0%

«Нарспи» поэма

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Нарспи
автор Константин Васильевич Иванов


Силпи ялӗнче[edit]

Пуш уйӑхӑн вӗҫӗнче
Хӗвел пӑхрӗ ӑшӑтса,
Силпи чӑваш ялӗнче
Юр ирӗлчӗ васкаса.
Тусем, сӑртсем хуп-хура
Юрӗ кайса пӗтнӗрен,
Тухать курӑк ҫӑп-ҫӑра
Хӗвел хытӑ хӗртнӗрен.
Сивӗ, хаяр хӗл иртет,
Каять йӗрсе, хурланса,
Сивӗ куҫҫулӗпе йӗрет
Иртнӗ куншӑн хуйхӑрса.
Путӑксемпе, варсемпе
Ҫӗмӗрӗлсе шыв кӗрлет.
Анчах мӗнле йӗрсен те,
Хӗвел хӗртнӗҫем хӗртет.
Хӗл куҫҫулӗ шавласа
Юхса кайрӗ ҫырмара.
Ачи-пӑчи выляса
Чупса ҫӳрет урамра.

Килчӗ ырӑ ҫуркунне,
Килчӗ, ячӗ ӑшӑтса.
Хӗвел савать тӗнчене
Хӗл ыйхинчен вӑратса.
Тӗттӗм вӑрман чӗрӗлет,
Ешӗл тумтир тӑхӑнать,
Ҫеҫен хир те ешерет,
Илемӗпе мухтанать.
Тӗрлӗ-тӗрлӗ чечексен
Ырӑ шӑрши сарӑлать,
Пур ҫӗрте те кайӑксен
Лайӑх юрри янӑрать.
Ҫӳлте, пӗлӗт айӗнче,
Тӑри юрри илтӗнет,
Ҫемҫе курӑк ҫийӗнче
Путек-сурӑх сиккелет.
Хӑй кӗтӗвӗ патӗнче
Ача шӑхличӗ калать,
Хырӑмӗ пит выҫнипе
Силпи ялнелле пӑхать.

Силпи ялӗ — пуян ял,
Ларать вӑрман ӑшӗнче.
Кантур пекех ҫурчӗсем
Ват йӑмрасем айӗнче.
Ялӗ тавра укӑлча,
Ҫӗнӗ ҫатан укӑлча.
Кив капанлӑ анкарти,
Тӗрлӗ ҫимӗҫлӗ пахча.
Аслӑ урам тӑршшӗпе
Хӑма витнӗ ҫурчӗсем;
Урам икӗ айккипе
Ем-ешӗлех сачӗсем.
Ҫуртсем тавра кил карти
Чул хӳме пек ҫавӑрнӑ;
Сарӑ хапха килсерен
Чӗнтӗрленӗ тӑрӑллӑ.
Силпи ялӗ — аслӑ ял,
Хула тейӗн инҫетрен.
Ахӑр, кунти чӑвашсен
Мулӗ пур-тӑр ҫав вӗсен.

Ҫырма юхать кӗрлесе
Аслӑ ялӑн ҫумӗпе,
Хӗвел тӗрӗ тӗрлесе
Вылять унӑн шывӗпе.
Тӑрӑ шывӑн ӑшӗнче
Кӑвак пӗлӗт явӑнать,
Ватӑ йӑмра тайӑлса
Тӗсне пӑхса савӑнать.
Акӑ кӗпер ҫийӗнче
Старик ларать вӑлтапа:
Йӑпӑрт-япӑрт пуллине
Улталасшӑн ӑманпа.
Ав ачасем ҫӳл енче
Шывра ишсе ҫӳреҫҫӗ,
Пулӑ тытан ваттине
Хирӗҫтерме пӗлеҫҫӗ.
Акӑ пӗр ҫын кӗперпе
Каҫса пырать ҫырмана.
Ҫырма урлӑ каҫрӗ те
Кӗрсе кайрӗ вӑрмана.

Ҫӑтмах пекех туйӑнать
Силпи чӑваш ялӗнче,
Вӑхӑт иртни сисӗнмест
Савӑнӑҫлӑ кунсенче.
Кайӑк юрри, ҫын сасси
Ян-ян ярать таврана,
Ҫуркуннехи хавас юрӑ
Килсе кӗрет хӑлхана.
Урам тӑрӑх ҫыннисем
Улпут пекех утаҫҫӗ.
Пӳрт хыҫӗнче шавласа
Ачи-пӑчисем выляҫҫӗ.
Нар пек хитре хӗрӗсем
Акӑшсем пек утаҫҫӗ,
Чӑнкӑр-чӑнкӑр тенкисем
Йӑлтӑртатса пыраҫҫӗ.
Ҫӗр ҫӗмӗрсе каччӑсем
Ташлать хапха умӗнче.
Пурӑнӑҫсем, ах, аван
Аслӑ Силпи ялӗнче!

Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере
Вӑйли ҫук та этемрен:
Шывсем ҫинче, ҫӗр ҫинче
Хуҫа пулса вӑл тӑрать.
Анчах вӑйлӑ этем те
Хӑй тӗнчине пӑхӑнать.
Укҫапала эрехех
Ҫынна ӑсран кӑларать.
Аслӑ Калӑм эрнинче
Мӗнле чӑваш ӗҫмен-ши?!
Тарӑн нӳхреп ӑшӗнче
Мӗн чул сӑра пӗтмен-ши?!
Ӗҫнӗ те ҫав, ҫинӗ те,
Йӗркипеле сикнӗ те;
Унсӑр пуҫне еплелле
Тӑвас тетен праҫнике?
Кун иртнӗҫем урамра
Ӳсӗр ҫынсем нумайрах,
Каҫ пулнӑҫем вӑрмана
Сасӑ каять хытӑрах.

Ӗҫе-ӗҫе, каҫалла
Ӳсӗр чӑваш ывӑнать,
Ҫуркуннехи пылчӑк та
Канма ҫемҫе туйӑнать.
Выртать чӑваш улпут пек,
Шухӑшламасть ӑҫтине,
Пӗтӗм урам тӑршшӗне
Кӑшкӑрать хӑй юррине:
«Нумай ӗҫле, нумай ҫи,
Хытӑ тарла, хытӑ ӗҫ!
Эрех тесен ӗҫ ҫынни
Нихӑшӗ те тиркемест.
Вӑхӑчӗпе ӗҫлӗпӗр,
Вӑхӑчӗпе ӗҫӗпӗр.
Килте ӗҫме пулмасан
Кӳршӗ патне кӗрӗпӗр.
Кӳршӗн ӗҫме пулмасан
Уйранне те ӗҫӗпӗр.
Уйранӗ те пулмасан
Турӑ парасса кӗтӗпӗр».

Калӑм иртет, юр пӗтет,
Ҫурхи суха та ҫитет;
Чӑваш часах урӑлмасть,
Мухмӑр иртсе каяймасть.
Ӗнтӗ ӳсӗр чӑвашсем,
Урӑр ҫине тӑрӑр-ха!
Ем-ешӗлех ҫӳл тусем,
Шыв та чакнӑ ҫырмара.
Эй, пиччесем, тӑрӑр-ха,
Урлӑ-пирлӗ пӑхӑр-ха:
Ака пуҫне тӳрлетес,
Урапана тирпейлес.
Сивӗ шывпа ҫӑвӑнсам,
Питне-куҫна тӗс кӗтӗр;
Авантарах апатлан,
Ака тума вӑй кӗтӗр.
Кӳлес ӗнтӗ лашана,
Тухса каяс акана.
Эй Турӑҫӑм, сывлӑх пар,
Акнӑ тыррӑма ӑнтар!

Сарӑ хӗр[edit]

Ешӗл курӑк хушшинче
Сап-сарӑ чечек ӳсет,
Аслӑ Силпи ялӗнче
Нарспи ятлӑ хӗр ӳсет.
Пичӗ-куҫӗ пит хӳхӗм,
Хирти сарӑ чечек пек.
Икӗ куҫӗ хуп-хура,
Икӗ хура шӑрҫа пек.
Явӑнаҫҫӗ хыҫалта
Ҫивӗт вӗҫӗ кӑтрисем.
Утса-утса пынӑ чух
Шӑнкӑртатать тенкисем.
Куҫӗсемпе пӑхнӑ чух
Каччӑн чӗри ҫӗкленет,
Ҫӳхе тути кулнӑ чух
Каччӑн чунӗ ҫемҫелет.
Хирти сарӑ чечеке
Ӑшӑ куҫпа кам пӑхмӗ?
Ун пек лайӑх хитре хӗре
Мӗнле каччӑ юратмӗ?

Хӗвел анса ларсӑнах
Питне ҫӑвать, шӑлӑнать,
Вӑййа тухма шӳлкеме
Кӑкӑрӗ ҫине ҫакать,
Шӑнкӑр-шӑнкӑр теветне
Хулпуҫҫи урлӑ ярать,
Хӗрлӗ пурҫӑн тутӑрне
Хӗрле ҫавӑрса ҫыхать.
Вӑйӑсенче ун сасси
Кайӑк сасси евӗрлӗ,
Ахӑлтатса кулнӑ чух
Ҫирӗп ҫын ку темелле.
Вӑйӑ саланичченех
Савӑнтарать сассипе.
Ирхи ҫӑлтӑр хӑпарса
Йӑл-йӑл кулать тӳпере.
Хӑйӗн ашшӗ килӗнче
Нарспи канлӗ ҫывӑрать:
Ырӑ тӗлӗксем курса
Тӗлӗкре те савӑнать.

Ирех тӑрать, тумланать,
Нарспи ӗҫе тытӑнать:
Е пурҫӑн ҫип илет те
Юрла-юрла тӗрӗ тӑвать;
Е ҫӗлеме ларать те,
Ҫӗвви шӑрҫа пек пулать —
Сӳс хӳреллӗ хурҫӑ йытӑ
Пӗр кӗрет те пӗр тухать;
Е пир тӗртме ларать те
Вылянтарать ӑсине;
Е хултӑрчӑ тытать те
Ҫипне тиет ҫӗррине;
Е сак ҫинчи кушакӗ
Питне ҫӑва пуҫласан,
Апат хатӗр хӑнашӑн
Алли-ури ҫӑмӑлран...
Аван иртрӗ пурӑнӑҫ
Хӗрӗн ҫулӗ туличчен,
Ашшӗ килне хӑтана
Ҫичӗ ютран киличчен.

Нарспи ашшӗ Михетер
Ҫӗрме пуян пурӑнать.
Вӑл хӑй хӗрне юратать,
Нарспийӗпе мухтанать:
«Ман хӗр пекки камӑн пур?
Кама пӳрнӗ ун пек хӗр?
Пушмак ҫук-и хӗрӗмӗн?
Ҫӳрет-и вӑл тенкӗсӗр?
Силпи ялӗ ӗмӗрне
Ун пек хӗрсем курас ҫук!
Пӗр чӑваш та хӑй хӗрне
Михетер пек пӑхас ҫук!
Михетере мӗн ҫитмен?
Мӗнӗм ҫук-ши ҫуртӑмра?
Кӗмӗл тенкӗ, тӗртнӗ пир
Сахал-ши-мӗн ҫӳпҫемре?
Тырӑ-пулӑ туллиех
Ишӗлмест-и кӗлетре?
Ҫу, сӗт-турӑх, сӑра-пыл
Тулли мар-и нӳхрепре?»

Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук:
Михетерӗн мӗн ҫитмест?
Пӗтӗм ялта пӗр пуян,
Ӑна никам ҫитеймест.
Унӑн ҫурчӗ хула пек,
Кӗрсен витӗр тухма ҫук.
Хуралтисен тӑррине
Чӑх-чӗп вӗҫсе ҫитме ҫук.
Картиш тулли япала
Купаланса выртаҫҫӗ.
Кӗлет тулли тыррисем
Тӑкӑнас пек тӑраҫҫӗ.
Урхамах пек лашисем
Утӑ-сӗлӗ ҫиеҫҫӗ,
Унӑн выльӑх-чӗрлӗхсем
Пичӗке пек ҫӳреҫҫӗ.
Турикасри ҫак кил-ҫурт
Аякранах курӑнать —
Пирӗн ватӑ Михетер
Тивӗҫлипе мухтанать.

