Cv/Кăтартмăш:Охатер сăввисем

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search

Шупашкарта шурă пӳрт

Шупашкарта шурă пӳрт,
Сарă вырăс пурăнать.
Сарă вырăс пурăнать,
Хура чунпа туслашать.
Пирĕн ялта хура пӳрт
Хура чăваш пурăнать.
Хура чăваш пурăнать,
Таса чунпа туслашать.


Чăнлăх тĕнчи тумалла

Какшăм шывĕ — тăрă шыв,
Шанкăр-шăнкăр вăл юхать.
Чăваш чунĕ — таса чун,
Ним айăпсăртан çунать.
Кăкшăм хĕрне эп антăм
Тăрă шыв ăсса ĕçме.
Шупашкар таран çурерĕм
Тăвансене пулăшма.
Шăнкăр шывра пулă çук,
Атма лартни усăсăр.
Вăйпутсенче чăнлăх çук,
Пуçа тайни усăсăр.
Алла çут хĕç тытмалла,
Вăрçă хирне тухмалла,
Тăшман пуçне касмалла,
Чăнлăх тĕнчи тумалла.


Ристан пултăм Шупашкарта

Ристан пултăм Шупашкарта,
Тухса тартăм армана.
Ристан пултăм Хусанта,
Тухса тартăм вăрмана.
Арманта усал арманçă
Хуса ячĕ çав кунах.
Вăрманта усал вăрманçă
Йытă ячĕ çав кунах.
Арманта та пурнăç çук,
Вăрманта та пурнăç çук.
Халь ăçта кайса, чăваш,
Тупăн эс хăвна юлташ.
Çиллĕ тăвăл — ман юлташ,
Çутă хĕç те ман юлташ.
Кашкăрпа упа тата
Пулĕç пирĕншĕн юлташ.


Охатерпе Олюна

Килтеш вăрманĕ каш-каш кашлать,
Килтеш вăрманĕнче кашкăр ами улать.
Кашкăр ами хăй аçине кĕтет.
Пĕччен юлассинчен вăл шикленет.
Питтукасси тем тĕрлĕ пăлханать,
Питтукасси çын сассипе тулать.
Пит хурланса Олюна макăрать,
Хăй савнине, Охатере кĕтет.
"Охатерĕм, савнă мăшăрăм,
Мĕншĕн кайрăн эс Шупашкара.
Шупашкарăн çурчĕсем шурă чуллă,
Çыннисем вара ытла та хура чунлă.
Вĕсем шурра кураççĕ хура пек,
Хурана кураççĕ шурă пек.
Вĕсемпе калаçни усси çук,
Вĕсемпе хирĕçни усси çук.
Охатерĕм, савнă мăшăрăм,
Уйăх иртрĕ эсĕ кайни аçу килĕнчен.
Мĕншĕн каялла килместĕн, Охатерĕм.
Мĕншĕн шутламастăн ман çинчен.
Амăрткайăк ами пулса вĕçсе пырăттăм,
Кашкăр ами пулса чупса пырăттăм,
Эсĕ ăçта иккенне пĕлсессĕн,
Эсĕ мана кĕтнине пĕлсессĕн."
Килтеш вăрманĕ каш та каш кашлать,
Килтеш вăрманĕнче кашкăр ами улать.
Кашкăр аçи ами патне васкать,
Охатер çеç Олюна патне пыраймасть.
Охатер шурă çуртра тыткăнра ларать,
Хăйĕн Олюнишĕн питĕ тунсăхлать:
"Олюна, Олюна, кашкăр ами пулса кил,
Ăмăрткайăк ами пулса ман пата вĕçсе кил!.."