Jump to content

Тăхăр ял

From Wikisource
337571Тăхăр ял1903Тимофеев Григорий Тимофеевич

Сĕве тăршшĕсем

Пирĕн Элшелсем хăйсене «тăхăр ял çыннисем» тесе хисеплеççĕ. Ĕлĕксенче, ку енчи чăвашсем Утиле ĕçлесе пурăннă чухне, кунти тĕнче пĕрре те хальхи пек пулман. Пÿркелĕнче Утилĕн «Приказ» пурччĕ, тет. Пĕтĕм çак таврари ялсем, Тинкеш-Рункă таврашĕ те, приказа çав Пÿркелне çÿретчĕç, тет. Çав вăхăтсенче Элшелсем, Таккаварсем, Раккассисем, Мертлĕсем, Киштексем, Пимĕрселсем, Пÿркелсем, Хирти Кушкăсем, Чăваш Саркамăшĕсем пĕрле пĕр хирте ĕç пуçласа, ĕç ĕçлесе, пĕрле ĕç пĕтеретчĕç, тет. Вĕсенĕн ана-çарансем пĕтĕмпех пĕрлеччĕ, тет: хальхи пек ял-ялпе уйăрса паманччĕ, тет. Вĕсем ахăр çав пиркерен пĕр-пĕринпе ытла аван та, ытла çывăх тăнă пулмалла: пĕр-пĕринпе ĕç пуçтарса, пĕр-пĕринпе ĕçкĕ-çикĕ ĕçсе çинĕ çĕрте вĕсенĕн калаçнă чĕлхи те, тумĕсем те, йăлисем те пĕр пекрех тăрса юлнă пулмалла. Пĕр-пĕринпе пĕр вăхăталла ĕç пуçласа, пĕр вăхăталла ĕç пĕтернипе вĕсенĕн ял чÿкĕсем, ял ĕçки-çикисем пĕр вăхăталла килмелле пулнă. Ĕçкĕ-çикĕ таврашĕ пĕрле аван тăракан çынсемшĕн пулать. Çавăнпа çав тăхăр ял каллах ĕçме-çиме те пĕр-пĕрин патне çÿремелле пулнă. Вăл ялсем халĕ те пĕр-пĕрин патне ĕçке-çике ытларах çÿрĕрех параççĕ, пĕр-пĕринпе ытларах аван тăраççĕ, ытларах хĕр парса, хĕр илеççĕ.

Ку яхăнсенче ĕнтĕ, Утил аллинчен тухнăранпа, ытти ялсемпе те хутшăнаççĕ, ытти ялсемпе те ытларах палашаççĕ. Тавра ялсем, тăхăр ялран пуçне ыттисем те, пурте пĕрле киле пуçлаççĕ ĕнтĕ: тăхăр ялсем хуллен-хуллен вĕсен урапи çине кĕрсе лараççĕ, лешсем каллах тăхăр ял урапи çине лараççĕ; тек çапла пĕр енчен йăлапа тепĕр енчи хутшăнса-арпашăнса пĕтеççĕ. Унтан тата харпăр хăй йышне вăхăт çитиччен упрать-сыхлать те, вăхăчĕ çитсен упраймасть те, сыхлаймасть те: ниçтине пĕлсе, ниçтине тĕплĕ-йĕрлĕ туса çитермелле мар. Унтан вара хăй йăлине тăвать-тăвать те, вăрттăнлă-мĕнлĕ кăна тăва-тăва йĕркине те манать. Вара ирĕксĕр: «пирĕн чăваш йăлине пурне те тĕрĕслесе туса пĕтерме тĕпне-йĕрне те пĕлес çук ĕнтĕ ăна», тет; «пĕр хутчен вырăсла пурăнас ĕнтĕ, вырăсла тусан, чăрмавĕ-мĕнĕ çук, вырăсла йăлана пурте пĕлет ăна», тет. Чăваш çынни çапла, хăй йăлине пăрахса, вырăс йăлине тытать вара. Пĕр вырăсла майпа пурăна пуçласан, ытти япалана та урăхларах пăхать вара. Ĕлĕксенче хĕрупраç аякка кайма, çав чăваш йăлисене туса, чăваш йăлисене тĕрлĕ çĕрти пек чăнласа тăрассинчен хăранă. Çавăнпа аякка кайма хăранă. Хĕрĕ аякка каяс тесен те, ашшĕ-амăшĕсем аякка пама хăранă ăна: «унти йăлисене кунтисенчен малтан тасатса, кунти киле йывăр килмелле ман», тенĕ. Çавăнпа çывăха кăна, пĕлнĕ çĕре, панă. Халĕ ăна-кăна нихăш те чăнласа çитерейменнине курса, вырăсла пурăнас, тет. Вырăсла пурăнсан унтан-кунтан хăрасси çук, тет.

Акă хайхи тĕн тĕлĕшĕнчен вырăсла пурăнма тытăнсан, ытти тĕлĕшрен те пĕтĕмпе вырăсла пурăнма тытăнаççĕ вара: кирек мĕне те «вырăссем çапла тăваççĕ», тет. Тумне те вырăсла, çурт-йĕрне те, ыттине те пĕтĕмпе вырăсла тума тытăнаççĕ. Халĕ ку яхăнта пурăнăç хĕсĕнсе килнипе чăвашсем вырăсалла та тухса çÿрекелеççĕ. Тухкаласа çÿрекен вырăсла калаçма та вĕренет, вырăсла калаçма вĕреннĕ çын, ăна вĕреннĕ япалана манас мар тесе, ытларах вырăсла калаçать. Халь пирĕн чăваш хÿтлĕхĕнче темĕн чухлĕ вырăс сăмахĕ, темĕн чухлĕ вырăс йăли. Пайтахранпа вырăсла пурăнакан чăвашсем хушшинче вырăсла юрăсем юрлаççĕ, вырăс ташшисем ташлаççĕ, пайтахăшĕ салтакран таврăнакансем вырăс хĕрне те качча илекен пур.

Çапла, самана улшăнса пынине кура, ытти япали те улшăнса пырать.