Ҫак ырӑ ҫын Михетер,
Хӑйӗн хӗрне юратса,
Аслӑ ҫӑварни хыҫҫӑнах
Хучӗ ӑна ҫураҫса.
Пулас туя ял-йышсем
Тӳсеймесӗр кӗтеҫҫӗ:
— Икӗ пуян пӗрлешсен
Шеп те пулӗ туй! — теҫҫӗ. -
Ҫинҫе хӑҫан ҫитӗ-ши?
Епле вӑхӑт ирттерес?
Ҫимӗк кунӗ инҫе-ши?
Епле унчченех тӳсес? —
Михетерӗн килӗнче
Парне валли ҫӗлеҫҫӗ.
Туйӑн хӑватне сиссе,
Вӑйран тухса ӗҫлеҫҫӗ.
Анчах Нарспи, сарӑ хӗр,
Туй пуласран хурланать:
Вӑрттӑн-вӑрттӑн вӑл йӗрет,
Сетнер ятне асӑнать.

Ял вӗҫӗнче, тукасра,
Пӗчӗкҫеҫҫӗ пӳрт ларать.
Амӑшӗпе ҫак пӳртре
Сетнер ача пурӑнать.
Чипер ача Сетнерӗн
Пӗр урхамах лаши пур,
Ватӑ карчӑк амӑш пур,
Вӗри юнлӑ чӗри пур,
Кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлеме
Икӗ вӑйлӑ алли пур.
Тӑшман пуҫне пӗтерме
Вӗри вут пек ҫилли пур.
Унтан урӑх Сетнерӗн
Нимӗн те ҫук япала.
(Анчах асту: Михетер
Хӗрне памасть ҫукалла.)
Пирӗн Нарспи, сарӑ хӗр,
Ҫав Сетнере юратать,
Ҫавӑнпала сарӑ хӗр
Туй пуласран хурланать.

Ҫӳллӗ валак патӗнче
Ватӑ йӑмра ешерет.
Куллен ирех ҫавӑнта
Сетнер Нарспие кӗтет.
Кӗте-кӗтех шӑварать
Урхамах пек лашине.
Шыва анать витрепе
Нарспи куллен ирхине.
Нарспи икӗ витрипе
Шӑлтӑр-шалтӑр килет-ҫке,
Савӑннипе Сетнерӗн
Чӗри кӑлт-кӑлт сикет-ҫке.
Нарспин ҫӳхе тутисем
Кулаҫҫӗ-ҫке таҫтанах,
Ҫӳллӗ валак пуҫӗнче
Сетнер тӑрать ҫутӑлсах.
Йӑлтӑр-ялтӑр куҫӗсем
Сар хӗр ҫине пӑхаҫҫӗ,
Сар мӑйӑхлӑ тутисем
Ӑшӑ сӑмах калаҫҫӗ.

Ҫимӗк каҫӗ[edit]

Шӑнкӑртатса шыв юхать
Ҫӳллӗ валак пуҫӗнче,
Кӗмӗл пекех ялтӑрать
Шывӗ хӗвел ҫутинче.
Кӗмӗл мерчен тухьяпа
Сарӑ хӗрӗ шыв ӑсать,
Сарӑ каччӑ калаҫса
Хӑй лашине шӑварать.
Ҫӳллӗ йӑмра ӑшӗнче
Кайӑк юрлать юррине,
Лаши ӗҫсе тӑнӑҫем
Каччӑ калать сӑмахне:
«Ҫаплах вара, Нарспиҫӗм,
Ҫук-ши манӑн ӑрӑскал?
Ҫаплах сана ют ҫӗре
Илсе кайӗ-шим усал?
Ах, телейӗм ҫук-тӑр ҫав,
Аҫу-аннӳ пит пуян!
Хӑйсен пуянлӑхӗпе
Пӑрӑнаҫҫӗ ҫук ҫынран».

«Ан ӳпкелешсем, Сетнер,
Мӗншӗн ҫынна ӳпкелес?
Ӑҫта тарса каяс-ха
Пуян атте-аннерен?
Атте-анне ухмах ҫав,
Мӗн каласа кӑнтарас?
Мӗн тӑвар-ха, кала-ха,
Мӗнле пирӗн май тупас?
Хӗвел ансан, каҫ пулсан,
Паян туя лартаҫҫӗ,
Хушӑлкари пуянпа
Манӑн туя пуҫлаҫҫё.
Тӑшман ытла хаяр тет,
Епле унтан хӑтӑлас?
Сетнер, Сетнер, кала-ха,
Ӑҫта каяс, мӗн тӑвас?
Сана тем пек юратса,
Савса эпӗ пурӑнтӑм.
Анчах ҫапах ҫак куна
Ҫамрӑк пуҫӑмпа куртӑм».

«Пӗртен-пӗрех пуҫӑм пур,
Вӗри юнлӑ чӗрем пур,
Ватӑ карчӑк аннем пур,
Урхамах пек утӑм пур,
Вӗсенчен те хаклӑрах
Чунӑм савни эсӗ пур,
Анчах сана та паян
Туртса илен тӑшман пур,
Вӑл тӑшмана пӗтерме
Икӗ вӑйлӑ аллӑм пур,
Анчах, ӑна пӗтерсен,
Унран усал тӗнче пур.
Хӑвӑн кӑмӑлу пулсан
Лашам ҫине лартӑттӑм,
Аяккаллах ку ялтан
Вӗҫӗттӗм те кайӑттӑм».
— Сетнер, таврӑн хӑвӑртрах,
Шыва анать пӗр арӑм...
Чун савнипе калаҫса
Уйрӑлассӑн туймарӑм.

«Сывӑ пул эппин, Нарспи,
Ан ман эппин мӗскӗне!»
Лаши сикрӗ, ыткӑнчӗ,
Вӗҫсе кайрӗ килнелле.
Нарспи ӑна хурланса
Пӑхса юлчӗ хыҫӗнчен,
Хускалмарӗ вырӑнтан
Савни куҫран кайиччен:
«Сывӑ пулах, сывӑ пул!
Епле сана манӑп-ши?
Санпа пӗрле пулмасан
Епле ютра пулӑп-ши?»
— Мӗншӗн, Нарспи, хуйхӑран?
Каччу ытла ватӑ-им?
Парнӳ ытла сахал-им?
— Терӗ арӑм ҫитрӗ те.
Нарспи шывне ӑсрӗ те
Килне утрӗ хуйхӑрса,
Килне ҫитрӗ, йӗрсе ячӗ
Сетнерӗшӗн хурланса.

Пӳртре ватӑ карчӑкӗ
Вӑрҫса ҫӳрет ахалех.
Сиплет тулта Михетер
Туй кӳмине пӗчченех.
Ӗҫлет ватӑ пуҫӗпе,
Пурттипеле каскалать.
Савнӑ хӗршӗн тӑрӑшса
Пичӗ тӑрӑх тар юхать:
«Мӗн кӗҫӗнрен ӳстертӗм
Ҫак тарана ҫитерме,
Ӗнтӗ паян юлашки
Ӗҫӗм пултӑр хӗрӗме.
Усрӗ ҫитрӗ, пулчӗ хӗр —
Пуян упӑшка кирлӗ,
Упӑшкине тупрӑмӑр —
Кӳми лайӑхрах кирлӗ.
Ҫитрӗ ӗнтӗ Ҫимӗк те,
Хӗрӗн туйне тумалла.
Тантӑшӑмсем пухӑнсан
Кӗҫӗр туйне лартмалла».

Михетерӗн килӗнче
Сӑра пичӗки кусать,
Ялти тантӑш-тӑвансен
Пырӗ тӗпӗ ярӑнать.
Икӗ пысӑк кӑмака
Тӗрлӗ апат пӑсланать,
Ялти тантӑш-тӑвансен
Тута-ҫӑвар ҫуланать.
Хура пӳртре шӑпӑрҫӑ
Ларать шӑпӑр тӳрлетсе,
Ялти ҫамрӑк каччӑсен
Ури каять ҫӗкленсе.
Туйӑн хӑватне кӗтсе
Пурте вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ,
Килти пӗр чун хуйхине
Пӗртте вӗсем сисмеҫҫӗ.
Нарспи ларать лаҫҫинче
Икерчӗсем ҫуласа,
Ҫураҫнине асӑнса,
Ларать мӗскӗн хуйхӑрса:

— Ҫичӗ ютран килчӗ ют
Атте килне хӑтана.
Сарӑ хӗре ҫураҫать
Ҫичӗ ютри пуяна.
Атте-анне, ан васкӑр,
Тата пӗр ҫул тӑрӑр-ха,
Пӗртен-пӗрех хӗрӗре
Тата пӗр ҫул усрӑр-ха.
Атте-анне ӳсӗрпе
Хӗрне итлес темерӗ,
Каччи пуян тенипе
Хӗрӗн чунне пӗлмерӗ. —
Ватӑ чун та хытнӑ чун,
Хытса кайнӑ кӗҫҫе ҫав.
Ҫамрӑк чун та пӗчӗк чун,
Чунӗ ытла ҫемҫе ҫав.
Кайӑк чунӗ пулсассӑн
Йӗрӗччӗ те кулӗччӗ;
Ҫуначӗсем пулсассӑн
Вӗҫӗччӗ те кайӗччӗ.
Хӗвел анчӗ хӗрелсе
Хура вӑрман хыҫнелле.
Кӗтӳ анчӗ кӗрлесе
Аслӑ Силпи ялнелле.
Ав унта хитре хӗрсем
Ӗни хыҫҫӑн чупаҫҫӗ,
Чее маттур каччисем
Вӗсем хыҫҫӑн юлмаҫҫӗ.
Акӑ пӗр этем чупать,
Ула ӗни мӗкӗрет,
Сӗмсӗр сысни ҫухӑрать,
Пӗтӗм яла ҫӗмӗрет,
Кӗтӳ хыҫҫӑн урампа
Хура тусан хӑпарать.
Акӑ тусан ӑшӗнче
Карчӑк аран ҫеҫ утать.
Хӑй вӑл хӑрах аллипе
Йӑтнӑ сӑра чӗресси:
Ай-хай, хӗн пек ҫӗклесси,
Ай-хай, ҫӑмӑл ӗҫесси!

Пирӗн ватӑ Михетер
Тантӑшсене йыхӑрать;
Унӑн ватӑ карчӑкки
Сӑра йӑтнӑ, уттарать.
Тантӑш патне кӗрет те
Уҫать сӑра чӗресне.
Туя пыма йыхӑрса
Ӗҫтерет туй сӑрине:
— Ырӑ тантӑш-тӑвансем!
Пире хисеп тумӑр-ши?
Хӗре качча паратпӑр,
Турикаса утмӑр-ши?
— Пырӑпӑрах, пырӑпӑр,
Пымасӑрах юлмӑпӑр!
Турӑ пӳрсен, сывӑ пулсан,
Кӑмӑлӑра татмӑпӑр! —
Карчӑк яла ӗретлет,
Тӗттӗм те пулса ҫитет;
Карчӑк ҫӳрет килӗнче,
Ҫӑкӑр-тӑвар хатӗрлет.

— Ыра тантӑш-тӑвансем,
Турикаса уттарар!
Перекетлӗ сӑрана
Ӗҫе-ӗҫе туй лартар!
Пирӗн тӑван хӗр парать,
Пире унта йыхӑрать,
Хӑйӗн савнӑ хӗрӗшӗн
Урӑм-сурӑм туй пуҫлать.
Туйне-ҫуйне пуҫличчен
Авал чӑваш йӑлипе
Ваттисене асӑнса
Тӑкар ҫӑкӑр-тӑварне:
«Ват аттесем, аннесем,
Ырӑ курӑр ҫӑтмахра,
Пирӗн ҫӑкӑр-тӑварсем
Пулччӑр сирӗн умӑрта.
Пирӗн савнӑ Нарспие
Парӑр ырӑ пурӑнӑҫ,
Парӑр унӑн телейне
Ырӑлӑхпа савӑнӑҫ!»

