Çула тухнă çын шăнса вилес умĕн юрланă юрă

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Çула тухнă çын шăнса вилес умĕн юрланă юрă  (1917) 
by Çитăр Ехримĕ
Хайланă дата: 1917, Пичетленĕ çул: 1917. Çăлкуç: Вула Чăвашла

Казански каç пулчĕ,
Питĕ вăйлă çил пулчĕ.
Çÿлтен çăвать, çĕртен шăлать,
Çуна çине юр тулать.
Антăм утрăм çулпала,
Антăм кайрăм лапалла,
Пырса лекрĕм капана,
Хурса хвартăм ачана.
Утап-утап – ÿсĕнмест,
Утмасассăн – чун тÿсмест.
Çакă çутă тĕнчерен
Никамăн та чун писмест.

1913-1917

This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.

Public domainPublic domainfalsefalse