Cv/Кăтартмăш:Туймăрса сăввисем

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search

Кайăп ĕнтĕ

Кайăп ĕнтĕ
Кайăп ĕнтĕ,
Кайăп ĕнтĕ ялăртан
Саркайăкăн чĕппи пулса,
Шыв та ĕçмĕп çырмăртан.

Киле каяссăм килет

Кайăк тытассăм килет,
Тĕкне татассăм килет.
Ял аван мар,
Шыв тутлă мар,
Киле каяссăм килет.

Чĕлхе çинчи сăмахсем

Ăсатăр, тăвансем,
Эсир ăсатăр
Хамăр çĕртен-шывран,
Ай, тухиччен.
Хамăр та çĕршывран
Тухнă çĕрте
Шăнкăртатса выртать
Ай, юханшыв.
Шăнкăртатса выртать,
Ай, сулхăн шыв,
Выртса ĕçрĕм, аннеçĕм,
Эп куркасăр.
Ăшăм та каннине
Пĕлнĕ пулсан,
Татах та ĕçес-мĕн
Сулхăн шывне.
Пуçăм çухаласса
Пĕлнĕ пулсан,
Татах калаçас-мĕн
Тăвансемпе.
Татах калаçас-мĕн
Тăвансемпе
Чĕлхе çинчи сăмахсем
Ай, пĕтиччен.
Чĕлхи çинчи сăмахсем
Ай, пĕтиччен,
Пуçра пур хуйхă та,
Ай, сӳниччен.


Чăваш чĕлхи

Пулăттăм эпĕ çап-çутă хĕвел
Халăх чунне.
Тертлĕ чунне ăшăтма.
Пулăттăм эпĕ турă пек вăйлă
Хам чĕлхене,
Тăван чĕлхене упрама.
Шăпчăк юрри-
Саркайăк юрри-
Юратнă чĕлхе,
Шăнкăр-шăнкăр шыв пек,
Ăшă çил сасси пек-
Аннеçĕм чĕлхи,
Чăвашăн чĕлхи.

Ютри кĕтес — амаçури

Ăшă вырăн шыраса, çĕтĕлтертĕм кĕрĕке,
Ырă пурнăç шыраса, килсе лекрĕм Тĕрĕке.
Эх, юлташăм, юлташăм, атя кунтан тарар,
Тăванах та çĕршыва, атя-ха таврăнар.
Эпир каяс çул çинче чĕрĕ тамăк пур,
Чĕрĕ тамăк леш енче Хура тинĕс пур
Хура тинĕс леш енче — ешĕл çеçенхирсем,
Çеçенхирсем варринче тăван ялăм пур,
Тăван ялăм варринче — тăван килем пур,
Тăван килте савнă аннем пурăнать,
Хăй ачине тăван киле йыхăрать.
Чĕкеç кайăк пулса унта вĕçĕттĕм,
Тăван анне патне часрах çитĕттĕм.
Ах, аннеçĕм, анне, тертĕм ытла пысăк,
Ютри кĕтес — амаçури, тĕнче ытла пăсăк...


Туймăрсан юлашки юрри

Кăвак кăвакарчăн ман пулас,
Карлăк çине ларса юр юрлас,
Тертпе асап çинчи тăвансене
Ыр сăмахпа кăштах пулăшас.
Кăвак кăвакарчăн пулайсан,
Çунат сулса вĕçме пултарсан,
Вĕçĕттĕмччĕ тăван çĕршыва -
Атте-анне панă çĕршыва.
Кунта, ютра, тусем хитре мар,
Кунта, ютра, çырми таса мар.
Пĕлĕчĕ те ялан хуп-хура,
Хуйхă-терчĕ пĕрмай хам çумра.
Ютра эпир телей тупас çук,
Ютра эиир канăç тупас çук.

(Юхма Мишши, Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996. кĕнекерен илнĕ.)