Çарăмсанпа Хăнтăрçа

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Çарăмсанпа Хăнтăрçа  (1915) 
by Шелепи Николай Иванович
Хайланă дата: 1915, Пичетленĕ çул: 1915. Çăлкуç: Вула Чăвашла

Çарăмсан

Çарăмсана кам ăмсанмĕ
Унăн рай пек улăхне!
Парать турă ырлăхне
Çарăмсан çинчи халăхне.
Улăхĕнчен килес килмест
Çĕр-шывĕсем типсессĕн;
Ырлăхĕсем пĕлĕнеççĕ!
Çимĕк кунсем çитсессĕн.
Симĕс пустав халат пек
Ешĕл тумтир тăхăнать.

Ырлăхĕсем тĕрлĕрен
Çарăмсан тăрăх пухăнать.
Чечексемпе илемленет
Пур чĕрĕ чун киленет,
Пĕтĕм çĕр-шыв илемĕ
Çимĕк çитсен пĕлĕнет.
Хĕвелпеле вăй выляççĕ
Çарăмсанра пуллисем,
Чечексемпе савăнаççĕ
Улăхсенче кÿллисем.
Кайăксем те савăнаççĕ
Пĕр-пĕринпе пĕрлешсе.

Çарăмсан çинче ыр кураççĕ
Тĕрле халăх мирлешсе.
Хур-кăвакалссм савăнаççĕ
Чĕпписемпеле,
Ишсе-чамса çăвăнаççĕ
Çарăмсан шывĕпе.
Ывăл-хĕрсем ыталанса
Вăйăсем выляççĕ,

Çемçе сассисемпе
Йăвашшăн кулаççĕ.
Шăрантараççĕ юррисене
Улăхĕсенче,
Йăпатаççĕ пĕрне-пĕри
Çамрăклăхĕнче.

Чечек пăхса тĕр тăваççĕ
Сарă хĕрĕсем,
Хĕвелпеле ялтăраççĕ
Кĕмĕл çĕррисем.
Çăвăнаççĕ-тасалаççĕ
Çарăмсан шывĕпе,
Анса-хăпарса киленеççĕ
Çÿллĕ тăвĕпе.

Çарăмсанăн тăрăшшĕпех
Чечек ÿсет тĕрлĕрен,
Пурте вĕсем пулаççĕ
Тĕнче(не) илем кирлирен.

Ăçтан килчĕ ку ырăлăх
Пĕтĕм Çарăмсан тăрăшне?
Çил хумхатать тинĕс пек
Пĕкĕ çÿллĕш ырашне.
Курăк çинче сывлăмĕсем
Çĕмĕрт- сапакисем пек, –
Хĕртсе хĕвел пăхнă кун та
Кăнтăрласăр типмеççĕ.

Лăс пек çăвать çăмрисем
Тырра-пулла ÿстерме,
Панă турă Çарăмсана
Пур чĕр-чуна ĕçтерме.
Лăпкă, ăшă çилĕсем
Лекет пите çу пекех.
Çарăмсанăн ырлăхĕ
Пуриншĕн те ту пекех.
Тĕтре çÿрет час-часах,
Хăмписене кăларать,

Çимĕк кунсем çитсессĕн,
Пур ырлахсем палăрать.
Çамрăкĕсем улăха
Уяв тума тухаççĕ,
Савăннипе пĕр-пĕрне
Ăшă куçпа пăхаççĕ.
Алла-аллăн тытăнса
Сике-сике юрлаççĕ,
Тĕрлĕрен вăй выляса
Кăмăльсене ырлаççĕ.
Пĕрне-пĕри ыталаса,
Пыл ĕçмелле выляççĕ.
Вăйăпалах çимĕк кунсем
Хыçалалла юлаççĕ.

Шур кĕписем çийĕнче
Тĕррийĕсем чечек пек.
Çамрăк сассисемпеле
Чăвăлтатаççĕ чĕкеç- пек.
Кăкрисене ăваççĕ,
Пуçĕсене ухаççĕ.
Вăййисене курасшăн
Ваттисем те тухаççĕ.
Тухья-хушпу айĕнче
Хĕрарăмсен пуçĕсем;
Вĕсен çинчен каймаççĕ .

Кайнисенĕн куçĕсем.
Ăçтан тупса çитереççĕ
Юрăсемпе сăвăсем!
Пĕлĕт пекех курăнаççĕ
Çарăмсанăн тăвĕсем.
Каччисенĕн кĕписем те
Арки вĕççĕн чĕнтĕрлĕ.

Ах, тур, çимĕк илемĕсем
Курăнаççĕ пин тĕрлĕ!
Пĕрне-пĕри чуптăваççĕ
Çемçе тутисемпеле,

Ах, турăçăм, савăнаççĕ
Çимĕк кунĕсемпеле!
Ăсатаççĕ уявне
Ватти-вĕтти-мĕнĕпех,
Асăнаççĕ хĕрхенсе ,
Килес çулхи унĕпех.

