Тăлăх арăм

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Тăлăх арăм  (1906) 
by Кореньков Гаврил Алексеевич
Хайланă дата: 1906, Пичетленĕ çул: 1906. Çăлкуç: Вула Чăвашла

Унăн мĕнпур шанчăкĕ
Пусри тырă çинчеччĕ.
Анчах ани татăкĕ
Ытла-ытла кĕскелчĕ.

Ансăрне те ансăр вăл,
Хыттине те хытă вăл.
Акнă тырă ÿсмерĕ.
Пÿлми тĕпне кĕмерĕ.

Ани çинчен килнипе
Çисе ярса пырать вăл,
Макаçейрен илнине
Куланая сутать вăл.

Ун хыçĕнчи ачисем
Çĕтĕк-çурăк пыраççĕ;
Витĕр курнăç шăммисем…
Çăкăр хытти кăшлаççĕ.

Пуян çынсем чей ĕçеç, –
Тăлăх арăм ачисем:
«Анне, шыв çук пирĕн», – теç.
Эй, шеремет çыннисем!

Сире çутă тĕнчене
Хурлăх курма янă пуль;
Вăрăм хутаç мăй çине
Турах çакса янă пуль.

Эсир мĕн чул йĕретĕр,
Сирĕн йĕни шутра мар.
Эсир мĕн чул ĕçлетĕр,
Çапах эсир тутă мар.

Сире çынсем çапсан та,
Эсир ăна чăтмалла;
Сире мăшкăл тусан та,
Эсир çынна пăхмалла.

Кашни сире, выльăх пек,
«Эй, эй!» тесе çеç чĕнет;
Алăк пăнчи шăпăр пек,
Хăй аллинче çÿретет.

Хăçан туррăн çыннисем
Пĕр пек пулса çитĕç-ши?
Хăçан хутаç çакнисем
Ăна мăйран илĕç-ши?

Хăçан халăх çутăлса
Çĕнĕ çула кĕрĕ-ши?
Хăçан, пĕр пек пурăнса,
Хирте пĕр пек ĕçлĕ-ши?

1906

This work is in the public domain in Russia according to article 6 of Law No. 231-FZ of the Russian Federation of December 18, 2006; the Implementation Act for Book IV of the Civil Code of the Russian Federation:

  • its creator didn't fight or work for Soviet Union victory during the Great Patriotic War — so the 70-year protection term is applied;
  • and the creator died before January 1, 1954 (more than 70 years ago), and has been not posthumously rehabilitated since that date;
  • and this work was first published before January 1, 1954 (more than 70 years ago).

This work is in the public domain in the United States because it was published before January 1, 1929 (more than 95 years ago).


The author died in 1949, so this work is also in the public domain in other countries and areas where the copyright term is the author's life plus 74 years or less (if applicable), or the copyright term is 117 years or less since publication (if applicable).

Public domainPublic domainfalsefalse