Чĕкеç

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Чĕкеç  (1890) 
by Арзамасов Максим Петрович
Хайланă дата: 1880, Пичетленĕ çул: 1890. Çăлкуç: chuvash.org

Чĕкеç килет сассипе,
Çавăрса юрлать юррине:
Çынсем тухаççĕ курмашкăн,
Илтелеççĕ кайăксем чĕкеç юррине.
Курма тухнă ырă çынсем,
Курса тăранас çук вĕсем,
Илтелекен кайăксем
Ĕненмеççĕ сассинчен:
Чĕкеç сасси мар теççĕ,
Патне пырса пăхас теççĕ.
Патне пырса пăхсассăн,
Кайăксем курчĕç чĕкеçе —
Хура пурçăн тумтирпе
Ларать чĕкеç юрласа,
Тĕлĕнтерет сассипе.
Кайăксем тăраççĕ тăнласа,
Хытса кайнă сăнĕсемпе;
Лараççĕ пырса юнашар
Чĕкеçпе пĕрле юрлама,
Тухаймаççĕ сассисем
Чĕкеçпе пĕрле юрлама.
Вĕт кайăксем хушшине
Çерçи пулнă сутникĕ.
Пырса ларнă чĕкеç патне
Чĕкеçе хуса ярас тесе;
Чĕкеç ячĕ юрласа,
Çерçи кайрĕ тĕлĕнсе.
Пуçларĕ чĕкеçе йăлăнма:
Вĕрент юрруна тесе.
Ларчĕ чĕкеç юрласа,
Хăй юррине юхтарса.
Çерçи: чим-чим-чим!
Тесе тăрса юлчĕ.

1880-1890

This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.

Public domainPublic domainfalsefalse