Паллă мар поэмăн пуçламăшĕ

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Паллă мар поэмăн пуçламăшĕ  (1907) 
by Тайăр Тимкки
Хайланă дата: 1907, Пичетленĕ çул: 1907. Çăлкуç: Вула Чăвашла

Çынна ырлăх тăвасшăн
Пĕтĕм вăйпа тăрăшăр!
Хăвăр ырлăх курасшăн
Усал ĕçпе çапăçăр!

Хăвăр ахаль пурăнсан,
Эсир ырлăх тупаймăр;
Ĕçе тума чарăнсан,
Усал айне хупăнăр.

Эсир ĕçсĕр пурăнсан.
Сире çынсем ылханĕç.
Сирте юлнă ачăрсем
Сире пăхса хурланĕç.

Вăхăт иртет, сисĕнмест
Кунпа çулсем улшăнни.
Сирĕн ĕçсем курăнмасть, –
Ялан халăх хуйхăрни!

Сире халăх вĕрентме
Нумай укçа салатрĕ.
Сире çынна кăларма
Пĕтем вăйпа тăрăшрĕ.

Ухмах! Эсĕ халăха
Мĕскер усă кăтартрăн?
Выçлăх, пысăк хурлăха
Мĕскер ĕçпе пĕтертĕн?..

(1906-1907)

This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.

Public domainPublic domainfalsefalse