Пултарни

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search

Асăрхаттарни. Çак Кĕнекесене Синод авалхи еврей чĕлхинчен вырăсла куçарттарнă Библирен илсе куçарнă. Тăваткал скобкăра вырăсла куçаракансем Христос çураличчен III ĕмĕрте çитмĕлĕн грекла куçарнă Библирен илнĕ сăмахсене кăтартнă.

Пĕрремĕш сыпăк[edit]

Пуçламăшĕнче Турă тӳпепе çĕре пултарнă. Çĕрĕн сăнĕ-тĕсĕ те, нимĕн те пулман, тĕпсĕр шыв тĕлĕнче тĕттĕм тăнă, шыв çийĕн Турă Сывлăшĕ варкăшнă. Турă каланă: çутă пултăр, тенĕ. Çутă пулса тăнă. Турă çутă аваннине курнă та, Турă çутта тĕттĕмрен уйăрнă. Турă çутта — кун, тĕттĕме каç тенĕ. Каç пулнă, ир пулнă: пĕрремĕш кун. Турă каланă: шыв хушшинче тĕрек пултăр, вăл шыва шывран уйăрса тăтăр, тенĕ. [Çапла пулса тăнă.] Турă тĕрек туса карнă та тĕрек айĕнчи шыва тĕрек тĕлĕнчи шывран уйăрнă. Çапла пулса тăнă. Тĕреке Турă тӳпе тенĕ. [Турă ку аваннине курнă.] Каç пулнă, ир пулнă: иккĕмĕш кун. Турă каланă: тӳпе айĕнчи шыв пĕр çĕре пухăнса тăтăр та, типĕ вырăн тухтăр, тенĕ. Çапла пулса тăнă. [Тӳпе айĕнчи шыв хăйĕн вырăнне пухăнса тăнă та, типĕ вырăн тухнă.] Типĕ вырăна Турă çĕр тенĕ, пухăнса тăнă шывсене тинĕссем тенĕ. Турă ку аваннине курнă. Турă каланă: çĕр ешĕлӳсен, [хăй йышши, хăй евĕрлĕ] вăрлăх сапакан курăксем, çĕр çинче хăй йышши çимĕç туса, ăшĕнче вăрлăхĕ пулакан çимĕçлĕ йывăçсем ӳстертĕр, тенĕ. Çапла пулса тăнă. Çĕр ешĕлӳсен, хăй йышши, [хăй евĕрлĕ] вăрлăх сапакан курăксем, [çĕр çинче] хăй йышши çимĕç туса, ăшĕнче вăрлăхĕ пулакан [çимĕçлĕ] йывăçсем ӳстерсе кăларнă. Турă ку аваннине курнă. Каç пулнă, ир пулнă: виççĕмĕш кун. Турă каланă: [çĕре çутатса тăма тата] куна каçран уйăрса тăма, хăватсем кăтартма тата вăхăта, куна, çулталăка палăртса тăма тӳпе тĕрекĕ çинче çутăсем пулччăр; çĕр çине çутă ярса тăмашкăн вĕсем тӳпе тĕрекĕ çинчи çутаткăçсем пулччăр, тенĕ. Çапла пулса тăнă. Турă икĕ пысăк çутă тунă: пысăкрах çутине куна тытса тăма, пĕчĕкрех çутине каçа тытса тăма тунă, çăлтăрсем те тунă; Турă вĕсене тӳпе тĕрекĕ çине лартнă: çĕре çутатса тăма, кунпа каçа тытса тăма, çутта тĕттĕмрен уйăрса тăма лартнă. Турă ку аваннине курнă. Каç пулнă, ир пулнă: тăваттăмĕш кун. Турă каланă: шывра чĕрĕ чунсем кĕшĕлтетчĕр; çĕр çийĕн, тӳпе тĕрекĕ айĕн вĕçен кайăксем вĕçсе çӳреччĕр, тенĕ. [Çапла пулса тăнă.] Шывра пулса тăнă мăн пулăсене, шывра кĕшĕлтетекен пур тĕрлĕ чĕрĕ чуна Турă ăрăвĕ-ăрăвĕпе пултарнă, ăрăвĕ-ăрăвĕпе тĕрлĕ вĕçен кайăк пултарнă. Турă ку аваннине курнă. Турă вĕсене пилленĕ: хунăр, йышлăланăр, тинĕс шывĕсене тулăр, çĕр çинче вĕçен кайăксем ĕрчеччĕр, тенĕ. Каç пулнă, ир пулнă: пиллĕкĕмĕш кун. Турă каланă: çĕр ăрăвĕ-ăрăвĕпе чĕрĕ чунсем кăлартăр, выльăхсем, çĕлен-калтасем, тискер кайăксем ăрăвĕ-ăрăвĕпе кăлартăр, тенĕ. Çапла пулса тăнă. Çĕр çинчи тискер кайăксене Турă ăрăвĕ-ăрăвĕпе пултарнă, выльăхсене те ăрăвĕ-ăрăвĕпе пултарнă, пур çĕлен-калтана та ăрăвĕ-ăрăвĕпе пултарнă. Турă ку аваннине курнă. Турă каланă: Хамăр сăнарлă, Хамăр евĕрлĕ этем тăвар, вĕсем тинĕсри пулăсене, тӳпери вĕçен кайăксене, [тискер кайăксене,] выльăх-чĕрлĕхе, пĕтĕм çĕре, çĕр çийĕн шуса çӳрекен мĕнпур çĕлен-калтана пуç пулса тăччăр, тенĕ. Турă вара Хăй сăнарлă этем пултарнă, ăна Турă евĕрлĕ пултарнă; вĕсене арçыннине, хĕрарăмне пултарнă. Турă вĕсене пилленĕ, Турă вĕсене каланă: хунăр, йышлăланăр, çĕре туллиех тулăр, ăна тытса тăрăр; тинĕсри пулăсене, [тискер кайăксене,] тӳпери вĕçен кайăксене, [пур выльăх-чĕрлĕхе, пĕтĕм çĕре,] çĕр çумĕн çӳрекен мĕнпур чĕрчуна пуç пулса тăрăр, тенĕ. Турă тата каланă: акă Эпĕ сире пĕтĕм çĕр çинчи мĕнпур курăка, вăрлăх сапакан тĕрлĕ тĕслĕ курăка тата йывăç çимĕçĕ кӳрекен, вăрлăх сапакан тĕрлĕ йывăç патăм, — çакă сире апат валли пулĕ; пĕтĕм чĕрĕ чуна — çĕр çинчи пур тискер кайăка, тӳпери мĕнпур вĕçен кайăка, çĕр çийĕн шуса çӳрекен пур [çĕлен-калтана] — апат валли Эпĕ пĕтĕм ешĕл курăка патăм, тенĕ. Çапла пулса тăнă. Турă Хăй пултарнине пурне те курнă та: акă питех те аван. Каç пулнă, ир пулнă: улттăмĕш кун.

Иккĕмĕш сыпăк[edit]

Тӳпепе çĕре тата вĕсен мĕнпур çарне çапла йĕркелесе туса çитернĕ. Хăй тăвакан ĕçĕсене Турă çиччĕмĕш кун тĕлне туса çитернĕ, тумалли пĕтĕм ĕçне туса çитерсе, çиччĕмĕш куна Вăл канлĕхлĕ тунă. Турă çиччĕмĕш куна пилленĕ, ăна сăваплă тунă, мĕншĕн тесессĕн Хăйĕн тумалли, пултармалли пĕтĕм ĕçне туса çитерсе, Вăл çав куна канлĕхлĕ тунă. Тӳпепе çĕр çапла пулса кайнă, вĕсене çапла пултарнă, çавăн чухне, Çӳлхуçа Турă çĕрпе тӳпене пултарсассăн, çĕр çинче нимĕнле ӳсентăран та, нимĕнле курăк та ӳсмен-ха, мĕншĕн тесессĕн Çӳлхуçа Турă çĕр çине çумăр çутарман, çĕр ĕçлесе тăма этем те пулман, анчах çĕр çинчен пăс тухса тăрса пĕтĕм çĕр питне шăварса тăнă. Çӳлхуçа Турă этеме çĕрти тăпраран тунă, унăн ăшне чĕрĕлĕх сывлăшĕ вĕрсе кĕртнĕ, этем вара чĕрĕ чунлă пулса тăнă. Хĕвелтухăç енче, Эдемра, Çӳлхуçа Турă рай пахчи лартса ӳстернĕ, Хăй пултарнă этеме çавăнта вырăнаçтарнă. Çӳлхуçа Турă çĕртен тĕрлĕ йывăç ӳстерсе кăларнă: пăхма — илемлĕ, апат валли лайăх пулнă вĕсем; рай варринче вара чĕрĕлĕх йывăçĕ тата ырăпа усала пĕлтерекен йывăç ӳстернĕ. Рая шăварса тăмашкăн Эдемран юханшыв юхса пынă; унтан вăл туратланса тăватă юханшыв пулса кайнă. Пĕри Фисон ятлă пулнă, вăл пĕтĕм Хавила çĕрĕ тавра юхса выртать, унта ылтăн пур; çав çĕрти ылтăн паха; унта бдолах тата оникс чулĕ пур. Иккĕмĕш юханшывĕн ячĕ Гихон [Геон]: вăл пĕтĕм Куш çĕрĕ тавра юхса выртать. Виççĕмĕш юханшывĕн ячĕ Хиддекель [Тигр]: вăл Ассири умĕнчен юхса иртет. Тăваттăмĕш юханшывĕ — Евфрат. Çӳлхуçа Турă [Хăй пултарнă] этеме ертсе пынă та ăна Эдем пахчине — çавăнта ĕçлесе тăма, пахчана сыхласа тăма — вырăнаçтарнă. Çӳлхуçа Турă этеме çапла вĕрентсе каланă: эсĕ пахчари пур йывăçăн çимĕçне те çийĕн, анчах ырăпа усала пĕлтерекен йывăç çимĕçне ан çи: унăн çимĕçне çинĕ кун эсĕ вилмелле пулăн, тенĕ. Çӳлхуçа Турă тата каланă: этеме пĕччен пурăнма аван мар; ăна пулăшса тăма хăй евĕрлĕскернех пултарар, тенĕ. Хирти мĕнпур чĕрчуна, тӳпери пур вĕçен кайăка Çӳлхуçа Турă çĕртен тунă, унтан, вĕсене мĕнле ят панине курас тесе, чĕрĕ чунсем хăйсене этем мĕнле ят парĕ, çавăн ятлă пулччăр тесе, [вĕсене] этем патне ертсе пынă. Этем пур выльăх-чĕрлĕхе, тӳпери пур вĕçен кайăка, хирти пур тискер кайăка ят хурса тухнă; анчах этем валли ăна пулăшса тăма ун евĕрлĕскерĕ тупăнман. Çӳлхуçа Турă этем çине тарăн ыйхă янă; вăл çывăрса кайсассăн, унăн аяк пĕрчисенчен пĕрне кăларса илнĕ те çав вырăна ӳт илтернĕ. Этемрен илнĕ аяк пĕрчинчен Çӳлхуçа Турă арăм тунă та ăна этем патне ертсе пынă. Вара этем каланă: акă ку — манăн шăммăмран илнĕ шăмă, манăн ӳтĕмрен илнĕ ӳт; артан, [хăй] упăшкинчен, илнĕрен ăна арăм тейĕç, тенĕ. Çавăнпа ĕнтĕ этем хăйĕн ашшĕпе амăшне пăрахĕ те арăмĕ çумне çыпçăнĕ; вара [иккĕшĕ] пĕр ӳт пулĕç. Вĕсем иккĕшĕ те — Адам та, арăмĕ те — çарамас пулнă, пĕр-пĕринчен вăтанман.

