Jump to content

Паян

From Wikisource
Паян (1906)
by Тайăр Тимкки
337765Паян1906Тайăр Тимкки

Паян пире Çăлакан
Христос Турă çуралать.
Ăна шанса тăракан
Пурте паян савăнать.

Турă çынна юратса
Пире халь те асна ил!
Ĕлĕкхи пек вĕрентсе
Каллех пирĕн пата кил!

… Халĕ пирĕн çĕр çинче
Мĕскĕн халăх хурланать,
Хăйĕн мĕскĕн чĕринче
Хăй пурнăçне ылханать.

Эсĕ. пире Çăлакан,
Килсе пире йăпатсам.
Пысăк хĕн-хур куракан
Чунне çу пек çемçетсем…

1906


This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.