Пÿлерти Валем хуçа çинчен

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Пÿлерти Валем хуçа çинчен  (1918) 
by Шелепи Николай Иванович
Хайланă дата: 1918, Пичетленĕ çул: 1918. Çăлкуç: Вула Чăвашла

Авал Пÿлертен пĕр çын
Иерусалим хулине
Каять турра кĕлтума
Святойсене пуççапма.
Иерусалиме çитсессĕн, –
Ирхине пит васкаса
Пĕтĕм çынран маларах
Каять чиркĕве кĕлтума.

Вăл чиркĕве çитсенех
Пырса çитет пĕр ват çын
Шур сухаллă, шур çÿçлĕ,
Пĕр чарăнса тăмасăр,
Çынпа сăмах хушмасăр,
Кĕрсе каять чиркĕве
Çакă çынран маларах.

Ват çын кĕрсе кайсанах
Урăх çынсем те нумай
Кĕрсе тулаççĕ чиркĕве
Çапса хĕстернĕ пекех.
Пăхать, пăхать çакă çын
Ватă çынна чиркÿре
Анчах нимпе кураймасть
Тем пек хытă пăхсан та.

Тухнă чух та пăхкалать
Пурĕпĕрех кураймасть.
Пит тĕлĕнет çакă çын
Ку кам пулчĕ-ши? – тесе.
Тепĕр кун ирхине татах
Çакă çын пит васкаса
Пур çынсенчен маларах
Каять турра кĕлтума.

Чиркÿ йатне çитсенех
Хай ватă çын каяллах
Çакă çынран маларах
Кĕрсе каять чиркĕве.
Палланă пек туйăнать
Çавă çынна çав ват çын.
Анчах сăмах хускатмасть
Пит васкаса кĕнипе.

Куçран çухатас маршăн
Çакă çын та васкаса
Ватă çыннăн хыçĕнчен
Кĕрес каять чиркĕве.
Анчах епле пăхсан та
Каллех куçран çухатать,
Кĕлĕрен тухнă чухне те
Татах кураймасть ват çынна.

Çакă çын пит ÿкĕнет
Пĕртте калаçайманшăн.
Ăма эпĕ калаçма
Тивĕçлĕ мар-ши? тет, унпа.
Виççĕмĕш кунне татах
Çак çын пур çынран малтан
Чиркÿ алăкĕ умне
Кайса тăрать васкаса
Ватă çынна курасшăн.

Татах хайхи ватă çын
Пур çынсенчен те малтан
Ки(л)се çитет чиркĕве.
Кĕрсе кайма тытăнать.
Çакă çын лайăх паллать
Хайсен Пÿлер çыннине,
Ватă Валем хуçана,
Питĕ хытă тĕлĕнет,
Умне ÿксе пуççапать.

Çапла сăмахсем калать:
«Манран Пÿлерте юлтăн,
Хăçан килтĕн эс кунта,
Ыр çыннăм, ыр хуçам?
Кĕлле кĕнĕ чух курап,
Кĕрсессĕнех çухатăп.
Тухнă чух та кураймастăп
Темĕн тĕрлĕ пăхсан та.
Эпĕ питĕ тĕлĕнетĕп,
Турă хвачĕ пур санра».

Ват çын каллех васкаса
Кĕрсе каять чиркĕве.
Вăл чиркĕве кĕрсенех
Пĕтĕм чиркÿ ăш(ĕ) çуталать.
Кĕлĕ пĕтсен ватă çын
Чиркÿ алăк умĕнче
Çакă çынна курăнса,
Çапла сăмахсем калатъ:
«Эп çын тăриччен ки(л)се çитĕп,
Çын выртиччен таврăнап,


Мана кунта никам та
Кураймасть ку чиркÿре.
Халĕ турă хушнипе
Сана анчах курăнтăм.
Петĕм ĕмĕр тăршшĕне
Пĕр усал ĕç тумарăм,
Çамрăк чухне вĕрентĕм,
Пĕрт(т)е ахаль тăмарăм.
Çамрăк чухне вĕрентĕм,
Вăй кĕрсессĕн, ĕçлерĕм;

Ваталсассăн кĕлтурăм,
Турă патне çул чурам.
Ыр кăмăлăмшăн савса
Турă мана пиллерĕ,
Лар ман çия хăвăртрах,
И(л)се каяп Пÿлере».
Ват çын çине ларать çын,
Вăл хушнине итлесе.
Сисмесĕрех юлать çын
Хăйсем Пÿлере çитнине.

Пĕр куç уçса хупиччен
Ки(л)се çитеççĕ Пÿлере.
Унтан ват çын калать ăна
Акă çапла сăмахсем; ‘
«Ырă кăмăлпа ыр ĕçĕмшĕн
Турă мана юратрĕ;
Ята ĕмĕр тăтăр тесе
Çак Пÿлере çуратрĕ.

Çакă Пÿлер тăвĕ çинче
Ятăм ĕмĕрех тăрĕ,
Мана пытарнă вырăна
Нумай çын ки(л)се курĕ.
Эпĕ пуснă вырăнсене
Турра кĕлтăвĕç ларса,
Эп пурăнăп турă панче
Усал-тĕселе чарса.

Нумай ыра сăмахсем
Калаçрăм эп санпала,
Çак Пÿлер ту савăнĕ
Ĕмĕр-ĕмĕр манпала».

1918

This work is in the public domain in Russia according to article 6 of Law No. 231-FZ of the Russian Federation of December 18, 2006; the Implementation Act for Book IV of the Civil Code of the Russian Federation:

  • its creator didn't fight or work for Soviet Union victory during the Great Patriotic War — so the 70-year protection term is applied;
  • and the creator died before January 1, 1954 (more than 70 years ago), and has been not posthumously rehabilitated since that date;
  • and this work was first published before January 1, 1954 (more than 70 years ago).

This work is in the public domain in the United States because it was published before January 1, 1929 (more than 95 years ago).


The author died in 1945, so this work is also in the public domain in other countries and areas where the copyright term is the author's life plus 78 years or less (if applicable), or the copyright term is 105 years or less since publication (if applicable).

Public domainPublic domainfalsefalse