Ваттисене асӑнчӗҫ
Авалхисен йӗркипе,
Унтан туя пуҫлама
Кӗчӗҫ шурӑ кӗлете.
Курка тулли сӑрипе
Ашшӗ-амӑш пехиллет,
Ашшӗ-амӑш умӗнче
Хӗрӗ хурланса йӗрет.
— Нарспи, хӗрӗм, пил сана!
Упӑшкуна ан пӑрах,
Аван пурӑн унпала,
Тату пулӑр яланах.
Итле ӑна, йӑваш пул,
Усал ҫынпа ан ҫыхлан,
Ӗҫне ӗҫле, ӗҫчен пул,
Кирлӗ марпа ан хӑтлан! —
Атте-анне ӳкётлет
Хӗр куҫҫульне юхтарса.
Шӑпӑр сасси чӑйлатать,
Туя ячӗҫ пуҫласа.

Силпи ялӗ харлатса
Вилнӗ ҫын пек ҫывӑрать.
Тӗнче лӑпкине курса
Ҫӳлте уйӑх савӑнать.
Кӗрсе пӗтнё вӑйӑран
Сарӑ хӗрсем, каччӑсем.
Туй халӑхӗ ҫывӑрать,
Ҫывӑраҫҫӗ хуҫисем.
Ашӑ сывлӑш сивӗнет,
Сасӑ-чӗвӗ илтӗнмест;
Пӗр йытӑ ҫеҫ вӗркелет,
Ҫӑвар карма ӳркенмест.
Автан ҫур ҫӗр авӑтать,
Ларнӑ ҫӗрте ҫывӑрать.
Хуллен-хуллен уйӑх та
Вӑрман хыҫне пытанать.
Ырӑ тутлӑ ыйхӑпа
Чӑваш ҫынни ҫывӑрать.
Пӗр чунӑн ҫеҫ хуйхӑпа
Ҫав каҫ чӗри ҫурӑлать.

Туй[edit]

Хӗвел тухнӑ-тухманах
Тӗтӗм кайрӗ ял ҫинче.
Куҫне уҫнӑ-уҫманах
Чӑваш ларать мунчинче.
Ҫимӗк кунӗ йӑлипе
Ҫынсем мунча кӗреҫҫӗ,
Ҫимӗк курӑкӗпеле
Ҫан-ҫурӑмне хӗртеҫҫӗ.
(Ват аттесем, аннесем
Ҫапла хушса хӑварнӑ.)
Ҫапла паян чӑвашсем
Мунча кӗрсе тасалнӑ.
Ҫӗнӗ кӗпе-йӗмпеле
Тухрӗҫ вӗсем урама,
Тухрӗҫ вӗсем ерипе,
Утрӗҫ ирех туй курма.
— Акӑ туй та акӑ туй,
Пирӗн туйсем ҫаплалла! —
Турикасри туй сасси
Янӑратать ҫур яла.

Михетерӗн кил-ҫурчӗ
Аякранах курӑнать.
Урам енчи хапхаран
Ҫын кӗрет те ҫын тухать.
Пӳрт умӗнче ҫын нумай,
Килнӗ вӗсем туй курма.
Ваттисем те сахал мар:
Килнӗ вӗсем сӑра ӗҫме.
Ярӑнтарса, явӑнса
Шӑпӑр кӗвви ташлатать.
Ырӑ хуҫа хушнипе
Туй халӑхӗ туй тӑвать.
Туй халӑхӗ туй туса
Ывӑнать те савӑнать.
Шӑпӑр сасси чарӑнсан
Туй юррийӗ пуҫланать:
«Мӗншӗн шӑппӑн ларатӑр?
Мӗншӗн шӑппӑн ларатӑр?
Шӑппӑн-шӑппӑн лармашкӑн
Шӑпчӑк чӗппи мар эпир!»

Анчах шӑпӑр хӑлӑхсӑр:
Татах ташлама чӗнет,
Кӗрӗс-кӗрӗс ташласа,
Пӳрт урайӗ силленет.
Ырӑ хӑнасем тӗпелте
Ӗҫсе-ҫисе савӑнаҫҫӗ,
Хӗрӗпеле каччине
Ырӑ кунсем сунаҫҫӗ:
«Сывӑ пулччӑр, пур пулччӑр,
Ача-пӑчаллӑ пулччӑр;
Ырӑ-тату пурӑнччӑр,
Усал сӑмах ан илтчӗр.
Ӗҫер-ҫиер, тӑвансем,
Ӗмӗр пӗрле пурӑнар!
Хӗрпе качча юратса
Атьӑр шепрех туй тӑвар!»
Акӑ ӗнтӗ, пӑх ӗнтӗ,
Епле ташлать ват хуҫа!
Хӗрӗн туйин савнӑҫӗ
Ҫӗклет иккен ват пуҫа!
Маттур пуса каччисем
Вӑйран тухса сикеҫҫӗ,
Вӗсен хыҫҫӑн хӗрӗсем
Такмакӗпе сӗтеҫҫё.

Пурҫӑн ҫӳҫеллӗ чаршав
Маччаранах сулланать.
Хӗрлӗ чаршав хыҫӗнче
Пӗркенчӗкпе хӗр ларать.
Хӗр ларать те хӗр йӗрет,
Пӗркенчӗкне ҫӗклемест.
Хӗр ҫуммисем юрласа
Унӑн сасси илтӗнмест.
Хӗр ҫуммисем юрринче
Асӑнаҫҫӗ Нарспие,
Михетерӗн Нарспине,
Тӑваҫҫӗ-мӗн ун туйне:
«Шурӑ сухал Тӑхтаман
Упӑшкийӗ пулмалла,
Хӑйӗн чунӗ савнинчен
Каймаллипех каймалла.
Эсӗ юта кайсассӑн
Мӗн тӑвӗ-ши Сетнерӳ?
Ырӑ Нарспи аппаҫӑм,
Ӑҫта санӑн телейӳ?»

Туй тӑваҫҫӗ ҫӗмӗрсе,
Унӑн вӗҫӗ-хӗрри ҫук.
Тантӑш патне ҫӳресе,
Ялта тантӑш пӗтес ҫук.
Ҫӳллӗ сӑран кӳмийӗ
Тантӑш патне ҫӳретет.
Хӗр ҫуммисен юррийӗ
Таҫта ҫити илтёнет.
Кунӗн-ҫӗрӗн выляма
Шӑпӑрӗ те чаранмасть,
Кунӗн-ҫӗрӗн ташлама
Пуса каччи ывӑнмасть.
Пӗтӗм ялти ача-пӑча
Туйӗ хыҫҫӑн хӑвалать.
Вилес пекех ватӑ ҫын
Пӳрт хыҫӗнче ҫывӑрать.
Туй тӑвӑр та шеп тӑвӑр,
Ватӑ ҫыннӑн халӗ ҫук,
Выртнӑ ҫӗрте сиккелет,
Анчах тӑма вӑйӗ ҫук.

Юмӑҫ патӗнче[edit]

Пӗчӗкҫеҫҫӗ хура пӳрт,
Шурӑ старик сак ҫинче.
Ҫутӑ кӗртмест нимӗн те
Тӗнӗ пек ҫеҫ чӳрече.
Уҫса хунӑ алӑк ҫеҫ
Пӳртӗн ӑшне ҫутатать;
Хӗвел ҫути пайӑрки
Урай тӑрӑх ав шӑвать.
Ларать старик тӗпелте
Ҫӑпатине сапласа,
Ват ал-ура йӗркипе
Мӗшӗл-мӗшӗл маташса.
Акӑ хӗвел ҫутийӗ
Шуса-шуса пычӗ те
Сиксе ларчӗ старикӗн
Кӑвак ҫӳҫлӗ пуҫ ҫине.
Ҫимӗк ҫуйӗ урамран
Ҫӗклентерет чӗрине,
Хӗвелӗ те выляса
Ҫутатать ҫӳҫ пӗрчине.

Мӑкӑртатса, мӑшлатса,
Ҫӑпатине сапласа
Ларнӑ ҫӗрте сисмен те,
Ҫын килнине пӗлмен те:
Уҫӑ алӑк умӗнче
Карчӑк тӑра парать-мӗн,
Кӑвак ҫӳҫлӗ старике
Ӑшӑ сӑмах калать-мӗн.
Ӑшӑ сӑмах калакан
Сетнер амӑш пулнӑ-мӗн.
Ун ывӑлне Сетнерне
Усал-тӗсел ернӗ-мӗн.
Ҫавӑнпала амӑшӗ
Юмӑҫ патне уттарчӗ;
Ах-ахлатса, хуйхӑрса
Хӑй хуйхине каларӗ.

Нумай вӗсем старикпе
Ларчӗҫ сӑмах калаҫса,
Калаҫнӑ чух хушӑран
Ӗлӗкхине асӑнса.
Юлашкинчен тин вара
Килӗшрӗ леш старикки:
Мӑшӑр чӑлха, пӗр кӗпе
Пама пулчӗ карчӑкки.
Вара старик тӑчӗ те,
Хӑйӗн ӗҫне пӑрахса,
Хупса хучӗ алӑкне,
Турчӑкипе ҫаклатса;
Ҫине кӗрӗк тӑхӑнса
Ҫӗлӗк тытрӗ хул айне;
Ури айне шӑрт хурса
Укҫа хучӗ хӑй умне;
Унтан шурӑ сухалне,
Кӑвак ҫӳҫне якатса
Укҫа ҫине, суккӑрскер,
Пӑхрӗ куҫне чакӑртса.

Пӑхса тӑчӗ-тӑче те,
Шур сухалне якатса,
Каларӗ вӑл ерипе
Карчӑк енне ҫаврӑнса:
«Ҫамки шӑтӑк — хупӑнмӗ,
Чӗри татӑк — сыпӑнмӗ.
Пӳлӗх Турӑ пӳрнинчен
Нимӗнпе те иртеймӗ.
Панӑ ӑна Пӳлӗхҫӗ
Вӗри юнпа ҫемҫе чун.
Пӳрнӗ ӑна Пӳлӗхҫӗ
Кӗске ӗмӗр, йывӑр кун.
Сивӗ кунсем килӗҫ те,
Шӑнса кайӗ вӗри юн.
Хытӑ кунсем килӗҫ те,
Хытса кайӗ ҫемҫе чун.
Вӗри кунсем килӗҫ те,
Вӗриленӗ шӑннӑ юн.
Хытнӑ ҫӗртен ирӗлсе
Ҫунса кайӗ ҫемҫе чун».

Унтан старик чарӑнса
Шухӑшласа тӑчӗ те,
Кӗрӗкӗпе ҫӗлӗкне
Сакки ҫине хучӗ те
Ҫапла татах каларӗ,
Карчӑк енне ҫаврӑнса
(Ларать карчӑк сак ҫинче
Урлӑ-пирлӗ тайӑлса):
«Тӗрлӗ усал-тӗсел мар,
Киреметре хывни мар,
Чир-чӗр ертен йӗрӗх мар,
Ҫын тухатса хуни мар;
Ҫук, кин, санӑн ывӑлна
Турӑ ҫырни ҫаплалла.
Ан йӗр, кинӗм,
Пӳлӗхҫе Епле хирӗҫ пымалла?»

Старик ҫапла каларӗ,
Нимӗн тума пӗлмерӗ,
Хӑйӗн ӗҫне тытрӗ те
Пӗр сӑмах та чӗнмерӗ.
Пуҫне усса, хурланса
Тухса кайрӗ карчӑкӗ.
Ҫӑпатине сапласа
Ларса юлчӗ старикӗ.
Мӑкӑртатса, мӑшлатса,
Аптӑраса ларать вӑл:
«Мӗнле вара ку паян? —
Хӑй ӑшӗнче ыйтать вӑл, —
Халичченех ҫынсене
Юмӑҫ пӑхса параттӑм,
Суя сӑмах суяйса
Улталаса яраттӑм.
Мӗнле вара ку паян
Чӗре чӑнах пӗлчӗ-шим?
Суйса парас тенӗччӗ —
Ак тамаша! тӗрӗс-шим?»

Тарни[edit]

Хӗвел анса пытанать,
Силпи ялӗ лӑпланать.
Тӗттӗм пулса ҫитеспе
Пирӗн туй та саланать.
Ялти хӗрсем, каччӑсем
Вӑййа тухнӑ выляма,
Тухнӑ пирӗн Нарспи те
Хӗр ӗмӗрне ӑсатма:
Юлашки каҫ выляса
Юлас арӑм пуличчен,
Юлашки каҫ Сетнере
Курас юта кайиччен.
Сетнер тӑрать ҫавӑнтах
Пуҫне усса хуйхӑрса.
Сарӑ хёрӗн куҫӗнчен
Анать куҫҫулӗ юхса.
Вӑйӑ ҫынни салансан
Пайтах вӗсем калаҫрӗҫ,
Ыталаса пӗр-пӗрне
Тӗттӗм ҫӗрте ҫухалчӗҫ.