Виççĕмĕш сыпăк[edit]

Çӳлхуçа Турă пултарнă хир кайăкĕсенчен çĕлен пуринчен те чеерех пулнă. Çĕлен арăма каланă: Турă чăнах та: райри нихăш йывăçăн çимĕçне те ан çийĕр, тесе каларĕ-и? тенĕ. Арăм çĕлене каланă: эпир йывăçсен çимĕçĕсене çиме пултаратпăр, Турă: рай варринчи йывăçăн çимĕçне çеç ан çийĕр, терĕ, вĕсене ан тĕкĕнĕр, сирĕн вилмелле ан пултăр, терĕ, тенĕ. Çĕлен арăма каланă: çук, вилместĕр, Турă пĕлсе тăрать: эсир çав çимĕçе çисе пăхнă кун сирĕн куçăрсем уçăлĕç те, вара эсир ырăпа усала пĕлекен турăсем пек пулатăр, тенĕ. Йывăçĕ апат валли те лайăх иккен, куçпа пăхма та хитре иккен, пĕлӳ парассипе те сăхлантарать иккен, — арăм çакна курнă та унăн çимĕçне татса çинĕ; тата упăшкине те панă, вăл та çинĕ. Ӗнтĕ иккĕшĕн те куçĕсем уçăлнă, вĕсем хăйсем çарамас пулнине пĕлнĕ; вара смоква йывăçĕн çулçисене сыпа-сыпа çĕлесе пилĕкĕнчен çакса янă. Вĕсем кун сулхăнлатнă вăхăтра райра çӳрекен Çӳлхуçа Турă сассине илтнĕ; Адампа унăн арăмĕ Çӳлхуçа Турă умĕнчен райри йывăçсем хушшине пытаннă. Çӳлхуçа Турă Адама чĕнсе: [Адам,] эсĕ ăçта? тенĕ. Вăл: эпĕ Санăн сассуна райра илтрĕм те хам çарамас пулнипе хăраса пытантăм, тенĕ. [Турă] каланă: эсĕ çарамассине сана кам каларĕ? Эпĕ çиме хушман йывăçăн çимĕçне çимерĕн-и эсĕ? тенĕ. Адам каланă: йывăç çимĕçне мана çав арăм, Эсĕ панăскер, пачĕ те — эпĕ çирĕм, тенĕ. Çӳлхуçа Турă арăма каланă: эсĕ капла мĕн турăн? тенĕ. Арăм: мана çĕлен илĕртрĕ те — эпĕ çирĕм, тенĕ. Çӳлхуçа Турă çĕлене каланă: çакна тунăшăн эсĕ мĕнпур выльăх-чĕрлĕх умĕнче, хирти пур тискер кайăк умĕнче ылханлă пулăн; эсĕ хырăмупа шуса çӳрĕн, хăвăн ĕмĕрӳ тăршшĕпех тăпра çисе пурăнăн; санпала арăм хушшине, сан вăрлăхупa арăм вăрлăхĕн хушшине тăшманлăх хурăп; арăмран çураласси санăн пуçна çапса çĕмĕрĕ, эсĕ ăна ури тупанĕнчен сăхăн, тенĕ. Арăма каланă: эсĕ йывăр çын чухне санăн асапна ӳстернĕçемĕн ӳстерсе пырăп; ачусене тертленсе çуратăн; эсĕ упăшкушăн тĕмсĕлĕн, вăл вара санăн хуçу пулĕ, тенĕ. Адама вара çапла каланă: арăмун сăмахне итленĕшĕн, Эпĕ сана «ан çи» тесе каланă йывăçăн çимĕçне çинĕшĕн çĕр сан пирки ылханлă пулĕ; ĕмĕрӳ тăршшĕпех эсĕ, асап курса, çĕртен тăранса пурăнăн; çĕр сана йĕплĕ курăксемпе çумкурăкĕсем ӳстерсе парĕ; эсĕ хирти курăкпа тăранса пурăнăн; çĕртен пулнăскер, эсĕ каялла çĕре кĕричченех çăкăрна тар юхтарса ĕçлесе çийĕн: эсĕ — тăпра, каллех тăпра пулăн, тенĕ. Адам хăйĕн арăмне Ева ятлă хунă, мĕншĕн тесессĕн вăл пĕтĕм пурăнакансенĕн амăшĕ пулса тăнă. Çӳлхуçа Турă Адампа унăн арăмĕ валли тир тумтирсем туса вĕсене тăхăнтартнă. Çӳлхуçа Турă каланă: акă Адам, ырăпа усала пĕлсе, Пирĕнтен пĕри пек пулса тăчĕ; халĕ ĕнтĕ вăл тата, аллине тăсса, чĕрĕлĕх йывăçĕн çимĕçне те татса ан çитĕр, ĕмĕрех пурăнмалла ан пултăр, тенĕ. Çĕртен илнĕскер çĕр ĕçлесе пурăнтăр тесе Çӳлхуçа Турă ăна Эдем пахчинчен кăларса янă. Адама хăваласа янă та чĕрĕлĕх йывăçĕ патне пыракан çула сыхламашкăн Эдем пахчи умне, тухăç енне, Херувима тăратнă тата çавăрăнса тăракан вутлă хĕç хунă.

Тăваттăмĕш сыпăк[edit]

Адам хăйĕн арăмĕпе Евăпа хутшăннă; Ева йывăр çын пулса Каина çуратнă, вăл: эпĕ Çӳлхуçаран çын тупрăм, тенĕ. Тата унăн шăллĕне, Авеле, çуратнă. Авель — сурăх кĕсекен çын, Каин çĕр ĕçлекен çын пулнă. Кăштах вăхăт иртсессĕн, Каин Çӳлхуçана çĕр çимĕçĕ парне кӳнĕ, Авель те хăйĕн кĕтĕвĕнчи малтан çуралнă путексене, чи самăррисене, парне кӳнĕ. Çӳлхуçа Авеле те, унăн парнине те кăмăл тунă, Каина вара хăйне те, унăн парнине те кăмăл туман. Каин питĕ тарăхнă, пуçне чиксе çӳренĕ. Çӳлхуçа [Турă] Каина каланă: эсĕ мĕншĕн тарăхрăн? мĕншĕн эсĕ пуçна чикрĕн? ырă тунă чухне пуçна çĕклеместĕн-и? ырă тумастăн пулсассăн, алăку умĕнче çылăх выртать; вăл сана хăй патне туртать, анчах эсĕ ăна пăхăнтар, ăна пуçлăх пул, тенĕ. Каин хăйĕн шăллĕне, Авеле, каланă: [атя хире каяр,] тенĕ. Хире тухсассăн, Каин хăйĕн шăллĕне, Авеле, хирĕç тăрса ăна вĕлернĕ. Çӳлхуçа [Турă] Каина каланă: Авель шăллу ăçта санăн? тенĕ. Вăл: пĕлместĕп; эпĕ шăллăма хуралçă-им? тенĕ. [Çӳлхуçа] каланă: мĕн турăн эсĕ? санăн шăллу юнĕн сассийĕ Мана çĕр çинчен кăшкăрса чĕнет; санăн аллу тăкнă юна, санăн шăллун юнне, çăтнă çĕр халĕ сана ылханчĕ; эсĕ çĕр ĕçленĕ чухне вăл сана текех хăйĕн вăйне парса тăмĕ, çĕр çинче эсĕ хăваласа янă çын, çапкаланчăк çын пулăн, тенĕ. Каин Çӳлхуçа [Турра] каланă: ман çине хунă хаса чăтас чăтăмран та пысăкрах: акă Эсĕ халĕ мана çĕр çинчен хăваласа яратăн, эпĕ Санăн куçу умĕнчен çухалăп, çĕр çинче эпĕ хăваласа янă çын, çапкаланчăк çын пулăп; мана тĕл пулакан кирек кам та мана вĕлерĕ, тенĕ. Çӳлхуçа [Турă] ăна каланă: кам Каина вĕлерĕ, ăна уншăн çичĕ хут тавăрмалла, тенĕ. Каина тĕл пулса никам та ан вĕлертĕр тесе, Çӳлхуçа [Турă] ăна паллă тунă. Вара Каин Çӳлхуçа умĕнчен пăрахса кайнă, вăл Эдемран тухăçалла, Нод çĕрне, кайса вырăнаçнă. Каин хăйĕн арăмĕпе хутшăннă; арăмĕ, йывăр çын пулса, Еноха çуратнă. Каин хула лартнă; хулине ывăлĕн ячĕпе Енох тенĕ. Енохăн Ирад [Гаидад] çуралнă; Ирадран Мехиаель [Малелеил] çуралнă; Мехиаелĕн Мафусал çуралнă; Мафусалран Ламех çуралнă. Ламех хăй валли икĕ арăм илнĕ: пĕри Ада ятлă, тепĕри Цилла [Селла] ятлă пулнă. Ада Иавала çуратнă: вăл кĕтӳ кĕтсе чатăрта пурăнакансенĕн ашшĕ пулнă. Унăн шăллĕн ячĕ Иувал: вăл пĕтĕм кĕслеçĕсен, шăхлич калакансен ашшĕ пулнă. Цилла та Тувалкаина [Фовела] çуратнă: вăл пăхăртан тата тимĕртен тĕрлĕ япала туптаса тăвакан ăста пулнă. Тувалкаинăн йăмăкĕ — Ноема. Ламех хăйĕн арăмĕсене каланă: эй Ада, эй Цилла! итлĕр эпĕ каланине; эй Ламех арăмĕсем! тăнлăр ман сăмахсене: суранăмшăн эпĕ ар пулнă çынна вĕлертĕм, хама амантнăшăн яш ачана вĕлертĕм; Каиншăн çичĕ хут тавăрас пулсассăн, Ламехшăн çитмĕл çичĕ хут тавăрĕç, тенĕ. Адам татах хăйĕн арăмĕпе, [Евăпа,] хутшăннă, Ева ывăл ача çуратнă, вăл ăна Сиф ятлă хунă, [вăл каланă:] Каин вĕлернĕ Авель вырăнне Турă мана тепĕр вăрлăх пачĕ, тенĕ. Сифăн та ывăл ача çуралнă: вăл ăна Енос ятлă хунă; çавăн чухне вара Çӳлхуçа [Турă] ятне асăнса чĕне пуçланă.

Пиллĕкĕмĕш сыпăк[edit]

Адамăн йăхĕ-кăкĕ çакă: Турă этеме пултарнă чухне, Вăл ăна Хăй евĕрлĕ тунă чухне, Вăл вĕсене арçыннине тата хĕрарăмне пултарнă, вĕсене пилленĕ, вĕсене пултарнă кун вĕсене «этем» тесе ят хунă. Адам çĕр вăтăр [230] çул пурăннă та, унăн хăй евĕрлĕ, хăй сăнарлă ывăл çуралнă, вăл ăна Сиф ятлă хунă. Сиф çуралнă хыççăн Адамăн кунçулĕ сакăрçĕр [700] çула пынă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă. Адам пурăннă кунçул пурĕ тăхăрçĕр вăтăр çул пулнă; вара вăл вилнĕ. Сиф çĕр пилĕк [205] çул пурăннă та, унăн Енос çуралнă. Енос çуралнă хыççăн Сиф сакăрçĕр çичĕ [707] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă. Сиф пурăннă кунçул пурĕ тăхăрçĕр вуникĕ çул пулнă; вара вăл вилнĕ. Енос тăхăрвунă [190] çул пурăннă та, унăн Каинан çуралнă. Каинан çуралнă хыççăн Енос сакăрçĕр вунпилĕк [715] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă. Енос пурăннă кунçул пурĕ тăхăрçĕр пилĕк çул пулнă; вара вăл вилнĕ. Каинан çитмĕл [170] çул пурăннă та, унăн Малелеил çуралнă. Малелеил çуралнă хыççăн Каинан сакăрçĕр хĕрĕх [740] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă. Каинан пурăннă кунçул пурĕ тăхăрçĕр вунă çул пулнă; вара вăл вилнĕ. Малелеил утмăл пилĕк [165] çул пурăннă та, унăн Иаред çуралнă. Иаред çуралнă хыççăн Малелеил сакăрçĕр вăтăр [730] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă. Малелеил пурăннă кунçул пурĕ сакăрçĕр тăхăрвун пилĕк çул пулнă; вара вăл вилнĕ. Иаред çĕр утмăл çул пурăннă та, унăн Енох çуралнă. Енох çуралнă хыççăн Иаред сакăрçĕр çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă. Иаред пурăннă кунçул пурĕ тăхăрçĕр утмăл икĕ çул пулнă; вара вăл вилнĕ. Енох утмăл пилĕк [165] çул пурăннă та, унăн Мафусал çуралнă. Енох Турă умĕнче çӳренĕ, Мафусал çуралнă хыççăн вăл тата виççĕр [200] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă. Енох пурăннă кунçул пурĕ виççĕр утмăл пилĕк çул пулнă. Енох Турă умĕнче çӳренĕ; унтан вăл курăнми пулнă, мĕншĕн тесессĕн Турă ăна Хăй патне илнĕ. Мафусал çĕр сакăрвун çичĕ çул пурăннă та, унăн Ламех çуралнă. Ламех çуралнă хыççăн Мафусал çичçĕр сакăрвун икĕ çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă. Мафусал пурăннă кун-çул пурĕ тăхăрçĕр утмăл тăхăр çул пулнă; вара вăл вилнĕ. Ламех çĕр сакăрвун икĕ [188] çул пурăннă та, унăн ывăл ача çуралнă, хамăр ĕçе тунă чухне, Çӳлхуçа [Турă] ылханнă çĕре хамăр аллăмăрпа ĕçлесе тăнă чухне пире çакă лăплантарĕ тесе, Ламех ăна Ной ятлă хунă. Ной çуралнă хыççăн Ламех пилĕкçĕр тăхăрвун пилĕк [565] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă. Ламех пурăннă кунçул пурĕ çичçĕр çитмĕл çичĕ [753] çул пулнă; вара вăл вилнĕ. Пилĕкçĕр çула çитсессĕн Нойăн [виçĕ ывăл] Сим, Хам тата Иафет çуралнă.

