Паллă мар поэмăн пуçламăшĕ
Appearance
Çынна ырлăх тăвасшăн
Пĕтĕм вăйпа тăрăшăр!
Хăвăр ырлăх курасшăн
Усал ĕçпе çапăçăр!
Хăвăр ахаль пурăнсан,
Эсир ырлăх тупаймăр;
Ĕçе тума чарăнсан,
Усал айне хупăнăр.
Эсир ĕçсĕр пурăнсан.
Сире çынсем ылханĕç.
Сирте юлнă ачăрсем
Сире пăхса хурланĕç.
Вăхăт иртет, сисĕнмест
Кунпа çулсем улшăнни.
Сирĕн ĕçсем курăнмасть, –
Ялан халăх хуйхăрни!
Сире халăх вĕрентме
Нумай укçа салатрĕ.
Сире çынна кăларма
Пĕтем вăйпа тăрăшрĕ.
Ухмах! Эсĕ халăха
Мĕскер усă кăтартрăн?
Выçлăх, пысăк хурлăха
Мĕскер ĕçпе пĕтертĕн?..
(1906-1907)
This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago. |