Авалсенче, тăхăр ялпа ĕçлесе, пĕрле пурăннă та, хăйне уйрăм ытти енчи йăласене йышăнмасăр тăхăр ял йăлипе пурăннă. Ирĕксĕр тăхăр ял пĕр пек пулмалла пулнă. Унтан айран ку таврари çĕрсене Утил пăрахса, çынсем Утил аллинчен тухсассăн, хăйсене ирĕккĕн ĕçлеме-савăнма тытăнсан, тăхăр ял та ытти çĕрелле, ытти енчисем те тăхăр яла кĕре пуçланă. Унтан, чăваш йăлине пăрахса, вырăс пек пурăна пуçланă. Вырăссене мĕн иккенне ăнланса, мĕн-мĕн тунине курса пĕтериччен, чăвашсем авалтанпа тутарпа туслă пурăнакансем тутара та кайнă пулĕччĕç. Ĕлĕк чăвашсем тутарсемпе пурăнса тутарсем патне çÿрени халĕ те пайтах паллă-ха. Пăрăнтăк вулăсĕ чăн пысăк вулăс теççĕ: вулăсра пĕр вăтăр яла яхăн хисеплеççĕ.

Тĕнче темĕн чухлĕ улшăнсан та, ку тăхăр ял хăйне тăхăр ял тесех хисеплет-ха: уяв кĕвви каланă çĕрте, унта-кунта ытти тĕлте хăйĕн «тăхăр ялне» кирек кам та асăнатех, çак таранччен те пулин вун ик çулта пĕрре тăхăр ялпа пĕрлешсе «тăхăр ял чÿкĕ» тăваççĕ. Чăн кайран тунă «тăхăр ял чÿкĕ» 1901 çулхи август уйăхĕнче кĕркунне пулчĕ. Унта пĕр эрне хушши тăхăр ялпа чÿк туса, пĕр 54 чун парса, ĕçсе-çисе пурăнчĕç. Тăхăр ял чÿкне çав каланă ялсем: Таккавар, Киштек, Раккасси, Элшелĕ, Пимĕрселĕ, Пÿркелĕ, Хирти Кушкă, Кивĕ Мертлĕ, Çĕнĕ Мертлĕ, Чăваш Саркамăшĕ пынă. Ăна та вăрттăнла-мĕнле кăна пуçтарăнса тумалла пулчĕ те вĕсен, кайран тунипе туманнине ыйтнă чухне хăш-хăш ялĕ пĕтĕмпех «кайман» тесе пытарчĕç. Пирĕн тĕнче ялан та çапларах: тăвасса пĕрне тăваççĕ, кăтартасса тепĕрне кăтартаççĕ.

Халь çак яхăнсенче чăваш çынни хăш тĕлте мĕнле ăспа пурăннине, мĕнле йăла чăнланине кăтартса, çак Элшелĕ таврашĕнчи ялсем çинчен хам мĕн пĕлни çинчен каласа çырам-ха эпĕ. Унта çав «тăхăр ялтан» пуçне ыттисем çинчен те кирлĕ таранччен каламалла пулĕ манăн. Епле пулсан та пуринчен ытла çак «тăхăр ял çĕрĕнче» мĕнле пурăннине, мĕнле калаçнине, мĕн шухăшланине калам-ха эпĕ. «Тăхăр ял çĕрĕ» тенĕ çĕртен те манăн пуринчен ытла Элшелĕ çинчен çырмалла: Элшелĕ çинчен мĕн-мĕн калани, ыттисем çинчен калани те çавă пулĕ: вĕсем пурте пĕр пекрех тăраççĕ.

«Тăхăр ялсем»

Хальхи этемсем «тăхăр ял» тесе çав Таккаварне, Раккассине, Киштеке, Элшелне, Пимĕрселне, Пÿркелне, Хирти Кушка, Кивĕ Мертлĕпе Çĕнĕ Мертлĕ (Çĕнĕ Мертлĕсем Кивĕ Мертлĕрен тухса ларни пĕр 60 çултан ытла мар тет-ха, ăна ваттисем пайтахăшĕ астăваççĕ), унтан тата Чăваш Саркамăшне (Чăваш Пăрăнтăкне) хисеплеççĕ. 1907 çул кĕркунне «Чапăрлă тăвĕ» айĕнче тунă «тăхăр ял чÿкĕнче» те çапла: малтан Мертлĕ Патĕнчи ырăсене, унтан Элшелпе Раккасси таврашĕнчи, Киштек патĕнчи, Таккавар патĕнчи, Çĕнĕ Мертлĕри, Кушкăри, Пимĕрселĕнчи, Пÿркел çывăхĕнчи, Саркамăшри ырăсене асăннă. Анчах ватă çынсем: «ĕлĕксенче «тăхăр ял» тесе апла хисеплемен» теççĕ: чăн «тăхăр ял» Чапăрлăпа Мертлĕ, унтан Чăваш Саркамăш, Элшелпелен Этремен, Раккасси, Таккавар, Чăваш Киштек, Пÿркел кăна пулнă, теççĕ. Пимĕрселпе Шемек, унтан тата Кушкă вăл хисепе кĕмен, тет.

Элшелĕ стариккисем каланă тăрăх вăл «тăхăр» ял çĕрĕ» ак çапла пуçланса каять.

Мертлĕпе Пăрăнтăк хутлăхĕнчи Сĕве хĕрринелле сысна çурăмĕ евĕрлĕ сăмсаланса тăсăлса пыракан «Чапăрлă тăвĕ» вĕçĕнче ĕлĕк чăн малтан пĕр таçтан килсе ларнă «мăрса» пурăннă, тет. Çак халь «тăхăр ял çĕрĕ» теекен çĕр, унтан тата çак таврашри пайтах çĕршыв пĕтĕмпе çав мăрсанăн пулнă, тет. Вăл çĕре йышăнса тытса тăнăшăн, унтан уссине курса тăнăшăн, мăрса «патшана» вăрçă-тавлашу вăхăтĕнче çар пуçтарса, çар кăларса тăратмаллаччĕ, тет. Вăл мăрсанăн çав «Чапăрлă тăвĕ» вĕçĕнче çурчĕ пурччĕ, тет: чул çурт, чул çурт тавра пĕтĕмпе ытла тĕреклĕ чул хÿмеччĕ, тет («крепоç»). Мăрса патĕнче темĕн чухлĕ çын ĕçлесе пурăнатчĕ, тет. Мăрса çурчĕ çывăхĕнче ял ларатчĕ, тет. Вăл ял «Чапăрлă» ятлă пулнă, тет. Çав «Чапăрлă мăрсийĕн» çичĕ ывăл пулнă, тет. Çичĕ ывăлтан мăрса ачисен виççĕшĕ вăрçа кайса, вăрçăран вилсе «таврăнаççĕ», тет, тăваттăшĕ тата килте пурăннă çĕрте «тĕп пулаççĕ» тет. Мăрса хăй юлать, тет те, пĕр ывăлĕн ывăлĕ, нимĕн пĕлмен «алăри ача», юлать, тет. Пурăнсан-пурăнсан, мăрса хăй те ватăлса вилет, тет. Хай мăрса йăхĕнче пĕр çав «чĕчĕ ачи» кăна тăрса юлать, тет.