Улттăмĕш сыпăк[edit]

Çĕр çинче этемсем ĕрче пуçласассăн, вĕсен хĕрĕсем те çуралсассăн, Турă ывăлĕсем этем хĕрĕсем илемлине курнă та вĕсене кам хăшне суйланă, çавна хăй валли качча илнĕ. Çӳлхуçа [Турă] каланă: çак çынсем Манăн Сывлăшăма ĕмĕрех хирĕç тăраймĕç, мĕншĕн тесессĕн вĕсем ӳт анчах; вĕсен кунçулĕ çĕр çирĕм çул пултăр, тенĕ. Çав вăхăтра çĕр çинче улăпсем пулнă, уйрăмах вĕсем Турă ывăлĕсем этем хĕрĕсем патне кĕре пуçласассăн, кусем вĕсем валли ача çурата пуçласассăн нумайланнă: вĕсем паттăр çынсем, мĕн авалтанпах чаплă çынсем пулнă. Çӳлхуçа [Турă] этемсем çĕр çинче питех те аскăнланса пурăннине курнă, вĕсен пĕтĕм шухăшĕ, чĕринчи пĕтĕм ĕмĕчĕ кирек хăçан та усал пулнă; çĕр çинче этеме пултарнăшăн Çӳлхуçа ӳкĕннĕ, Хăй ăшĕнче хытă куляннă. Вара Çӳлхуçа каланă: Хам пултарнă этемсене Эпĕ çĕр çийĕнчен пĕтеретĕп, этемрен пуçласа выльăх-чĕрлĕх, çĕлен-калта, тӳпери вĕçен кайăк таранах пĕтеретĕп, вĕсене пултарнăшăн Эпĕ ӳкĕнтĕм ĕнтĕ, тенĕ. Ной вара Çӳлхуçа [Турă] умĕнче тивлетлĕ пулнă. Акă Нойăн пурăнăçĕ: Ной хăйĕн ăрăвĕнче тӳрĕ çын, айăпсăр çын пулнă; Ной Турă умĕнче çӳренĕ. Нойăн Сим, Хам тата Иафет ятлă виçĕ ывăл çуралнă. Ӗнтĕ Турă куçĕ умĕнче çĕр ирсĕрленсе çитнĕ, çĕр усал ĕçпе тулнă. [Çӳлхуçа] Турă çĕр çине пăхнă та — акă çĕр пĕтĕмпе ирсĕрленнĕ, пурте хăйсен çĕр çинчи çулне пăсса пĕтернĕ. [Çӳлхуçа] Турă Ноя каланă: пĕтесси çитрĕ, мĕн пурри Манăн умăмра пĕтĕ, мĕншĕн тесессĕн çĕр вĕсенĕн усал ĕçĕсемпе тулса çитрĕ; акă Эпĕ вĕсене çĕр çинчен пĕтерĕп. Ху валли гофер йывăçĕнчен карап ту; карап ăшĕнче пӳлĕмсем ту, унăн шалашне те, тулашне те сăмалапа сĕрсе тух. Ӑна çапла ту: карапăн тăршшĕ виççĕр чике, сарлакăшĕ аллă чике, çӳллĕшĕ вăтăр чике пултăр. Карапунта шăтăк туса хăвар, тăррине пĕр чикене çити ансăрлат, карапа кĕме унăн айккине алăк ту; пурăнмашкăн ун ăшĕнче аялти хутне, иккĕмĕш тата виççĕмĕш хутне ту. Акă Эпĕ ӳтĕнче чĕмĕ пуррине, тӳпе айĕнчине, пурне те пĕтермешкĕн çĕр çине шыв тултарăп; çĕр çинче мĕн пурри йăлтах вилсе пĕтĕ. Анчах Эпĕ санпала халал хывăп: эсĕ ху та, санăн ывăлусем те, арăму та, ывăлусен арăмĕсем те санпа пĕрле карап ăшне кĕрĕç. Çавăн пекех карап çине тата [пĕт ĕм выльăх-чĕрлĕхе, пĕтĕм çĕлен-калтана тата] пĕтĕм чĕрчуна пĕрер мăшăр илсе кĕр, вĕсем санпа пĕрле чĕрĕ юлччăр; вĕсем аçаллă-амаллă пулччăр. Санпа пĕрле чĕрĕ юлмашкăн сан патна вĕçен кайăксен кашни ăрăвĕнчен, выльăх-чĕрлĕхсен кашни ăрăвĕнчен, çĕр çийĕн шуса çӳрекенсен кашни ăрăвĕнчен аçаллă-амаллă пĕрер мăшăр кĕччĕр. Эсĕ ху валли çиме юрăхлă тĕрлĕ çимĕç ил, ăна хăв патна пухса хур; вăл саншăн та, вĕсемшĕн те апат пулĕ, тенĕ. Ной пĕтĕмпех тунă: [Çӳлхуçа] Турă ăна мĕнле хушнă, вăл çапла тунă.

Çиччĕмĕш сыпăк[edit]

Çӳлхуçа [Турă] Ноя каланă: эсĕ ху та, санăн мĕнпур кил-йышу та карап ăшне кĕрĕр, мĕншĕн тесессĕн çак ăру хушшинче эсĕ Манăн умăмра тӳррине Эпĕ куртăм; пур таса выльăхран çичшер аçапа çичшер ама, таса мар выльăхран икшер аçапа икшер ама ил; çавăн пекех тата пĕтĕм çĕр валли йăх упраса хăвармашкăн [таса] вĕçен кайăксенчен çичшер аçапа çичшер ама, [пур таса мар вĕçен кайăкран икшер аçапа икшер ама] ил, мĕншĕн тесессĕн çичĕ кунран Эпĕ çĕр çине хĕрĕх кун та хĕрĕх каç хушши çумăр тăкăп; Хам мĕн пултарнине пурне те çĕр çинчен пĕтерĕп, тенĕ. Çӳлхуçа [Турă] хăйне мĕн хушнине Ной пĕтĕмпе тунă. Çĕр çине шыв тулнă вăхăтра Ной ултçĕр çулта пулнă. Ной хăй те, унпа пĕрле унăн ывăлĕсем те, арăмĕ те, ывăлĕсен арăмĕсем те çĕр çине шыв тулас умĕн карап ăшне кĕнĕ. [Таса вĕçен кайăксем те, таса мар вĕçен кайăксем те,] таса выльăхсем те, таса мар выльăхсем те, [тискер кайăксем те,] çĕр çийĕн шуса çӳрекенсем те — пурте, [Çӳлхуçа] Турă Ноя хушнă пек, Ной патне карап ăшне мăшăрăн-мăшăрăн аçаллă-амаллă кĕнĕ. Çичĕ кунран çĕр çине талай çитнĕ. Ной пурăнăçĕн ултçĕрмĕш çулĕнче, иккĕмĕш уйăхра, çак уйăхăн вунçиччĕмĕш кунĕнче, шăпах çав кун, аслă тĕпсĕр авăрсен пур çăлĕ те уçăлса кайнă, пĕлĕт чӳречисем те уçăлнă; вара çĕр çине хĕрĕх кун та хĕрĕх каç çумăр çунă. Шăп çав кун Ной карап ăшне кĕнĕ; Ной ывăлĕсем те, — Сим, Хам тата Иафет, — Ной арăмĕ те, унăн ывăлĕсен виçĕ арăмĕ те унпа пĕрле кĕнĕ. Хăйсем те кĕнĕ, вĕсемпе пĕрле ăрăвĕ-ăрăвĕпе çĕр çинчи пур тискер кайăк, ăрăвĕ-ăрăвĕпе пур выльăх, çĕр çинче шуса çӳрекен пур çĕлен-калта та ăрăвĕ-ăрăвĕпе, вĕçсе çӳрекенсем, пур вĕçен кайăк, пур çунатлă кайăк та ăрăвĕ-ăрăвĕпе Ной патне карап ăшне кĕнĕ, ӳтĕнче чĕмĕ пуррисем пурте аçаллă-амаллă, мăшăрăн-мăшăрăн кĕнĕ; Ной патне карап ăшне кĕнĕ пур тĕрлĕ чĕрчун, [Çӳлхуçа] Турă Ноя хушнă пек, аçи те, ами те кĕнĕ. Çӳлхуçа [Турă] вĕсем кĕнĕ хыççăн карапа хупса лартнă. Çĕр çине шыв хĕрĕх кун та хĕрĕх каç тулса пынă, шыв хушăннăçемĕн хушăнса пынă та карапа çӳлелле çĕкленĕ, вăл çĕртен çӳлте пулнă; çĕр çинче шыв вăйлăлансах пынă, питех те тулса çитнĕ, карап шыв çийĕн ишсе çӳренĕ. Шыв çĕр çине шутсăр нумай капланса тулнă; пĕтĕм тӳпе айĕнчи çӳллĕ тусене пурне те шыв хупласа илнĕ; вĕсен тĕлĕнчи шыв вунпилĕк чике чухлĕ хăпарнă, çӳллĕ тусене пурне те шыв хупласа илнĕ. Çĕр çинче çӳрекен пур чĕрчун та вилсе пĕтнĕ: вĕçен кайăксем, выльăх-чĕрлĕх, çĕр çийĕн шуса çӳрекен пур çĕлен-калта, пур çын та вилсе пĕтнĕ; типĕ çĕрте пурăнăç сывлăшне сăмсапа сывлаканни пурте вилсе пĕтнĕ. Çĕр çинче пурăнаканнисем пурте пĕтнĕ; этемрен пуçласа выльăхĕ-чĕрлĕхĕ, çĕлен-калти, тӳпе айĕнчи вĕçен кайăкĕ таран — пурте çĕр çинчен пĕтнĕ, Ной çеç, унпа пĕрле карап çинче пулнисем çеç тăрса юлнă. Шыв çĕр çинче çĕр аллă кун тулса пынă.

Саккăрмĕш сыпăк[edit]

Турă Ноя тата унпа пĕрле карап ăшĕнче пулнă пур тискер кайăка, пур выльăх-чĕрлĕхе, [пур вĕçен кайăка, шуса çӳрекен пур çĕлен-калтана] асне илнĕ; вара Турă çĕр çине çил янă та, шыв тулма чарăннă. Тĕпсĕр авăрăн çăлĕсем, пĕлĕт чӳречисем хупăнса ларнă, вара тӳперен çумăр çума чарăннă. Шыв майĕпен çĕр çинчен каялла кайнă, çĕр аллă кун иртсессĕн шыв чака пуçланă. Çиччĕмĕш уйăхра, çав уйăхăн вунçиччĕмĕш кунĕнче, карап Арарат тăвĕ çине пырса чарăннă. Вуннăмĕш уйăха çитиччен шыв пĕрмаях чакса пынă; вуннăмĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче ту тăррисем курăна пуçланă. Хĕрĕх кун иртсессĕн Ной хăй тунă карап чӳречине уçнă та [çĕр çинчен шыв чакнине пĕлмешкĕн] çăхана кăларса янă; вăл вĕçсе тухнă та çĕр çинчи шыв типичченех пĕр аяккалла вĕçсе кайнă, пĕр каялла вĕçсе килнĕ. Унтан çĕр çинчен шыв кайса пĕтнине пĕлмешкĕн Ной кăвакарчăна кăларса янă; анчах кăвакарчăнĕ урине пусса ларса канма вырăн тупайман та ун патне каялла карап çине вĕçсе килнĕ, мĕншĕн тесессĕн çĕр çинче пур тĕлте те шыв тăнă; Ной аллине тăснă та ăна ярса тытса хăй патне карап ăшне кĕртнĕ. Тата çичĕ кун кĕтсе тăнă та карап ăшĕнчен каллех кăвакарчăна кăларса янă. Кăвакарчăн ун патне каç пуласпа каялла вĕçсе çитнĕ, акă сăмсипе вăл çу йывăççин ешĕл чĕрĕ çулçине хыпса килнĕ; Ной вара çĕр çинчен шыв чакса кайнине пĕлнĕ. Вăл тата çичĕ кун кĕтсе тăнă та [каллех] кăвакарчăна кăларса янă; кăвакарчăн вара ун патне каялла таврăнман. [Ной пурăнăçĕн] ултçĕр пĕрремĕш çулĕнче, пĕрремĕш уйăхăн [пĕрремĕш] кунĕ тĕлне, çĕр çинче шыв юлман; Ной карап тăррине уçса пăхнă та — акă çĕр çийĕ кушăхнă. Иккĕмĕш уйăхра, уйăхăн çирĕм çиччĕмĕш кунĕ тĕлне, çĕр пĕтĕмпех типсе çитнĕ. Вара [Çӳлхуçа] Турă Ноя каланă: эсĕ хăв та тух, санăн арăму та, ывăлусем те, ывăлусен арăмĕсем те санпа пĕрле карап ăшĕнчен тухчăр; хăвăнпа пĕрле пулнă пур чĕрчуна та — вĕçен кайăксене, выльăх-чĕрлĕхе, çĕр çийĕн шуса çӳрекен пур çĕлен-калтана — хăвăнпа пĕрле илсе тух; вĕсем çĕр тăрăх саланччăр, çĕр çинче ĕрчеччĕр, хунаса пыччăр, тенĕ. Вара Ной тухнă, унпа пĕрле унăн ывăлĕсем те, арăмĕ те, ывăлĕсен арăмĕсем те тухнă; карап ăшĕнчен мĕнпур тискер кайăк, [мĕнпур выльăх-чĕрлĕх,] мĕнпур çĕлен-калта, мĕнпур вĕçен кайăк — çĕр çинче мĕн çӳрекенни пурте — ăрăвĕ-ăрăвĕпе тухса кайнă. Вара Ной Çӳлхуçа валли парне вырăнĕ тунă; кашни таса выльăх ăрăвĕнчен, таса вĕçен кайăксен мĕнпур ăрăвĕнчен илсе, вĕсене парне вырăнĕ çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кӳнĕ. Ырă шăршă Çӳлхуçана кăмăллă пулнă, вара Çӳлхуçа [Турă] Хăй ăшĕнче каланă: этем пирки çĕре урăх ылханмăп ĕнтĕ, мĕншĕн тесессĕн этем кăмăлĕ мĕн çамрăкранах усал; халĕ тунă пек тумăп, пĕтĕм пурăнакана урăх нихăçан та пĕтермĕп: çĕр сывă чухне акассипе вырасси, сивĕпе шăрăх, çупа хĕл, кунпа каç нихăçан та чарăнса лармĕç, тенĕ.

