Чаплă вилĕм юрри

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Чаплă вилĕм юрри  (1906) 
by Тайăр Тимкки
Хайланă дата: 1906, Пичетленĕ çул: 1906. Çăлкуç: Вула Чăвашла

Халăх куçĕ умĕнче
Çук çынсемшĕн вилетпĕр.
Сыв пул ĕнтĕ, çут тĕнче,
Юлашкине паратпăр.

Йĕри-тавра халăхсем
Пире курсан хĕрхенчĕç.
Анчах вăйлă улпутсем:
– Çакăр! – тесе кăшкăрчĕç.

Ман юлашки сăмахсем:
«Пуласси çине шанса.
Хытă тăрăр, халăхсем,
Ан чарăнăр хăраса.

Пирĕн халь çĕр çинче
Çырмари пек юн юхать,
Хресчен сахал хирĕнче
Куççуллипе: сухалать.

Нумай тăлăх ачасем
Ялтан яла çÿреççĕ,
Çынна тĕл пулсан, вĕсем
Ашшĕ çинчен ыйтаççĕ.

Эсир, тăлăх ачасем,
Аçăрсене ан шырăр,
Вĕсене, ырă çынсем,
Улпутран ыйтма хушăр.

Эй, пур нушаллă халăх!
Çакна эсир ан манăр.
Вăл халь пирĕн вăхăтлăх,
Пулассишĕн тăрăшăр!..

Акă эпир вилнĕ пек,
Çын ырлăхĕшĕн вилĕр.
Ун пек вилĕм пулмĕ тек,
Ырлăхăра вăрçса илĕр».

Каллех вăйлă улпутсем:
– Çакăр вĕсене! — терĕç.
Унта тăракан çынсем
Пуçне чиксе саланчĕç.

1906

This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.

Public domainPublic domainfalsefalse