Мăрса патĕнче тăракансенчен пĕри, мăрса килне-çуртне, йышне-тĕшне çывăхраххи, мăрса килĕнчен хушса янипе патше патне каять, тет те: «Пирĕн çапла-çапла çавăнта ырă мăрса пурăнатчĕ, ачисем пурччĕ, ачисем те вилсе пĕтрĕç, пĕр ывăлĕн ывăлĕ кăна, алăри ача, чĕчĕ ачи, тăрса юлчĕ; аслашийĕн тупшарĕ ăна пулма тивĕç май пур-ши, тивĕç пулма май çук-ши?» – тесе ыйтать, тет. Патша кăна калать, тет: «Нумай кирлĕ-ши ăна çĕр?» – тесе калать, тет. Ку мăрса çынни вăл сăмахсене каллах мăрса килне çитерет, тет те, кунтан мăрса килĕнчен ăна калаççĕ, тет: «Лаша çине утланса, юланутпа хĕвел тухнă çĕре килтен тухса кун каçиччен мĕн чухлĕ çĕр çавăрăнма пулать, çавăн чухлĕ çитĕ», – теççĕ, тет. Ку патшаран çапла хăйне хушнă пек каласа ыйтать, тет те, патша кунăн сăмахне килет, тет: çапла мăрса ачине аслашшĕ çĕрне парать, тет.

Хай мăрса çынни килет, тет те, пĕр ирхине хĕвелпе пĕрле ут утланса тухса, мăрса килĕнчен пуçласа Сĕве тăрăх хĕвеланăç енпе кăнтăрланалла улăхать, тет: ытла хытă хăваламасăр, чуптарнă çĕрте чуптарса, уттарнă çĕрте уттарса, Элшел çумпеле мал еннипе килет, тет. Элшел тĕлне çитсессĕн, хĕвел ирхи апат тĕлне улăхать, тет те, ку мăрса çынни, лаша çинчен анса, лашине çиме ярать, тет, хăй те ларса апат тăвать, тет. Ваттисем халь те пулин пĕр тĕле «мăрса çынни ирхи апат тунă вырăн» теççĕ. Ирхи апат тăвать, тет те, аранçă кансан, мăрса çынни каллах лаши çине утланса, лашине малалла хăвалать, тет. «Чăнлă» шыв хĕррине çитет, тет те, унăн урлă каçса каймас, тет: Чăнлă шывĕн ку енпе тата малалла каять, тет. Халь Таккаварсем ларакан вырăнтан леререх кайсассăн, лашине хĕвеланăçнелле çавăрать, тет те, хальхи Çĕнĕ Путлĕ Чикки, «крань», пулса юлакан вырăнсемпе хĕвеланăçнелле каять, тет. Каять, каять, тет те, çапла, таçта çавăнта пĕр тĕлте кăнтăрла туса, Шемĕршел «краньсем» тĕлне, Киштек леш енĕпе Пÿркел вырăннерех, тĕллесе анаталла анать, тет. Пÿркел леш еннерех анаталла лашине хытăрах хăваласа анать, тет те, таçта çавăнта Вырăс Саркамăш çывăхнелле çур каç апачĕ пекки тăвать, тет, лашине те кăнтарать, тет. Пăхать, пăхать, тет те, кунтан тÿрех киле тавăрăнма хĕвел часах анса лармалла мар, тет-ха. Акă хайхи Сĕве урлă каçса кайса, Хăят чиркĕвĕ тĕлне çитиччен аранçă тăвалла улăхать, тет те, унтан лашине Сĕве леш енпе кунталла Чапăрла майăн хăвалать, тет. Вырăс Киштек айĕсемпе, Кăлла (Ахтупай) леш енĕпе, Чакăлтăм леш енĕпе килет, тет. Чакăлтăмран иртсессĕн, хĕвел анса килет, тет: лашине хытăрах хăваласа Чапăрла тĕлĕнче Сĕве урлă каçса ĕлкĕрет, тет те, хĕвелпе пĕрле Чапăрла мăрса килне пырса кĕрет, тет.

Тепĕрисем каланă тăрăх вăл мăрса çынни малтан Сĕве леш енне каçса, Сĕве леш енĕпе Хăят чиркĕвĕ тĕлне çитнĕ, тет те: «Капла тÿрĕ кайса тÿрĕ çавăрăнса килсен, мĕн чухлĕ çĕр çавăрса илнине чухлаймăн», – тесе калать, тет. Хĕвеланăçнелле пăрăнса каçать, тет те, хай малтан каланă çулпа тăвалла улăхать, тет. «Çĕнĕ Шевĕршел» çĕрĕ кранĕпе Таккавар леш енĕпе Чăнлă хĕррине тухать, тет те, Чăнлă урлă каçасшăн пулать, тет. Анчах Чăнлă урлă каçнă чух кунăн лаши путса вилет, тет те, лашине пусса пăрахса, лаши тирне тет-и, е лаши виллине хăйнех тет-и, Чапăрла çитиччен Чăнлă тăрăх, Сĕве тăрăх шывпа сĕтĕрсе анать, тет. Апат тунă тĕпĕсем, лаша кантарнă вырăнсем капла калакансен те лери пекех тухать. Маншăн пулсан, леш малтан калакан халап тĕрĕсрех, те.

Тăхăр ял çĕрĕ çапла мăрсаран пуçланса каять, тет. Мăрса ачинчен юлашкине, ытти çĕре, пĕтĕмпе патша илет, тет те, хăйне епле кирлĕ пек пара-пара пĕтерет, тет. Ку «Чапăрла ялĕ» çапла мăрса çĕрĕнче ларса юлать, тет те, мăрса йăхĕ вилсе пĕтсен, ăна Чапăрла çыннисем пĕр-пĕринпе валеçсе пĕрле ĕçлесе тăраççĕ. Пурăна-киле, этем йышланса Чапăрларан кунта Элшел тухса ларать, унтан тата Тилçе шывĕ Кĕтессине Чăваш Саркамăшĕ Тухса ларать. Хай çав виçĕ ялтан тăхăр ял пулса каять вара. Элшелĕнчен Этремен, Раккасси тухса лараççĕ, Тăнлассинчен, Элшелĕнчен Таккавар тухса ларать. Çавăн пекех тата унтан кунтан Чăваш Киштек куçса ларать. Элшелĕнчен, Саркамăшран, Мертлĕрен Пÿркелĕ тухса ларать. Çапла майпа «тăхăр ял» пулса каять.

