Jump to content

Нарспи. Вăрманта

From Wikisource
Вăрманта
автор Константин Васильевич Иванов (1890—1915)


Вăрманта


Шавлать, кашлать сĕм вăрман,
Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть.
Кутсăр-пуçсăр çил тухсан
Чарăнассăн туйăнмасть.
Шавлать, кашлать сĕм вăрман,
Тамăкри пек ахăрать.
Те арçури, те шуйттан
Çав териех ашкăнать.
Тапхăр-тапхăр çил килет
Пăлтăр-палтăр çавăрса.
Тĕттĕм вăрман ӳхĕрет
Çĕре çитех авăнса.
Хура пĕлĕт пĕрмаях
Шăвать вăрман тăрринче.
Ярать çиçĕм çĕр çурсах
Хура пĕлĕт хушшинче.
Аçа çапать, шартлатать,
Пĕтĕм тĕнче кисренет.
Çумăр çырма пек юхать,
Лупашкасенче кĕрлет.

Сĕм-сĕм вăрман, сĕм вăрман,
Мĕншĕн хытă шавлатăн?
Мĕншĕн шăй-шай шăхăрса
Мĕскĕн чуна хăрататăн?
Вăрман тата хытăрах
Шавлать, йĕрет, ахăрать.
Турă çырлах, ан пăрах!
Ахăрсаман хускалать!
Ах, çылăхлă пуçăма
Ăçта чиксе хурам-ши?
Ах, çылăхлă чунăма
Епле тытса чарам-ши?..
Епле Сетнер мĕскĕн-çке
Урнă вăрман ăшĕнче.
Епле çирĕп йывăçсем
Юрлаççĕ пуç тăрринче.
Вăрман хĕсĕк çулĕпе,
Ăш çуннине пусарса,
Вăрман шавне хуплас пек,
Пырать Сетнер юрласа:

«Сĕм-сĕм вăрман, сĕм вăрман,
Мĕншĕн хытă шавлатăн?
Мĕншĕн шăй-шай шăхăрса
Мĕскĕн чуна хăрататăн?
Ах, ман хуйхăм, итле-ха:
Мĕншĕн мана çунтаратăн?
Мĕншĕн мана, тăлăха,
Савăнăçа мантаратăн?
Çуралтăм-мĕн аннерен
Хĕн-хур, асап курма çеç.
Çав асапран, хĕнлĕхрен
Самрăк пуçăм пĕтни çеç.
Çамрăк пуçăм пĕтмĕччĕ,
Мулăм çукки пĕтерчĕ.
Вăл та пулин юрĕччĕ,
Çын ухмаххи пĕтерчĕ.
Çын ухмаххи юрĕччĕ,
Усал тăшман тупăнчĕ.
Усал тăшман пĕтĕччĕ,
Турă çырни курăнчĕ».

Сетнер юрлать юррине.
Вăйлă тăвăл тапранса,
Сетнер юррине илсе,
Вĕçет йĕрсе, ахăрса.
Çав хуйхăллă сасăсем
Чуна çурса йĕреççĕ,
Вăйлă тăвăлпа пĕрле
Таçта çитех çитеççĕ.
Хура вăрман ăшĕнче
Хуллен-хуллен пĕтеççĕ.
Çав юрăри куççульсем
Пĕр чун патне çитеççĕ.
Таçтан-таçтан аякран
Тепри хирĕç макăрать,
Усал асап-хуйхăран
Унта тепĕр чун çунать.
Такам юррин сассисем
Кĕрет Сетнер хăлхине.
Вăйлă тăвăлпа пĕрле
Юрлать Сетнер юррине:

«Хура вăрман, сĕм вăрман,
Мĕншĕн хытă шавлатăн?
Савни пекех юрласа,
Вилнĕ чуна вăрататăн?
Тĕттĕм вăрман, сĕм вăрман,
Ан ултала тăлăха.
Савни пекех юрласа
Ан хăварсам хурлăха.
Аслă вăрман, сĕм вăрман,
Мана чăнне кала-ха!
Мĕскĕн чуна шеллесе,
Чун савнине кăтарт-ха.
Анчах утать кунталла
Ман паталла хĕрарăм:
Ырă Турă, çырлахсам!
Нарспи, Нарспи, эсĕ-им?»

Икĕ савни пĕрлешсен
Пуçне тайрĕ ват юман.
Пĕр-ик тапхăр çил вĕрсен
Шăп лăпланчĕ сĕм вăрман.
Хура пĕлĕт саланса
Пĕтрĕ вăрман хыçĕнче.
Хĕвел пăхать шăратса,
Кайăк юрлать йăвинче.
Курăк çинчи сывлăма
Хĕвел парать ăшшине.
Икĕ чуна савăшма
Хĕвел парать çутине.
Ялтăртатать ырă кун,
Усал кунăн мĕн ĕç пур?
Савăнса утать ик чун,
Çичĕ ютăн мĕн ĕç пур?
Анчах вăрман ăшĕнче
Хура кайăк чăйлатать:
Ай, Тăхтаман, Тăхтаман,
Нарспи чунне вăл шырать!