Хальхи кунсем

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Хальхи кунсем  (1906) 
by Акимов Михаил Фёдорович
Хайланă дата: 1906, Пичетленĕ çул: 1906. Çăлкуç: Вула Чăвашла

Мĕнле кунсем вĕсем? Мĕншĕн кăлăхах эпир хальхи, çак вăхăтри кунсене асăнатпăр? «Эх, йывăр-çке пурăнма! Тĕнче хĕсĕк пула пуçларĕ, пурăнăç херĕпрен херĕпе кайрĕ. Халăх, пур пурăнан этем пăсăлнăçем пăсăлса, усалланса пырать. Нимĕнле йĕрке те çук. Турă мар, тахăшĕ те çиленсе хĕн-хур кăтартĕ», – теççĕ. Çак сăмахсене чунĕ пĕчĕккĕ, инçетрен курайман çынсем калаçаççĕ. Эпе те вĕсемпе пĕрле пурăнăç хĕсĕк, тĕнче пăсăлать тетĕп. Анчах çĕрĕк пÿрт ишĕлни, е вăл ишĕлесси тĕнче пулнăранпах мар-и вара?

Вăл ишĕлессине кирек кам та пĕлсе тарать. Çавăнпа кил хуçипе çемйи ишĕлсе аниччен хай ишсе çĕнĕ тума тăрăшать. Хĕн пулсан та тăрăшса пÿртне çĕнетсе лартать. Пÿрт çĕрĕккине курса çĕнĕ тума тăрăшмасан, вăл, хăçан та пулса ишĕлсе анса, пÿртре пурăнакансене вĕлерсе е амантса пĕтерĕччĕ. Çавăнпа ĕнтĕ тĕнче пăсăлни те вăл малашне çĕнĕ пулса ларассине пĕлтермест-ши? «Çук, турри çиленсе çитрĕ, тĕнче пĕтет пулĕ», — тийĕç мана хирĕç. Кам сире тĕнче хăçан пĕтессине каласа пачĕ? Турă кĕнеки çинче-и? Çук, унта вал хăçан пулассине каламан. … Этем ăсĕ ăна пĕлме пултараймĕ! Тĕнче пулни пин çул кăна мар. Халăх пăлханни паян кун пуçласа тунă ĕç мар. Темиçе çĕр çул ĕлĕк Англия, Франция патшалăхĕ пăлханнă. Тĕттĕм, нимĕн пĕлмен халăх тĕнче пĕтет тесе хуйха ÿкнĕ. Анчах тĕнче пĕтмен, — вăл çутăрах, илемлĕрех пулса кайнă. Анчах тĕнчи çын юнĕпе çăвăнса тасалнă. Турă законĕнчи «çынна ан вĕлер» тенĕ сăмах вырăна хурăнман. Аллă çул ĕлĕк малтан вырăс хресченĕ улпут аллинчен тухма хастар тытнă. Вĕсем хăйсем выçă пурăнни, ĕçлесен те тутă пурăнмалла марри мĕнрен килнине пĕлнĕ. Вĕсем пур этем те пĕр тан, никам никамăн чури пулмалла маррине астуса илнĕ. Весем, ирĕклĕх шыраса, вĕсен ирĕкне пĕлтерекен айăплă çынсен сивĕ ÿчĕ урлă каçса, ирĕклĕх енне аллисене тăснă. Ĕмĕтсĕр этем! Ăçта санăн чĕрÿ! Мĕншĕн эсĕ турă каланă сăмаха мантăн! Англия халăхĕ, сана каламарĕ-и вара: «Хăвăнтан ăслине хирĕç ан пыр, вăл çылăх. Патшалăхри ĕçсене халăх суйланă çынсем туса тăмасан юрамасть, вăл турра хирĕç пыни пулать, вăл çылăх!» Вырăс хресченĕ, астуса ил! Кама чиркÿ варринче аллине хĕрес тытса «улпутсен аллинчен тухас шухăш турă законне хирĕç пыни» тесе ÿкĕтлерĕç. Сана мар-и вара! Англия халăхĕ! Эсĕ тутă çынсем каланă сăмаха итлемерĕн. Çапах та сан пурăнăçу ĕлĕкхинчен нумай аванланчĕ. Вырăс хресченне хырăмшăн тăрăшакан çынсен ÿкĕчĕ кăмăла каймарĕ. Вăл ирĕклĕх курчĕ! Ун чухне этем этемĕн чури пулса пурăннă. Халĕ вăл пурăнакан халăх мул чури пулса тăчĕ. Пур этемшĕн те мул турă вырăнне пулчĕ. Вăйлă çынсем, чăн турра манса, мула пуç çапа пуçларĕç. Анчах