Пурăна-киле самана улăшăнать, çĕр те хĕсĕне-хĕсĕне килет. Тăхăр ял çĕрне те унтан-кунтан тата-тата илеççĕ. Чăн малтан тăхăр ял çĕрĕ кĕтессине «куславкка» улпучĕ килсе ларать, тет.

Вăл, эрех ĕçтерсе, çак тăхăр ял çыннисенчен çĕр илмешкĕн «приговор» илет, тет. Унтан каллах Кăнна улпучĕ Этемсене эрех ĕçтерсе, çурт лартмалăх тесе, приговорпа тепĕр кĕтессе çĕр илет, тет. Унтан кайран Хăят улпучĕ килет, тет те, тăхăр ял çĕрни кĕтес чиккине, юпа шăтăк тĕлне, чиркÿ лартать, тет. Чиркÿ лартать, тет те, çĕр кастарса илет, тет. Кайран тăхăр ялсем вăл крана шыраттарса, кран юпине тупаймасăр, улпутран çĕре туртса илеймен, тет. Хăят чиркĕвĕ çинчен кунта тăхăр ял çыннисем çапла калаççĕ: «Чиркĕве пăсма саккун çук», тет, юпа шăтăкне янă кăмрăксем, кĕленче ванчăкĕсем чиркÿ айне пулса юлнă, тет те, ăна ниепле тупма çук, тет», – теççĕ.

Унтан тата тăхăр ял çĕрне Чăваш Саркамăш çумне Пăрăнтăк килсе ларнă. Ун çинчен ак çапла калаççĕ. Саркамăшсем Чапăрларан тухса ларнă, тет те, вĕсене Сĕве тăрăх киле-киле вăрă-хурахсем ытла аптăратнă, тет. Вара, çын ытларах пултăр тесе, хăйсем патне Пурчавран вырăссене чĕннĕ, тет. Чăнах та ку таврара пĕтĕм вырăс улпут аллинче пулнă, Пăрăнтăксем пĕр ял Утилĕн пулнă. Чиркÿ кĕнекисем çинче те (летопиçре) Пăрăнтăк вырăсĕсем чăвашран, тутартан, мăкшăран пулса кайнăн кăтартать.

Çапла хуллен тăхăр ялăн çĕрĕ те, ялĕсем те улăшăна- улăшăна тек пынă. Чапăрла сахалланнă та Мертле пырса кĕнĕ. Этременсем шыв хĕрринче пурăнса, çуркуннесенче шыв илнипе аптраса, вăхăтлă тырă акмасăр тертленсе, Элшелне куçса ларнă. Мертлĕрен Çĕнĕ Мертлĕ Тухса ларнă. Кивĕ Пăрăнтăкран Çĕнĕ Пăрăнтăк тухса ларнă. Ялпа ял хутшăнса пĕтнĕ: пĕр ял çынни тепĕр яла киле пырса кĕнĕ. Утилтен тухнă чухне, ялне-ялне уйрăм, уйрăм çĕр уйăрса парсан, таврари çĕр хĕсĕнет вара: унта ялта этем ытла йышлăланать-и, е Утилтен тухнă чухне аван çĕрсене илекенсен халĕ çĕрĕсем ытла хĕсĕнеççĕ-и, е хăшĕн-хăшĕн тата ĕлĕк аван мар çĕрĕн курăнса йÿн хака килнĕ çĕрĕсем халĕ авана тухнине çĕклесе ярать-и? Тăхăр ял çапла ĕлĕкхи пек пĕр пек тăмасть: хăш-хăш ял çĕрĕ ирĕкреххипе авантарах тăрать, хăшхăш ял çĕрĕ хĕсĕккипе начартарах тăрать. Халĕ ку яхăнсенче Раккасси пит тикĕс ял тăрать: унта ытла вăйлă пуянсем çук, ытла начаррисем те çук. Элшелĕнче ытла вăйлă пуянсем пур, начаррисем те пĕрре те çуках мар. Мертлĕ каллах пĕр пекрех тăрать: ытла пуянсем те çук, ытла начаррисем те çук. Çак иртнĕ çулсенче çумăр пулмарĕ. Мертлĕсен тырă пулчĕ, йĕпе çулсенче тырă пулмасть, тет, вĕсен. «Мертлĕ çак çулсенче çĕкленчĕ», теççĕ çынсем. Пăрăнтăк Утилтен тухнă чухне çĕрĕ пĕр юрăхсăр çĕрĕн курăнса юлчĕ, тет, халĕ тата çак яхăнта ытла аван çĕрсем пулса темĕн чухлĕ усă кăтартать. Таккаварсем чăн аван çĕре ларатпăр тесе тухса ларчĕç, тет, халь çĕрĕ те сахал, тырри те пулмасть. Таккаварсем ытти ялсенчен начартарах пурăнаççĕ. Киштекĕн каллех çĕр ытла хĕçĕпе юлнă: Пимĕрселĕнче Шемексем ытла пуян пурăнаççĕ, Пимĕрселĕнче Шемексем ытла пуян пурăнаççĕ, Пимĕрселсем начар, тет. Вĕсенĕн те çĕр хĕсĕк, теççĕ. Пÿркелĕн те çĕр хĕсĕкрех, теççĕ. Унта вара ытти ялсен – Хирти Кушкăн, Çĕнĕ Мертлĕн, Çĕнĕ Пăрăнтăкăн каллех пĕр майлă кăна тăраççĕ, теççĕ. «Тăхăр ял» тенĕ çĕрте çав Раккасси, Мертлĕ, Элшелĕ, Пăрăнтăк-Саркамăш авантарах ялсем пулаççĕ-тăр. Вĕсем хăйсене «тухмаллăх-кĕмеллĕх» вăрманлă-çаранлă, хур-кăвакал кăларма шывлă-шурлă тесе хисеплеççĕ. Чăнах та вăл тăватă ялта ыттисенчен хур-кăвакал, выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ, тумланма та çие-пуçа питĕрех тумлатаççĕ. Ытти ялсенче пысăккисем çинче пасар сукни ытларах, ун вырăнне çамрăккисем çинче кĕрĕк-сăхман начартарах. Таккаварне, Киштеке, Пимĕрселне, Пÿркелне Элшелсем, Раккассисем, Мертлĕсем, Саркамăшсем «хир енĕ» тесе хисеплеççĕ. Ваттисем ĕçкĕ-çикĕ вăхăтĕнче хĕрсене «хир еннелле качча ан кайăр, епле пулсан та хамăр яла-мĕне кайма тăрăшăр», – теççĕ.

