Russia) where the copyright term is the author's life plus 80 years or less.

PD-US-1923-abroad Public domain in the United States but not in its source countries //wikisource.org/wiki/%D0%A2%D0%B0%D0%BD%D1%82%C4%83%D1%88%D0%B0