Вӗт ҫӑлтӑрсем тахҫанах
Пӗлӗт айне хупланчӗҫ.
Вӑрман тӗлне хуп-хурах
Сӗм пӗлӗтсем капланчӗҫ.
Ҫумӑр ҫӑвать, шыв юхать,
Хура вӑрман кӗр кӗрлет.
Ҫил тухать те ҫил каять,
Выҫӑ кашкӑр пек ӳлет.
Ҫиҫӗм пӗрмай ҫуттипе
Вӑрман ӑшне ҫутатать.
Тӗттӗм вӑрман ӑшӗпе
Пӗр юланут кустарать.
Лаша пырать тулхӑрса,
Вӑрман ӑшне янтратса,
Иккӗн ларнӑ утланса,
Лаша ҫитет ывӑнса.
Йывӑҫ ларать улӑп пек,
Тӗттӗм ҫӗрте кашласа:
«Чипер кайӑр!» — теет те
Пуҫне таять ҫул парса.

Ҫурӑмпуҫӗ ҫап-ҫутах,
Хӗвел тухас пек тӑрать.
Ҫурӑмпуҫӗ шурсанах
Туй халӑхӗ пухӑнать.
Хӑй йӗркипе ташлама
Вӑхӑт пуса каччисен;
Хӑй йӗркипе юрлама
Вӑхӑт ҫитнӗ хӗрҫумсен.
Шӑпӑр сасси илтӗнмест,
Шӑпӑрҫи те курӑнмасть.
Ырӑ хӑна хушшинче
Эрех-сӑра тӑкӑнмасть.
Стариккипе карчӑкки
Хура пӳртре вӑрҫаҫҫӗ.
Мӗн пулнӑ-ши ҫав тӗрлех —
Пурте шӑппӑн лараҫҫӗ!
Шӑппӑн-шӑппӑн лармасӑр:
Вӗсен хӗрӗ ҫук паян,
Нарспи усал Сетнерпе
Тарса кайнӑ вӑйӑран.

Виҫ юланут вӑрманта
Йӗр йӗрлесе ҫӳреҫҫӗ.
Пӗри кунта, леш унта,
Темӗнле йӗр йӗрлеҫҫӗ.
Йӗр йӗрлеҫҫӗ, итлеҫҫӗ:
Пӗрер сасӑ пулмӗ-ши?
Хӗвел тухать ҫутатса —
Кирлӗ ҫула уҫмӗ-ши?
Анчах нимӗн паллӑ мар,
Кӗрес тата шаларах.
Вӑрҫас килет ҫиллипе:
Тупасчӗ-ҫке хӑвӑртрах!
Вӑрман ҫӑра, пит тискер,
Унӑн ӑшӗ чӑв та чав!
Йӗр ниҫта та паллӑ мар,
Ниҫта кайма аптӑрав!
Виҫ юланут вӑрманта
Йӗр йӗрлесе ҫӳреҫҫӗ.
Пӗри кунта, леш унта,
Темӗнле йӗр йӗрлеҫҫӗ.

Сетнер тутлӑ ҫывӑрать
Ҫӳллӗ юман кутӗнче,
Нарспи ларать тӗлӗрсе
Сетнер пуҫӗ вӗҫӗнче.
Нарспи тӗлӗк тӗлленет:
Ашшӗ йытӑ пулнӑ та
Шӑлӗсемпе шаккаса
Сиксе ҫӳрет вӑрманта:
«Ӑҫта тартӑн, усал хӗр?
Пуҫна ҫийӗп тупӑнсан!»
Йытӑ ури айӗнче
Шатӑртатать сӗм вӑрман.
Ҫывӑх, ҫывӑх, ак ҫитет!
Нарспи ялтах вӑранать.
Пӑхать: хӑйӗн патнелле
Виҫ юланут кустарать.
— Сетнер, Сетнер!
Тытрӗҫ-ҫке! Тӑр, тӑр!
Тарса хӑтӑлар!
Ай, пӗтрӗмӗр, пӗтрӗмӗр!
Ӑҫта тарса пытанар!

Маттур шӑпӑрҫӑ паян
Икӗ пуса каччипе
Тытса килчӗ вӑрмантан
Сетнерпеле Нарспие.
Карчӑк вӗҫсе тухрӗ те
Ҫӳҫрен яврӗ Нарспине.
Старик чупса тухрӗ те
Чышкӑ пачӗ Сетнерне.
— Эй, аннеҫӗм, аннеҫӗм,
Мана ҫӳҫрен ан сӗтӗр,
Мана апла вӗрентсе,
Манран ырӑ ан кӗтӗр.
— Эй, Михетер асатте,
Хӗненипе усси ҫук.
Эсӗ мана хӗнесе
Кӗлрен вутӑ тӑвас ҫук! —
Урнӑ йытӑ Михетер
Хӑй саламат йӑтрӗ те
Тытӑнчӗ-ҫке тулама
Ҫыхса хунӑ Сетнере.

Картишӗнче ҫын нумай —
Туйне курма килнӗ пек.
Хура тӑпра ҫийӗнче
Выртать Сетнер вилнӗ пек.
Амӑшӗ те ҫавӑнтах
Тӑрать йӗрсе, ылханса;
Ярать ӑнсӑр ывӑлне
Икӗ ҫынна йӑттарса.
Хура пӳртре Нарспинне
Питне-куҫне ҫӑваҫҫӗ,
Татах пӗркенчӗк айне
Чаршав хыҫне лартаҫҫӗ.
Тӑпӑр-тӑпӑр-тӑпӑртӑк,
Атьӑр шепрех туй тӑвар!
Анчах хальхи ӗҫ ҫинчен
Ҫӗн кӗрӗве калас мар!
Акӑ туй та ҫакӑ туй,
Пысӑк туй та пӑсӑк туй!

Икӗ туй[edit]

Ҫуркуннехи вут хӗвел
Каҫ еннелле сулӑнать.
Ял вӗҫӗнчи сӗм вӑрман
Темӗншӗн пит янӑрать.
Халӑх кӗтет тахҫанах
Анат хапха патӗнче.
Туй килнине ҫавӑнтах
Систерчӗҫӗ евӗче.
Кӗпӗр-кӗпӗр сиктерсе
Килсе тухрӗ вӑрмантан
Ыттисенчен маларах
Ҫӗнӗ кӗрӳ Тӑхтаман.
Лаптак сӑмса, хӗсӗк куҫ,
Сарӑ ҫӳҫпе сар сухал;
Лаши вӗҫсе пырупа
Пичӗ-куҫӗ пит усал.
Хура сӑхман, сар ҫӗлӗк,
Ҫамки ҫинче тенкӗпе;
Шурӑ чӑлха-ҫӑпата
Пит килӗшет кӗрӗве.

Арҫын туйӗ юрласа
Урам тӑрӑх уттарать.
Ырӑ евӗчӗн хапхисем
Уҫӑлать те хупӑнать.
Хӗр туйӗ те тукасран
Хирӗҫ анать ҫӗмӗрсе.
Нарспи тутӑр айӗнче
Тӑрса пырать хӗр йӗрсе.
Сарӑ хӗрӗн чӗринче
Вутра ҫуннӑ пек ҫунать.
Ватӑ каччине курса
Нарспи хытӑ хурланать:
«Эй, аттеҫӗм, аннеҫӗм,
Мӗншӗн ҫирӗр хӗр пуҫне,
Мӗншӗн патӑр хӗрӗре
Ҫичӗ ютӑн аллине?
Эй, каччӑмҫӑм, Тӑхтаман,
Манпа ырӑ курас ҫук.
Эпӗ, чунӑм пӗтсен те,
Санпа пӗрле пулас ҫук».

Ырӑ евӗчӗ сӑрапа,
Туя хирӗҫ вӑл тухать.
Хушӑлкасен мӑн кӗрӳ,
Хӑй такмакне вӑл калать;
Хӑй аллинчи сӑрана
Тӑка-тӑка ҫаптарать.
Хура лаша тӗк тӑмасть —
Ҫӗнӗ кӗрӳ ҫунтарать.
Ҫӗнӗ кӗрӳ ҫумӗнче
Ҫичӗ юланут ташлать,
Пӗтӗм яла ҫӗмёрсе
Ҫӑвар карса антӑхать.
Ҫӗнӗ хапха айӗнчен
Кӗрсе пӗтмест урапа,
Хапха тӑрри шатлатать
Саламатпа ҫапупа...
Ырӑ евӗчӗ килӗнче
Туйне турӗҫ ытлашши.
Тепӗр кунне урамра
Турӗҫ ялта вӑй килли.

Турёҫ туя виҫӗ кун
Хушӑлкари хӑтасем.
Анчах кайма тепӗр кун
Вӑхӑт теҫҫӗ хӑнасем.
Арҫын туйӗ пухӑнать,
Хушӑлкана каяс тет;
Кунта туя турӑмӑр,
Ӗнтӗ киле тарас тет.
«Ан васкӑр-ха, хӑтасем,
Тепӗр киле каяр-ха,
Халех киле кайиччен,
Туя шепрех тӑвар-ха!»
Татах тепӗр тапхӑрне
Туйне турӗҫ ҫунтарса.
Юлашкинчен хӑтасен
Халӗ пӗтрӗ туй туса.
Арҫын туйӗ пухӑнса
Килне кайма хускалчӗ.
Каян туя ӑсатма
Пӗтӗм Силпи пухӑнчӗ.

Аслӑ масар тӗлӗнче
Туй лашисем тӑраҫҫӗ.
Хӗрин туйне ӑсатма
Ашшӗ-амӑш пыраҫҫӗ.
Туйӗ тавра ял-йышсем
Кӗпӗртетсе тӑраҫҫӗ;
Ваттисене асӑнсан,
Хӗр кайнине сӑнаҫҫӗ.
Чирлӗ Сетнер ҫавӑнтах
Тӑрать хӑйӗн амӑшпе,
Чун савнине Нарспине
Шырать чирлӗ куҫӗпе.
Михетерпе карчӑкки
Пехиллерӗҫ хӑй хӗрне,
Мӗн пур тантӑша йӗртсе
Тӑкрӗҫ ӑшӑ куҫҫульне,
Савнӑ хӗрне сӑмах та
Каламарӗҫ намӑсшӑн:
Сетнерпеле вӑрмана
Намӑс туса тарнӑшӑн.

Пехиллесен, мӗн тусан
Кайрӗ туйӗ хускалса.
Сетнер ҫине пӑхрӗ те
Нарспи кайрӗ макӑрса.
Туй кайсассӑн тахҫанччен
Янтӑрарӗ сӗм вӑрман.
Ял-йыш утрӗ килнелле
Туйӗ куҫран ҫухалсан.
Амӑшӗпе Сетнер те
Килне утрӗ хуйхӑрса.
Чун савнинчен ӗмӗрех
Ячӗҫ ӑна уйӑрса:
«Эх, пурӑнӑҫ, пурӑнӑҫ!
Вилме анчах юлчё ҫав.
Эх, пурӑнӑҫ, Нарспи те
Ҫичӗ юта кайрӗ ҫав.
Унсӑр пуҫне мӗн тӑвас
Ӑрӑскалсӑр пуҫӑмпа?
Ӑҫта кайса кӗрес-ха
Хамӑн усал хуйхӑмпа?»

Нарспи кайрӗ ют яла.
Сетнер утрӗ хӑй килне.
Икӗ чун та савнӑ чун
Сӗнеймерӗҫ тӑшманне.
Икӗ савни тарнине
Хуплаймарӗ сӗм вӑрман,
Сарӑ хӗре Нарспие
Илчӗ-илчех Тӑхтаман.
Тӑрса юлчӗ кӑлӑхах
Сетнер, ҫавтер чун савни —
Турӑ ҫырни, ахӑрах,
Сапла-тӑр ҫав самани.
Ялта нумай ун ҫинчен
Урлӑ-пирлӗ калаҫрӗҫ.
Темтер ӑслӑ ҫынсем те
Кутне-пуҫне тупмарӗҫ.
Нарспи кайрё ют ҫӗре,
Сетнер юлчӗ кӑлӑхах.
Ашшӗ ҫирё хӑй хӗрнех,
Тӑван ҫирӗ тӑванах.

