Çÿлти Сион

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search
Çÿлти Сион  (1915) 
by Кириллов Тарас Кириллович
Хайланă дата: 1915, Пичетленĕ çул: 1915. Çăлкуç: Вула Чăвашла

Çÿлти Сион, таса патшалăх
Этем пĕлми çарпа тулли.
Çарсем турра савса юрлаççĕ:
Святой, Святой, Святой Турă,
Мухтав Сана, Святой пĕр Турă,
Мухтав Сана, тĕнче çути!
Турра курса савса юрлаççĕ
Çÿлти çарсем таса райра;
Вĕсем пурте Турра мухтаççĕ.
Çынсем, эпир калар Турра:
Мухтав Сана, çÿлти патшамăр,
Мухтав Сана, Çÿлти Турра!
Эпир Сана парне кÿретпĕр,
Мухтав юрри – таса парне.
Чунтан-вартан савса юрлатпăр:
Çÿлтен, райран пилле пире;
Пире хĕрхен, пире юрат, çăл,
Çутта кăлар, хăвна пĕлтер.
Эпир Сана чунтан калатпăр:
Кун-çул курма пилле пире.
Сана анчах шанса тăратпăр:
Тăшмансенчен хăтар пире.
Сана мухтав юрри юрлатпăр:
Сион çинчен пилле пире!

1915

This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.

Public domainPublic domainfalsefalse