Тăхăр ял çĕрĕ пуçланни çинчен тата ак çаплалла та калаçаççĕ. Чăн малтан тăваттăн – Чăппи, Элшей, Саркамăш, унтан тата Хаша «Куçар тăвĕ» çине ларса канаш тунă, тет. «Куçар тăвĕ» вăл виçĕ ял. – Раккассипе Сÿнтĕк Ката хÿтлĕхĕнче, Сĕве хĕрринче. Ката кăсене каланă тет: «Эсир Сĕве тăрăх Чăнлăн аял еннелле илĕр, эпĕ çÿлелле илем», – тесе каланă, тет. Кăсем вара виççĕн килсе, виççĕшĕ виçĕ тĕле ларнă, тет. Алла калакансем Тарканпуçне Хаша çумне çыпăçгараççĕ.

Епле пулсан та «Чапăрла тунĕ» тăхăр ял çыннисем «таса вырăн», «кĕлĕ вырăнĕ» тесе хисеплеççĕ, чÿк таврашĕнче «Чапăрлари ырăсем» тесе асăнаççĕ. Пăрăнтăка-мĕне кайнă чухне Чапăрла тавĕнче Тилçе хĕррине анаталла анмалла. Çавăнта такăнма, ÿкме-тума хушмаççĕ, ачасене: «ан ÿк, кĕлĕ вырăнĕ кунта, таса çĕр», теççĕ. «Тăхăр ял чÿкĕ» те çав Чапăрла тăвĕ вĕçĕнче, Сĕве хĕрринче тăваççĕ.

Унтан тата ваттисем калаççĕ: акă ытлашши нумаях пулмасть, кунтан Утил каяс умĕн кăна, çав Чапăрла тăвĕ вĕçĕнче хай «мăрса килĕ-çурчĕ юлашкине» теççĕ, чул ушкăнсем пысăк-пысăк купасем салаттарчĕç, тет. Кунта çывăхри çырмасенче ниçта та чул тухнине калаçмаççĕ. Вăл чулсене авалхи çынсем таçтан аякран Атăл хĕрринчен малтан турттарнă пулмалла. Халĕ ĕнтĕ вăл вырăна нимĕн чул таврашĕ те хăварман: мунча чулĕ-мĕн тума çынсем илсе кайса пĕтернĕ, тет.

Элшелийĕн çĕрĕ-шывĕ

Элшелийĕнче ята виçĕ хирĕнче те виçĕ тÿтрешкешер-çĕр тивет, теççĕ; ялта 548 ят, теççĕ пулас. Анара икĕ çур пилĕк хисеплеççĕ, çур пилĕкре икĕ тÿтрешке хисеплеççĕ; тÿтрешкере пилĕк хăлаç. Ку енчи çĕр хура çĕр. Хирте чул таврашĕ, хăйăр таврашĕ пĕрре те çук. Çырма хĕррисем те пĕтĕмпе хура тăпрах. Элшелийĕн хирĕнче те мĕн пурĕ икĕ çырма: «Хурăн вар» çырмипе «Тарăн вар» çырми. Вĕсем те тарăн çырмасем мар: чăн тĕпне çитме пĕр-ик виç хăлаç, сарлакăшĕ çирĕм-вăтăр хăлаç. Вăл та чăн тарăн тĕлте лап çĕр кăна килет. Хире навус таврашĕ кăлармаççĕ. Темĕн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх усраса та, навусне шывпа-мĕнпе юхтарса ярса, çулла пулсан ял тулашĕнче вутпа çунтарса усăсăр пĕтереççĕ. Ăçта лап çĕрсене путкăлăх-йÿкĕлĕх çĕрсене кăна тултарни пур. Хир ĕçленĕ çĕрте сухалама-сÿреме кунта суха пуçĕ тыткаламаççĕ. Суха пуçне тусан та карттахвисем акма кăна тăваççĕ, вăл та питĕ сайра çынта. Кунта ик-виç килĕпе тимĕр плук (акапуç) илеççĕ те, ик-виç килнипе пĕрле ĕç тăваççĕ вара. Пуянсен темиçе плук та пулать: пур ĕçе юрăхлă лашине те плук пулать вĕсенĕн. Хирте тырă пулнă çул начарах пулмасть, теççĕ: анăра 16-шар, 17-шер, 18-шар урапа тырă ларать, теççĕ, аван пулнă çул 12-шертен кая пулмасть, тет. Çул-çулĕпе 20-шер урапаран ытларах пулнине те калаçаççĕ (сĕлĕ анăра 23 урапа пулнă тенине те илтнĕ эпĕ). Урапинчен вара 8-шар, 10-шар, 12- шар пăт тырă тухать, теççĕ. 1902 çулта тырă начар пулчĕ те, анăра пит нумай пулнине те сакăршар урапа кăна пулнă, терĕç, унтан вара чухрах пашнисенче пилĕкшер, ултшар урапа кăна ларчĕ, теççĕ. Урапинчен 4-шар пăт ырашĕ тухрĕ, тет, сĕлли те çавăн пекех пулчĕ.