Хушӑлкара[edit]

Хушӑлкара туй иккен,
Туйӗ ытла шеп иккен;
Шур сухаллӑ Тӑхтаман
Туйне тӑвать тет иккен.
Чипер каччӑ Тӑхтаман
Силпи хӗрне ҫаклатнӑ.
Ҫавтер аван мӑшӑра
Урӑм-сурӑм туй лартнӑ.
Туй тӑваҫҫӗ ташласа
Ҫамрӑк пуса каччисем.
Туй юррисем юрласа
Ывӑнаҫҫӗ ҫӑварсем.
Ӗнер Силпи ялӗнчен
Туйӗ килчӗ таврӑнса.
Паян кӗрӳ хӗр туйне
Кӗтет хӗрӳ туй туса.
Паян, хӗр туйӗ килсен,
Каҫпа хӗве хупмалла.
Ыран ирех тӑмалла,
Хӗртен арӑм тумалла.

Аслӑ ял та Хушӑлка
Икӗ тӑвӑн хушшинче;
Туйне туса Тӑхтаман
Ларать сӗтел хушшинче.
Тӗрлӗ апат айӗнче
Ҫӑка сӗтел авӑнать;
Ӳсӗр кӗрӳ пуҫӗнче
Тӗнче вӑр-вӑр ҫаврӑнать.
Тулта хӗвел ҫутатать,
Кӑнтӑрлана суланать;
Кӗрӳ пуҫӗ ӳсӗрпе
Аялалла усӑнать.
Ҫеҫен хирте путене,
Вӑхӑт-вӑхӑт вӑл юрлать;
Туй килмест-и-ха тесе,
Текех кӗрӳ йӗтетет.
Кӗрӳ ҫинчи шур кӗпен
Арки вӑр-вӑр тӑвать-ҫке;
Туя кӗтсе, ват пуҫӑн
Чунӗ вӑр-вӑр тӑвать-ҫке.

Шӑнкӑр-шӑнкӑр шӑнкӑрав
Шӑнкӑртатать ҫулпала:
Хӗр туй килет ҫӗмӗрсе
Урам тӑрӑх ялпала.
Вунӑ арӑм хушпупа —
Сӑран кӳме ҫийӗнче,
Хӗрӗх виҫӗ урапа
Сӑран кӳме хыҫӗнче.
Ҫичӗ ҫӗрте урамра
Чарӑнчӗҫ туй ҫыннисем:
Хирӗҫ тухрӗҫ сӑрапа
Хушӑлкари тантӑшсем.
Юрлаҫҫӗ те кӗреҫҫӗ
Ырӑ кӗрӳ хапхинчен,
Ӗҫеҫҫӗ те ҫиеҫҫӗ
Инҫе ҫулсем хыҫӗнчен.
Кӑнтӑрла та ҫитмен-ха,
Каҫчен вӑхӑт нумай-ха.
Каҫ пуличчен туй тума
Пире вӑхӑт нумай-ха.

Шыв-шур пуҫӗ пуҫласан
Тӗттӗмчченех сикрӗҫ те
Тӑхтаманпа Нарспие
Хӗве хупрӗҫ кӗлете.
Ӑслӑ ҫынсем уҫӑпах
Питӗрчеҫ туй кӗлетне,
Йӑл-йӑл кула-кула ҫеҫ
Кӗрсе кайрӗҫ пӳртнелле.
Акӑ каччӑ, пӗр каччӑ,
Кӗлет тавра явӑнать.
Те итлеме, те пӑхма
Пушӑ вырӑн вӑл шырать.
Тӑват-пилӗк ача-пӑча
Явӑнаҫҫӗ ҫавӑнтах:
Ай, намӑссӑр, ача-пӑча!
Мӗн кирлиех пур унта?!

Анчах акӑ итлеҫҫӗ,
Илтӗнет те пулмалла;
Ав, усалсем, лӑпланчӗҫ:
«Хӗр калаҫать, ан шавла!»
Шалта Нарспи темӗскер
Тӑхтамана каларӗ,
Анчах хуллен сӑмахне
Пӗртте илтсе пулмарӗ.
«Асту, Нарспи, йӗвенӳ
Ман алӑра малашне! —
Терӗ хытах Тӑхтаман
Чараймасӑр ҫиллине. —
Туйна анчах ӑсатам,
Унтан мана пӗлӗн-ҫке;
Мӗн пуласне пӗлме ҫук —
Ху курасне курӑн-ҫке!»
Урӑх нимӗн илтӗнмест,
Пӗр сӑмах та чӗнмерӗҫ.
Итлекенсем, кӗтсен те,
Пӗр сӑмах та илтмерӗҫ.

Ачи-пӑчи ҫавӑнтах
Ашшӗ килне чупаҫҫӗ.
Илтни ҫинчен ҫав хутрах
Ялта сӑмах сараҫҫӗ.
Илтен-тӑран сар каччӑ
Вӑрманалла уттарчӗ,
Хӑлха илтнӗ сӑмаха
Хӑй ӑшӗнче пытарчӗ.
Ун ҫилӗллӗ куҫӗнчен
Йӑлтӑр-ялтӑр вут кайрӗ.
Кӗрен-тухан ялти ҫын
Каччӑ ҫине пӑхмарӗ.
Юман анчах вӑрманта
Хӑй кӳршине систерчӗ:
Ҫав вӑрмана кӗнӗ ҫын
Пирӗн тӑван Сетнерччӗ.

Пӳртре сӗтел ҫийӗнче
Пӑтӑ пӑсне кӑларать:
Ҫӗнӗ кӗрӳ Тӑхтаман
Хӑнасене ӑсатать.
Ырӑ кӗрӳ Тӑхтаман
Туй пӑттипе сӑйласа
Туй халӑхне пуҫ таять,
Ҫапла сӑмах каласа:
«Ан ӳпкелӗр, хӑтасем,
Сӑйӑм питех нумай мар.
Ӗҫӗр-ҫийӗр, тӑвансем,
Ӗмӗр пӗрле пурӑнар».
Виле ӳсӗр хӑтасем
Урӑм-сурӑм кӗрлеҫҫӗ.
Виле ӳсӗр пулсан та,
Мӗн каласне пӗлеҫҫӗ:
«Эй, кӗрӳҫӗм Тӑхтаман,
Сана ӳпкев ҫук пиртен.
Пирӗн хӗре хытӑ пӑх,
Тату пулӑр виличчен».

Картишӗнче лашасем
Тӑраҫҫӗ-ҫке ташласа,
Тухса кайрӗҫ хӑтасем
Ырӑ юрӑ юрласа:
«Атьӑр каяр ҫулпала
Курка тулли пылпала...»
Ураписем хыҫӗнчен
Тусан кайрӗ ҫулпала,
Ав шӑнкӑрав янӑрать,
Силпинелле чуптарать.
Лаши чупать пуҫ ухса,
Ӳсӗр хуҫи хӑвалать.
Туй пӗтрӗ те, туй каять,
Такӑр ҫулпа чуптарать;
Пӗрер ватти тӗл пулсан:
«Тавси, тавси!» — кӑшкӑрать.
Каян туйӑн сассине
Нарспи юлчӗ итлесе.
Таҫта-таҫта инҫетре
Тусан кайрӗ ҫӗкленсе.

Ҫимӗк иртсен[edit]

Иртрӗ ҫимӗк, иртрӗ туй,
Иртрӗ туйри савӑнӑҫ.
Кайрӗ пӗр пек тӑсӑлса
Кунран-кунах пурӑнӑҫ.
Хирте ака айӗнче
Ҫерем лап-лап касӑлать;
Усал хуйхӑ-суйхӑран
Нарспи чунӗ касӑлать.
Хирте ҫава айӗнче
Курӑк вӑш-ваш йӑванать;
Усал хуйхӑ-суйхӑран
Нарспи пуҫӗ усӑнать.
Куллен-кунах тӗнчене
Хӗвел хӗртнӗҫем хӗртет;
Хуйхӑ-суйхӑ кунран-кун
Нарспи чӗрине ҫиет.
Куллен-кунах саламат
Анать-ӗҫке пӑтаран;
Хытӑ тытать пулмалла
Хӑй арӑмне Тӑхтаман.

Чипер ача Сентти пур,
Чупса ҫӳрет урамра.
Кӗвентине утланса
Ача вылять лашалла.
Аслӑ урам тӑршшӗпе
Чиксӗр тусан кӑларать,
Хура чикан пек хура
Каҫпа килне таврӑнать.
Чипер ача Сентти пур,
Чупса килет лашипе,
Хӑйӗн пӗчӗк чӗлхипе
Пакӑлтатать инкӗшпе.
Ҫӗнӗ ҫын та, Нарспи кин,
Пӗрмаях вӑл хуйхӑрать,
Пӑяхӑшин ачине
Сенттие ҫеҫ юратать.
Ҫӗнӗ ҫын та, Нарспи кин,
Пӗрмаях вӑл хуйхӑрать.
Сенттипе ҫеҫ калаҫса
Хӑй хуйхине пусарать.

Ҫавтер ырӑ ачана
Турӑ чунне панӑ ҫав,
Кулса сиксе выляма
Кайӑк чунӗ янӑ ҫав.
Ҫичӗ ҫулхи ачара
Чӑваш чунӗ ларать ҫав.
Пӗчӗк куҫӗ йӗрсен те,
Йӑваш тути кулать ҫав.
Чипер ача Сентти пур,
Инкӗш патне ӑнтӑлать;
Хӑйӗн пӗчӗк чӗлхипе
Инкӗшне вӑл йӑпатать:
«Ан йӗр, инкем, ан йӗрсем,
Тутӑрупа шӑл куҫна.
Ан хуйхӑрсам, инкеҫӗм,
Хӑваласам хуйхӑна».

Ырӑ кӗрӳ Тӑхтаман
Туй кӗлетне астӑвать,
Куллен-кунах арӑмне
Саламатпа кастарать.
Мӗскӗн арӑмӗ тӳсет
Асапсене чӗнмесӗр.
Ухмах упӑшка хӗнет
Мӗн пуласне пӗлмесӗр.
Пӗрре пӗр ҫын килчӗ те,
Тӑхтаманпа калаҫрӗҫ,
Нарспи пӳртре ҫук чухне
Пӑшӑл-пӑшӑл калаҫрӗҫ.
Нарспи кӗчӗ сӑрапа,
Леш хӑнана ӗҫтерет.
Хӑна тухса кайсанах
Саламачӗ вӗрентет:
«Эсӗ апла хӗр иккен,
Эсӗ апла Сетнерпе
Тарнӑ-мӗн-ха вӑрмана
Туйна тунӑ ҫӗртенех!»

Хӗнет, хӗнет Тӑхтаман,
Тӗрлӗ асап кӑтартать.
Ялти ҫынсем хушшинче
Текех сӑмах сарӑлать.
Ҫапли-капли ҫавӑ ҫав:
Ун пек нумай тӗнчере,
Чылай усал ӗҫ пулать
Вӑрттӑн ҫӗрте тӗттӗмре.
Атте-анне хӑй хӗрне
Юратса ҫеҫ ӳстерет.
Хӗртен арӑм пулсассӑн
Ват упӑшка кӳлешет.
Тупрӗ пуян упӑшка
Атте-анне хӑй хӗрне,
Анчах унта мӗн усси —
Юратмасан пӗр-пӗрне?
Тату, ырӑ, килӗшсе
Иккӗш пӗрле пурӑнсан,
Ҫӗр хут ытла телейлӗ
Юрлӑ ҫын та пуянран...

Хӗне, хӗне, Тӑхтаман,
Чунне кӑлар унӑнне!
Асаплантар, Тӑхтаман,
Хурсам йытӑ вырӑнне!
Хӗне, хӗне, Тӑхтаман,
Санран ҫамрӑк ан култӑр!
Асаплантар, Тӑхтаман,
Нарспи часрах ватӑлтӑр!
Анчах кайран хӑвӑнах
Ӳкӗнмелле ан пултӑр,
Хӗне, хӗне, Тӑхтаман,
Санран ҫамрӑк ан култӑр!..
Иртсе кайрӗ виҫ эрне
Ҫимӗк эрни хыҫӗнчен,
Ват упӑшка хӗснине
Нарспи тӳсрӗ ҫавӑнччен.
Анчах тепӗр эрнинче,
Пӗрре уяр ырӑ каҫ...
(Чим-ха, кӑна калама
Вӑхӑтсӑрах юрамасть.)