Ялсем тавра çаврăнаççĕ
Харăс утса юрласа,
Вăййа тухман хĕрсене
Тăрăхласа хурласа.
Шăнкăрав пек сассисем
Янра юлать ял çинче,
Пушмак-атă йĕрĕсем
Тăрса юлать çул çинче.
Иртрĕ уяв ĕмĕрĕ,
Час çаврăнмĕ каялла,
Улăхсенчен çамрăксем
Саланчĕçĕ ялалла.

Ах, мăнтарăн уявĕ
Çулталăксăр таврăнмĕ,
Нумай кунсем иртмесĕр
Çĕрĕн тавра çаврăнмĕ!
Вылянтарчĕ вăййипе,
Илештерчĕ пĕр-пĕрне.
Халĕ ĕнтĕ астăваççĕ
Пурте савса хăй хирне.
Пуçтарăнса кайĕçĕ
Пуртă йăтса вăрмана.

Ерипеле утĕçĕ
Сăвăсемпе çырмана.
Ушкăн-ушкăн кайĕçĕ
Çырла-çĕмĕрт татмашкăн;
Савăнăçлă кунсенче
Пулĕç çуртсен умĕнче.
Çĕнĕ милĕк çыхĕçĕ
Çан-çурăмне çумашкăн.
Пурте хĕрсе тытăнĕç
Хăйĕн ĕçне тумашкăн.

Çур тыррисем çийĕнчен
Пукрисене суйлĕçĕ,
Пурте хăй тырпуллине
Тасатмашкăн уйлĕçĕ
Улахсенче, варсенче
Утăсенс çулеçĕ,
Пăри-тулă çийĕнчен
Пиçенсене çăлĕçĕ.

Ерипе ĕçле-ĕçлех
Тăнтăнланĕç аллисем.
Пур çĕрте те пăхма пĕлсен
Пур çав турă паллисем
Хăва хушшийĕсенче
Хурлакансем хуралĕн
Ятне пĕлсе пĕтерес çук –
Хурт-кăпшанкă çуралĕç.
Çерçи пуç пек çырлисем
Курăкпала явăнĕç,
Савăчĕсем çине пăхса
Ачисем те савăнĕç.

Çĕмĕрт сапакисем пулĕç
Тухья ярапийĕ пек,
Пăлансемпе чиесем –
Мерчен сапакийĕ пек.
Шăналăксем карĕçĕ
Шăна-пăван кĕресрен.
Пурте савăнса ĕçлĕç,
Пĕрне-пĕри ти(в)менрен.
Пахчисенче ÿсĕçĕ
Çимĕçĕсем тĕрлĕрен,
Пурте вĕсем пулнă-мĕн
Пурăнăçа кирлĕрен.

Сысна çурисем пекех
Хăярĕсем ÿсĕçĕ,
Сарă çу пек саралса
Тынĕссм те пиçĕçĕ.
Тăрна куç пек шывĕсем
Куçа шартса ярĕçĕ,
Çарăмсанăн улăхсем
Хисепсĕр ырлăх парĕçĕ.
Тыррисемпе пуллисем
Тулса тăрать тусана,
Ĕнисем те сĕтпе пĕрле
Тумлатаççĕ çусана.
Ялĕсем те хула пек:
Çурĕ-çурĕ ывăнăн.

Епле кăмăл ан савăнтăр
Çарăмсан çинчи ывăлăн?
Ярминккипе пасарсенче
Пăтă пекех çын вĕрет, –
Вырăс-тутар, чăваш-мăкшă
Пĕртăван пекех çÿрет.
Вуншар чуллă армансем
Аслати пек кĕрлеççĕ,
Çарăмсанăн ырлăхпе
Хуйхисем те сирĕлеççĕ.

Хăнтăрçа

Çарăмсанпа юнашар,
Çавăн пекех илемлĕ,
Кукăр-макăр кукралса,
Нумай ялсем хушшипе
Юхать тата Хăнтăрçа.
Кĕленче пек çутăлса.
Нÿхрепсене тулаççĕ
Курăкĕсем çу пулса.
Пахчисенче улмапа
Арпуссем те пиçеççĕ,
Ĕçкисенче сăрисем
Кăпăкланса йÿçеççĕ,
Юхать Самар еннелле,
Аннăçемĕн сарăлать,
Хăвалăхра хăмлисем
Ĕне чĕччи пек саралать.
Кунта нимĕччиссм те
Киленеççĕ çĕр(ĕ)семпе,
Улпутсем те пурăнса
Савăнаççĕ кил(ĕ)семпе.
Ывăнмасăр ĕçлеççĕ
Хирĕсенче, килĕсенче,
Пăхма хал çук ут тум(ĕ)сем,
Ырлăхпа иртет кунсем.