Элшел хирĕпе аслă çул хĕрринчен пуçланса хай «Тарăн варпа» «Хурăн вар» çырмисем анаççĕ. Çуркунне вăл çырмасенче шыв шаркаса юхать. Хиртен юр шывĕ анать. Ял еннерех çырмине «Тарăн варĕ» теççĕ. Хурăн вар çуркунне Тарăн вартан хытăрах юхать. Вăл Хурăн вар темĕскерле кукăр-макăр. Хурăн варта сăрт хĕрринче шăтăксене сăварсем пурăнаççĕ. Унта сăвăр шăтăкийĕн хисепĕ çук. Вăл шăтăксем тарăн: уйĕсенче шалтан сăвăр чавса кăларнă тăпра темĕн чухлĕ пулать. Мăшăрлăн- мăшăрлăн пурăнаççĕ вĕсем. Кăнтăрла шăтăксенчен тухаççĕ те уçăмра-мĕнте, тырă ăшĕнче е çĕрĕмре кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе тăранса çÿреççĕ. Вĕсем çÿрени таçтан курăнать: пĕри сăрт çамкине улăхса кайри урисем çине ларать те, йĕри-тавра çын-мĕн килмест-и тесе, унталла-кунталла пăхса ларать. Хăйсем патнелле пыракан çынна таçтан аякран курать вăл. Çын хăйсем патнелле пыра пуçласанах, ыттисене “шик” шăхăрать. Лешсем вара çÿренĕ çĕртен пĕр сиккеленмесĕр хăйсем патне çын пынине пăхса лараççĕ. Пĕчĕкçĕрех хĕрлĕ йытă евĕрлĕрех вĕсем, хăшĕ-хăшĕ хураллă ула та пулать. Çывăхĕсенерех çын пыриччен нимĕн чĕнмесĕр пăхса лараççĕ те, çывăхарах пырсанах: “харт-харт-харт” туса шăтăксене кĕрсе каяççĕ. Пĕр шăтăкĕсене кĕрсе кайсан час тухмаççĕ вара вĕсем. Вăл сăвăрсене чăвашсем “этемрен пулнă, тет”, теççĕ. Ĕлĕк пĕр пуп пурăннă, тет. Унпа пĕрлех тата çав ялта пĕр чăваш пулнă, тет: çав чăвашпа пуп иккĕш юнашар тулă акнă, тет. Ку чăвашăн тулли аван пулнă, тет, пупăн начар пулнă, тет. Пуп кунăн анине йышăнать, тет: лайăх пулнă тулла “манăн” тесе калать, тет. Хайхисем тавлашсан, тавлашсан пуп калать, тет: “атя сута парар, эппин, сутсем килсе хăш ана камăн иккенне татса паччăр”, – тесе калать, тет. Сута каяççĕ, тет, хайхисем. Сутсем калаççĕ, тет: “Ана çине пырса, анăçĕнчен хăйсенчен хăшĕ камăн иккенне ыйтас”, – тесе калаççĕ, тет. Ку пупăн пулать, тет, пĕр хĕр те пĕр ывăл. Пуп ачисене калать, тет: “Ана çине сутсем пырса ыйтас пулсан, эсир çĕр айне кĕрсе ларăр та, “ку кам ани”; тесе ыйтсан, тулă лайăх пулнине “пупăн тесе калăр”, – тесе калать, тет. “Леш тулă начар пулнине мужикĕн тесе калăр”, – тесе калать, тет. Пуп ачисене илсе каять, тет те, икĕ ана хутлăхне çĕр алтса хăвăл туса парать, тет, çиелтен курăнмалла мар туса тăпра витет, тет. Хай сутсем çитеççĕ, тет те, тулă лайăх ана çине пырса, “ку кам ани;” тесе ыйтаççĕ, тет. Ана çинче: “пупăн, пупăн” тесе калать, тет. Унтан тулă начар пулнă ана çине пырса “кам ани;” тесе ыйтаççĕ тет. “Мужикăн, мужикăн”, тесе калать, тет. Пуп çапла улталаса хресченĕн лайăх пулнă туллине йышăнать, тет. Ку пупăн ачисем çавăншăн сăвăр пулса тăраççĕ, тет: çапла ĕмĕр çĕр айĕнче пурăнмалла пулаççĕ, тет. “Халь сăвăр шăтăкне кĕрсе кайнă чухне хартлатнине чăвашсем: “пупăн, пупăн”, тесе калать вăл, теççĕ. Çапла каланă евĕрлех хартлатать вăл.

Унтан тата пирĕн чăвашсем калаççĕ. Авал “Тарăн варта” “чăн чăвашсем” пурăннă, тет, теççĕ. Вĕсенĕн çурчĕсем çатантан авса тунă хÿшчĕ, тет, шала пĕтĕмпе шурă пир сарнăччĕ, тет.

Унтан çав хÿшĕрех тата çĕре аялалла кăмака пек алтса кĕрсе, кĕл тумалли пÿлĕм тунăччĕ, тет: шурă чаршав карса хĕвелтухăç еннелле пÿлĕм тунăччĕ, тет. Унта малтан ваттисем, унтан çамрăккисем, кайран хĕрарăмсемпе ачасем кĕре-кĕре кĕл тăватчĕç, тет. Вĕсем сăх-сăхмастчĕç, тет, кут çине лат ларса хĕвелтухăç еннелле пăхса çĕре ÿке-ÿке пуç çапатчĕç, тет. Тăхăнасса вĕсем пĕтĕмпе шап-шурă тăхăнатчĕç, тет. Тырă акса пурăнатчĕç, тет. Лаша выльăх çукчĕ, тет. Çĕре юплĕ туратпа катмакласа-чаваласа тырă акатчĕç, тет. Вĕсенĕн ĕне таврашĕ те çукчĕ, тет: кĕтĕвĕпелен качака усратчĕç, тет, çавсен сĕтне çиетчĕç, тет. Унтан ку вырăна элшелсем килсе ларсан, вăл “чăн чăвашсене” пăшал персе хăратнă, тет. Лешсем вара пăшал сассинчен хăраса, пурте кунтан таçталла Сĕве тăрăх çÿлелле куçса кайнă, тет. Вĕсем хыççăн чукун арчасемпе укçа юлнă, тет. Ăна вĕсем темĕн-темĕн каласа ылханса çĕр айне варса лартма хăварнă, тет. Элшелсем ку арчасене укçипех яла илсе кĕнĕ, тет те, унта-кунта салатса янă, тет. Акă хайхи элшелсем суккăр пулаççĕ, тет. Юмăçа каяççĕ тет те, юмăçĕ: “Çапла-çапла укçа илнĕ эсир, каялла кайса пăрахас пулать”, – тесе каласа ярать, тет. Çавăнтан вара яланах, куç пăсăлакан “хаяр çавăрса” çав тĕле укçа кайса пăрахаççĕ, тет.

Хурăн варпа Тарăн вар çырми тĕпĕсем çулла тип-типех пулаççĕ. Хурăн варăн вĕçĕнчех аранçă шыв кÿлленсе тăркалать: йĕпе çулсенче кĕтÿçĕсем шăваркаламалăх пулать. Ытти ялсен те çавăн пекех хирте çырма-тĕрме питĕ сахал. Элшелийĕн кĕтĕвĕсене шăварма хиртен Сĕве хĕррине анаççĕ.

