Cv/Кăтартмăш:Çеçпĕл Мишши сăввисем

From Wikisource
Jump to navigation Jump to search

Чăваш ачине

Пĕлтер мана, тăван çĕршывăм:
Хăçан кăтартăн халăхна
Ху чĕлхӳне хăват кĕртмешкĕн
Тĕнчене килнĕ ывăлна?
Кăвар чĕре! Кăвар чĕлхеллĕ
Чăваш ачи, сассуна пар!
Тухсам кунта. Сана кĕтеççĕ.
Килсем! Килсем!
Эс пур, - çук мар.
Часрах килсе хăватлăх кĕртчĕ
Чăвашăн капăр чĕлхине.
Çунтартăр çулăмлă, кăварлă
Чĕлхӳ çынсен чĕрисене.
Ĕмĕрлĕхе яту сан юлĕ.
Шупашкартан Кавал таран,
Çĕрпӳ, Чикме, Етĕрне урлă
Юрру сассийĕ кайĕ сан.
Чăваш чĕлхи ăсти! Кăварлă
Чĕрӳ сан сисĕ чĕннине.
Шанатăп. Ĕмĕте усратăп:
Эс килĕн. Килĕн тĕнчене!

1920 çулхи чӳкуйăхĕ, Шупашкар.


Эп вилсен...

Эп вилсен — мана пытарăр
Çӳллĕ ту çине.
Йăмрасем лартса хăварăр
Ман тăпра çине.
Ман çирен пĕтĕм çĕршывăм
Курăнтăр вара,
Тăпрам çинчен курма пултăр
Ват Шупашкара...
...Чăвашра çĕн(ĕнрен) сăвăç
Çуралмассерен
Ман тăпра çине саркайăк
Пытăр ир çинчен.
Йăмрасем çине ларайтăр
Хĕвел ăшшине
Янра юрăпа мухтатăр
Чăваш чĕлхине
Тăван çĕршыв çырулăхĕн
Илемĕ çинчен,
Çамрăксем тăван чĕлхешĕн
Тăрăшни çинчен
Саркайăк юрласа патăр
Йăмра тăрринчен...
Çĕршывăма тăван халăх
Хавасламасан,
Чун савнă чăваш чĕлхийĕ
Пĕтмелле пулсан, —
Усал курăк та ан шăттăр
Ман тăпра çине:
Çĕр çурăлтăр та çĕр çăттăр
Вил шăммăмсене.