Çак икĕ шыв тăршшĕнче,
Нумай ялсем хушшинче.
Чие çити тĕлĕнче
Чиешне те савăнать.
Чиркÿ тăрри таçтанах
Йăлтăртатса курăнаь;
Чăвашсем вырăссемпе
Чиешнере пурăнать.
Çарăмсана урлă каçать
Чиешненĕн хирĕсем,
Хăнтăрçа хĕрне те çитет
Çакă ялан çĕрĕсем.

Усрав вăрман ту çинче
Тĕрлĕ курăк ÿстерет,
Сывлăх паракан шывне
Çарăмсанĕ ĕçтерет.
Улăхĕсен утипе
Выльăхĕсем выляççĕ.
Тĕрлĕ тырă-пулăпа
Ирĕк хирсем тулаççĕ.
Чиешненĕн ырлăхĕпе
Ачисем те выляççĕ.
Аслă урам вăррисенче
Савăнаççĕ, кулаççĕ.
Вырăс-чăваш ачисем
Пĕрлешеççĕ еррипе,
Ырлăхĕсем нумайран
Чиешненĕн хĕррипе.

Çакă шывсен тăрăш(ш)ĕнче
Пысăк ялсен хушшинче
Пĕчĕкĕ Хăмăшлă та
Нумайранпа савăнать.
Çав Пĕчĕк Хăмăшлăра
Пĕр ырă çын Тементей,
Турă панă ырлăх[ĕ]пе
Ячĕ таçта сарăлнă.
Килне-çуртне пĕтĕмпех
Тимĕрпе хăма виттернĕ.
Пур тирпее илме те
Турă ăна ăс çитернĕ.
Пуçлăхсем те ун патне
Хăй хушмасăр кĕмеççĕ.
Ăс-хакăлĕ нумайран
Тĕнсĕр чăваш темеççĕ.
Пĕтĕм ялне илем кÿрет
Тементейĕн ырлăхĕ,
Ырă ятне таçта ярать.
Ах, мăнтарăн пурлăхĕ!

Кĕлечĕсен-ампарĕсем
Тырăпала туллиех,
Пур чăваш та ун пек пу(й)сан,
Пулмĕччĕç çын куллиех.
Çил арманĕ авăрать
Çилпе пĕрле кĕрлесе,
Тементей ĕçе тытăнать
Куллен-кунах ирлесе.
Ĕмĕр юлать ачисене
Ырă çынсен ырлăхĕ.
Пурлăхĕпе пĕтсе ларать
Темĕн чухлĕ йывăрлăхĕ.
Çарамсанăн шывĕ пек
Юхса иртет пурăнăç.
Хăнтăрçанăн кукри пек,
Темиçене пăрăнăç.
Иртет ырă кунĕсем,
Час çухалан тĕтĕм пек;
Ырлăхĕсем пулсассăн,
Чăвашсем те этем пек.
Çĕре лекнĕ Çарăмсанăн
Çурăхĕсен хÿрисем…

Хуран хăрăм пек хура
Çĕрĕсемпе хирĕсем.
Ыр учĕсем кĕçĕнеççĕ
Утă-сĕлĕ çинĕрен.
Юррисеие кăлараççĕ
Праçниксерен çĕнĕрен.
Хĕлĕпелен турттараççĕ
Улăхсенчен утăсем.
Ачисене тĕрек парать
Ашлă-çуллă пăтăсем.
Хунĕ-хунемĕшсем те
Çăвăнаççĕ кĕрÿшсемпе.
Хулăпсене илеççĕ
Хĕрĕсемшĕн çĕрĕшсемпе.
Йывăç пÿртсем вырăнне
Кирпĕчĕрен лартаççĕ,
Пÿрт-çурт çинчи улăмне
Тимĕрпелен тартаççĕ.
Тĕрлĕ тырă капанĕсемпе
Анкартисем тулаççĕ,
Турри панă ырлăхĕпе
Пурте тутă пулаççĕ.
Çарăмсанпа Хăнтăрçа
Пĕтермеççĕ çунтарса,
Шăвараççĕ халăхсене
Ырлăхĕпе савăнтарса.
Кăнтăрланă пăхаççĕ,
Атăла тухаççĕ,
Чул хуласен патĕнче
Хвалын тинĕсе юхаççĕ.

1915

This work is in the public domain in Russia according to article 6 of Law No. 231-FZ of the Russian Federation of December 18, 2006; the Implementation Act for Book IV of the Civil Code of the Russian Federation:

  • its creator didn't fight or work for Soviet Union victory during the Great Patriotic War — so the 70-year protection term is applied;
  • and the creator died before January 1, 1954 (more than 70 years ago), and has been not posthumously rehabilitated since that date;
  • and this work was first published before January 1, 1954 (more than 70 years ago).

This work is in the public domain in the United States because it was published before January 1, 1929 (more than 95 years ago).


The author died in 1945, so this work is also in the public domain in other countries and areas where the copyright term is the author's life plus 78 years or less (if applicable), or the copyright term is 108 years or less since publication (if applicable).

Public domainPublic domainfalsefalse