Тăххăрмĕш сыпăк[edit]

Турă, Нойпа унăн ывăлĕсене пиллесе, вĕсене çапла каланă: ĕрчĕр, хунăр, çĕре тулса çитĕр, [ăна тытса тăрăр]; çĕр çинчи пур тискер кайăк, [çĕр çинчи пур выльăх-чĕрлĕх,] тӳпери пур вĕçен кайăк, çĕр çинчи пур кусан-çӳрен, тинĕсри пур пулă сирĕнтен хăратăр, сирĕнтен чĕтресе тăтăр: вĕсене сирĕн алла панă; пĕтĕм пурăнакан кусан-çӳрен сирĕн валли çимĕç пулĕ; унччен ешĕл курăк панă пек, çакна пурне те сире паратăп; анчах чунĕ-юнĕ пур ӳте ан çийĕр; Эпĕ хăвăр юнăра та шыраса илĕп: сирĕн пурăнăçăр — юнра, ăна кирек хăш тискер кайăкран та шыраса илĕп, çын чунне çын аллинчен, унăн тăванĕн аллинчен те шыраса илĕп; кам çын юнне тăкĕ, унăн юнне те çын аллиех тăкĕ, мĕншĕн тесессĕн этеме Турă сăнарлă пултарнă; эсир ĕнтĕ ĕрчĕр, хунăр, çĕр тăрăх сарăлăр, çĕр çинче йышлăлансах пырăр, тенĕ. Ноя, унпа пĕрле унăн ывăлĕсене Турă татах каланă: акă Эпĕ сирĕнпе тата сирĕнтен кайран килес тăхăмăрпа халал хыватăп, сирĕнпе пĕрле пулнă пур чĕрĕ чунпа — вĕçен кайăксемпе, выльăх-чĕрлĕхпе, çĕр çинчи пур тискер кайăкпа — карап ăшĕнчен тухнисемпе пуринпе те, çĕр çинчи пур чĕрчунпа та халал хыватăп; урăх нимĕнле чĕрчуна та талай шывĕпе пĕтермĕп тесе, текех çĕре çука хăваракан талай пулмĕ тесе, Эпĕ сирĕнпе халал хыватăп, тенĕ. [Çӳлхуçа] Турă тата каланă: Манпа сирĕн хушшăмăра тата сирĕн патăрти пĕтĕм чĕрĕ чун хушшине ĕмĕртен ĕмĕре яланлăха хывнă халалăн палли çакă: Эпĕ пĕлĕт çине асамат кĕперĕ каратăп, вăл Манпа çĕр хушшине [ĕмĕрлĕхе] хывнă халал палли пултăр. Вара çапла пулĕ: Эпĕ çĕр çине çумăр пĕлĕчĕ ярсассăн, пĕлĕтре [Манăн] асамат кĕперĕ курăнĕ; вара Эпĕ Манпа сирĕн хушшăмăра тата кашни ӳтри чĕрĕ чун хушшине хывнă Хамăн халалăма аса илĕп; тĕнчене шыв илсе пĕтĕм чĕрчуна пĕтересси урăх пулмĕ. [Манăн] асамат кĕперĕ тӳпере пулĕ, Эпĕ ăна курăп та Турăпа [çĕр хушшине,] çĕр çинче пурăнакан кашни ӳтри кашни чĕрĕ чун хушшине хывнă ĕмĕрлĕх халалăма аса илĕп, тенĕ. Турă Ноя татах каланă: Манпа çĕр çинче пурăнакан кашни чĕрчун хушшине хывнă халал палли çакă ĕнтĕ, тенĕ. Нойăн карап ăшĕнчен тухнă ывăлĕсем çаксем пулнă: Сим, Хам тата Иафет. Хам вара Ханаанăн ашшĕ пулнă. Çаксем виççĕшĕ Нойăн ывăлĕсем пулнă; пĕтĕм çĕр çинчи халăх вĕсенчен пулса кайнă. Ной çĕр ĕçлеме пуçланă, вăл иçĕм çырли пахчи лартса ӳстернĕ; вăл иçĕм эрехĕ ĕçнĕ те ӳсĕрĕлнĕ, хăйĕн чатăрĕнче çарамас выртнă. Хам, Ханаан ашшĕ, хăй ашшĕ çарамасне курнă та тухса хăйĕн икĕ тăванне каласа панă. Симпа Иафет тумтир илнĕ те ăна хăйсен хулпуççийĕ çине хурса, кутăн кĕрсе ашшĕн çарамасне витсе тухнă; вĕсем хыçалалла пăхса пынă, хăйсен ашшĕн çарамасне курман. Ной мухмăртан урăлса тăнă та хăйне кĕçĕн ывăлĕ мĕн тунине пĕлсе каланă: Ханаан ылханлă пултăр; вăл хăйĕн тăванĕсем патĕнче чурасенĕн чури пулĕ, тенĕ. Унтан каланă: Симăн Çӳлхуçа Турри мухтавлă; Ханаан Симăн чури пулĕ; Турă Иафет йăхне хушсах пытăр, вăл Сим чатăрĕсене кĕрсе вырăнаçтăр; Ханаан унăн чури пулĕ, тенĕ. Тĕнчене шыв илнĕ хыççăн Ной виççĕр аллă çул пурăннă. Ной пурăннă кунçул пурĕ тăхăрçĕр аллă çул пулнă, вăл вара вилнĕ.

Вуннăмĕш сыпăк[edit]

Ной ывăлĕсен — Симăн, Хамăн тата Иафетăн — йăхĕ-кăкĕ çакă. Талай хысçăн вĕсен ача-пăча çуралнă. Иафет ывăлĕсем: Гомер, Магог, Мадай, Иаван, [Елиса,] Фувал, Мешех тата Фирас. Гомер ывăлĕсем: Аскеназ, Рифат тата Фогарма. Иаван ывăлĕсем: Елиса, Фарсис, Киттим тата Доданим. Вĕсенчен ĕрченĕ халăхсем утравсем çине ларса тухнă; кашнийĕ хăйсен çĕрне, хăйсен чĕлхипе калаçакансемпе пĕрле, хăйсен ăрăвĕнчен тухнисемпе пĕрле, хăйсен халăхĕ хушшине вырăнаçнă. Хам ывăлĕсем: Хуш, Мицраим, Фут тата Ханаан. Хуш ывăлĕсем: Сева, Хавила, Савта, Раама тата Савтеха. Раама ывăлĕсем: Шева тата Дедан. Хушăн тата Нимрод çуралнă; çавă çĕр çинче паттăра тухнă; вăл Çӳлхуçа [Турă] умĕнче паттăр кайăкçă пулнă, çавăнпа калаççĕ те ĕнтĕ: Çӳлхуçа [Турă] умĕнче паттăр кайăкçă Нимрод пек, теççĕ. Малтан унăн патшалăхĕ Сеннаар çĕрĕнчи Вавилон, Эрех, Аккад тата Халне хулисенчен тăнă. Çак çĕртен Ассур тухнă, вăл Ниневи, Реховоф-ир, Калах хулисене туса лартнă, Ниневипе Калах хушшине Ресен хули лартнă; ку аслă хула. Мицраимран Лудим, Анамим, Лесавим, Нафтухим, Патрусим, Каслухим çуралнă, çаксенчен Филисти халăхĕ пулса кайнă; Мицраимран тата Кафторим çуралнă. Ханаанран Сидон çуралнă, — ку унăн малтанхи ывăлĕ пулнă, — тата Хет, Иевусей, Аморрей, Герсесей, Евей, Аркей, Синей, Арвадей, Цемарей таса Химафей çуралнă. Каярахпа Ханаан ăрăвĕсем сапаланса кайнă, ханаансен çĕрĕ Сидонран пуçласа Герар еннелле Газа патне çитнĕ, кунтан Содом, Гоморра, Адма тата Цевоим еннелле Лаша патне çитнĕ. Кусем — хăйсен ăрăвĕсемпе, хăйсен халăхĕпе хăйсен çĕрне вырăнаçнă, хăйсен чĕлхипе калаçакан Хам ывăлĕсем. Симăн та ачисем пулнă, Сим вăл — Еверăн мĕнпур ывăлĕн ашшĕ, Иафетăн аслă пиччĕшĕ. Сим ывăлĕсем: Елам, Ассур, Арфаксад, Луд, Арам [тата Каинан]. Арам ывăлĕсем: Уц, Хул, Гефер тата Маш. Арфаксадран [Каинан çуралнă, Каинанран] Сала çуралнă, Саларан Евер çуралнă. Еверăн икĕ ывăл çуралнă; пĕрин ячĕ Фалек, вăл çуралнă кунсенче çĕр уйăрнăран ăна çапла ят панă; унăн шăллĕн ячĕ — Иоктан. Иоктанран Алмодад, Шалеф, Хацармавеф, Иерах, Гадорам, Узал, Дикла, Овал, Авимаил, Шета, Офир, Хавила тата Иовав çуралнă. Çаксем пурте — Иоктан ывăлĕсем. Вĕсем вырăнаçнă çĕр Мешаран пуçласа тухăç енчи Сефар тăвĕ патне çитиччен тăсăлнă. Кусем — хăйсен ăрăвĕсемпе, хăйсен халăхĕпе хăйсен çĕрне вырăнаçнă, хăйсен чĕлхипе калаçакан Сим ывăлĕсем. Ной ывăлĕсен ăрăвĕсем çаксем ĕнтĕ, вĕсен йăхĕ-кăкĕ çакă ĕнтĕ. Талай хыççăн вĕсенчен халăхсем ĕрчесе кайса çĕр тăрăх саланнă.

Вунпĕрмĕш сыпăк[edit]

Пĕтĕм çĕр çинче пĕр чĕлхепе, пĕр пек калаçнă. Тухăç енчен тапранса кайса вĕсем Сеннаар çĕрĕнче тӳремлĕх тупнă та çавăнта вырăнаçнă. Вĕсем пĕр-пĕрне каланă: атьăр кирпĕч тăвар та ăна вутпа хĕртер, тенĕ. Çапла вĕсенĕн чул вырăнне кирпĕч пулса тăнă, акшар вырăнне çĕр тикĕчĕ пулнă. Вара вĕсем каланă: хамăр валли хула лартар, тӳпене çитекен пашне тăвар, вара хамăр ята чапа кăларăпăр, пĕтĕм çĕр тăрăх сапаланса каймăпăр. Çӳлхуçа этем ывăлĕсем тăвакан хулапа пашнене пăхма аннă. Çӳлхуçа каланă: акă вĕсем пĕр халăх, пуринĕн те пĕр чĕлхе; вĕсем акă мĕн тума тытăнчĕç, вĕсем хăйсем мĕн тума шухăш тытнине пăрахас çук; анар та вĕсенĕн чĕлхине арпаштарса ярар, пĕри мĕн каланине тепĕри ан ăнланайтăр, тенĕ. Çӳлхуçа вĕсене çав тĕлтен пĕтĕм çĕре салатса янă; вĕсем вара хулипе пашнине тума чарăннă. Çавăнпа хулине Ватилон тесе ят панă, мĕншĕн тесессĕн унта Çӳлхуçа пĕтĕм çĕр чĕлхине арпаштарнă, Çӳлхуçа вĕсене çавăнтан пĕтĕм çĕр тăрăх салатса янă. Симăн йăхĕ-кăкĕ çакă: тĕнчене шыв илнĕ хыççăн икĕ çултан, çĕр çулта чухне, Симăн Арфаксад çуралнă; Арфаксад çуралнă хыççăн Сим тата пилĕкçĕр çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă, [вара вилнĕ]. Арфаксад вăтăр пилĕк [135] çул пурăннă та, унăн [Каинан çуралнă. Каинан çуралнă хыççăн Арфаксад тата виççĕр вăтăр çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă, вăл вара вилнĕ. Каинан çĕр вăтăр çул пурăннă та, унăн] Сала çуралнă. Сала çуралнă хыççăн Арфаксад [Каинан] тăватçĕр виçĕ [330] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă, [вара вилнĕ]. Сала вăтăр [130] çул пурăннă та, унăн Евер çуралнă. Евер çуралнă хыççăн Сала тăватçĕр виçĕ [330] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă, [вара вилнĕ.] Евер вăтăр тăватă [134] çул пурăннă та, унăн Фалек çуралнă. Фалек çуралнă хыççăн Евер тăватçĕр вăтăр [370] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă, [вара вилнĕ.] Фалек вăтăр [130] çул пурăннă та, унăн Рагав çуралнă. Рагав çуралнă хыççăн Фалек икçĕр тăхăр çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă, [вара вилнĕ]. Рагав вăтăр икĕ [132] çул пурăннă та, унăн Серух çуралнă. Серух çуралнă хыççăн Рагав икçĕр çичĕ çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă, [вара вилнĕ]. Серух вăтăр [130] çул пурăннă та, унăн Нахор çуралнă. Нахор çуралнă хыççăн Серух икçĕр çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă, [вара вилнĕ]. Нахор çирĕм тăхăр [79] çул пурăннă та, унăн Фарра çуралнă. Фарра çуралнă хыççăн Нахор çĕр вунтăхăр [129] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă, [вара вилнĕ]. Фарра çитмĕл çул пурăннă та, унăн Аврам, Нахор тата Аран çуралнă. Фарран йăхĕ-кăкĕ çакă: Фарран Аврам, Нахор тата Аран çуралнă. Аранăн Лот çуралнă. Аран хăйĕн ашшĕ Фарра пурăннă чухнех хăй çуралнă çĕрте, Халдейăри Ур çĕрĕнче, вилнĕ. Аврампа Нахор хăйсем валли арăмсем илнĕ; Аврам арăмĕ Сара ятлă пулнă; Нахор арăмĕ Милка ятлă пулнă. Милка Аранăн хĕрĕ пулнă, Аран Милка ашшĕ тата Иска ашшĕ пулнă. Сара тип варлă пулнă, унăн ача пулман. Фарра хăйĕн ывăлне Аврама, хăйĕн мăнукне — Лота, Аран ывăлне — тата Сарăна — хăйĕн кинне, хăй ывăлĕн Аврамăн арăмне — ертнĕ те, вĕсемпе пĕрле Ханаан çĕрне кайма тесе, Халдейăри Ур çĕрĕнчен тухса кайнă; анчах Харрана çитсессĕн, вĕсем çавăнта вырăнаçнă. Харран çĕрне çитнĕ чухне Фарра икçĕр пилĕк çулта пулнă, Фарра Харранра вилнĕ.

