Ум сăмах

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search

Сирĕн алăра - Çĕнĕ Халалăн чăвашла çĕнĕ куçарăвĕ. Паянхи кунчченех чи нумай çын вулакан Кĕнекесен Кĕнеки - Библи - Çĕнĕ Халалпа Авалхи Халал пайсенчен тăрать.

Çĕнĕ Халал çинчен[edit]

Çĕнĕ Халала 27 кĕнеке кĕрет. Вăл историллĕ текен пайпа – тăват㐠кĕнекерен тăракан Евангелипе – пуçланать. Грекларан куçарсан "Евангелие" тени "Ыр㐠Хыпар" тени пулать. Шăпах çапла ят пан㐠та Хăйĕн вĕрентĕвне Тур㐠Суйласа илнĕ Иисус Христос. Вăл этемлĕхе çылăхпа вилĕм тыткăнĕнчен хăтарнă. Ыр㐠Хыпарта Унăн çĕр çинчи пурнăçĕ çинчен каласа панă, – Çурални тата Турăшăн ĕçлесе тăни çинчен, Унăн вĕрентĕвĕпе Вăл тунă хăватсем çинчен, Унăн вилĕмĕпе Вăл чĕрĕлсе тăни çинчен. Тăват㐠Евангели те çак ĕç-пуçсене тĕрлĕ енчен çутатса параççĕ, Христос вĕрентĕвĕн тĕшшине лайăхрах ăнланса илме пулăшаççĕ. Ыр㐠Хыпарăн авторĕсем Матфей, Марк, Лука тата Иоанн çак ĕç-пуçсене куçăн куракансем пулнă, Матфейпа Иоанн Христосăн вун икĕ вĕренекенĕ шутне кĕнĕ; Лукапа Марк вара апостол тивĕçĕсене каярахпа туса пыма пуçланă. Иисус Христос çинчен мĕн-мĕн палл㐠пулнине туллин те хронологи йĕркипе çырса парса евангелистсем Унăн вĕрентĕвне истори тĕлĕшĕнчен çирĕп сăлтавланă.

Иисус Христос çинчен калакан Ыр㐠Хыпар мĕнле сарăлни пирки Çĕнĕ Халалăн тепĕр кĕнеки – Апостолсен Ĕçĕ-хĕлĕ – каласа парать. Тĕрĕссипе, вăл тăват㐠Евангелин малалли пайĕ пулса тăрать. Ку кĕнеке Христос тӳпене çĕкленнипе пуçланать те Аллăмĕш кун уявĕнче апостолсем çине Святой Сывлăш анни Христос Чиркĕвне никĕслес ĕçре юлашки чул хунипе пĕр пулни çинчен каласа парать. Кунтах эпир тĕрлĕ хуласемпе çĕр-шыв сенче Христоса ĕненессин вăрлăхне акакан апостолсен ĕçĕ-хĕлĕпе