Нарспи ӗҫӗ[edit]

Хӗвел тухать, улӑхать
Ҫӳллӗ тусем тӑррине,
Хӑй ҫутипе ӑшӑтать
Таҫти-таҫти ҫӗрсене.
Ҫак ҫуллахи ырӑ кун
Хушӑлкана та савать.
Пур тӗнчери чӗрӗ чун
Ташлать, сикет, савӑнать.
Ячӗҫ юрӑ юрласа
Сӗм вӑрманти кайӑксем.
Акӑшсем пек ярӑнса
Анчӗҫ шыва сар хӗрсем.
Анчах акӑ шурӑ пӳрт,
Пӗр сасӑ та илтӗнмест.
Шурӑ пӳртре ҫӗнӗ ҫын
Ларать, пуҫне ҫӗклемест.
Ирех хырӑм тӑрантса
Кайрӗ хире Тӑхтаман.
Пуҫне чиксе, хуйхӑрса
Ларать арӑмӗ паян:

«Арӑм пултӑм ирӗксӗр
Атте-анне хушнипе.
Анчах хӗрӗр, мӗскӗнӗр,
Ырӑ курмасть каччипе.
Хӗрхенмесӗр хӗрӗре
Ҫичӗ ютӑн аллине,
Ҫичӗ юта, ют ҫӗре
Парса ятӑр мӗскӗне.
Халӗ хӗрӗр, мӗскӗнӗр,
Асап курса пурӑнать.
Ӑна ватӑ упӑшки
Йытӑ вырӑнне хурать.
Мӗншӗн мана савнинчен
Ҫаплах ятӑр уйӑрса?
Мӗншӗн кунта киличчен
Ҫимерӗм-ши хам пуҫа?
Мӗншӗн хаяр тӑшманпа
Ман пӗр ҫуртра пурӑнас?
Пӗтес мар-ши пуҫӑмпа?
Епле тӳссе пурӑнас?!

Качча пачӗҫ ирӗксӗр —
Пулмарӗ-ҫке ырлӑха.
Атте-анне ӑссӑрри
Ырлӑха мар, хурлӑха.
Качча пачӗҫ ирӗксӗр —
Савӑнӑҫ ҫук ку тӗнчен.
Атте-анне ӑссӑртан
Савни юлчӗ пӗр-пӗччен.
Качча пачӗҫ ирӗксӗр —
Ятӑм ҫӗрчӗ тахҫанах.
Атте-анне ӑссӑртан
Пулчӗ асапӑм анчах.
Качча пачӗҫ ирӗксӗр —
Манӑн пурӑнӑҫ хӗн-хур.
Атте-анне ӑссӑртан
Капла пурӑнса мӗн пур?
Качча пачӗҫ ирӗксӗр —
Пулмарӗ-ҫке ырлӑха,
Атте-анне ӑссӑрри
Ырлӑха мар, хурлӑха.

Анчах манӑн савни пур —
Ҫӑлаймӗ-шим вӑл мана?
Унӑн вӑйлӑ аллисем
Пӗтермӗҫ-шим тӑшмана?
Ҫук, пуҫӑма ҫийиччен
Тӑшманӑма пӗтерем,
Асапланса тӳсиччен
Тӑхтамана... вӗлерем.
Анчах вӑйӑм ҫитӗ-ши?!
Епле кунтан ҫӑлӑнас?
Эй, Пӳлӗхҫӗм, пулӑшсам!
Чунӑм ҫунать, мӗн тӑвас?..
Пӗтсен пӗтем, пӗт, тӑшман, —
Пурӑнӑҫӑм ырах мар.
Наркӑмӑшӑм, эс паян
Хӑвӑн ӗҫне туса пар!» —
Ҫапла паян пӳртӗнче
Нарспи, мӗскӗн, хурланать,
Чунӗ вӗркет, пуҫӗнче
Усал шухӑш хускалать.

Вут пек хӗвел выляса
Ҫӳл тӳпене хӑпарать;
Хуллен-хуллен ярӑнса
Кӑнтӑрлана сулӑнать.
Тулта тӗнче хӗпӗртет,
Тулта - тӗнче ялтӑрать.
Нарспи пӳртӗнче йӗрет,
Унӑн чӗри ҫурӑлать.
Сентти килет сиктерсе,
Кӗвентине утланса;
Инкӗш патне ҫӗмӗрсе,
Кӗрсе кайрӗ ахӑрса.
Ҫапать паттӑр лашине
Хӑй аллинчи хуллипе,
Ӑнсӑртранах инкӗшне
Тапса илет урипе.
Анчах вӑл та выляма
Аптӑрарё инкӗшпе,
Аптӑраса урама
Тухса кайрӗ лашипе.

Вӗрет, сурать сарӑ кин
Хӑй яшкине пӑтратса;
Хуран айӗ ҫӗлен пек,
Ҫунать вучӗ явӑнса:
«Ҫитмӗл тинӗс леш енчен
Килет карчӑк Шапатан.
Вӗр, сур, карчӑк, яшкана —
Пӗттӗр усал Тӑхтаман!
Утмӑл тинӗс уттинче
Ларать, сикет йӗс пукан.
Сикех, сикех, йӗс пукан, —
Пӗттӗр усал Тӑхтаман!
Вӑтӑр та пӗр ту ҫинче
Йӗс хуранра пиҫ, яшка.
Ҫав яшкара пиҫ, ҫӗлен,
Пиҫ тамӑкра, упӑшка!»
Вӗрет, сурать сарӑ кин
Хӑй яшкине пӑтратса;
Вилӗм яшки вӗрет-ҫке
Ҫӗлен пекех чашлатса.

Каҫ пулсассӑн упӑшки
Килчӗ хиртен ҫаврӑнса.
Сӗтел ҫийӗнче яшки
Ларать пӑсне кӑларса.
Кашӑк илчӗ Тӑхтаман,
Ларчӗ сӗтел хушшине.
«Яшка тутлӑ-ҫке паян», —
Тесе мухтать яшкине.
Усал куҫпа ҫавӑрса,
Кӑтартать вӑл чӑмӑрне:
«Яшка тутлӑ, ҫи ларса!» —
Кӑшкӑрать вӑл арӑмне.
«Ҫийӗп-ҫке-ха кайран та,
Пит ҫиессӗмех килмест». —
Ах, Нарспийӗ ҫавӑнта
Тухса каять, тӳсеймест.
Тулта ларать, куҫҫульне
Тӑпра ҫине юхтарса.
Пӳртри ҫиет яшкине
Урлӑ-пирлӗ тайӑлса.

Ҫиех, ҫиех, Тӑхтаман,
Наркӑмӑшлӑ яшкана,
Ӗнтӗ эсӗ малашне
Упӑшка мар арӑмна.
Пӗтрӗн ӗнтӗ, Тӑхтаман,
Ҫутӑ тӗнче санӑн мар!..
«Нарспи, часрах кӗр пӳрте!
Ыйхӑ килет, вырӑн сар!
Ака турӑм, ӗтлентӗм,
Ӑшӑм ҫунать ҫавтерех.
Яшка хыҫҫӑн шыв ӗҫрӗм,
Туйӑнчӗ эрех пекех».
Нарспи кӗчӗ итлесе,
Ҫӗрте ларать упӑшки:
Пӗтӗм ӑшне-чиккине
Ҫурать хӑватлӑ яшки.
Арӑм сарчӗ вырӑнне,
Упӑшкине вырттарчӗ.
Ҫӗкле-ҫӗкле ҫапрӗ те
Чунӗ ӳтне хӑварчӗ.

Пӗтрӗ пӗр чун тӗнчере,
Ӗҫӗсемшӗн хупланчӗ.
Пӗтрӗ чӑваш ӗмӗрӗ,
Унӑн чӗри лӑпланчӗ.
Пӳртри сӗтел-пукансем
Хӑратаҫҫӗ арӑмне,
Пайтах пӑхрӗҫ шеллесе
Хуҫин сивӗ виллине;
Анчах ҫӗрле пулчӗ те,
Сӗм хупларӗ пӳрт ӑшне,
Хӑйӗн вӑрӑм аллипе
Хӑратать вӑл Нарспие.
Пӗтрӗ чӑваш ӗмӗрӗ,
Вырӑн ҫинчен тӑрас ҫук,
Выҫӑ выльӑх-чӗрлӗхне
Тӑрса апат парас ҫук.
Выҫӑ ака лашисем
Кӗҫенеҫҫӗ картара,
Анчах эсир, тӑлӑхсем,
Курассӑр ҫук хуҫӑра!

Ял вӗҫӗнче сӗм вӑрман
Чӑшӑлтатать ҫулҫипе.
Хушка ҫӑлтӑр вылятать
Ҫӳл тӳпере ҫутипе.
Хушӑлкари чӑвашсем
Ҫывӑраҫҫӗ харлатса.
Анкартинчи тӑмана
Анчах вӗҫет ухлатса.
Уйӑх кукри ярӑнса
Тухрӗ вӑрман хыҫӗнчен.
Шӑппӑн-шӑппӑн ҫеҫ утса
Тухрӗ Нарспи пӳртӗнчен.
Кайрӗ мӗлке пек шуса
Анкартисем хыҫнелле.
Ялтан тухрӗ, ыткӑнса
Чупрӗ вӑрман ӑшнелле.
Курас тесе ӑнтӑлса
Уйӑх чупрӗ тахҫанччен,
Вӑрман анчах шавласа
Юлчӗ Нарспи хыҫӗнчен.

Нарспи пырать вӑрманпа
Темшӗн ытла ыткӑнса.
Шӑппӑн тӑрать сӗм вӑрман
Нарспи чунне хӑратса.
Армак-чармак йывӑҫсем
Пуҫӗсемпе суллаҫҫӗ,
Нарспи иртсе пынӑ чух
Ҫулне пӳлсе тӑраҫҫӗ.
Ват йывӑҫсем хушшинче
Арҫурисем выляҫҫӗ,
Нарспи иртсе пынӑ чух
Аллисене тӑсаҫҫӗ.
Сасартӑках ҫил тухса
Асрӗ кайрӗ сӗм вӑрман,
Йӗри-тавра ахӑрать:
«Тыт арӑмна, Тӑхтаман!
Тыт арӑмна, упӑшка,
Тарать усал арӑму!»
Вӑтӑр та пӗр шуйттан пек,
Вӑрман улать: у-у-у!

Ирех тӑрса тумланса
Сентти тухрӗ выляма.
Кӗвентине утланса
Чупрӗ инкӗшне курма.
Анчах инкӗш курӑнмасть,
Пиччӗш халь те ҫывӑрать,
Тӑратса та вӑранмасть —
Сентти шӑпах аптӑрать.
Пӗр ҫын килсе кӗчӗ те
Хытса кайрӗ вырӑнтах.
Пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те
Тухса кайрӗ ҫавӑнтах.
Пӑртак тӑрсан, вӑл кайсан,
Тулчӗ пӳрте тулли ҫын:
Епле вилнӗ Тӑхтаман?
Ӑҫта кайнӑ Нарспи кин?
Ҫук, мӗн чухлӗ ыйтсан та,
Сире виле калас ҫук.
Нарспи ҫӳрет вӑрманта,
Эсир ӑна тупас ҫук.

Силпире[edit]

Аслӑ Силпи ялӗнче
Хуллен шӑвать пурӑнӑҫ.
Иртсе кайрӗҫ Ҫимӗкри
Ырӑлӑхпа савӑнӑҫ.
Чӑваш кӗпи улача,
Хир варринче кӑн-кӑвак.
Ӗҫчен чӑваш вӑкӑр пек,
Юрла-юрла ӗҫ тӑвать.
Тӑрать ҫурӑмпуҫӗпе,
Ирех хире вӑл тухать.
Кӑшт-кашт апат тӑвать те
Ҫутӑ ҫава вӑл йӑтать.
Учук хыҫҫӑн чӑвашсем
Айкашрӗҫӗ хирсенче:
Валем, купа, капансем
Ларчӗҫ улӑх варринче.
Ҫивӗч ҫава вашлатрӗ
Ҫулман ҫаран ҫийӗнче,
Пуҫлӑ ыраш саралчӗ
Ҫеҫен хирсен хушшинче.