Вун иккĕмĕш сыпăк[edit]

Çӳлхуçа Аврама каланă: хăвăн çĕрӳнтен, тăвану-хурăнташу хушшинчен, аçу килĕнчен тух та Эпĕ сана кăтартакан çĕре кай; санран Эпĕ аслă халăх кăларăп, сана пиллĕп, санăн ятна мухтавлă тăвăп, эсĕ пиллĕхлĕ пулăн; Эпĕ сана пиллекенсене пиллĕп, сана ылханакансене ылханăп; сан урлă çĕр çинчи пур йăх та пиллĕх илĕ, тенĕ. Хăйне Çӳлхуçа каланă пек, Аврам тухса кайнă; унпа пĕрле Лот та кайнă. Харранран тухса кайнă чухне Аврам çитмĕл пилĕк çулта пулнă. Аврам хăйпе пĕрле хăйĕн арăмне Сарăна, хăйĕн тăванĕн ывăлне Лота, хăйсем пухнă мĕнпур пурлăхне тата Харранра чухне хăйсен аллинче тытнă мĕнпур çыннине илнĕ те Ханаан çĕрне кайма тухнă; унтан Ханаан çĕрне пырса çитнĕ. Аврам çав çĕр тăрăх Сихем текен вырăна çитиччен, Море юманлăхне çитиччен, тăршшĕпех çӳресе тухнă. Çак çĕрте ун чухне ханаансем [пурăннă]. Аврама Çӳлхуçа курăннă, каланă [ăна]: çак çĕре Эпĕ санăн йăхна парăп, тенĕ. Унта Аврам хăйне курăннă Çӳлхуçа валли парне вырăнĕ тунă. Çав тĕлтен Аврам ту патнелле, Вефильрен тухăç еннелле, тапранса кайнă; вăл унта чатăрне çапла карса лартнă: Вефиль чатăртан анăçалла, Гай тухăçалла пулнă; çакăнта вăл Çӳлхуçана парне кӳмешкĕн парне вырăнĕ туса лартнă та [хăйне курăннă] Çӳлхуçа ятне асăнса чĕннĕ. Вара Аврам тапранса тухнă та малалла, кăнтăралла, кайнă. Çав çĕрте выçлăх пулнă. Çав çĕрте выçлăх вăйлăланса çитнĕрен Аврам Египета пурăнма кайнă. Египет патнелле çывăхарса çитнĕ чухне вăл Сарăна, хăйĕн арăмне, каланă: акă эсĕ питĕ илемлĕ хĕрарăм пулнине эпĕ пĕлетĕп; сана курсассăн Египет çыннисем: «ку унăн арăмĕ» тейĕç; вара мана вĕлерĕç, сана чĕрĕ хăварĕç; эсĕ: эпĕ унăн йăмăкĕ пулатăп, те, сан тĕлĕшпе мана аван пултăр, сан урлă манăн чунăм чĕрĕ юлтăр, тенĕ. Çаплах пулнă: Аврам Египета çитсессĕн, Египет çыннисем Сара питĕ илемлĕ хĕрарăм иккенне курнă; ăна фараонăн аслă улпучĕсем те курнă та ăна фараон умĕнче мухтанă; вара ăна фараон çуртне илсе пынă. Ун майĕпе Аврама аван пулнă; унăн вак выльăх та, шултăра выльăх та, ашаксем те, арçын чурасемпе хĕрарăм чурасем те, лашалла ашаксем те, тĕвесем те пулнă. Анчах Çӳлхуçа Сарăшăн, Аврам арăмĕшĕн, фараона хăйне те, унăн килне те йывăр асап кăтартнă. Вара фараон Аврама чĕнтерсе илнĕ те каланă: эсĕ мана мĕн турăн капла? вăл санăн арăму иккенне мана мĕншĕн каламарăн? мĕншĕн эсĕ: «вăл манăн йăмăк» терĕн? эпĕ ăна хам валли арăм тума илсеттĕм. Акă халĕ санăн арăму, илсе каях [ăна], тенĕ. Фараон хăй çыннисене хушнă та, вĕсем вара Аврама хăйне те, унăн арăмне те, унăн мĕн пуррине пурне те, [унпа пĕрле Лота та] кăларса янă.

Вун виççĕмĕш сыпăк[edit]

Аврам хăй те, унăн арăмĕ те хăйсен мĕнпур пурлăхне илнĕ те Египетран тапранса тухса кăнтăралла кайнă, унпа пĕрле Лот та пынă. Аврам выльăх-чĕрлĕх тĕлĕшĕнчен те, ылтăн-кĕмĕл тĕлĕшĕнчен те питĕ пуян пулнă. Вăл, кăнтăр енчен Вефиль патнелле куçа-куçа пырса, унччен хăй Вефильпе Гай хушшине чатăр лартнă вырăна, хăй малтан парне вырăнĕ тунă çĕре, çитнĕ; унта Аврам Çӳлхуçа ятне асăнса чĕннĕ. Аврампа пĕрле çӳрекен Лотăн та çавăн пекех вак выльăх та, шултăра выльăх та, чатăрсем те пулнă. Вĕсене пĕрле пурăнма çĕр хĕсĕк пулнă, пурлăхĕ питех те нумай пулнăран вĕсем пĕрле пурăнайман. Аврам выльăхĕсен кĕтӳçисемпе Лот выльăхĕсен кĕтӳçисем хушшинче тавлашу тухнă; ун чухне çав çĕрте ханаансемпе ферезейсем пурăннă. Аврам Лота каланă: санпа манăн хушшăмăрта, санăн кĕтӳçӳсемпе манăн кĕтӳçĕсем хушшинче хирĕçӳ ан пултăр: эпир — тăвансем; пĕтĕм çĕр санăн умăнта мар-и вара? уйăрăл манран: эсĕ сулахаялла кайсассăн, эпĕ сылтăмалла кайăп; эсĕ сылтăмалла кайсассăн, эпĕ сулахаялла кайăп, тенĕ. Лот пуçне çĕклесе пăхнă та Иордан таврашĕнчи пĕтĕм çĕре курнă: Çӳлхуçа Турă Содомпа Гоморрăна пĕтериччен çак çĕр Сигор таранчченех пĕтĕмпе Çӳлхуçа пахчи пек, Египет çĕрĕ пек шывпа шăварăнса-нӳрленсе тăнă; Лот хăй валли Иордан таврашĕнчи пĕтĕм çĕре суйласа илнĕ те тухăçалла тапранса кайнă. Вара вĕсем пĕр-пĕринчен уйăрăлнă. Аврам Ханаан çĕрĕнче пурăна пуçланă; Лот çав таврари хуласенче пурăннă, чатăрĕсене Содома çитиех лартса тухнă. Содом çыннисем усал пулнă, Çӳлхуçа умĕнче питĕ çылăхлă пулнă. Лот Аврамран уйăрăлнă хыççăн Çӳлхуçа Аврама каланă: пуçна çĕклесе пăх-ха, халĕ ху тăракан вырăнтан çурçĕрпе кăнтăр еннелле, тухăçпа анăç еннелле çаврăнса пăх; çак эсĕ куракан пĕтĕм çĕре Эпĕ сана, санăн йăхна ĕмĕрлĕхе парăп, санăн йăхна çĕр çинчи хăйăр пек тăвăп; çĕр çинчи хăйăр пĕрчине кам та пулин шутласа кăларма пултарайсассăн, санăн йăхна та шутласа кăларĕç; тăр, çак çĕрĕн тăршшĕне те, урлăшне те утса тух: ăна Эпĕ сана [тата санăн йăхна ĕмĕрлĕхе] парăп, тенĕ. Аврам чатăрне пуçтарса хускалса кайнă та Хевронри Мамре юманлăхне пырса ларнă; ун та вăл Çӳлхуçана парне кӳмешкĕн парне вырăнĕ туса лартнă.

Вун тăваттăмĕш сыпăк[edit]

Сеннаар патши Амрафел, Елласар патши Арисх, Елам патши Кедорлаомер таса Гоим патши Фидал пурăннă кунсенче çавсем Содом патшине Берана хирĕç, Гоморра патшине Биршана хирĕç, Адма патшине Шинава, Севоим патшине Шемевера тата Сигор теекен Бела патшине хирĕç вăрçăпа тухнă. Вĕсем пурте хальхи Тăварлă тинĕс вырăнĕнче, Сиддим ятлă айлăмра, пĕр çĕре пуçтарăннă. Кедорлаомер вĕсене вуникĕ çул пăхăнтарса тăнă пулнă, вунвиççĕмĕш çулхине вара вĕсем пăлхав хускатнă. Вунтăваттăмĕш çулхине Кедорлаомер тата унпа пĕр канашлă патшасем çитнĕ те Аштероф-Карнаимри рефаимсене, Гам хулинчи зузимсене, Шаве-Кириафаимри эмимсене, хăйсенĕн Сеир теекен ту хушăкĕсенче пурăнакан хоррейсене пушхир çывăхĕнчи Ел-Фаран патне çитичченех çĕмĕрсе тухнă. Унтан таврăнсассăн, вĕсем Мишпат çăлĕ патне — урăхла каласассăн, Кадес патне — пынă та амаликсен пĕтĕм çĕрне çĕмĕрсе тухнă, çавăн пекех Хацацон-Фамарьте пурăнакан аморрейсене те çĕмĕрсе тухнă. Содом патши, Гоморра патши, Адма патши, Севоим патши таса Сисор теекен Бела патши вĕсене хирĕç тухнă; вĕсемпе Сиддим айлăмĕнче çапăçа пуçланă, Елам патшине Кедорлаомера хирĕç, Гоим патшине Фидала хирĕç, Сеннаар патшине Амрафела хирĕç, Елласар патшине Ариоха хирĕç çапăçнă, — тăватă патша пилĕк патшапа çапăçнă. Сиддим айлăмĕнче тикĕт шăтăкĕ нумай пулнă. Тара пуçланă Содом патшипе Гоморра патши çав шăтăксене кĕрсе ӳкнĕ, ыттисем тусем çине тарнă. Çĕнтерекенсем Содомпа Гоморрăн мĕнпур пурлăхне тата сых ятне хатĕрленине те пĕтĕмпех илсе кайнă. Аврам тăванĕн ывăлне, Содомра пурăнакан Лота, унăн пĕтĕм пурлăхĕ-мĕнĕпех илсе кайнă. Хăтăлса юлнисенчен пĕри пынă та Аврам еврее хыпар тунă; Аврам ун чухне Мамре юманлăхĕнче пурăннă. Мамре вăл аморрей çынни, Эшколпа Анер тăванĕ, пулнă, кусем Аврампа пĕр канашлă тăнă. Аврам, хăйĕн йăхсашĕ [Лот] тыткăна çакланнине илтсессĕн, хăй çуртĕнче çуралнă виççĕр вунсакăр чурине вăрçă кăралĕ тыттарнă та тăшмансем хыççăн Дан патне çитиччен хăваласа кайнă; вара ушкăнăн-ушкăнăн уйăрăлса, вăл хăйĕн чурисемпе пĕрле вĕсене çĕрле тапăннă та пĕтĕмпех çĕмĕрсе тăкнă; вĕсене Дамаскăн сулахай енчи Хова теекен вырăна çитичченех хăваласа кайнă; вĕсен пĕтĕм тупăшне туртса илнĕ, хăйĕн йăхташне Лота та, унăн мĕнпур пурлăхне те, çавăн пекех тата хĕрарăмĕсене те, халăхне те каялла тавăрнă. Вăл Кедорлаомера тата унпа пĕрле пулнă патшасене çĕмĕрсе тăкса каялла таврăннă чухне Содом патши ăна хирĕç Шаве айлăмне тухса тăнă, çав вырăна халĕ Патша айлăмĕ теççĕ; Салим патши Мелхиседек те çăкăрпа эрех илсе тухнă, — вăл Çӳлти Туррăн священникĕ пулнă, — Мелхиседек ăна пиллесе каланă: Çӳлти Турă, тӳпепе çĕр Патши, Аврама пиллĕхлĕ турĕ; тăшманусене хăвăн аллуна ӳкернĕ Çӳлти Турă мухтавлă, тенĕ. [Аврам] ăна хăйĕн пĕтĕм тупăшĕнчен вуннăмĕш пайне панă. Содом патши Аврама каланă: çыннисене мана пар, туприне хăвăн валли ил, тенĕ. Анчах Аврам Содом патшине каланă: аллăма Çӳлти Çӳлхуçа Турă енне, тӳпепе çĕр Патши енне, çĕклетĕп, санăн: эпĕ Аврама пуйтартăм темелле ан пултăр — санăн мĕнпур тупрунтан çипне те, ура сыррин чĕнне те илмĕп; хамăн чурасем çинисĕр пуçне, манпа пĕрле килнĕ çынсене тивĕçлĕ пайсемсĕр пуçне санăнне нимĕн те илмĕп; Анерпа Эшкол тата Мамрий хăйсен пайне илччĕр, тенĕ.

