Çитмĕл çулхи старик

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Çитмĕл çулхи старик  (1910) 
by Çитăр Ехримĕ
Хайланă дата: 1910, Пичетленĕ çул: 1910. Çăлкуç: Вула Чăвашла

Çитмĕл çулхи старик
Кайнă армана.
Юлнă каçа
Таврăннă чухне:
Утçăм ула,
Çул хура,
Çак ватă пуçăм
Мĕн курать?

Кÿлнĕ лашам кĕçенет,
Ман чунăм çÿçенет.
Эпĕ ним те курмарăм,
Пĕр çавра юрă юрларăм.
Ула лаша утмасан,
Урине тапса туртмасан,
Çак ватă пуçăм мĕн куратчĕ,
Ялта ырă çын пулмасан.
Яла куртăм, савăнтăм.
Лапрана çитрĕм, чарăнтăм.
Пырап ăрампа,
Нимĕнтен те хăрама(стă)п.
Чупрĕ тухрĕ пĕр çын.
Ак тамаша!
Ячĕ тытрĕ лашана.
«Ăçта каян? – тет мана. –
Мĕнпур укçуна пар мана».

«Эпе кайрăм армана.
Укçа чикмен вăрмана.
Ан тыт лашана,
Яр мана», – тетĕп.
Ячĕ тытрĕ хай мана,
Çупрĕ ячĕ хай мана.
Тытрĕ мăйран,
Кайрăм вăйран,
Кăшкăрап – сас тухмасть,
Çывăрнă çын час тухмасть.
Хуралçисем çитрĕç,
Ваççипе ярса тытрĕç.
Лаша кайрĕ ĕрĕхсе.
Урапа юлчĕ ÿпĕнсе.

1910 ç. Тĕлĕ

This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.

Public domainPublic domainfalsefalse