Сӑмах нумай ял ҫинче
Ҫемҫе чӗлхе вӗҫӗнче.
Тӗрӗсси те пур-тӑр ҫав
Ялти сӑмах хушшинче.
Силпире те этемсем:
«Нарспи, Тӑхтаман», — теҫҫӗ.
Вӗсем тахҫан Тӑхтаман
Хаяррине пӗлеҫҫӗ.
Михетертен шикленсе,
Вӑрттӑн ҫӗрте сӑмахсем;
Пуҫне чиксе, шеллесе,
Аптӑраҫҫӗ чӑвашсем.
Сетнер ача, ҫынсенчен
Ҫав сӑмаха илтсенех,
Амӑшӗнчен уйрӑлса
Кайрӗ таҫта пӗчченех.
Ҫынсем хирте ӗҫлесе
Каҫпа килне килеҫҫӗ,
Каҫхи апат тунӑ чух:
«Нарспи, Сетнер», — тееҫҫӗ.

Сетнер утрӗ пӗр-пӗччен,
Кӗрсе кайрӗ вӑрмана.
Нарспи асапне илтсе
Вилӗм сунать тӑшмана:
«Тӗттӗм пулӗ, каҫ пулӗ
Тӑшман патне ҫитиччен,
Тӑшман чӗри лӑпланӗ
Хӗвел кусса тухиччен.
Хӗвел тухӗ, ҫутатӗ,
Этем тӑрӗ ыйхӑран.
Тӑшман анчах вӑранмӗ
Ыйхи ытла йывӑртан.
Хӗвел тухӗ, ҫутатӗ,
Эпӗ пулӑп вӑрманта.
Тӑшман, выртӑн, хускалмӑн,
Нарспи пулмӗ ҫуртӑнта».
Анчах Нарспи унсӑрах
Кӗҫӗр тухрӗ килӗнчен.
Хӑех тарчӗ тӑшманран
Савни пырса ҫитиччен.

Вӑрманта[edit]

Шавлать, кашлать сӗм вӑрман,
Вӗҫӗ-хӗрри курӑнмасть.
Кутсӑр-пуҫсӑр ҫил тухсан
Чарӑнассӑн туйӑнмасть.
Шавлать, кашлать сӗм вӑрман,
Тамӑкри пек ахӑрать.
Те арҫури, те шуйттан
Ҫав териех ашкӑнать.
Тапхӑр-тапхӑр ҫил килет
Пӑлтӑр-палтӑр ҫавӑрса.
Тӗттӗм вӑрман ӳхӗрет
Ҫӗре ҫитех авӑнса.
Хура пӗлӗт пӗрмаях
Шӑвать вӑрман тӑрринче.
Ярать ҫиҫӗм ҫӗр ҫурсах
Хура пӗлӗт хушшинче.
Аҫа ҫапать, шартлатать,
Пӗтӗм тӗнче кисренет.
Ҫумӑр ҫырма пек юхать,
Лупашкасенче кӗрлет.

Сӗм-сӗм вӑрман, сӗм вӑрман,
Мӗншӗн хытӑ шавлатӑн?
Мӗншӗн шӑй-шай шӑхӑрса
Мӗскӗн чуна хӑрататӑн?
Вӑрман тата хытӑрах
Шавлать, йӗрет, ахӑрать.
Турӑ ҫырлах, ан пӑрах!
Ахӑрсаман хускалать!
Ах, ҫылӑхлӑ пуҫӑма
Ӑҫта чиксе хурам-ши?
Ах, ҫылӑхлӑ чунӑма
Епле тытса чарам-ши?..
Епле Сетнер мӗскӗн-ҫке
Урнӑ вӑрман ӑшӗнче.
Епле ҫирӗп йывӑҫсем
Юрлаҫҫӗ пуҫ тӑрринче.
Вӑрман хӗсӗк ҫулӗпе,
Ӑш ҫуннине пусарса,
Вӑрман шавне хуплас пек,
Пырать Сетнер юрласа:

«Сӗм-сӗм вӑрман, сӗм вӑрман,
Мӗншӗн хытӑ шавлатӑн?
Мӗншӗн шӑй-шай шӑхӑрса
Мӗскӗн чуна хӑрататӑн?
Ах, ман хуйхӑм, итле-ха:
Мӗншӗн мана ҫунтаратӑн?
Мӗншӗн мана, тӑлӑха,
Савӑнӑҫа мантаратӑн?
Ҫуралтӑм-мӗн аннерен
Хӗн-хур, асап курма ҫеҫ.
Ҫав асапран, хӗнлӗхрен
Самрӑк пуҫӑм пӗтни ҫеҫ.
Ҫамрӑк пуҫӑм пӗтмӗччӗ,
Мулӑм ҫукки пӗтерчӗ.
Вӑл та пулин юрӗччӗ,
Ҫын ухмаххи пӗтерчӗ.
Ҫын ухмаххи юрӗччӗ,
Усал тӑшман тупӑнчӗ.
Усал тӑшман пӗтӗччӗ,
Турӑ ҫырни курӑнчӗ».

Сетнер юрлать юррине.
Вӑйлӑ тӑвӑл тапранса,
Сетнер юррине илсе,
Вӗҫет йӗрсе, ахӑрса.
Ҫав хуйхӑллӑ сасӑсем
Чуна ҫурса йӗреҫҫӗ,
Вӑйлӑ тӑвӑлпа пӗрле
Таҫта ҫитех ҫитеҫҫӗ.
Хура вӑрман ӑшӗнче
Хуллен-хуллен пӗтеҫҫӗ.
Ҫав юрӑри куҫҫульсем
Пӗр чун патне ҫитеҫҫӗ.
Таҫтан-таҫтан аякран
Тепри хирӗҫ макӑрать,
Усал асап-хуйхӑран
Унта тепӗр чун ҫунать.
Такам юррин сассисем
Кӗрет Сетнер хӑлхине.
Вӑйлӑ тӑвӑлпа пӗрле
Юрлать Сетнер юррине:

«Хура вӑрман, сӗм вӑрман,
Мӗншӗн хытӑ шавлатӑн?
Савни пекех юрласа,
Вилнӗ чуна вӑрататӑн?
Тӗттӗм вӑрман, сӗм вӑрман,
Ан ултала тӑлӑха.
Савни пекех юрласа
Ан хӑварсам хурлӑха.
Аслӑ вӑрман, сӗм вӑрман,
Мана чӑнне кала-ха!
Мӗскӗн чуна шеллесе,
Чун савнине кӑтарт-ха.
Анчах утать кунталла
Ман паталла хӗрарӑм:
Ырӑ Турӑ, ҫырлахсам!
Нарспи, Нарспи, эсӗ-им?»

Икӗ савни пӗрлешсен
Пуҫне тайрӗ ват юман.
Пӗр-ик тапхӑр ҫил вӗрсен
Шӑп лӑпланчӗ сӗм вӑрман.
Хура пӗлӗт саланса
Пӗтрӗ вӑрман хыҫӗнче.
Хӗвел пӑхать шӑратса,
Кайӑк юрлать йӑвинче.
Курӑк ҫинчи сывлӑма
Хӗвел парать ӑшшине.
Икӗ чуна савӑшма
Хӗвел парать ҫутине.
Ялтӑртатать ырӑ кун,
Усал кунӑн мӗн ӗҫ пур?
Савӑнса утать ик чун,
Ҫичӗ ютӑн мӗн ӗҫ пур?
Анчах вӑрман ӑшӗнче
Хура кайӑк чӑйлатать:
Ай, Тӑхтаман, Тӑхтаман,
Нарспи чунне вӑл шырать!

Атта-анне[edit]

Сетнер пӗчӗк пӳртӗнче
Вӗсем иккӗш лараҫҫӗ.
Лутра сӗтел хушшинче
Каҫхи апат тӑваҫҫӗ.
Сетнер ватӑ амӑшӗ
Турӑх тупрӗ кӳршӗрен,
Ҫӑкӑр-тӑвар кӑларса
Хучӗ сӗтел ӑшӗнчен.
Апатланса икӗ чун
Хӗрӳ сӑмах калаҫать.
Ватӑ карчӑк-амӑшӗ
Шӑппӑн итлесе ларать.
Асӑнаҫҫӗ ӗлӗкхи
Ырӑ, лӑпкӑ пурнӑҫне:
Каҫхи вӑйӑ-улаха,
Ҫимӗкченхи кунсене.
Сасартӑках илтӗнчӗ
Ура сасси пӑлтӑртан.
Михетерпе карчӑкӗ
Килчӗҫ кӗчӗҫ алӑкран.

Карчӑк.
Пирӗн Нарспи ку пӳртре
Ҫук-ши тесе килтӗмӗр,
Ялти ырӑ ҫынсенчен
Кунта тесе илтрӗмӗр.

Михетер.
Эх, хӗр, хӗ-ӗр, хӗр-и эс!
Нарспи, мӗскер хӑтлантӑн?
Епле ҫынсем умӗнче
Ҫак намӑса кӑтартрӑн?
Мӗн ҫитмерӗ-ши сана,
Мӗн ҫитмерӗ тӗнчере?
Мӗншӗн, хӗрӗм, мӗн пуртан,
Юрататӑн Сетнере?
Пуян хӗрӗ пуҫупа
Мӗншӗн ҫапла хӑтлантӑн?
Ӗмӗр курман намӑса
Ват пуҫӑма кӑтартрӑн?..

Карчӑк.
Мӗн ҫитмен-ши ухмаха
Упӑшкине вӗлерме,
Ҫак Сетнерпе вӑрманта
Лапӑштатса ҫӳреме?

Михетер.
Турра шӗкӗр, халиччен
Усал сӑмах илтменччӗ,
Ҫак тарана ҫитиччен
Киремет те тивменччӗ,
Манӑн килӗм-ҫуртӑма
Ырӑ пирӗшти пӑхатчӗ,
Ырӑ пирӗшти пӑхнипе
Ялта ятӑм кайманччӗ,
Пӳлӗх, Хӑрпан, Ҫут Тӗнче
Мана савса тӑратчӗҫ,
Кӑвак Хуппи, Ҫут Хӗвел
Мана тупӑш паратчӗҫ.
Ҫак тарана ҫитрӗм те,
Ватӑ пуҫӑм усӑнчӗ.
Эсӗ ҫапла пулнипе
Ырӑ кунӑм пӑсӑлчӗ...

Карчӑк (Михетере).
Вӑрҫсам ӗнтӗ хытӑрах,
Пӑсӑрлантар Сетнерне:
Ӗҫре хытнӑ аллипе
Ан хапсӑнтӑр ҫын хӗрне!

Михетер.
Мӗн кӗҫӗнрен ӳстертӗм,
Хӗр кӑмӑлне татмарӑм.
Савнӑ хӗршӗн пуянлӑх
Кунӗн-ҫӗрӗн пуҫтартӑм.
Кӑнтӑрла та, ҫӗрле те
Канлӗ ыйхӑ курмарӑм.
Хӗрӗмшӗнех тӑрӑшса
Куҫӑмсене хупмарӑм.
Епле качча парӑп-ши
Тесе ялан шутларӑм.
Хӗр телейӗшӗн тӑрӑшса
Пуян каччӑ шырарӑм.
Качча патӑм, туй турӑм,
Паян акӑ мӗн ҫитрӗ,
Манӑн ватӑ пуҫӑма
Паян акӑ мӗн ҫирӗ!

Карчӑк.
Шеллеместӗн аннӳне,
Ах, ҫӗр ҫӑтманӑ пуҫна!
Камӑн хӗрӗ пултӑн-ши,
Кам ӳстерчӗ-ши сана?

Михетер.
Мӗн кӗҫӗнрен ӳстертӗм
Питне пӑхса савӑнма.
Ҫак тарана ҫитрӗм те,
Хӗрӗм ҫирӗ пуҫӑма.
Аҫу-аннӳ ирӗкӗ
Пулчӗ ҫӗрӗ вырӑнне.
Пӗр Сетнершӗн тӑктартӑн
Аҫу-аннӳн шур ҫӳҫне.
Пулӑшмарӗ пуянлӑх,
Пулӑшмарӗ сӑмах та.
Пуян каччӑ ҫумӗнче
Апла пулмӗ ухмах та.