çапах та вĕсем çынлăха пытарма халăх умĕнче турă ячĕпе, Христос ячĕпе тума тăрăшаççĕ. Акă пирĕн умра çамрăк çын малашне пурăнăç аванланассине чунтан-вартан шанса тăрать. Уншăн этем пурăнăçĕ тĕрес марри паллă. Вăл вăйлă çынсем тĕттĕм халăха укçашăн турă ячепе хĕсĕрлесе сиен туса пурăннине курчĕ. Ку çын тĕрĕслĕхе хытă юратрĕ. Вăл тĕттĕм халăха çав тĕрĕслĕхе курма куçне уçма тăрăшрĕ. Анчах вăйлă çынсем, ăна курсан, хăраса кайрĕç. Вĕсен мул турри вырăнне чăн турă курăнсан, тĕрĕслĕх çывăхарнинчен хăраса ÿкрĕç. Вĕсем васкаса – пăшăрханса, хăйсене кирле пек законсем кăларчĕç. Вăл закон тăрăх вĕсем тĕрĕслĕх шыракансене вĕлермелле суд тума ирĕклĕх илчĕç. Акă халах нушишĕн тăрăшакан çынна пĕр кĕтÿ салтак хир варрине илсе тухать, вĕсемпе пĕрле çутă тÿмеллĕ офицер. Çак вăхăтчен виç сехет малтан пĕр аслă, тутă улпут офицера сăмахсем каларĕ. Халĕ ку офицерпа салтаксем çамрăк çынна юпа çумне çыхса хучĕç. Анчах çамрăк çын хуйха ÿкмерĕ. Ун умĕнче тĕрĕслĕх тăрать. Çак тĕрĕслĕх ун чĕринче те пур. Вăл чăнлăхшăн, тĕрĕслĕхшĕн Христоса хĕресе çумне пăталанине асне илет. Çавăнпа та тĕрĕслĕхе ытла юратать. Пĕр хăрамасăр малалла пăхса тăрать. Вăл Христос каланине астуса çапла калать: «Халĕ тĕттĕм халăх, эсĕ çутă курсан, çак çынсене каçар. Вĕсем хăйсем мĕн тунине хăйсем те пĕлмеççĕ», — тет. Вăл, юпа çумне çыхнăскер, çак шухăшсемпе тăнă чух, ун патнелле пĕр вăрăм тум-тирлĕ çын аллинче темĕскер тытса пырать. Тинкерсе пăхсан – вăл священник çамрăк çын çылăхне каçарттарса, ăна Христос ÿчĕпе юнне ăшне илтерсе, унпа пĕрлештересшĕн. Çамрăк çын çапла сăмахсем калать: «Ырă çын, эсĕ ман пата Христос ячĕпе килен пулсан, вăл мĕншĕн асап курнине асна ил. Вăл çĕр çинче пĕр пĕччен пулса çапла кала пуçларĕ: «Пур çын та турă умĕнче пĕр тан. Усала хирĕç усал тума ан тăрăш. Санăн икĕ тум-тир пулсан, пĕрне камăн çуккине пар. Эсир пĕр çÿлти аçăра анчах пĕлĕр». Христоса çав сăмахсемшĕн вĕлермен-и вара?» Анчах нумай та тăмарĕ, офицер салтаксене ĕречĕпе тăратрĕ. Хăлха хупланас пек пăшал сасси кĕрĕслетрĕ. Пур курăнан япалана тĕтĕм хупласа илчĕ… Пирĕн умра çын вилли выртать. Ун ÿтне пăшал йĕтриссм шăтара-шăтара пĕтернĕ. Пирĕн пуç тĕлĕнче пер пĕчĕк çумăр пĕлĕчĕ пек тĕтĕм вĕçкелесе çÿрет. Çак тĕтĕм халĕ кăна этем çылăха кĕнине пĕлтерет. Кам çылăхлă? Камăн камран каçару ыйтмалла? Халăх нушине пĕтересшĕн тăрăшса вилме каякан çын-и е алăран мул кайса халăх пурăнăçĕ аванланасран хăракан çын-и? Хальхи кунсем! Эсĕ тĕрĕслĕхе пăшалпа пĕтере пуçларăн, анчах тĕрĕслĕх пĕтес çук! Эсĕ ху пĕлекен Христос законне, вăл «çынна ан вĕлер» тенĕ сăмаха аса илсе, унăн ячĕпех çын чунĕсене илме тăрăшан. Хуйхă пулĕ сире, хальхи кунсем!

This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.

Public domainPublic domainfalsefalse