Вун пиллĕкĕмĕш сыпăк[edit]

Çак ĕçсем пулса иртнĕ хыççăн, [çĕрле] Аврама Çӳлхуçа Турă курăннă чухне, ăна Çӳлхуçаран сăмах пулнă, ăна каланă: Аврам, ан хăра; Эпĕ — санăн хӳттӳ; санăн тивлетӳ питех те пысăк [пулĕ], тенĕ. Аврам каланă: эй Çӳлхуçа Туррăм! Эсĕ мана мĕн парăн? акă эпĕ ача-пăчасăр юлатăп; манăн çуртăма çак Елиезер, Дамаск çынни, пăхса тăрать, тенĕ. Аврам тата каланă: акă Эсĕ мана тăхăмлă тумарăн, акă ĕнтĕ манăн еткерçĕм хам çуртăмра çуралса ӳснĕ чура ывăлĕ, тенĕ. Ӑна Çӳлхуçаран сăмах пулнă, ăна татах каланă: вăл санăн еткерçӳ пулмĕ; кам санран çуралĕ, санăн еткерçӳ çавă пулĕ, тенĕ. Унтан ăна тула илсе тухнă та каланă [ăна]: тӳпе çине пăх-ха, çăлтăрсене шутласа кăларма пултараятăн пулсассăн — шутласа кăлар, тенĕ. Ӑна тата каланă: санăн çавăн чухлĕ тăхăм пулĕ, тенĕ. Аврам Çӳлхуçана ĕненнĕ, çакна Вăл унăн сăваплăхĕ вырăнне хунă. Вара ăна каланă: Эпĕ Çӳлхуçа, çак çĕре санăн аллуна еткерлĕхе памашкăн сана Халдея çĕрĕнчи Ур хулинчен илсе тухрăм, тенĕ. Аврам каланă: эй Çӳлхуçа Туррăм! çак çĕре хам тытса тăрассине ăçтан пĕлес манăн? тенĕ. Çӳлхуçа ăна каланă: Ман валли виçĕ çулхи тына пăру, виçĕ çулхи качака, виçĕ çулхи така, улатăпа тата çамрăк кăвакарчăн ил, тенĕ. Аврам вĕсене пурне те илнĕ те, çурмаран касса, пĕр пайне тепĕр пайне хирĕç хунă; вĕçен кайăкĕсене çеç касман. Çав мĕн пусни çине темĕн чухлĕ çăткăн кайăк вĕçсе аннă, анчах Аврам вĕсене хăвала-хăвала янă. Хĕвел аннă вăхăтра Аврама тарăн ыйхă пуснă: ăна хăрушă сĕмлĕх хупăрласа илнĕ. Çӳлхуçа Аврама каланă: пĕлсе тăр: санăн тăхăмусем ют çĕр çине пырса пурăнакансем пулĕç, вĕсене чура тăвĕç, вĕсене тăватçĕр çул хĕсĕрлесе пурăнĕç, анчах Эпĕ вĕсене чура туса пусăннă халăха сут тăвăп; çавăн хыççăн вĕсем [кунта] пысăк пурлăхпа тухса килĕç; эсĕ вара хăвăн аçусем патне канăçлăн ăсанăн, сана ыррăн ватăлса çитсессĕн пы- тарĕç; кунта вĕсенĕн тăваттăмĕш сыпăкĕ çаврăнса килĕ, мĕншĕн тесессĕн аморрейсен йĕркесĕр ĕçĕсен виçи тулса çитеймен-ха, тенĕ. Хĕвел анса тĕттĕм пулса çитсессĕн, акă кăмакаран тухакан тĕтĕм пек тĕтĕм тата вут çулăмĕ касса çурнă выльăхсем хушшинчен иртсе кайнă. Çӳлхуçа çав кун, çапла каласа, Аврампа халал хывнă: çак çĕре Египет юханшывĕнчен пуçласа аслă юханшыв, Евфрат юханшывĕ, патне çитиччен Эпĕ санăн тăхăмна паратăп: ку вăл кенейсен, кенезейсен, кедмонейсен, хетсен, ферезейсен, рефаимсен, аморрейсен, ханаансен, [евейсен], гер- гесейсен тата иевусейсен çĕрĕ, тенĕ.

Вун улттăмĕш сыпăк[edit]

Анчах Сара — Аврам арăмĕ — ăна ача çуратса паман. Сарăн Агарь ятлă тарçă, Египет хĕрĕ, пулнă. Сара Аврама каланă: акă Çӳлхуçамăр манăн варăма ача çуратмалла мар питĕрсе лартнă; эсĕ манăн тарçăм патне кĕр: тен, манăн ун урлă ача пулĕ, тенĕ. Аврам Сара сăмахне итленĕ. Аврам Ханаан çĕрĕнче пурăна пуçлани вунă çул иртсессĕн, Аврам арăмĕ Сара хăйĕн тарçине, Египет хĕрне Агаре, упăшки валли арăмлăха панă. Аврам Агарь патне кĕнĕ те, Агарь йывăр çын пулнă. Йывăр çын пулнине кура Агарь хăйĕн хуçине, Сарăна, хисеплеми пулнă. Сара Аврама каланă: эпĕ хурлăха юлнишĕн эсĕ айăплă; эпĕ хамăн тарçăма санăн ытамна кĕртрĕм, вăл вара, хăй йывăр çын пулнине кура, мана хисеплеми пулчĕ; манпа санăн хушшăмăртине Çӳлхуçамăр татса патăр, тенĕ. Аврам Сарăна каланă: акă хăвăн тарçу хăвăн аллунта; мĕн тăвас тетĕн, çавна ту, тенĕ. Сара вара Агаре хĕсĕрлеме пуçланă, лешĕ ун патĕнчен тухса тарнă. Çӳлхуçа Ангелĕ Агаре пушхирте çăл патĕнче, Сур еннелле каякан çул çинчи çăл патĕнче, тĕл пулнă. [Çӳлхуçа Ангелĕ ăна] каланă: Агарь, Сара тарçи! эсĕ ăçтан килтĕн, ăçта каятăн? тенĕ. Вăл: эпĕ Сарăран, хамăн хуçамăмран, таратăп, тенĕ. Çӳлхуçа Ангелĕ ăна каланă: хăвăн хуçу патне таврăн, ăна пăхăнса пурăн, тенĕ. Çӳлхуçа Ангелĕ ăна тата каланă: санăн йăхна йышлăлантарнăçемĕн йышлăлантарса пырăп, йышлă пулнăран ăна шутласа кăларма та пулмĕ, тенĕ. Çӳлхуçа Ангелĕ ăна татах каланă: акă эсĕ йывăр çын, эсĕ ывăл ача çуратăн, санăн асапна Çӳлхуçа илтнĕрен эсĕ ăна Измаил ятлă хурăн; вăл çынсем хушшинче хир ашакĕ пек пулĕ; унăн алли пурне те хирĕç пулĕ, пурин алли те ăна хирĕç пулĕ; вăл хăйĕн пĕтĕм тăванĕ умĕнче пурăнĕ, тенĕ. Хăйпе калаçакан Çӳлхуçана [Агарь] «Эсĕ мана куракан Турă» тесе ят панă. Мĕншĕн тесессĕн вăл: эпĕ çакăнта хама Куракана чăннипех куртăм, тенĕ. Çавăнпа та çав çăла Беэр-лахай-рои теççĕ. Вăл Кадеспа Баред хушшинче вырăнаçнă. Агарь Аврама ывăл çуратса панă; Агарьтен çуралнă ывăлне [Аврам] Измаил тесе ят хунă. Агарь Аврама Измаила çуратса панă чухне Аврам сакăрвун ултă çулта пулнă.

Вун çиччĕмĕш сыпăк[edit]

Аврам тăхăрвун тăхăр çула çитсессĕн, ăна Çӳлхуçа курăннă, ăна каланă: Эпĕ — Пурне те Пултаракан Турă; Манăн умăмра çӳре, айăпсăр пул; Эпĕ санпа Хам хушшăма Хамăн халалăма хыватăп, сана питех те, питех те ĕрчетсе ярăп, тенĕ. Аврам çĕре ӳксе пуççапнă. Турă унпа калаçса ăна тата каланă: Манăн санпа хывас халалăм — Эпĕ Хам: эсĕ тĕрлĕ халăхсен ашшĕ пулăн; ӳлĕмрен сана Аврам тесе чĕнмĕç, санăн яту Авраам пулĕ, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ сана тĕрлĕ халăхсен ашшĕ тăвăп; сана питех те, питех те ĕрчетсе ярăп, санран халăхсем пулса кайĕç, санран патшасем тухĕç; санпа Хам хушшăма, сан хыççăн килес ăрăвусем хушшине Эпĕ йăхран йăха пыракан халалăма хывăп, Эпĕ санăн Турру пулассине, сан хыççăн килес ăрăвусен Турри пулассине çирĕплетсе ĕмĕрлĕх халал хывăп; сана тата сан хыççăн килес ăрăвусене çак хăв çӳрекен çĕре, пĕтĕм Ханаан çĕрне, ĕмĕрлĕхе еткерлĕхе парăп; вĕсенĕн Турри пулăп, тенĕ. Турă Авраама тата каланă: эсĕ вара Эпĕ хывнă халала уяса тăр, эсĕ хăв та уяса тăр, сан хыççăн килес ăрусем те сыпăкран сыпăка уяса тăччăр. Манпа сирĕн хушшăмăрти тата сан хыççăн килес ăрусен хушшинчи сыпăкран сыпăка пымалли, эсир уяса тăмалли Манăн халалăм акă çакă: сирĕн пур арçын та ӳт кастарнă пултăр; ӳтĕр хĕррине касăр: çакă Манпа сирĕн хушшăмăра хывнă халал палли пулĕ. Сирĕн ăрăвăрта пур арçын ачăр та çуралсан сакăр кунран ӳт кастарнă пултăр: хăвăр килĕрте çуралнине те, пĕр-пĕр ют халăх çыннинчен кĕмĕл парса туяннă тăван мар ачана та ӳт касăр. Хăвăн çуртунта çуралнине те, кĕмĕл парса туяннисене те ӳтне каснă пултăр: Манăн халалăм сирĕн ӳтĕр çинче ĕмĕрлĕх халал пулĕ. Ӳт кастарман арçынна, [саккăрмĕш кунне] хĕрринчи ӳтне кастарманскере, çав чуна ĕнтĕ хăйĕн халăхĕ хушшинчен пĕтермелле, мĕншĕн тесессĕн вăл Манăн халала пăсать, тенĕ. Турă Авраама татах каланă: Сарăна, хăвăн арăмна, Сара тесе ан чĕн, унăн ячĕ Сарра пултăр; Эпĕ ăна пиллĕп, унран сан валли ывăл ача парăп; Саррăна пиллĕп, унран халăхсем ĕрчесе кайĕç, унран халăхсен патшисем тухĕç, тенĕ. Авраам çĕре ӳксе пуççапнă та кулса янă, хăй ăшĕнче вăл: çĕр çулхи çынран ывăл пулĕ-ши вара? тăхăрвуннăри Сарра та çуратĕ-ши вара? тенĕ. Авраам Турра каланă: эх, Санăн куçу умĕнче Измаил сывă пулсассăн та юрĕччĕ! тенĕ. Турă [Авраама] каланă: хăвăн арăму, Сарра, хăех сана ывăл ача çуратса парĕ, эсĕ ăна Исаак ятлă хурăн; Эпĕ унпа [Эпĕ унăн Турри пулăп тата] унăн килес ăрăвĕсен Турри пулăп тесе ĕмĕрлĕхе халал хывăп. Эсĕ Измаилшăн йăлăннине те Эпĕ илтрĕм: акă Эпĕ ăна пиллĕп, ăна йышлă тăвăп, питех те, питех те ĕрчетсе ярăп; унран вуникĕ çулпуç çуралĕ; Эпĕ унран аслă халăх кăларăп. Анчах Хамăн халалăма Исаакпа хывăп; ăна сана Сарра тепĕр çулхине шăп çак вăхăтра çуратса парĕ, тенĕ. Вара Турă Авраампа калаçма чарăннă та ун патĕнчен çĕкленсе кайнă. Авраам хăйĕн ывăлне Измаила, хăйĕн çуртĕнче çуралнисене пурне те, кĕмĕлне парса сутăн илнисене пурне те, хăйĕн çуртĕнчи мĕнпур арçынна, пухнă та, Турă хăйне каланă пек, çав кунах вĕсенĕн хĕрринчи ӳтне касса янă. Хăйĕн хĕрринчи ӳтне каснă чухне Авраам тăхăрвун тăхăр çулта пулнă. Унăн ывăлĕ Измаил вара хăйĕн хĕрринчи ӳтне каснă чухне вунвиçĕ çулса пулнă. Авраама та, унăн ывăлне Измаила та пĕр кунрах ӳт касса янă; унпа пĕрле унăн çуртĕнчи пур арçынна та — килте çуралнисене те, ют халăхран кĕмĕл парса сутăн илнисене те — ӳт каснă.