Чăваш çынни ĕçре епле çÿрет

Этем тенĕскер мĕн кĕçĕнтен ватăличчен ĕçлет. Кĕçĕнтерех чухне шăллусене-йăмăкусене асту, ÿсерехпе ĕçе çыпçăн: çын çине кĕрсен, çынтан ан юл, ÿссе çитсе авлансан, качча кайсан, ача- пăчана ÿстер, пурăнăç тăвасшăн тертлен: ватăлсан, каллах “хам ÿстернĕ” ачам-пăчамран усал сăмах ан илтем” те; ун чухне те ахаль ан лар, вăй çитнĕ таран ĕçле. Ĕмĕр çапла тертлене-терленех иртсе каять. Тертленнĕ хурушне ун çумĕнчен тĕнчере аранçă савăнăçĕ пулать. Çавсене курса, çавсене тÿссе-чăтса савăнса-туса пурăнатăн вара.

Пурăннă çĕрте никам та ĕçсĕр пурăнаймасть. Арçынсен хăйне ĕç пулать, хĕрарăмсен хăйне ĕç пулать; хăшне-пĕрне тата арçынсемпе хĕрарăмĕ пĕрле те ĕçлеççĕ.

Чăваш тырă тăвать те, выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕпĕ, хур-кăвакал усрать, пирĕн чăвашра суту-илÿ тăвакан, ытти ĕçре пурăнакан сахал. Çавăнпа пуринчен ытла çĕр ĕçне тытăнса пикенсе ĕçлет: “Ăна кирек епле пулсан та, вĕренес пулать; пирĕн çын тырă тумасан пурăнас çук”, – тет. – “Вĕренейрĕп-ши?” мĕн тесе-туса тăмасть.

Çĕре сухаланă-сÿренĕ чухне, валеçнĕ-тунă çĕрте арçын ăшаланса çÿрет. Вăл ялан та тулти ĕçе тăваканни, хĕрарăм ялан та шалти пÿртри ĕçе тăваканни. Арçын ачасем çуркуннеллĕ- кĕркуннеллĕ лаша çитерме каяççĕ, ытти выльăх астума тухаççĕ. Çаран валеçмелле, шăпине-мĕнне сиктĕрмеллĕ. Ăна та пĕтĕмпех астумалла, çиме апат памалла, улăмне-утине пуçтармалла, турттармалла. Ун пек çĕрте те пĕтĕмпе арçын. Арçын çук çыннăн кăна карташĕнчи ĕçе хĕрарăм тăвать. Арçын çăпата тăвать, каскалать, хуралтă витет, хуралтă тÿрлетет. Çуркуннепе унта-кунта çатан авать, анкарти тытать, пахча тытать. Арçын куланай тÿлеме, парăм пама укçа тупать, ăна-кăна килĕшет.

Арçын унта-кунта ĕçлесе çÿренĕ чухне хĕрарăм килте кил астуса, киле-çурта пуçтарса, киле-çурта тирпейлесе ларать. Вăл яшкине-çăкăрне тăвать, вăл пир-авăрне ĕçлет, вăл чăххине-чĕппине, хурне-кăвакалне астăвать, çие-пуçа питĕрет. Пĕри пĕрне тунă чухне тепĕри тепĕрне ĕçлет. Арçын та хĕрарăмсăр пурăнаймасть. “Хĕрарăмсăр кил илемĕ çук”, – тет арçын. Унта ĕне сăвасси пур, яшка-çăка тăвасси пур, пурне те ăна хĕрарăм çыпăçуллă-килĕшÿллĕ ĕçлет: арçын тыткалани-туни хĕрарăма çитеймест.

Чăвашăн ĕçрен-мĕнтен татăлнине пĕрре те пĕлмелле мар: нимĕскер праçникне-мĕнне хисеплемесĕр, нимĕскер кунне-мĕнне астумасăр ĕçлет. Мĕнле ĕç тупăнать, епле лайăх вăхăт килет, — çавна курса ĕçлет. “Авал эрнекуна хисеплÿ пулнă, халь нимĕн те вăл ку таврашĕ те çук ĕнтĕ, праçникне те, вырсарникунне те хисеплемеççĕ”, – теççĕ. Ĕç пулсан, хĕллехи кунсенче те, çуллахи кунсенче те кĕлле каймасăр ĕçлет: ирхине ирех ĕçе тухса каять те, уяр кун пулсан, йĕтем çинче авăн çапать, тырă сăвăрать. Аслă праçниксем е унтан-кунтан чаплă праçниксем кăна уяççĕ. Йăлишĕн Мункун тăваççĕ. Унта та уяр çулсенче, çĕр типнĕ пулсан, иккĕмĕш-виççĕмĕш кунсенчех сухана тухса каяççĕ. Пукравра, ĕçке пула, эрне хушши ĕçлемест.

Чăваш çынни ĕçленĕ çĕрте савăнать. Утă çулма тухать, тырă вырма, авăн çапма тухать, хĕрарăмĕпе арçынĕ пĕрле ĕçлеççĕ. Çавăнта пĕрне-пĕри вăтантарать, çавăнта пĕр-пĕринпе калаçать- кулать. Çавăнпалан савăнать. Унта, çулнă çĕре-мĕне, тумланса- юсанса тухаççĕ. Унта çĕнĕ çынни-мĕнĕ пулать. Çавна астăваççĕ: епле ĕçленине, ĕçе пушкарнипе пушкарманнине сăнаççĕ. Куракансем çавна калаççĕ. Утă çуласеи, тырă вырасси пирĕн чăвашăн темĕн пек пысăк савăнăç вăл. Тырă пулнă çул мĕн ĕç çине тухнăран пуçласа хĕлĕн-çăвĕн ĕç пĕтмест. Тырра хиртен пуçтарса кĕрсен, пахчасенче карттахви кăларатăн. Унтан вăл ку тупăнать. Хĕлле уяр кунсенче авăн хурса авăн çапаççĕ. Унтан тата мĕн те пулин тупăнать. Тек çапла мĕн канлĕ вăхăта çитичченех ĕç пырать вара.

Пирĕн чăвашсен ывăлне валли хĕр илнĕ чухне ĕçне-йĕрне астăвать: “ĕçе маттур вăл”, тет, “ĕçе çемçе вăл”, тет. “Пире ĕç çынни кирлĕ”, тет. Çавăнпа кирек кам та çамрăкпа хăйне хăй хурлаттарас маршăн тăрăшать. Ватăлсан та: “хам ĕçлемесен ачам-пăчама аван мар: ашшĕ-амăшне кура ачи-пăчи тесе калаççĕ”, тет; ватăлсан та ĕçре тăрăшать.

