Львовпа Перемышле илни çинчен хунă юрă

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Львовпа Перемышле илни çинчен хунă юрă  (1915) 
by Кириллов Тарас Кириллович
Хайланă дата: 1915, Пичетленĕ çул: 1915. Çăлкуç: Вула Чăвашла

Вăрçă вучĕ вăйлă çунчĕ
Шăтăртаттарса.
Тупăсем çĕр чĕтĕретрĕç
Кĕмсĕртеттерсе…
Австрияна кĕтĕмĕр
Аслă çул уçса;
Львов хулине илтĕмĕр
Паттăррăн кĕрсе.
Львов хулине иличчен
Люблин патĕнче
Нимĕçсене икĕ енчен
Вăйĕ чакиччен
Пĕр çĕререх пухрăмăр
Çывăхран курма.
Курсан шухăш тытрăмăр
Çавăрса илме.
Вăрçă вучĕ вăйлă çунчĕ
Шатăртаттарса,
Тĕтĕм-сĕрĕм, тупă тарĕ
Çутта хуратса
Çил-тăвăл пек вăйлă тăчĕ
Чуна хăратса.
Вут витĕрех кайрăмăр
Юрă юрласа.
Перемышль патĕнче
Пирĕн тăшмансем
Шухăш тытрĕç хирĕç тăма
Чуна хытарса, –
Эпир хыттăн вут-хĕмĕпе
Сурма тапратсан
Вĕсем вара тÿсеймерĕç –
Парăнчĕç пире.
Пирĕн çарсен пуçлăхĕ.
Патша тăванех,
Ăмăрткайăк пек çÿрерĕ
Çĕнтернĕ çĕрте,
Хăйĕн паттăр халăхне
Хаваслантарса.
Ертсе пычĕ тăшман çине
Аслă ячĕпе.
Нимĕç чунне чĕтĕретрĕ
Пирĕн вăйлă ят,
Çак (вăрçăра) хăватланчĕ
Пирĕн аслă ят,
Руç патшалăх чаплăланчĕ
Пĕтĕм тĕнчере,
Ĕмĕр пытăр унăн чапĕ,
Патшана урра!

1915

This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.

Public domainPublic domainfalsefalse