Вун саккăрмĕш сыпăк[edit]

Кăнтăрлахи шăрăхра Мамре юманлăхĕнче хăй чатăрĕн алăкĕ умĕнче ларнă чухне ăна Çӳлхуçа курăннă. Авраам пуçне çĕклесе пăхнă та — акă ун умĕнче виçĕ çын тăрать. Вĕсене курсассăн, вăл, чатăрĕн алăкĕ умĕнчен вĕсене хирĕç чупса кайса, çĕре ӳксе пуççапнă та каланă: эй Патша! эпĕ Сан умăнта ырăлăх тупрăм пулсассăн, Хăвăн чурунтан пăрăнса иртсе ан кай; кăштах шыв илсе килĕç, сирĕн урăрсене çăвĕç; вара çак йывăç айĕнче канса илĕр, эпĕ çăкăр илсе килĕп, эсир вара чĕрĕрсене сыпăнтарăр; унтан [хăвăр çулăрпа] кайăр; эсир хăвăр чурăр умĕнченех иртсе каятăр-çке, тенĕ. Вĕсем: епле калатăн, çапла ту, тенĕ. Авраам васкасах Сарра патне чатăра кĕнĕ те каланă [ăна]: виçĕ сата паха çăнăхран хăвăртрах чуста çăрса тутлăлла çăкăр пĕçер, тенĕ. Авраам хăй кĕтĕвĕ патне чупса кайнă та, лайăх çамрăк пăру тытса, ăна тарçине панă, лешĕ ăна васкасах хатĕрле пуçланă. Авраам вара çу, сĕт тата пĕçерсе хатĕрленĕ пăрăвне илнĕ те вĕсен умне лартнă; хăй вĕсен çывăхĕнче йывăç айĕнче тăнă. Вĕсем çинĕ. Ӑна: Сарра арăму ăçта? тенĕ. Вăл хуравланă: кунта, чатăрта, тенĕ. Вĕсенчен пĕри каланă: Эпĕ сан патна [тепĕр çулхине] çак вăхăтра татах килĕп, Саррăн вара, санăн арăмун, ывăл ача пулĕ, тенĕ. Сарра çакна ун хыçĕнче, чатăр алăкĕ патĕнче итлесе тăнă. Авраампа Сарра ватăлса çитнĕ, çулланнă çынсем пулнă; Саррăн хĕрарăмсен пулаканни те пулма пăрахнă ĕнтĕ. «Ватăлса çитсессĕн манăн çав савăнăçа курмалла пулĕ-ши? ĕнтĕ манăн хуçамăм та ватă» тесе, Сарра хăй ăшĕнче кулса илнĕ. Çӳлхуçа Авраама каланă: мĕншĕн-ха Сарра [хăй ăшĕнче]: «чăнах та, ватăлса çитсен те çуратăп-ши?» тесе, кулса илчĕ? Çӳлхуçашăн йывăрри пур-и вара? Каласа хунă вăхăтра, тепĕр çулхине, Эпĕ сан патна килĕп, Саррăн ывăл ача [пулĕ], тенĕ. Сарра вара туннă, вăл: эпĕ кулман, тенĕ. Мĕншĕн тесессĕн вăл хăранă. Анчах Турă [ăна] каланă: çук, эсĕ култăн, тенĕ. Çав çынсем тăнă та Содом [тата Гоморра] еннелле çул тытнă; Авраам вĕсемпе пĕрле вĕсене ăсатма кайнă. Çӳлхуçа каланă: Хам мĕн тăвас тенине [Хамăн чурамран] Авраамран пытарăп-ши вара? Авраамран чăннипе те аслă, вăйлă халăх тухĕ, çĕр çинчи халăхсем пурте ун урлă пиллĕх илĕç, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ ăна вăл хăйĕн ывăлĕсене, хăйĕн кил-йышне хăйĕнчен кайран Çӳлхуçа çулĕпе çӳреме, тӳррине тума, тĕрĕс сут тума вĕрентсе хăвартăр тесе суйласа илтĕм; Çӳлхуçа Авраам тĕлĕшĕнчен мĕн каланине [пĕ- тĕмпех] туса çитерĕ, тенĕ. Çӳлхуçа татах каланă: Содомпа Гоморрăра — йĕрекен сасă, хăрушă сасă, вĕсенĕн çылăхĕ питех те йывăр çылăх; анам та пăхам: Ман патăма çитекен сасă — вĕсене тарăхса йĕни — тĕрĕсех-и, вĕсем чăнах та çавăн пек тăваççĕ-и, çук-и? пĕлем, тенĕ. Çак çынсем çавăнтан Содомалла çаврăнса кайнă; Авраам çаплах Çӳлхуçа умĕнче тăнă. Авраам çывăхарах пынă та каланă: Эсĕ тӳрĕ çынна та усал çынсемпе пĕрле пĕтерĕн-им вара, [тӳрĕ çынна та усал çынна мĕн пулниех пулĕ-ши вара]? Тен, çак хулара тӳрĕ пурăнакан аллă çын тупăнĕ? Эсĕ тӳрĕ пурăнăçлă аллă çыншăн [вĕсем унта пурăнаççĕ пулсассăн] çак [пĕтĕм] вырăна хĕрхенмĕн-и, пĕтерсех пăрахăн-и? Эсĕ ун пек тăвас çук, тӳрĕ çынна усал çынпа пĕрле пĕтерес çук, тӳрĕ çынна та усал çынна мĕн пулниех пулмĕ; Эсĕ ун пек тума пултараймастăн! Пĕтĕм çĕр Тӳри тĕрĕс мар сут тăвĕ-и вара? тенĕ. Çӳлхуçа каланă: Содом хулинче Эпĕ тӳрĕ çын аллă тупас пулсассăн, Эпĕ вĕсемшĕн [пĕтĕм хулана тата] çак пĕтĕм вырăна хĕрхенĕп, тенĕ. Авраам хуравласа каланă: эпĕ — тусан, эпĕ — кĕл, акă эпĕ Патшама каламах тесе шутларăм: тен, тӳрĕ çынсене шутланă чухне аллă пулмашкăн пилĕк çын çитмĕ, пилĕк çын çитменшĕн Эсĕ пĕтĕм хулана пĕтерĕн-и вара? тенĕ. Вăл: хĕрĕх пилĕк çын тупас пулсассăн, пĕтерессĕм çук, тенĕ. Авраам Унпа калаçма чарăнмасăр татах каланă: тен, унта хĕрĕх çын тупăнĕ? тенĕ. Вăл: хĕрĕх çыншăн та çавна тăвассăм çук, тенĕ. Авраам татах каланă: эпĕ калаçнăшăн Патша Туррăм ан çиллентĕрччĕ: тен, унт а вăтăр çын тупăнĕ? тенĕ. Вăл: унта вăтăр çын тупăнсассăн, пĕтермĕп, тенĕ. Авраам каланă: акă эпĕ Патшама каламах тесе шутларăм: тен, унта çирĕм çын тупăнĕ? тенĕ. Вăл: çирĕм çыншăн пĕтермĕп, тенĕ. Авраам каланă: эпĕ тата тепĕр хут каланăшăн Патша Туррăм ан çиллентĕрччĕ: тен, унта вунă çын тупăнĕ? тенĕ. Вăл: вунă çыншăн пĕтермĕп, тенĕ. Çӳлхуçа Авраампа калаçма чарăннă та кайнă; Авраам хăйĕн вырăнне таврăннă.

Вун тăххăрмĕш сыпăк[edit]

Лот Содом хапхи патĕнче ларнă чухне хайхи икĕ Ангел каçпа Содома пырса çитнĕ. Лот курнă та вĕсене кĕтсе илме ура çине тăнă, вара вĕсене çĕре ӳксе пуççапнă та каланă: ырă çыннăмсем! хăвăр чурăр килне кĕрсемĕр, çĕр каçăр, урăрсене çăвăр, ирхине тăрăр та хăвăр каяс çула кайăр, тенĕ. Вĕсем: çук, эпир урамра çĕр каçатпăр, тенĕ. Вăл вĕсене хистесех чĕннĕ; вĕсем вара, ун патне кайса, унăн килне кĕнĕ. Вăл вĕсене хăна тунă, тутлăлла çăкăр пĕçернĕ, вĕсем çинĕ. Вĕсем çывăрма выртичченех Содом хулинче пурăнакан çынсем, çамрăккинчен пуçласа ватти таранах, пĕтĕм хула халăхĕ, çурта çавăрса илнĕ те, Лота чĕнсе кăларса, ăна çапла каланă: сан патна çĕр выртма кĕнĕ çынсем ăçта? вĕсене пирĕн пата кăлар-ха, эпир вĕсемпе выртса паллашар, тенĕ. Лот, вĕсем патне алăк умне тухса, хăй хыççăн алăкне питĕрнĕ те каланă [вĕсене]: тă- ванăмсем, усал ан тăвăр; манăн акă икĕ хĕрĕм пур, вĕсем арçынпа хутшăнман-ха; пĕрех хут сирĕн пата çавсене кăларса парам, вĕсене хăвăр мĕн тăвас тетĕр, çавна тăвăр; анчах çак çынсене ан тĕкĕнĕр: вĕсем ман килĕмре чарăнса тăнă çынсем, тенĕ. Вĕсем [ăна]: кунтарах кил-ха, тенĕ. Унтан каланă: акă ютран килнĕ çын, пире çавă вĕрентесшĕн-и? халĕ эпир сана лешсене усал тунинчен те усалтарах тăвăпăр, тенĕ. Вĕсем çак çынна, Лота, тапăнмах-хĕстермех пуçланă, ĕнтĕ алăкне çĕмĕрсе кĕме пырса капланнă. Вара леш çыннисем аллине тăснă та Лота хăйсем патне пӳрте туртса кĕртнĕ, [пӳрт] алăкне питĕрсе лартнă; пӳрт алăкĕ умĕнче тăракан çынсене вара — кĕçĕннинчен пуçласа асли таранах — суккăр тунă, вĕсем алăк шыраса хăшкăлсах çитнĕ. Леш çынсем Лота каланă: санăн кунта тата кам пур? кĕрĕвӳ-и, ывăлусем-и, хĕрӳсем-и, — санăн хулара кирек кам пулсассăн та, вĕсене пурне те çак вырăнтан илсе тух, эпир çак вырăна пĕтеретпĕр, мĕншĕн тесессĕн кунта пурăнакансем çынсене епле йĕртни-асаплантарни Çӳлхуçа патне çитрĕ, Çӳлхуçа пире ăна пĕтерме ячĕ, тенĕ. Лот тухнă та, хăйĕн хĕрĕсене çураçнă кĕрӳшĕсемпе калаçса, вĕсене каланă: тăрăр та çак вырăнтан тухса кайăр, Çӳлхуçа ку хулана пĕтерет, тенĕ. Анчах та кĕрӳшĕсене вăл шӳт туса каланă пек туйăннă. Шурăмпуç çуталса килсессĕн, Ангелсем Лота васката пуçланă: тăр, арăмупа ху патăнти икĕ хĕрне ил те тух, хуланăн йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн санăн пĕтмелле ан пултăр, тенĕ. Вăл васкаманран леш çынсем [Ангелсем], ăна Çӳлхуçа хĕрхеннипе, ăна хăйне те, арăмĕпе унăн икĕ хĕрне те аллинчен тытса илсе тухнă, ăна хула тулашне кăларса тăратнă. Вĕсене илсе тухсассăн, Ангелсенчен пĕри каланă: хăвăн чунна çăл; хыçалалла çаврăнса ан пăх, çак таврара нихăçта та чарăнса ан тăр; пĕтес мар тесессĕн — ту çинелле тарса хăтăл, тенĕ. Анчах Лот вĕсене каланă: çук, Патшамăм! акă Санăн чуру Санăн умăнта ырăлăх тупрĕ, Эсĕ мана питех те хĕрхеннипе манăн пурăнăçăма çăлса хăвартăн; анчах та эпĕ ту çине тарса ĕлкĕреймĕп: мана инкек хăваласа çитĕ, эпĕ çăлăнаймăп; акă çак хулана тарма çывăхарах, вăл пысăках та мар; эпĕ çавăнта тарам; манăн чунăм [Сан урлă] сыхă юлĕ, тенĕ. Вара ăна каланă: акă Эпĕ саншăн çакна та тăвăп: эсĕ калакан хулана пĕтерсе пăрахмăп; васка, çавăнта тарса хăтăл, эсĕ унта пырса çитмесĕр Эпĕ ĕçе тытăнаймастăп, тенĕ. Çавăнпа ĕнтĕ çак хулана Сигор тесе ят панă. Хĕвел тухнă, Лот Сигора пырса çитнĕ. Содомпа Гоморра çине Çӳлхуçа тӳперен çумăр пек çăвакан кӳкĕртпе Çӳлхуçаран тухнă вут-çулăм тăкнă, çак хуласене, çакăнти пĕтĕм тавралăха, çав хуласенче пурăнакан мĕнпур халăха, çĕр çинче мĕн ӳснине [пĕтĕмпех] тĕп тунă. Лот арăмĕ, ун хыçĕнче пыраканскер, каялла çаврăнса пăхнă та тăвар юпа пулса тăнă. Авраам ирхине ирех тăнă та хăй Çӳлхуçа умĕнче тăнă вырăна кайнă, вăл Содомпа Гоморра енне, унти пĕтĕм тавралăх çине пăхса илнĕ те курнă — акă çĕр çийĕнчен кăмакаран тухакан тĕтĕм пек тĕтĕм хăпарать. Çав таврари [пĕтĕм] хулана пĕтернĕ чухне Турă Авраама асне илнĕ, вара Лот пурăнакан хуласене пĕтернĕ чухне ăна пĕтес çĕртен кăларса янă. Лот, Сигорта пурăнма хăраса, Сигортан кайнă та ту хăвăлĕнче пурăна пуçланă, унпа пĕрле икĕ хĕрĕ пулнă. Вăл ту хăвăлĕнче пурăннă, унпа пĕрле икĕ хĕрĕ пурăннă. Асли кĕçĕннине каланă: пирĕн атте ватă, пĕтĕм çĕр çинчи йăла тăрăх, пирĕн пата арçын кĕмелле, анчах çĕр çинче ун пек çын çук; апла аттене эрех ĕçтерсе ӳсĕртер те унпа выртса çывăрар, вара хамăр аттемĕртен йăх хăварăпăр, тенĕ. Çав каçхине вĕсем ашшĕне эрех ĕçтерсе ӳсĕртнĕ; асли [çав каçхине] кĕнĕ те хăйĕн ашшĕпе çывăрса тухнă; хĕрĕ хăçан выртса хăçан тăнине вăл пĕлмен. Тепĕр кунне асли кĕçĕннине каланă: акă эпĕ ĕнер аттепе çывăрса тухрăм; ăна кĕçĕр те эрех ĕçтерсе ӳсĕртер; эсĕ те кĕр, унпа çывăрса тух, хамăр аттемĕртен йăх хăварăпăр, тенĕ. Вĕсем çав каçхине те хăйсен ашшĕне эрех ĕçтерсе ӳсĕртнĕ; кĕçĕнни кĕнĕ те унпа çывăрса тухнă; хĕрĕ хăçан выртса хăçан тăнине вăл пĕлмен. Лотăн икĕ хĕрĕ те хăйсен ашшĕнчен йывăр çын пулнă; аслă хĕрĕ ывăл ача çуратнă, ăна [вăл хам аттемрен пулнă тесе] Моав ятлă хунă. Вăл халичченех моавсен ашшĕ шутланать. Кĕçĕн хĕрĕ те ывăл ача çуратнă, ăна [вăл хамăн йăх ывăлĕ тесе] Бен-Амми ятлă хунă. Вăл халичченех аммонсен ашшĕ шутланать.