Нарспи.
Эй, аттеҫӗм, ҫамрӑк чух
Мӗншӗн патӑр хӗрӗре?
Пуянлӑхра анчах мар,
Ыр курасси ҫыннинче...

Карчӑк.
Е-е, усал, ытлашши
Ан кар ӗнтӗ ҫӑварна.
Аннӳн ӑшне ҫунтаран,
Турӑран килешшӗ пуҫна!

Михетер.
Ҫак намӑса кӑтартрӑн, —
Ялти ҫынсем мӗн калӗҫ?
«Хӗрне ан ман, ват супнӑ!» —
Аҫу ҫине кӑтартӗҫ.
Анчах ялти ҫӑварсем
Кирек те мӗн калаҫчӑр,
Яту ҫӗрнӗ пулсан та,
Ҫапах эсӗ манӑн хӗр.
Атя, хӗрӗм, таврӑнар
Шӑтӑк-шатӑк ку пӳртрен.
Тепрер каччӑ тупӑпӑр
Яту ҫӗрсех кайиччен.
Атя, Нарспи, ан хуйхӑр:
Санӑн аҫу пур вӗт-ха.
Яту пӗтнӗ пулсан та,
Аҫун мулӗ пур вӗт-ха.

Карчӑк.
Атя, йытӑ, хӑвӑртрах,
Пӗртте мана пӑхмастӑн.
Сетнер, йытӑ, кӗҫҫе пит,
Пуян хӗрне ан хапсӑн!

Нарспи.
Эй, аттеҫӗм, аттеҫӗм,
Мӗншӗн мана ҫиетӗн?
Намӑс кӳнӗ хӗрӗре
Хӑвӑн патна чӗнетӗн?..

Карчӑк.
Ав тата мӗн калаҫать!
Савнӑ хӗрне итле-ха!

Михетер.
Ҫитӗ, карчӑк, вулашма,
Хӗр сӑмахне итлер-ха.

Нарспи.
Арӑм пулнӑ пуҫӑмпа
Киле пырса тӑрӑп-и?
Савман качча кайсассӑн
Татах асап чӑтӑп-и?
Ҫук, ҫук, атте, ан чӗн те:
Халь тин киле пыраймӑп,
Ҫапла пулса пӗтсен тин
Каччӑ кӗтсе лараймӑп.
Эсир мана ӳстертӗр,
Ача чухне юратрӑр,
Анчах ӳссе ҫитрӗм те,
Хӗрӗр чунне курмарӑр.
Эпӗ сире кӗлтурӑм,
Эпӗ сире йӑлӑнтӑм,
Вӗҫне ҫите пуҫласан
Йӑваланса макӑртӑм.
Анчах эсир хӗрӗре
Ӳстерессе ӳстертӗр,
Ӳстертӗр те — укҫашӑн
Сутса ярса пӗтертӗр.
Ача чухне хӗрӗре:
Юрататпӑр теттӗрччӗ,
Савнӑ хӗрӗр мӗн ыйтнӑ —
Ӑна пурте хатӗрччӗ.
Ӳссе ҫитрӗм, аттене:
Пӗр ҫул кӗт-ха терӗм те,
Атте вӑрҫса пӗтерчӗ,
Анне ҫӳҫрен сӗтӗрчӗ.
Мӗншӗн манӑн кӑмӑла,
Ҫав юлашки кӑмӑла,
Тумарӑн-ши, аттеҫӗм?
Халь пулмӑттӑм каплалла.
Мӗншӗн ҫапла ху хӗрне
Парса ятӑн кашкӑра?
Саншӑн ҫав пур ырӑлӑх
Мӗн пурӗ те укҫара...
Эпӗ асап курнишӗн
Ху айӑплӑ, эпӗ мар.
Сетнер кӗрӳ пулмасан,
Эпӗ сирӗн хӗрӗр мар.
Эй, аттеҫӗм, аннеҫӗм,
Сетнерпеле пехиллӗр —
Ҫавӑн чухне тин вара
Емӗр пӗрле пулӑпӑр.

Карчӑк.
Ав, ав, хӗрӳ мӗн калать —
Сетнер, шуйттан, илӗртнӗ.
И-и, Михетер, каяр-ха,
Хӗрӳ ҫине сур ӗнтӗ!

Михетер.
Ы-ых, Сетнер, астӑвӑн:
Манӑн хӗре эс ҫирӗн!
Эсӗ, ҫавтер усал хӗр,
Хура пӳртрех тип эппин!
Аҫу килне, чим-халӗ,
Хӑвах чупса пырӑн-ха.
Аҫу мӗнле ыррине
Ҫавӑн чухне курӑн-ха.
Атя, ватӑ карчӑкӑм,
Каяр ӗнтӗ килелле.
Ӗнтӗ сӑмах пӗтрӗ пулӗ
Паян пирӗн хӗрпеле!

Карчӑк.
Пӗтӗр, типӗр ҫакӑнта,
Типӗр хӑрӑк турат пек!
Шӑммӑр-шаккӑр ҫӗриччен
Асапланӑр йытӑ пек! —
Тухса кайрӗҫ ылханса
Ашшӗ-амӑш хӑй хӗрне.
Урам тӑрӑх карчӑкӗ
Ҫаптарать хӑй сӑмахне.
Намӑсланса, хӗрелсе
Хӗвел анчӗ, пытанчӗ.
Сетнер амӑш, ахлатса,
Сӗтел ҫине пуҫтарчӗ.

Тӑватӑ вилӗ[edit]

Йывӑр ӗҫсем хыҫӗнчен
Ыйхӑ темрен те паха:
Силпи ялӗн ҫыннисем
Кайрӗҫ тутлӑ ыйӑха.
Ҫывӑраҫҫӗ этемсем,
Хура вӑрман тӗк тӑрать.
Тӑрсан-тӑрсан, чашласа,
Ҫил вӗрнипе вӑранать...
Килсе тухрӗҫ вӑрмантан
Акӑ икӗ урапа.
Шӑппӑн шурӗҫ ялалла
Парӑн-парӑн лашапа...
Акӑ сасӑ илтӗнет,
Чуна ҫурса ян ярать.
Авӑ сасса илтнӗ те,
Пӗр ҫын урампа чупать...
Шӑлтӑр-шалтӑр ташласа
Урапасем кустарчӗҫ.
Вӑрман ӑшне кустарса
Кӗрсе кайрӗҫ, ҫухалчӗҫ...

Шӑри-шари ҫын шавлать,
Урам тӑрӑх чупкалать.
— Михетере ҫаратнӑ! —
Тесе пӗри кӑшкӑрать.
Пурте турикасалла
Хашка-хашка чупаҫҫӗ.
«Мӗн пулнӑ?» та «мӗн пулнӑ?» —
Пӗр-пӗринчен ыйтаҫҫӗ.
— Михетере ҫаратнӑ,
Пӗр япала хӑварман!
Ҫӗр ҫӑтманӑ вӑрӑсем
Турӑран та хӑраман:
Михетерпе карчӑкне
Иккӗшне те вӗлернӗ!
Ҫичӗ тарҫи-тӗрҫине
Эрех парса ӳсӗртнӗ.
Сетнер чупса ҫитнӗ-мӗн
Илтсе карчӑк сассине,
Вӑрӑ, шуйттан, пурттипе
Пуҫнех ҫурнӑ унӑнне!

Михетере вӗлернӗ,
Мулне-мӗнне хӑварман,
Сӗмсӗр-пуҫсӑр вӑррисем
Турӑран та хӑраман!
Пӗтнӗ мӗскӗн Сетнер те
Усал вӑрӑ пурттинчен.
Кун пек усал ӗҫ курман
Силпи ялӗ халиччен.
Михетерӗн Нарспийӗ
Пӗр куҫҫуль те юхтармасть:
Ашшӗн пушӑ килӗнче
Вырӑнтан та хускалмасть.
Кӑтӑр-кӑтӑр арман чулӗ
Чӗре ҫинче авӑрать.
Арман чулӗ айӗнче
Мӗскӗн чӗре ҫурӑлать.
Ах, ҫурӑлса кайрӗ те,
Нарспи кайрӗ йӑванса;
Тин ӑн килсе кӗчӗ те,
Йӗрсе ячӗ кӑшкӑрса:

«Эй, аттеҫӗм, аннеҫӗм,
Мӗншӗн мана ҫуратрӑр?
Тӗнче асапне курма
Кун ҫутине кӑтартрӑр.
Эй, Турӑҫӑм-пӳлӗхҫӗм,
Мӗншӗн мана чун патӑн?
Мӗскӗн ҫамрӑк пуҫӑма
Пӗр телей те ямарӑн.
Эй, чунӑмҫӑм, ҫамрӑк пуҫ,
Мӗншӗн капла пултӑн-ши?
Пӗтӗм тӗнче хушшинче
Эсӗ пултӑн ытлашши».
Йӗре-йӗре хуйхӑрса
Нарспи утрӗ хирелле.
Ялтан тухрӗ, уттарчӗ
Кантӑр варӗ еннелле.
Ялти ҫынсем шеллесе
Пӑхса юлчӗҫ хыҫӗнчен,
Паян пулнӑ ӗҫ ҫинчен
Пакӑлтатрӗҫ тӗттӗмччен.

Тепӗр кунне ирхине
Чӑваш хире тухмарӗ.
Эрнекуна асӑнса,
Нимӗн ӗҫ те тумарӗ.
Ӗлӗкхи пек урама
Сарӑ хӗрсем тухмарӗҫ.
Вӑйӑ ташши ташлама
Каччисем те хӑймарӗҫ.
Тӗрлӗ ҫӗрте ваттисем
Ушкӑн-ушкӑн тӑраҫҫӗ,
Михетерӗн кил-ҫуртне
Сутма канаш тӑваҫҫӗ.
Нарспи таҫта кайнӑран
Ячӗҫ ӑна шырама.
Михетерпе карчӑкне
Пурте утрӗҫ пытарма.
Аслӑ масар-хӑямат,
Виҫӗ виле шӑтӑкра,
Ача чипер Сетнер те
Выртать юман тупӑкра.

Кӑнтӑрлапа пӗтӗм ял
Пӗҫҫисене шарт ҫапать:
Нарспи виллине тупса
Нимӗн тума аптӑрать.
Шыракансем таврӑнчӗҫ
Лашисене ҫунтарса:
Кантӑр варта йӑмраран
Вилнӗ терӗҫ ҫакӑнса...
Вара вилнӗ вырӑннех
Хучӗҫ ӑна пытарса.
Тӑпри тавра шӗшкӗрен
Ҫатан лартрӗҫ ҫавӑрса.
Хӗвел анчӗ, каҫ пулчӗ,
Чӑваш ҫынни ҫывӑрать.
Хӗвел тухрӗ, ҫутӑлчӗ,
Чаваш ӗҫе тытӑнать.
Анчах пирӗн Нарспишӗн
Ӗмӗрлӗхе каҫ пулчӗ.
Ӗмӗр тӗттӗм тупӑкра
Хуйхи-суйхи татӑлчӗ.

Ҫапла иртрӗ пурӑнӑҫ,
Пуҫӗ пӗтрӗ ҫамрӑклах,
Ашшӗ-амӑш ухмахран
Пӗтрӗ хуйхӑ-суйхӑпах.
Курчӗ ҫутӑ тӗнчене
Пӳлӗх-Турӑ пӳрнипе,
Ӳсрӗ, пулчӗ сарӑ хӗр
Атте-анне пӑхнипе.
Пӳлӗх-Туррӑн кӑмӑлӗ
Ӑслӑ турӗ хӑй хӗрне,
Атте-анне ирӗкӗ
Ҫирӗ сарӑ хӗр пуҫне.
Выртрӗ хӗсӗк тупӑка,
Ячӗ юлчӗ ял ҫинче.
Ун хурлӑхлӑ юррисем
Юлчӗҫ ҫынсен асӗнче.
Халь те пулин Силпире
Асӑнаҫҫӗ мӗскӗне.
Ялан, ҫумӑр ҫумасан,
Шыв сапаҫҫӗ тӑприне.