Чăваш çынни ĕçрен хăçан канать

Çуркуннепе тырă ĕçĕ сахалланса пырать вара. Пурте васкаса: “ĕçе канлĕ вăхăта пĕтерес”, тесе ĕçлеççĕ. Хĕрарăм хăйĕн пир- авăрне сăрпаланса тĕртет, çиппине-çăмхинс авăрлать. Çапла хăйĕн ĕçне пĕтерет. Мункунтан акана тухаççĕ. Ака пĕтет вара. ун чухне хире кĕтÿ тухать. Ак çынсем ĕçрен пушанаççĕ, тепĕр савăнаççĕ. Хĕрарăмĕ те, ачи-пăчи те кунĕн-çĕрĕн урамра. Пурте хĕрлĕ çутăпа, урам илемлĕ, çап-çутă. Микула çитет. Каçпа хĕрсем-каччăсем ялти тĕмене пуçтарăнаççĕ: “кĕвĕ калама” тытăнаççĕ. Хăятченех кĕвĕ калаççĕ вара. Авал çав вăхăтрах “уяв” тунă. Эрнекунсенче нимĕн пĕçермен, вут чĕртмен. Хĕрсем, шурă кĕпе тăхăнса, кунĕпе кĕвĕ каланă. Кĕвĕ каласа ют яла кайнă. Халĕ вăл тавраш çук та, çаплах та канлĕ вăхăта “уяв вăхăчĕ” теççĕ. Уявра çамрăк та, ватă та савăнать. Ватăсем каçсерен пĕр-пĕр тĕле пуçтарăнса тухса лараççĕ те, унта авалхи самана çинчен, вăл ку çинчен, ял çинчен калаçаççĕ. Июнĕн 16-мĕш кунĕнче Хăят ярмăнкки пулать. Çав кунччен кĕвĕ калаççĕ вара, çав кунччен уяв вăхăчĕ пулать.

Уяв умĕн унта-кунта, таврари ялсенче, учук тавраш пулать. Учук курма çавăнта çÿреççĕ. Учÿк тунă çĕрте те çамрăксем кĕвĕ калаççĕ, ваттисем те савăнаççĕ. Учук тепĕр кунне ваттисем сăра ĕçеççĕ. Элшелийĕнчен ватăсем çавăнта каяççĕ вара.

Хай Хăят ярмăнкки çитет. Виçĕ куна пырать вăл. Унта вара чăваш куçать, вырăс, тутар… Ăна каллах темĕн пек пысăк праçник вырăнне хураççĕ. Ун чухне тулта ăшă. Çавăнпа ярмăнккана ачи-пăчине илсе каяççĕ. “Хăята каяс” тени вăл ача- пăчашăн мункун тенĕ йышши кăна та мар, ытла пысăк савăнăç: унта тутлă çимĕç пур – шанккух, премĕк, мăйăр, темĕскер, унта вылямалли урапасем, шăхличĕсем, купăссем – ача-пăча ăна курсан, ăнран каять. Пысăккисен те курмалли çуках мар унта. Унта пукане вăййи пур, унта ларса çаврăнаканни, темĕскер сăра пекки таврашĕ… Хĕрсемпе каччăсем ярмăнккана сăмах пĕтерсе пыраççĕ: пĕрне-пĕри ярмăнкка кучченеçĕ çитерет. Унта лайăх урапасем, лайăх лаша таврашĕ сутаççĕ. Ваттисем çавăнта çÿреççĕ. Хăята ялĕ- ялĕпе, халăхĕ-халăхĕпе каяççĕ. Хăят хыççăн тырă вырма каяççĕ. Хăят хыççăн, тырă вырса пĕтерсен, арçынсем кĕлте кÿреççĕ, унта- кунта çутта каяççĕ; карттахви кăларса пĕтернĕ вăхăт пулать; çавăн чухне тата хĕрарăмсем урамра çĕнĕрен канлĕ вăхăт туса лараççĕ.

Пукрав çитет. Пирĕн Элшелийĕн ĕçкĕ. Пукравра Йăвара ярмăнкка пулать. Унччен тырăсем сута-сута укçа тăваççĕ. Акă пĕр-ик виç кун ялтан ярмăнккана каяççĕ. Унта сăмаварне илет, хĕлле кирлĕ япалисене илет. Арбуз илет, улма илет, кишĕр таврашĕ. Ăна курать, кăна курать: пĕрне туянать, тепĕрне сутать. Пĕр кун шăп каç пуличчен пурăнать те, ачи-пăчине, шăкăр-макăрне тиесе килне таврăнать. Килĕнчен тата унта-кунта йыхрав хыпарĕсем çитеççĕ. Хай пукрав кунĕ, каçпа, хăнасем килеççĕ. Ача- пăчана каллах пĕр-икшер пус укçа тивет. Ĕçкĕ ĕçеççĕ: урамра кунĕн-çĕрĕн ĕçкĕллĕ çын, хапха умĕнче çамрăксем.

Чăваш çыннин ĕçĕнчен каннă вăхăчĕсем, ĕçĕнчен пушаннă праçник савăнăçĕсем çавсем. Ватă ĕçлет, ĕçлет те ĕçке-çике тытăнать: юрра ярать вара. Çамрăк ĕçрен пушанать те, вăййа каять, савăнать: пĕрне-пĕри курать, пĕр-пĕринпе калаçать.

1896-1903.

Public domain
This work is in the public domain in the United States because it was first published outside the United States prior to January 1, 1929. Other jurisdictions have other rules. Also note that this work may not be in the public domain in the 9th Circuit if it was published after July 1, 1909, unless the author is known to have died in 1953 or earlier (more than 70 years ago).[1]

This work might not be in the public domain outside the United States and should not be transferred to a Wikisource language subdomain (or as a file it should not be migrated to the Wikimedia Commons) that excludes pre-1929 works copyrighted at home.


Данная работа, впервые изданная до 1929 года, находится в общественном достоянии по законодательству США, и может быть опубликована здесь, в мультиязычной Викитеке. Но эта работа не может быть опубликована в национальной Викитеке, которая должна подчиняться законодательству России, т. к. работы этого автора (за исключением изданных до 7 ноября 1917 года) пока не вышли в общественное достояние в России. Этот автор умер в 1937 году и был посмертно реабилитирован в 1967 году, соответственно эта работа выйдет в России в общественное достояние в 2038 году.

The author died in 1937, so this work is also in the public domain in countries and areas (outside Russia) where the copyright term is the author's life plus 80 years or less.

PD-US-1923-abroad Public domain in the United States but not in its source countries //wikisource.org/wiki/%D0%A2%C4%83%D1%85%C4%83%D1%80_%D1%8F%D0%BB