Çирĕммĕш сыпăк[edit]

Авраам çав тĕлтен кăнтăралла куçса кайнă та Кадеспа Сур хушшине вырăнаçнă; пĕр вăхăт Герар хулинче пурăннă. Авраам Сарра çинчен, хăйĕн арăмĕ çинчен: вăл манăн йăмăк, тенĕ. [Çав хула çыннисем хăйне ун пирки вĕлересрен вăл: «ку — манăн арăм» тесе калама хăранă.] Авимелех, Герар патши, хăйĕн çыннисене янă та Саррăна хăй патне илсе пыртарнă. Авимелехе çĕрле тĕлĕкре Турă курăннă та ăна каланă: акă эсĕ хăв валли илнĕ хĕрарăмшăн вилетĕн, мĕншĕн тесессĕн унăн упăшки пур, тенĕ. Авимелех ăна тĕкĕнмен пулнă, вăл каланă: эй Патшамăм! Эсĕ [çакна пĕлмен халăха,] айăпсăр халăха пĕтерĕн-и вара? «Ку манăн йăмăкăм пулать» тесе, вăл мана хăех каламарĕ-и? Арăмĕ хăй те: «ку манăн пиччем пулать» терĕ. Эпĕ çакна таса чĕремпе, айăпсăр аллăмпа турăм, тенĕ. Турă ăна тĕлĕкре каланă: çакна эсĕ таса чĕрепе тунине Эпĕ те пĕлетĕп, çавăнпа сана Хамăн умăмра çылăха кĕресрен тытса чартăм, çавăнпа сана ăна тĕкĕнме памарăм; халех арăма упăшкине пар, вăл — пророк, вăл саншăн кĕлтăвĕ те, вара эсĕ чĕрĕ юлăн; тавăрса памасассăн, пĕлсех тăр: эсĕ хăв та, пĕтĕм кил-йышу та вилмесĕр юлас çук, тенĕ. Авимелех ирхине ирех тăнă та, хăйĕн пур чурине те чĕнсе илсе, çак сăмахсене пурне те илтĕнмелле каласа панă; çав çынсем [пурте] питех те хăраса ӳкнĕ. Авимелех Авраама чĕнтерсе илнĕ те ăна каланă: эсĕ пире мĕн турăн? эсĕ мана тата манăн патшалăха пысăк çылăха кĕртеттĕн, çапла тума сан умăнта мĕнле çылăх тунă эпĕ? Эсĕ ман тĕлĕшĕмрен тума юраман ĕç турăн, тенĕ. Авимелех Авраама тата каланă: çак ĕçе эсĕ мĕн шухăшпа турăн? тенĕ. Авраам ăна каланă: çак вырăнта Турăран хăракан çын çук пулĕ, мана арăмăмшăн вĕлереççĕ пулĕ тесе шухăшларăм; вăл чăнахах та манăн йăмăк пулать: вăл — ман аттемĕн хĕрĕ, анчах ман аннемĕн хĕрĕ мар; вăл манăн арăм пулчĕ; Турă мана аттем çуртĕнчен çула илсе тухнă чухне эпĕ арăма каларăм: маншăн ырă пулса çапла тусамччĕ: эпир кирек мĕнле вырăна çитсессĕн те, эсĕ ман çинчен: ку манăн пиччем пулать, те, терĕм. Авимелех вара [пин сикль кĕмĕл тата] вак выльăхпа шултăра выльăх, ар чурасемпе хĕрарăм чурасем илнĕ те Авраама панă; Саррăна та, арăмне, ăна каялла тавăрса панă. Авимелех [Авраама] каланă: акă манăн çĕрĕм сан умăнта; ăçта кăмăл тăватăн, çавăнта пурăн, тенĕ. Саррăна та каланă: акă эпĕ санăн пиччӳне пин сикль кĕмĕл патăм; вăл санăн хӳттӳ пулĕ, сана хăвăнпа пĕрле пурăнакан пĕтĕм çын куçĕ умĕнче тӳрре кăларĕ, тенĕ. Авраам Турра кĕлтунă та, Турă Авимелехе те, унăн арăмне те, унăн хăрхăмĕсене те сыватнă, вара вĕсем ача çурата пуçланă, мĕншĕн тесессĕн Çӳлхуçа Авимелех килĕнчи пур арăм варне те Саррăшăн, Авраам арăмĕшĕн, хупса лартнă пулнă.

Çирĕм пĕрремĕш сыпăк[edit]

Хăй каланă пек, Çӳлхуçа Сарра çине хĕрхенсе пăхнă, Çӳлхуçа Саррăшăн Хăй мĕн каланине тунă. Сарра йывăр çын пулнă та Авраама унăн ватăлмалăх кунĕнче, Турă ăна каласа хунă вăхăтра, ывăл ача çуратса панă; Авраам хăйĕн çуралнă ывăлне, Сарра çуратса панă ывăлне, Исаак ятлă хунă. Хăйне Турă каласа хунă пек, Авраам саккăрмĕш кунне Исаакăн, хăйĕн ывăлĕн, ӳтне каснă. Хăйĕн ывăлĕ Исаак çуралнă чухне Авраам çĕр çулта пулнă. Сарра каланă: Турă ман тĕлĕшрен кулмалла турĕ; ман çинчен илтсессĕн кирек кам та кулса ярĕ, тенĕ. Тата каланă: Сарра ача ĕмĕртĕ тесе Авраама кам калайĕччĕ? эпĕ ăна ватлăхĕнче ывăл çуратса патăм, тенĕ. Ача пысăкланнă, ăна кăкăр пăрахтарнă; [хăйĕн ывăлне] Исаака кăкăр пăрахтарнă кун Авраам пысăк ĕçкĕ-çикĕ тунă. Сарра [хăй ывăлĕнчен, Исаакран] Агарь — Египет хĕрĕ — Авраама çуратса панă ача кулнине курнă та Авраама каланă: çак хăрхăмпа унăн ывăлне хăваласа яр, çак хăрхăм ывăлĕ манăн Исаак ывăлăмпа пĕрле еткер илес çук, тенĕ. Авраама çакă хăйĕн ывăлĕшĕн [Измаилшăн] питех те аван мар пек туйăннă. Анчах Турă Авраама каланă: ачупа хăрхăмушăн ан пăшăрхан; Сарра хăвна мĕн каласассăн та, унăн сăмахне пурне те итле, мĕншĕн тесессĕн санăн вăрлăху Исаак урлă ĕрчĕ; Эпĕ хăрхăм ывăлĕнчен те [аслă] халăх кăларăп: вăл та санăн ывăлу, тенĕ. Авраам ирхине ирех тăнă та çăкăрпа пĕр сăран хутаç шыв илсе Агаре панă, ăна унăн хулпуççийĕ çине хунă, вара ăна ачипе пĕрле кăларса янă. Вăл ĕнтĕ тухса кайнă та Вирсавия пушхирĕнче аташса çӳренĕ. Хутаççинчи шывĕ пĕтнĕ, вăл ачине пĕр тĕм айне пăрахса хăварнă та аякка, ухă йĕппи вĕçсе ӳкес чухлĕ, кайса ларнă. Вăл: ачам вилĕмне ан курам, тенĕ. Вăл [аяккарах, ăна] хирĕç ларнă та йĕре пуçланă, кăшкăрсах йĕнĕ; Турă ачанăн сассине [вăл выртнă вырăнтан] илтнĕ; Турă Ангелĕ Агаре тӳперен чĕнсе каланă: Агарь, мĕн пулчĕ? ан хăра; Турă ачанăн сассине вăл выртакан вырăнтан илтрĕ; тăр, ачана çĕклесе тăрат та аллинчен çавăт ăна, Эпĕ унран аслă халăх кăларăп, тенĕ. Турă унăн куçне уçнă та, Агарь вара [чĕрĕ] шывлă пусă курнă, ун патне пырса хутаççине шыв тултарса ачине ĕçтернĕ. Турă ачапа пĕрле пулнă; вăл ӳссе çитĕннĕ те пушхирте пурăна пуçланă, ухă пеме вĕренсе çитнĕ. Вăл Фаран пушхирĕнче пурăннă; амăшĕ ăна Египет çĕрĕнчен арăм илсе панă. Çав вăхăтра тата çапла пулнă: Авимелех [Ахусафпа, хăйĕн тусĕпе, тата] Фихолпа, хăйĕн çарпуçĕпе, пĕрле Авраама каланă: эсĕ кирек мĕн тунă чухне те санпала Турă, тенĕ; эсĕ мана хама та, ывăлăма та, мăнукăма та хур тумăп тесе халĕ çакăнта Турăпа тупа ту; эпĕ саншăн епле лайăх пултăм, эсĕ те маншăн тата ху хăна пулса пурăнакан çĕршĕн çапла пул, тенĕ. Авраам: тупа тăватăп, тенĕ. Авимелех чурисем Авраамран шыв пуссине туртса илнĕ пулнă, çавăншăн Авраам Авимелехе ӳпкелесе калаçнă. Авимелех [ăна] каланă: çакна кам тунине пĕлместĕп, хăв та мана каламарăн: эпĕ ун çинчен халиччен те илтмен-çке, тенĕ. Авраам, вак выльăхпа шултăра выльăх илсе, Авимелехе панă, вĕсем иккĕшĕ пĕр канашлă тăма сăмах татнă. Вак выльăх кĕтĕвĕнчен илнĕ çичĕ путекне Авраам уйрăм уйăрса тăратнă. Авимелех вара Авраама каланă: эсĕ [сурăх кĕтĕвĕнчен илсе] уйрăм уйăрса тăратнă çичĕ путек кунта мĕне кирлĕ? тенĕ. [Авраам] каланă: çак çичĕ путеке ман аллăмран илсем, вĕсем шыв пуссине эпĕ алтнине кӳнтелесе тăччăр, тенĕ. Çавăнпа ĕнтĕ вăл çак вырăна Вирсавия тесе ят панă, мĕншĕн тесессĕн вĕсем иккĕшĕ те çакăнта тупа тунă, вĕсем пĕр канашлă тăмашкăн Вирсавияра сăмах татнă. Авимелех [Ахутафпа, хăйĕн тусĕпе, тата] хăйĕн çарпуçĕпе Фихолпа пĕрле тăнă та филистимсен çĕрне каялла таврăннă. [Авраам] Вирсавияра ката лартса тухнă, унта вăл Çӳлхуçанăн, ĕмĕрхи Туррăн, ятне асăнса чĕннĕ. Ютран пынă çын пулса, Авраам филистимсен çĕрĕнче нумай вăхăт пурăннă.